Халăхăн иртнĕ пурнăçне сăнласа паракан повеçсемпе романсен шучĕ сахал тесе пăшăрханма пирĕн халĕ сăлтав çук ĕнтĕ. Ĕçĕ, паллах, шутĕнче мар — пахалăхĕнче. Авалхипе ĕлĕкхине асăнса çырнисем çулсерен, кĕнеке хыççăн кĕнеке тухса пыраççĕ. Сăмах ăстисен ытамне XVI ĕмĕртен тытăнса XX ĕмĕр пуçламăшне çитичченхи халăх кун-çулĕнчи пур паллă тапхăрсем те кĕнĕ темелле. Пуçĕпех хускатман е çĕнĕлле тĕсесе-сăнласа пама тытăнман вырăнсем юлман тесен те юрать.
Хальхи илемлĕ литературăри иртни çинчен çырнин вырăнĕ çинчен самах тапратсан, хай халлĕнех тенĕ пек, хăш-пĕр вулакансем умне çакăн пек иккĕлентерекен ыйту тухса тăрать. Коммунизм обществине çывăхартас мăнаçлă ĕмĕте тытнă, ăна пурнăçлама пĕтĕм вăйне-хална пăхăнтарнă совет халăхĕн хĕрӳ ĕçĕ-хĕлĕпе тулнă тапхăрта пирĕн писательсем иртнĕ саманасем çинчен çав териех хавхаланса çырни кирлех-ши?
Чăваш литературишĕн вăл паян кăна хусканнă ыйту мар. Ăна, акă, вăтăрмĕш çулсен пуçламăшĕнче пит сӳтсе яватчĕç. Вулакансем те, критиксем те хĕрсе калаçатчĕç. Ун пирки С. Элкер, хăйĕн «Хĕн-хур айĕнче» поэмине пуçласа уйрăм кĕнекен кăларнă май, çапла каласа çырнăччĕ: «Социализм строительстви çултан çул çĕнĕ çитĕнӳсем, пысăкран пысăк çĕнтерӳсем тăвать. Совет ĕç халăхĕ, рабочи класпа унăн партийĕ пуçарса пынипе, тĕрлĕрен йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса, çĕнĕ тĕнче никĕсне çирĕплетет. Паллах, çакăн пек хĕрӳллĕ саманара поэтсемпе писательсен те куç умĕнче пулакан çитĕнӳсемпе çĕнтерӳсем çинчен çутатса пымалла. Хальхи вăхăтра ĕлĕкхи хĕн-хурлă пурнăç çинчен историлле поэмăсем çырса ларни килĕшмест те пек. — Мĕнле усă кӳме пултарĕ чăваш литературине хальхи вăхăтра ĕлĕкхи пурнăç çинчен çырса пани? Пире хальхи çинчен тата çитес çута пурнăç çинчен çырни кирлĕ, — тейĕç хăш-пĕрисем. Ун пирки эпĕ çакна калатăп: социализмла пурнăç тунă чухнехи хĕрӳллĕ тапхăрта та ĕлĕкхи классен кĕрешĕвĕ çинчен пĕлни, пуянсем чухăнсене епле тискеррĕн пусмăрласа пурăнни çинчен пĕлсе тăни — пире пĕр усăран пуçне нимĕнле сиен те кӳрес çук. Ĕмĕрсем тăршшĕнче пурнăç мĕнле улшăннине пĕлес тесен тата вăл мĕн чухлĕ малалла кайнине курас тесен, иртнипе хальхине илсе пахаламалла…» (Элкер. «Хĕн-хур айĕнче…» Автортан. Мускав, 1931 ç.).
Халăх поэчĕн вăтăр çул ĕлĕкрех каланă сăмахĕсемпе паян кун та килĕшсе, эпир çакна каласа хăварасшăн. Пурăнан саманан тĕн ыйтăвĕсене хускатасси-тапратасси, унăн таппипе пурăнасси, унăн сăн-сăпачĕн хăйне евĕрлĕхне кăтартса парасси, халăха ялан та малалла пăхса ĕçлеме-пурăнма хавхалантарса пырасси — литературăн чи çывăх тивĕçĕ, тĕллевĕ. Кирек мĕнле литературă та паянхи вăхăта çывăххипе, пурăнса ирттерен саманан паттăрĕсене туллин сăнласа панипе, халăх пурнăçĕпе тачă çыхăнса тăнипе вăйлă. Çавăнта ун чăн-чăн илемĕн тупсăмĕ. Анчах хальхи вăхăт, хальхи самана тенине эпир пĕр паянхин виçипе кăна виçме пултараймастпăр. Вăл пит ансăр пулнă пулĕччĕ. Хальхи вăхăт тени, пирĕн ăнланăвра, паянхи те, ĕнерхи те, ыранхи те. Пĕри тепĕрипе тачă çыхăнса тăраççĕ. Ĕнерхине асра тытмасăр паянхин ăнăçне татса пама çук, паянхине хисепе илмесĕр ыран пулассине тавçăрса илме кансĕр.
