Урине хура çӳçлĕ, хăмăр куçлă, лутра кĕлеткеллĕ, пукане пек илемлĕ, ырă, таса, уçă чунлă хĕрача. Вăл 13 çулта. Амăшĕпе иккĕшĕ пĕр пĕчĕк ялта пысăках мар пӳртре чухăнрах пурăнаççĕ. Амăшĕ ĕçе çӳрет, Урине шкулта вĕренет; амăшĕ укçа пухать, Урине ăс пухать. Час-часах укçа çитменнипе килте выçă ларма та тивет, çакна пăхмасăр вĕсем йывăрлăха лекнĕ çынсене, чĕрчунсене хăйсем патне пурăнма кĕртеççĕ, мĕн пуррипе хăналаççĕ. Анчах ырă çынсен лăпкă пурнăçĕнче те инкек-синкек пулса тухать.
Пĕррехинче Урине амăшĕ ĕçрен таврăнсан пуç хытă ыратнине, ĕслĕк пуçланнине туйрĕ, вырăн çине кĕрсе выртрĕ, Урине киличчен çывăрса та илчĕ. Ачи шкултан килсен апат ăшăтса пама тăрасшăн пулчĕ, анчах пуçĕ çаврăннипе тăраймарĕ. Урине амăшĕ сывă маррине пӳрте кĕрсенех сисрĕ. Яланах хаваслă кĕтсе илекен амăшĕ паян ытла та салху. Хĕр ача ырă мара сиссе часрах амăшĕ патне ыткăнчĕ.
— Анне, аннеçĕм, мĕн пулчĕ сана?
Амăшĕ шăппăн çеç хуравларĕ:
— Хĕрĕм, эсĕ ан кулян, пуç кăштах ыратать те, темех мар, эмел ĕçĕп те иртсе кайĕ. Мĕнле-ха капла çулла чирлесе ӳкрĕм, нихăçан та кун пек пулманччĕ-çке.
— Эпĕ сана вĕри, сиплĕ чей туса парăп… Эсĕ выртах, аннеçĕм, вырт. Эпĕ часах. — терĕ юратнă амăшне Урине.
Нумай та вăхăт иртмерĕ чейпе эмел илсе те килчĕ.
— Эсĕ мана пĕчĕк чух пахнă, халĕ эпĕ сана пăхам. Аннеçĕм, градусник лартса пăхар-ха, температура пысăках-ши? Пысăк пулсан эмел ĕçер… Аннеçĕм, кӳр-ха градусника, пăхам… Турăçăм, аннеçĕм, температура питĕ пысăк-çке, мĕн тăвар?.. Хăвăртрах эмел ĕçер. Акă эмел, ĕçсем, анне, кунтах чей. Ыран валли иртсе каймасан тухтăра чĕнĕпĕр.
— Çук, çу-у-у-к, тухтăрсемсĕрех сывалăп.
Анчах пуç ыратни тепĕр кунне те иртсе каймарĕ. Чир вăраха каясран хăраса Урине тухтăра чĕнсе килчĕ:
— Аннӳне сыватма чăтăмлăх, тӳсĕмлĕх, тăрăшулăх тата питĕ нумай укçа кирлĕ пулать. Пĕр тăхтаса тăмасăр сыватма тăрăшмалла, унсăрăн… — хурланса пĕлтерчĕ тухтăр.
Урине укçа кирли çинчен амăшне шарламарĕ, çапах та ăна мĕнле тупмалли çинчен чылай шухăшларĕ.
— Темле йывăр ĕçре те ĕçленĕ пулăттăм, ӳркенмĕттĕм, аннене сыватмалăх укçа кăна тупасчĕ…
Пĕррехинче Тукасра пурăнакан Наçтук аппа Урине патне пычĕ те:
— Херĕм, ман вырăна ĕçе каймăн-ши? Кĕтӳ çитрĕ, виçĕ кунах каймалла.
Хаваспах килĕшрĕ хĕр, ĕç тупăннишĕн савăнчĕ те.
Наçтук аппа лавккара урай çуса пурăнать. Пĕчченех пурăннăран кĕтӳ-тавраш çитсен хăй врăнне ĕçе кама та пулин тупса ярать. Ку хутĕнче, акă, Уринен ĕçлемелле пулчĕ.
Урине ĕçрен хăрамасть. Амăшĕшĕн вăл тем тума та хатĕр. Çынсене вăл кил таврашĕнче, хăшне анкартинче ĕçлесе пулăшрĕ. Уншăн ăна укçан тӳлерĕç. Хăшĕ ăна ĕçлесе памасăрах ӳкçан парса пулăшрĕ. Урине аванмарланса илесшĕнех пулмарĕ, анчах ăна вăйпах паркаларĕç. Ял-йыш сисет, Уринене хĕрхенсе те калаçать:
— Мăнтарăн хĕрĕ, ытла та ĕçчен, ывăнма та пĕлмест-çке. Ăçтан тухать-ши вăй-халĕ? Йăлт амăшĕшĕн тăрăшать, уншăн чунне пама та хатĕр.
Урине тĕттĕмленсен кăна киле килсе пурăнчĕ, анчах хăй ывăнса çитнине амăшне кăтартмарĕ. Ăна вĕри, сиплĕ чей туса пачĕ, хăй пĕçернĕ сĕт яшкине ăшăтса çитерчĕ те амăшĕпе юнашар калаçса ларнă çĕртех çывăрса кайрĕ. Ирхине шкула тухса чупрĕ.
