Пĕр вăхăтра кĕрĕк тăхăнасси модăна кĕрсе кайрĕ. Лавккара пурри пурне те лекместчĕ. Пĕлĕш-тăвансене çеç хыçапти алăкран тыттарса яратчĕç, пултаруллăраххисем сурăх тирĕ пуçтарса кĕрĕк çĕлеттерме пикенчĕç. Эпĕ мĕнрен кая, çичĕ-сакăр тир пуçтараймастăп-и? Ним мар пуçтаратăп, кĕрĕк çĕлеттеретĕп.
Пĕр кунхине, ĕçрен пушансан, миххе сурăх тирĕсене тултарса автобуспа ларса Шупашкаралла вĕçтертĕм. Тĕп хулара тир тăвакансем пур тенине илтнĕччĕ. Паллах, тĕп хулара лайăх çĕлесе парĕç-ха терĕм. Кӳршё ялта та ун пек ăста пурччĕ те, Шупашкар Шупашкарах çав. Çапла шутлатпăр эпир яланах. Хулара тир кăна тумаççĕ, кĕрĕкне те çĕлесех параççĕ. Килĕшрĕм, авансне тӳлесе хăвартăм. Тата тепĕр эрнерен кĕрĕкне килсе илме каларĕç.
Урамра сивĕсем пуçлансан çынсем кĕрĕк тăхăнчĕç. Кӳршĕллĕ пурăнакан Митя та кĕрĕк тăхăннă. Хăй ӳстернĕ сурăх тирĕсенченех тутарнă, пĕрре те патшалăхăннинчен кая мар. Аптрамăп, часах манăн та чаплă кĕрĕк пулать.
Кайса илтĕм Шупашкартан кĕрĕке. Укçине те аванах тӳлесе хăвартăм.
— Çĕр çул тăхăн ку кĕрĕке, çавах та кивелмĕ,— çурăмран шаплаттарса мухтать кĕрĕк çĕлекен. — Хăвăн çинче те епле аван ларать, тепре кил, юлташусене кала,— тесе ăсатрĕ мана ăста.
Хапĕ ял тăрăх кĕрĕкпе çеç çӳретĕп ĕнтĕ. Хывас та килмест. Çынсем ăмсанччăр, тире ăçта килнĕ унта парса ан яччăр, кĕрĕк çĕлеттерччĕр - мана ăсталаса панă пеккине.
Пĕр кунхине мана командировкăна кайма хушрёç. Саппас пайсем туянма иккен.
Кĕрĕк тăхăнтăм та машинăпа кӳршĕ района вĕçтертём. Саппас пайсем, паллах, пĕр çĕрте купаланса выртмаççĕ, тĕрлĕ складра упранаççĕ. Склачĕсем пĕр-пĕринчен чылай аякра. Чупатăн çеç пĕр склад патĕнчен теприн патне. Йĕпе юрпа хутăш çумăр та çукалать. Пулать вĕт хĕлле те ун пекки. Манăн кĕрĕк хайхи йĕпе юрпа çумăр айĕнче лачкам пулчĕ. Саппас пайсене тиерĕмĕр те ялалла вĕçтертĕмĕр. Ăшă кабинăра манăн кĕрĕкрен пăс çеç тухса пычĕ: кĕрĕк типет!
Çитрĕмĕр хайхи, кабинăран тухрăм. Ак, тамаша, манăн çири кĕрĕке мĕн пулнă? Курăс хуппи пек хытса ларнă-çке. Пĕр çанни чĕркуççинчен иртет, тепри хулпуççи таран пĕтĕрĕнсе, типсе ларнă, тирĕ шăкăртатса тăрать. Пахчари кураксене хăратакан катемпине те кунашкал тăхăнтартмаççĕ пулĕ.
Мана кĕтсе ывăннă механизаторсем, хирĕç тухнăскерсем, ăçта тăнă - çавăнтах ларчĕç. Пит-куç та кĕрĕке сăрланă сăрăпа вараланнă, куç шăрçисем çеç курăнаççĕ, шăлсем анчах шурă. Каç пулса килетчĕ те кабинăран шуйттан анчĕ терĕç пулмапла çынсем. Палласа илнĕ хыççăн асар-писер шăв-шав пуçланчĕ. Мĕнле кăна шăл йĕрмерĕç, канаш памарĕç пулĕ вĕсем. Пĕри кĕрĕке «мухтатъ», кун пекки никамăн та çук тет. Тепри ăçта çĕлеттернине ыйтать. Çĕлеттерсе ачисене хăратма шутлать иккен. Тепри хăнара çеç тăхăнса çӳресшĕн. Юлашкинчен ман çири кĕрĕке аран-аран хывса илчĕç те карта çумне тăратса хучĕç. Тăрать кĕрĕк. Ӳкмест те. Мазутланнă фуфайка тăхăнтăм та кĕрĕке хул хушшине хĕстерсе килелле лĕпсĕртетрĕм. Пăрахсах хăварасшăнччĕ те, килте катăк пуртă та кирлё пулать терĕм. Вырăнне вара тупрăм.
Шывпа ăшăтмалли системăн бакне мачча çине вырнаçтарнăччĕ. Шăнасран тĕрлĕ çĕтĕк-çатăкпа çеç чĕркенĕччĕ-ха. Кĕрĕке çав бак çине тăхăнтартса лартрăм. Ăшă тытмалла ĕнтĕ, тиртен тунă-çке. Анчах кунта та инкек куртăмăр. Нихçан мачча çине хăпарман арăм темĕн тума унта улăхнă. Çаннисене тăратса тăракан кĕрĕке курсан чутах тăнне çухатман. Бак çинчен кĕрĕке илсе йытă айне кăларса ывăтрĕ, мана вара: «Эсĕ мана хăратса вĕлересшĕн»,— тесе кăшкăрса пăрахрĕ.