Сăмахне эпир иртни çинчен çырни кирли е кирлĕ марри пирки тапратнăччĕ. Ун çинчен хамăртан урах сăмах хушмăпăр. Пирĕн вăхăтри паллă вырăс поэтне Н. Асеева, В. Маяковскийĕн çывăх тусĕсенчен пĕри пулнă çынна, сăмах парăпăр. Вăл çапла калать: «Могут сказать: а какое нам дело до этих минувших дней? А такое, что если не знать о них, то не знать и о сегодняшних днях ничего, кроме общих мест» («Огонек» журнал, 52 №, 1960 ç.) Пит вирлĕ каланă. Кирлĕ те, вырăнлă та! Çакна çеç хушса хурасшăн: иртни хальхипе пулассине хупласа ан хутăр. Иртни çинчен калакан кĕнеке пурнăç хуçисем хăйсем пулса тăнă совет вулаканĕсемшĕн чуна кăтăклантармалли, тунсăх килсен йăпанмалли кăсăк истори мар, чăннипех те тарăн шухăша яракан, чĕрене хумхантаракан, ăс паракан кĕнеке пултăр. Пире писатель иртнĕ пурнăçăн тĕшшинчен ытларах кипеккине кăтартса пама пăхать пулсан, ун пек кĕнекен пархатарĕ пысăк пулассине шансах каяс килмест. Иртни иртниех ĕнтĕ вăл. Унта темĕн пулнă, темĕн те пулма пултарнă. Çав темĕн те пĕр тен пире мĕн пĕлме кирлине, пирĕн ăс-тăнпа кăмăла усăллăн витерме пултармаллине суйласа илсе пĕтĕмлетсе парасси çăмăл ĕç мар. Хĕрӳ кăмăлĕ те, пĕлĕвĕ те, ăсталăхĕ те кирлĕ. Ăсталăх тенĕрен, сăмах май, эпир çав хисепех писателĕн виçе туйăмне те кĕртсе хăварасшăн. Халăхăн чăн-чăн историйĕпе çыхăнса тăракан илемлĕ литературă произведенинче автор чăнлăх виçине çирĕп тытса пыни кĕретех кирлĕ.
Илемлĕ сăмах мелĕсемпе халăхăн иртнĕ пурнăçне витĕмлĕн сăнласа парас, çапла туса хальхи самана çыннисене çĕннишĕн тата хастарлăрах тăрăшма хавхалантарас ĕмĕте тытса ĕçлекен писательсен шутне Мранька Микихверĕ те кĕрет. Нумай пулмасть эпир ăна ытларах унăн пьесисем тăрăх пĕлеттĕмĕр. Юлашки виçĕ çул хушшинче вăл умлă-хыçлах прозăпа çырнă «Ĕмĕр сакки сарлака» романăн висĕ кĕнекине кăларчĕ. Романăн юлашки кĕнеки «виççĕмĕш кĕнеке вĕçĕ» сăмахсемпе пĕтет. Ку ĕнтĕ çак хулăн кĕнекеллĕ романа автор малалла та çырма ĕмĕтленнине пĕлтерет темелле.
Российă çĕршывĕнчи пĕрремĕш революципе çыхăнса тăнă событисем, халăхăн çав тапхăрти пурнăçĕпе кĕрешĕвĕ чылай писательсене туртать. Мранька та хăй романĕн (халлĕхе тухса çитнĕ кĕнекисен) никĕсне XIX ĕмĕрĕн вĕçĕпе XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи пурнăç пулăмĕсене хывнă. Чăн ĕнтĕ, асăннă тапхăр чăваш халăхĕн кун-çулĕнче те паллă тапхăр пулнă. Вăл пĕтĕм çĕршыва кисретнĕ революцилле событисемпе, халăх пурнăçĕнчи драмăлла пулăмсемпе, халăх ăс-тăнĕпе тавра курăмĕнчи пысăк улшăнусемпе пуян.
