Манăн кӳршĕсем пĕр-пĕрне хĕнесе пĕтернĕ тенине илтсен шалт! йăванса кайрăм. Йăванса кайрăм тени тĕрĕсех мар пулĕ ĕнтĕ. Урамра илтнĕ вырăнта мар, киле çитсен, диван çине. Вăт пурнăç! Никама та ан шан иккен, çирĕм çул пĕрле пурăннă упăшкуна та. Ара ман кӳршĕсем, Петюкпа Нинук шăп та лăп çирĕм çул хушши пĕрле пурăнаççĕ мар-и! Ывăлĕ те çитĕнсе çитсе Шупашкара вĕренме кайрĕ, хĕрĕ те пĕве çитсе пырать, аслă класра вĕренет. Ун пек хыпар хăлхана кĕрсен инкекри çынна шеллес те хӳтĕлес килет. Çапах та, тăван тесе çын патне тӳрех шаплаттарса кĕрсе каяймастăн вĕт-ха. Эпĕ те çаплах, пĕр-ик кун иртсен тин вĕсем патне телефонпа шăнкăравларăм. Хĕрĕ Лена: «Атте те, анне те килте çук!» — тесе хуравларĕ. Тата тепĕр кунран Петюкĕ муш ĕçре пулĕ тесе (вăл талăкпа ĕçлет) чăтаймарăм, вĕçтерсе çитрĕм. Килĕнчехчĕ Нинук. Иксĕмĕр те диван çине лартăмăр.
— Эпĕ хыпар пĕлесшĕн çунса мар, мĕнпе те пулин пулăшма çук-и, — тесе çеç килтĕм, — терĕм çакскер.
— Тĕрĕс, Санькка, çапăçрăмăр. Кĕрмешрĕмĕр темелле-и? Çирĕм çул пурăнса та кун пеккине курманччĕ. Хуть тӳнсе кай, хуть ларса итле. Калам-ха, эппин. Каçа хирĕç ĕçрен таврăнтăмăр та тытăнтăмăр килти ĕçсемпе аппаланма. Вăл — тулта, эпĕ пӳртре ĕçлетпĕр. Яшка пĕçеретĕп. Чашăк-тирĕк çăватăп. Петюк пӳрте выльăхсем валли ăшă шыв илме кĕчĕ. Урайне шыв тăкăнмасăр пулмасть çав вăхăтра. Каллĕ-маллĕ кĕрсе тухса çăматти те пăрланса кайнă пулмалла. Тăман тухасси пăхса та курăнмастчĕ темелле. Темле майпа ал айне йĕтĕр çакланчĕ те... ăна та çуса хурас терĕм. Чустаран çуса тасатрăм та, шкапа хурас тесе аллăма çĕклерĕм. Çав вăхăтра Петюк пырса кĕчĕ те... йĕтĕр мана çамкаран шап! тутарчĕ. Юн вĕресе кайрĕ. Петюк ăна-кăна ăнкарса иличчен эпĕ ăна аллинчеи çав йĕтĕрпех шаплаттартăм та. Упăшкам вăкăр пекех урса кайрĕ. Эпĕ халат вĕççĕнех урамалла вирхĕнтĕм. Петюк — ман хыççăн! Халь те урамра çынсем çук, намăс вĕт-ха. Самаях тĕттĕмленнĕ те. Хирĕçре Сарсухаловпа унăн ывăлĕ хăйсен гаражĕ умĕнче тем аппаланаççĕ. Унталла вирхĕнетĕп. Петюк мана хăваласа çитрĕ те... тапрĕ. Эпĕ те мĕкĕрсе ятăм. Хытах тивмерĕ пулин те, юр çине тăсăлса ӳкрĕм. Тăна çухатнă пек пулса выртатăп. Петюк ман пата пырса та пăхмарĕ. Килелле вĕçтерчĕ. Те хăранипе, те физика саккунĕнчи пек, «резонанс» пулса кайрĕ-и? Сарсухаловпа ывăлĕ мана йăтса тăратрĕç. Киле леçсе, диван çинех вырттарса хăварчĕç. Пӳртре телефон «шăранса» кайсах шăнкăртатать. Лена Марье аппа патне шăнкăравлать иккен. Пулăшма килме тархаслать. Марье аппа çийĕнчех чупса çитрĕ (аякра пурăнмасть те). «Ара, пĕр çирĕм минут каялла çеç кăвакарчăнсем пек манпа сăмах пупле-пупле калаçрăр вĕт. Мĕн пулчĕ тата?» — терĕ пăлханса. Петюк та ман çине алăк урлă кармашсах пăхать. Эпĕ урăм-сурăм ахлататăп. Виçĕ çĕртен аяк пĕрчисем хуçăлнă, тесе суятăп. Петюк: «Мĕн пулчĕ сана, Нинук? Манăн ура шуса кайрĕ. Ӳкес мар тесе, хам мĕн хăтланнине ăнланса илеймесĕрех, сан аллунти йĕтĕртен ярса илтĕм. Алă йывăрăшĕпе йĕтĕр сан çамку çинелле тайăлса перĕнчĕ. Эсĕ çавăншăнах ман алла çапса хуçас терĕн-им?» Ара кам шухăшланă-ха капла пулса тухасса! Хăв тунă йăнăша никамăн та йышăнас килмест вĕт-ха. «Неччу шăна çыртнă пек ыраттарнăшăн урам тăрăх хăваласа çӳреме!» — терĕм парăнмасăр. «И-и, инкекĕ-айăпĕ нихăшăрăн та çук иккен, килĕштерĕр-ха», — тесе Марье аппа килнелле тухса шăвăнчĕ. Каçпа çапла шутласа выртатăп: «Петюк мана икĕ хутчен хур турĕ. Ан тив, пĕри ăнсăртран тейĕпĕр. Эпĕ ăна пĕр хутчен çеç кӳрентернĕ. Шучĕ — 2:1, вăл çĕнтернĕ курăнать. Çакă каллех ман чуна кăшлать вĕт-ха!» Ирхине Петюк алăка уçрĕ те: «Нинук, кофе ĕçсе пар-ха, аяк пĕрчисем, тен, каялла сыпăнĕç», — тет. Ара, кутран кăшт тапнипе аяк пĕрчисем мĕнле майпа хуçăлма пултарĕç-ха? Петюк та ухмах мар вĕт. Манпа килĕштересшĕн пулса чуптуса илесшĕн пулчĕ. Эпĕ ăна çав вăхăтра питĕнчен пӳрнепе чĕрсе пилĕк йĕр хăвартăм (çапла пек туйăнчĕ ĕнтĕ). Шута 2:2 тăвас килчĕ. Ах, Санькка, тата виçĕ кунтан хамăн çуралнă кун çитет вĕт-ха. Унччен Петя пичĕ çинчи йĕрсем пĕтчĕр кăна...
Нинукăн çуралнă кунĕ те çитрĕ. Эпĕ вĕсем патне уява кайрăм. Петя пичĕ çинче нимĕнле йĕрсем те асăрхамарăм. Хуçасем хăнасене хавхалансах пăхаççĕ. Петюк эрех-сăра ĕçтерет, Нинук сĕне-сĕнех тутлă апат-çимĕçпе сăйлать.
Киле çитсен алă айне йĕтĕр çакланчĕ. Çуса тасатмалла пек ăна. Çук, аппаланмарăм. Хăвăртрах шкапа чиксе хутăм кăна. Пылчăк çинче йăваланман пулĕ-ха. Чуста çыпçăнса хытнă та ĕнтĕ. Юрĕ-ха, усал япала сиксе тухиччен...