Вырсарникун çитрĕ. Урине амăшĕ патĕнчен ниçтах та каймарĕ. Каçхи пиллĕк сехетсенче алăкран шаккарĕç. Вĕсем шывпа тата газпа усă курнăшăн укçа илме килнĕ иккен. Урине вĕсене хăй ĕçлесе илнĕ укçаран тӳлесе ячĕ. Амăшĕ хĕрне чĕнсе илчĕ:
— Хĕрĕм, шывпа газ укçи илме килчĕç-и? Эпĕ ун çинчен мансах кайнă. Сана шкулта та укçа кирлĕ пуль, манăн енчĕкрен ил. Кӳршĕри Кĕтерук аппунтан та илмелли пур. Эх, çак чир, мĕншĕн, ман çине тапăнчĕ-ши? Мĕнле укçа тупмалла-ши? Хĕрĕм, эпĕ ыранах ĕçе... — ăна Урине каласа пĕтерме памарĕ:
— Çук, çук, ĕç çинчен ан та шутла. Сана йывăр. Эпĕ хамах укçа тупăп. Пире нумай кирлĕ мар, — çирĕппĕн ĕнентерчĕ амăшне ачи, хăй çав вăхăтрах пӳртрен тулалла тухса кайрĕ те ĕсĕклесе макăрса ячĕ, чĕтрекен сассипе пăшăлтатрĕ:
— Эй, Турăçăм, мĕншĕн çавăн пекех асаплантаратăн-ши пире? Нуша курма çуралнă-ши эпир? Эй, Турăçăм, пулăшсам пире? Пулăшсам? Аннесĕр мĕнле-ха эп? Унсăр пурăнаймастăп. Турăçăм! Пулăшсам аннене сывалмашкăн. Тархаслатăп сана, тархас-ла-тăп!
Çак вăхăтра вăл выçса кайнă кушака курчĕ. Лешĕ Урине урисем çумĕнче мăрлатса çӳрерĕ.
— Эх мăрăлкка… Выçса кайрăн-и? Мĕн çитерем-ши сана? Э-э! Кăштах, апат çинĕ хыççăн, çăкăр юлнăччĕ, çавна та пулин парам, — пӳртрен хытса кайнă çăкăр илсе тухрĕ, — çи, урăх çук, хамăра валли те юлмарĕ, — чунтанах калаçрĕ хĕрача.
Мăрăлкка çисе тăранчĕ те пăрăнса утрĕ. Урине кӳршĕ ялсене ĕç шырама кайрĕ. Çул çинче вăл енчĕк тупрĕ. Унта укçа сахалах маррине курса савăнса кайрĕ. Лавккана çăкăр, аптекăна эмелсем илме каясшăн пулчĕ, анчах… укçа енчĕкĕн хуçи те тупăнчĕ. Темĕнле ватă кинемейĕн пулнă иккен. Урине укçине хуçине тавăрса пачĕ, килне каялла кайма тĕв турĕ. Тĕттĕмленсех пырать. Таврара шăп, пĕр сас-чӳ те çук. Утсан-утсан тавралăх çап-çутă çуталса каять. Урине шикленме тытăнать, çан-çурăм тăрăх сивĕ чупса иртет. Мĕскер ку? Мĕн амакĕ? Унччен те пулмасть шап-шурă урхамах ылтăн хĕм сапса килет, урисемпе кукалеме тытăнать, савăнăçлăн тулхăрса илет, çын чĕлхипе калаçма тытăнать:
— Урине, эпĕ — асамлă урхамах, турăпа пĕрле çӳлти пĕлĕт çинче пурăнатăп, сана катаранах курса, сăнаса тăратăп. Сана питĕ йывăр, çавăнпа сан пата васкарăм. Итле, Урине, эсĕ манран виçĕ хутчен пулăшу ыйтма пултаратăн. Ырă çынсене эпĕ яланах пулăшма хатĕр.
Урине тĕлĕннипе ним калама та пултараймарĕ. Асамлă урхамах хĕр ачана куçĕсенчен пăхса:
— Пĕлĕтĕп: аннӳне сыватас килет санăн. Пĕтĕм тĕнчери чĕрĕ чунсене телейлĕ пурнăç парас килет. Тата мĕн тăвас килет санăн, Урине? Кала, ан вăтан. Эс ыйтнине пĕтĕмпех пурнăçа кĕртĕп.
— Эп,.. эпĕ, э-э,.. эпĕ кун пек пулма пултарнине шухăшлама та пултарайман, йăлт тĕлĕкри евĕр. Эпĕ… эпĕ урăх нимĕн те ыйтма пĕлместĕп. Анне сывални, тĕнчери мĕнпур чĕрчун сывă пулни — калама çук пысăк савăнăç, телей. Унран ытла мĕн кирлĕ-ха?
— Апла пулсан эпĕ сана пĕр асамлă юлташа парнелĕп, тыт, — вăл сывлăшран лаша евĕр теттене илсе пачĕ. — Çак тетте сана пурнăçра ялан пулăшса пырĕ. Эсĕ ăна: — Тусăм, пулăш-ха мана, — тесе кăна кала, — вăл сан ума çитсе те тăрĕ. Темĕнле йывăр вăхăтра та сана пулăшу пама васкĕ, — тесе ăнлантарчĕ те асамлă урхамах Урине куçĕ умĕнчен çухалчĕ.
Урине амăшĕ сывалчĕ. Пурнăçра пĕтĕмпех ăнса пычĕ. Уринене йывăр вăхăтра асамçă панă пĕчĕк урхамахĕ пулăсшах пычĕ.
Халĕ те Уринепе амăшĕ аван пурăнаççĕ тет. Паянхи кун та вĕсем урхамаха тав туса çĕре çити пуç таяççĕ тет.