Тĕпрен илсен, çĕр ĕçĕпе пурăннă чăваш çĕршывĕнче те çак тапхăрта кивĕ, ĕлĕкрен хăнăхнă пурнăç йĕрки-йăлисем хăвăрт йăшса пыма тытăнаççĕ. Укçа-тенкĕ тĕнчи вăй илет. «Укçа чул касать, укçа пуç та касать». Халăх вăйĕ-тарĕпе кӳпĕнсе пыракан ял пуянĕ-куштанĕсем ялшăн патша тӳре-шаринчен кая мар хăрушă тăшмансем пулса тăраççĕ. Пĕр кавара кĕнĕ аçтахалла, вĕсем хура халăха икĕ енчен пăвма тытăнаççĕ. Хăврăлса, хевтесĕрленсе пыракан хуçалăх ял чухăнĕсене тăрантарайми пулать. Хырçи-марçи, парăмĕ-сарăмĕ ӳснĕçем ӳсет. Ял халăхĕ калама çук хăвăрт сийленсе пырать. Выçăпа касăлса пурăнакан, тăранмалăх ĕç тупайман хресченсем йышлансах пыраççĕ. Ял хускалать. Ĕç шыраса вăл фабрикă-заводсене, рудниксемпе шахтăсене туртăнать, вăрман касса сулăсем юхтарнă çĕре ĕçлеме кĕрĕшет, хуласемпе пристаньсенчи хура ĕçе каять, улпут-хуçасем патне тарçа кĕрет.
Урăх халăх ĕç çыннисемпе анлăн хутшăнса пĕрле ĕçлесе пурăнни, вырăс рабочийĕсен революцилле хастар кĕрешĕвĕ хавхалантарни, халăха ăнăçсăр яппун вăрçи асап кӳни тата ытти нумай сăлтавсем чăваш ĕç çыннисен сĕмне те уçаççĕ. Вĕсем те пусмăр йĕркипе пусмăрçăсене хирĕç кĕрешĕве çĕкленеççĕ. Çав кĕрешĕвĕн мăнаçлăхĕпе драматизмĕ çинчен каласа пани «Ĕмĕр сакки сарлака» романра тĕп вырăнта тăрать те ĕнтĕ.
Романри кĕрешӳ-тытăçу ĕлĕкхи ял-йыш пурнăçĕнче тăтăшах тĕл пулкаланă пăтăрмахран тытăнса каять. Çтаппанпа арăмĕ çимĕкрен, вилнĕ ачи-пăчисене асăнса, киле таврăнаççĕ. Ялта хавха пырать. Ял пуянĕ Янаш Миххи, ӳсĕрскер, ăйăрне утланса, урам тăрăх ĕрĕхтерсе çӳрет. Тĕл пулнă çынсене, камне-мĕнне уямасăрах, тапта-тапта каять. Урамри ачи-пăчи, çитĕннисем чăл-пар тарса пытанаççĕ. Хирĕç тăрса пăх-ха! Ял пуянĕ-çке-ха вăл!.. Пур кантур таврашĕсем, сучĕ, полици — пурте унпа туслă-юлташлă. Янтă ĕçкĕ-çикĕ, укçа чӳкĕ мĕнле тӳре-шаран кăмăлне пуян енне çавăраймĕ? Иртĕхсе кайнă Михха Çтаппан çине пырса тăрăнать. Лешĕ хăрамасть. Пăрăнмасть, тарса та пытанмасть. Тĕреклĕ те вăйлăскер, пуянăн ăйăрне вăл пуçĕнчен чышкипе çапса ӳкерет. Михха ку ĕçе шарламасăр ирттерсе ярать, çиллине пытарать. Анчах хура юнлă пуян çак кунран тытăнса Çтаппана яланлăха вĕчĕ тытма пуçлать. Унăн пуçĕнче ăна пуç çапман, унран килмен, хăйне тĕллĕнех йӳнеçсе пурăнакан Çтаппана, сисмесле, ерипен-ерипен тĕп туса хурас, кĕлмĕçе кăларас шухăш çуралать. Тапранса каяççĕ вара Çтаппан инкекĕ-синкекĕсем. Сасартăк лаши çухалать. Ăна Михха хăйĕн вăрă-хурахла тарçине, Хĕлипе, вăрлаттарса яма хушнă иккен. Лашасăр тăрса юлнă Çтаппан хавшаса ӳкменнине кура, Михха çав Хĕлипех пысăк шар курнă çыннăн ĕнипе пăрушне вĕлерттерет. Инкеке лекнĕ Çтаппана хĕрхененçи пулса, Михха ăна хăйĕн «ырă кăмăлĕнчен» çĕнĕ лаша туянма укçа парать. Хăех çав лашана тепĕр хут вăрлаттарса ярать. Унтан земски начальник патне чĕнтерсе, хăйне сăтăр кӳнишĕн тесе, Çтаппанăн икĕ ят çĕрне туртса илет, хуралтисене сӳттерет. Çак хура тӳсеймесĕр Çтаппан арăмĕ Татьяна инке вăхăтсăр çĕре кĕрет. Михха Çтаппана çапса хуçрĕ. Урçана тăрса юлнă мĕскĕнĕн пĕртен-пĕр шанчăкĕ — Микула ятлă ывăлĕ тăрса юлать. Вăл Атăл тăрăх çӳрекен баржă çинче матрусра ĕçлет-мĕн.
