Çемен Павăлч Шадриков чылайранпа пенсире ĕнтĕ, хăй калашле — канлĕхре. Çапах та ĕнсерен пусакан ватлăха парăнмасть-ха: çулла дачăра мекеçленет, кĕркунне кăмпана çӳрет, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнать.
Кунсăр пуçне тепĕр «чир» канăç памасть ăна: кĕнеке-журнал вулама юратать. Тепĕр чухне хăй те, творчество сӳсменĕ тăхăнса, сĕтел хушшинче сехечĕ-сехечĕпе юрату сăвви-сем çырса асапланать. Çук, гонорарпа чапшăн мар, — вăхăт ирттермелле, чунне йăпатас-лăплантарас тесе.
Нумаях пулмасть вăл, килте ларса йăлăхнаскер, уçăлас шутпа хула урамне тухрĕ. Çӳресен-çӳресен кĕнеке лавкки тĕлне çитсе тухрĕ. Кунта вăл лайăх пĕлекен Манефа ятлă çамрăк хĕрарăм ĕçлет. «Кĕрсе тухам-ха, тен, пĕр-пĕр лайăх кĕнеке тупса парĕ», — магазиналла утрĕ Çемен Павăлч.
Кĕчĕ.
— Кӳршĕ хĕрсене — хĕрӳллĕ салам! — терĕ илемлĕ литература сутакан пайра чарăнса пукан çӳллĕш, пичке мăнтăрăш хĕрарăма.
— Хăвăра та, Çемен Павăлч! — сулхăнраххăн тавăрчĕ лешĕ.
— Ну, мĕнле сывлатăн-чупатăн, чиперккеçĕм? Мĕнпе савăнтарăн ватă кăмпана?
— Çĕнни, суйламалли нимех те çук-ха — çавсемех, киввисемех: поступлени пулман.
— Пурпĕрех пуян пурăнатăр ав! — тулли сентресене кăтартрĕ Шадриков.
— Вăл çаплах-ха, хăть лавпа тиесе кай...
— Мĕн, илмеççĕ-им?
— Илеççĕ... Кунне вунă кĕнеке сутсан та — Турра мухтав! Лешсен те ĕнтĕ, писатель текеннисен, пĕлмеллех: кама кирлĕ эсир варланă хут тĕнчене телевизорпа компьютер ярса илнĕ тапхăрта...
— Мана хама та çавă тарăхтарать, — продавщица май çаптарчĕ Шадриков. — Унтан та ытларах — çакă: мĕнле майпа пичетлесе кăлараççĕ-ши вĕсем çав, эсĕ калакан варланă хута.
— Тупнă тĕлĕнмелли! Укçа вăл, Çемен Павăлч, тем те тăвать. Издательство хуçисене ыйтнă чухлĕ кăларса тыттар та — тепĕр ик-виç уйăхран сан нимĕр-кĕнекӳ кĕрлесе те тухать. Пиншер экземплярпа! Çитменнине хакĕсем кутран çыртаççĕ.
— Кайманнисене ма йӳнĕрехле сутмастăр?
— Ха! Каларăн та... Хут хаклансах пынă вăхăтра — йӳнĕрехпе-и? Кам ирĕк парать? Типографи расхучĕсем те ӳснĕçемĕн ӳсеççĕ.
— Эппин, ытах та илмеççĕ тĕк, списать тумалла! — вĕрентрĕ тахçан типографире пилĕк авнă Шадриков.
— Туса пăх-ха... Пуçлăхсене кала-ха, сĕнсе пăх-ха...
— Эпир вара, Манефа Семеновна, ак çапла тăваттăмăр, — ăс пачĕ пичет ĕçĕн «ватă кашкăрĕ». — Складра йăтăнса выртакан кĕнеке-журналăн кĕтессисене чустапа сĕрсе тухаттăмăр та — ĕçĕ те пĕтнĕ.
— Мĕнле — пĕтнĕ? Мĕн пулнă вара вĕсене? — ăнланмарĕ Манефа.
— Мĕн пулнă... Нимĕн те пулман, йĕке хӳресемпе шăшисем кăшланă кăна.
— Интереслĕ, — пуçне сулкаларĕ тĕлĕннĕ Манефа. — Вара?
— Списать тăватпăр та — макулатурăна! Вăт çапла, чĕкеçĕм, нуша кулачă çиме вĕрентрĕ...
— Хăçан пулнă вăл, эсир унашкал хăтланни — çур ĕмĕр каялла! Халь урăх вăхăт, урăх самана... Вопшеттă, директорпа калаçса пăхма юрать, Кам пĕлет, тен, килĕшĕ те вăл сирĕн опытăрпа усă курма, хисеплĕ Çемен Павăлч...