Çтаппанпа Михха хушшинчи тытăçу-хирĕçӳ кунпа пĕтмест-ха. Вăл амалансах пырать. Пуйнăçем пуйса пыракан Михха Ĕнелпе Пиш ушкăнне кĕрекен ялсен тавлашуллă çĕрне туртса илме ĕмĕт тытать. Старăстăсене, çĕр уполномоченнăйĕсене укçа парса, пая кĕртме сăмах парса, ваккатсем тытса, суд таврашĕсене хăйне майлă çавăрса, çак непĕсе пĕлмен пуян икĕ ял ушкăнне хирĕçтерсе, харкаштарса ярать. Пĕр-пĕринпе Миххаран кивçен илнĕ укçапа сутлашса халăхăн тинки тухать. Çапла май пĕтĕм тавлашуллă çĕр йӳнĕ хакпах пуян аллине тара каять. Халăх хӳттине Микула тăрать. Вăл çĕр уполномоченнăйĕсен пухăвĕнче, Миххан чеелĕхне тăрă шыв çине кăларса, Ĕнелсемпе Пишсен тавлă çĕре çурмалла пайласа çураçма кирли çинчен калать. Анчах çамрăк Микулан ăслă канашне Михха майлă карма çăварсемпе куштансем хисепе хумаççĕ. Микулан тусĕ вырăс рабочийĕ, Кузнецов калани чăн иккен. «Сирĕн утрава Михха туртса илме шут тытнă пулсан, туртса илетех. Халĕ тĕнче çавăн çинче тытăнса тăрать», — тет вăл.
Михха çилли ĕнтĕ Микула çине куçать. Тилĕрсе кайнă пуян, хăй мунчине хăех вут тĕрттерсе, Микулана вут кăларнă тесе айăплать, ăна вутта пăрахса çунтарма халăха вăскăртать. Микулан вара хăйĕн ашшĕне, савнă арăмне, пĕчĕк ачине пăрахсах вăхăтлăха ялтан тухса кайма тивет.
Çапла Миххапа Çтаппан хушшинчи хирĕçӳ ӳссех пырать. Вăл ĕнтĕ пайăр хирĕçӳ картинчен тухса икĕ хире-хирĕç тăракан вăйсен кĕрешĕвĕпе пĕтĕçсе каять. Пĕр енче кунта Миххапа унран вакăрах пуянсем, куштансем, вăрă-хурахсем. Тĕрлĕ тӳре-шара, Бернадский йышши халăха выльăх вырăнне хуракан земски начальниксем, исправниксем; саламатпа, тĕрмепе, катăркăпа халăхăн сехрине хăпăтакан Огуречниковпа Мошков йышши станавайсемпе уретнисем; Платтунпа Касмухха евĕрлĕ «ятлă» çынсем; тамăкпа тата турă ылханĕпе хăратакан пуп таврашĕ; укçа енчĕкне турă вырăнне хуракан Лаврский йышши ваккатсем т. ыт те. Тепĕр енче — пусмăр йĕркипе пусмăрçăсене хирĕç çĕкленнĕ кĕрешӳре вăй илсе, ӳснĕçем ӳссе пыракан ĕç çыннисен çарĕ: Микула, Çтаппан, Ваçли, Анук, Кĕтерук, Прахăр, Натюш, Уçка, Марье, вырăс тимĕрçи Саначин, тутар çынни — вăрман хуралçи Ганният. мари çыннисемпе вырăс хресченĕсем, ялти ĕç çыннисене ăс парса, кĕрешӳре çул кăтартса пыракан вырăс революционерĕ Кузнецов тата ыттисем.
Микула ялтан çухалнине пула Миххана пĕр авăка канăç вăхăт килсе тухать. Унăн хурахла ĕçĕсене питлекен, халăх умĕнче тăрă шыв çине кăларакан çук. Хăйне парăннă огуречниковсемпе мошковсен саламачĕсемпе хурăн хуллисен хӳттинче вăл хăйĕн пуянлăхне ӳстерсех пырать: вăрман кастарать, сулă юхтарать, хресченсенчен парăмсемшĕн туртса илнĕ ана-çаран çинче, ултавла çавăрса илнĕ утрав çинче тара тытнă çынсен вăйĕпе хисепсĕр тыра-пулă, утă-улăм туса илет, вĕсене сутса тупăш тăвать. Вăй илнĕ Михха, юлашкинчен, Жомини баронăн именине сутăн илме те хăват çитерет. Вăл ĕнтĕ, вăрман ĕçĕпе пуйса ял кулакĕнчен пысăк хуçана тухнăскер, баронран кая мар çĕр улпучĕ хăй пулса тăрать.
Çав темĕн Çтаппан йышĕн пурнăçĕ тĕкĕнсех пырать. Ывăлĕ çук. Алри ачапа юлнă Анук кинĕшĕн кӳрше татăк çăкăршăн кивçене кайма тивет. Аптраса çитнĕ Çтаппан çур аки çывхарнă май, вăрлăхлăх та пулин укçа туса килес тесе, Хусана ĕç шырама тухса каять, грузчике кĕрет. Пытанса çӳрекен ывăлĕ те Хусантах-мĕн. Вăл хăйĕн вырăс тусĕ Кузнецов революционер пулăшнипе суя паспорт туянса хăма çуракан савăта ĕçе вырнаçать. Хулара пурăнакан Микула тăтăшах Кузнецов патне çӳрет, революци идейисемпе тĕплĕн паллашать, вулать, вĕренет, ăс пухать, халăх ирĕкĕшĕн пĕлсе кĕрешме хатĕрленет. Çапла çулталăка яхăн хулара пураннă хыççăн Микула революци ĕçне сарма яла таврăнать. Çтаппаншăн та пристаньри рабочисем хушшинче ĕçлесе пурăнни ахаль иртмест. Вăл та ĕнтĕ хăй йĕри-таврашĕнчи хура-шуррăн сăлтавĕпе тупсăмне анлăрах куракан, тĕплĕрех ăнланакан çын пулса тăрать. Микула яла таврăннă хыççăн Михха кĕртне хирĕç амаланма тытăннă кĕрешӳ вăй илет, хĕрнĕçем хĕрсе пыма тытăнать. Пысăк ĕçсем пуçланса каяççĕ. Виçĕ-тăватă çул хушшинче Микула тавра ялти революционерсен çирĕп чăмăрĕ йĕркеленсе çитет. Çав чăмăрти çынсем халăх хушшинче куллен-кун ĕçлесе пусмăрçăсене хирĕç кар тăрса кĕрешме вĕрентсе пыраççĕ.
Михха халăха çаратмаллипех çаратма тытăннă, хăй патĕнче ĕçлекен бурлаксене, рабочисене ним намăсне пĕлмесĕр куçăнах улталани пурне те тарăхтарса çитерет. Михха рейдĕнче ĕçлекен икĕ пин бурлак, Микула юлташĕ Ваçли ертсе пынипе, бастовкă пуçласа яраççĕ. Ĕçлеме пăрахаççĕ. Хуçа умне хăйсене тивĕçтерекен требованисем тăратаççĕ. Ултавпа тытса юлнă пиллĕк пин тенке тавăрса пама хистеççĕ. Вĕсемпе пĕр шухăшлă пулса, Миххашăн ĕçлекен хăма çуракан савăтри рабочисем те бастовкă тăваççĕ. Унтан Михха утине çулакансем, тыррине выракансем ĕçлеме пăрахаççĕ. Вĕсем те хăйсене тивĕçтерекен условисем çинчен ĕлĕкрех Михха патĕнче тарçăра ĕçленĕ, халĕ Микула ушкăнĕнчи хастар Кĕтерук урлă хăюллăнах каласа параççĕ. Таврари халăхшăн хăй турă та патша пулса тăнă Михха тинех халăх тыткăнне лекнине тавçăрса илет.
Патша тӳре-шарипе улпут-хуçасене хирĕç çапăçăва çĕкленнĕ чăваш ĕç çыннисом майлă пулса, «Шупашкарти хăма çуракан савăтри рабочисем те ĕçе пăрахнă», Атăлкасси çывăхĕнчи салари вырăс хресченĕсем те, Атăл урлă чăвашсемпе кӳршĕлле пурăнакан мари хресченĕсем те чăвашсем мĕн ыйтнине ырлаççĕ, вĕсемпе пĕр кăмăллă пулса тăраççĕ, май çитнĕ таран вĕсене кĕрешӳре пулăшса пыраççĕ.
Сехри хăпса тухнă патша йĕркин сыхлавçисем, стражниксемпе Мошков уретникрен пуçласа Огуречников стăнавая, исправнике, жандармери тытăмĕн полковникне, кĕпĕрнатăра çити, хыпăнса ӳксех, «пăлхавçăсене» лăплантарма пикенеççĕ. Революционерсен тĕввине, Энĕшкассине, тустарма малтан Огуречников стăнавай, полицейскисене ертсе, хăй пырса кĕрет, халăха хĕнеме, «пăлхавçăсен» пурлăхне, выльăх-чĕрлĕхне туртса илме хушать. Анчах çийĕнчех яла чупса çитнĕ Ваçлипе бурлаксем ăна хăйĕн ирсĕр ĕçне тума памаççĕ. Стăнавайпа полицейскисене хăваласа кăларса яраççĕ. Стăнавая пулăшма исправник казаксене ертсе килет. Анчах казаксем те халăха пусараймаççĕ. Пăлханса кайнă çынсем вĕсене хирĕç кам пăшалпа, кам çурла-çавапа, бурлакĕсем пакурпа тăраççĕ.
Капла май килменнине кура, полици çыннисем халăха ертсе пыракансене пĕрерĕн-пĕрерĕн тытса илме ăс çитереççĕ. Сутăнчăк упăшкине пула, Кĕтерук Мошков уретник пăшалĕнчен вилет, Микула арăмне, Анука, вăл халăха кĕрешӳре ертсе пыраканнисенчен пĕри пулнине пĕлсе çитсен, тытса арестлеççĕ, Хусан тĕрмине ăсатаççĕ. Çтаппан та, казаксен аллине ăнсăртран лексе, сарăмсăр вилет. Анчах пĕр хĕрсе кайнă халăха хăратма хĕн. Вăл хăйĕн куçа-куçăн хирĕç тăракан тăшманĕсене çеç мар, халăх ĕçне сутса тӳре-шара умĕнче «ырра» тухма ĕметленекен сутăнчăксене те шеллемест. Çапла çителĕклĕ пурнăçпа пурăнма тытăннă хыççăн халăх ĕçĕнчен пăрăнса, хăйĕн ĕлĕкхи тусĕсене — Микулана, Анука, Çтаппана — полицие сутса хӳтĕре тăрса юлма шут тытнă Макçăма тăван ывăлĕ, Ваçли, халăхăн хĕрхенӳсĕр сучĕ умне кăларса тăратать. Арăмне эрехле те укçалла полици аллине тыттарнă Якур йытă вилĕмĕпе вилет. Ĕмĕрне Миххана халăха çаратма-пусмăрлама пулăшса тăна вăрă-хурах Хĕлип, халăх судĕнчен хăраса, хăйне хăй вĕлерет. Çиллине шăнăрайман халăх курайман Миххан именине вут тĕртет. Михха кил-йышĕн, исправникĕн, стăнавайăн, халăх аллинчен куçа курăнса килекен вилĕмрен çăлăнас тесе, пăрахут çине ларса, Хусана тухса тарма тивет.
Анука тĕрмере тем тĕрлĕ асаплантарса, жандармери, полици, следовательсем Ĕнел таврашĕнчи революционерсен ушкăнĕнчи çынсен ячĕсене, вĕсем ăçтине, вĕсен ĕçĕсене йĕрлесе пĕлесшĕн. Анчах çирĕп чунлă революционеркă хăй ушкăнĕн вăрттăнлăхне уçмасть. Анук асапĕсем çинчен пĕлнĕ хула ĕç çыннийĕсем протестлеме тытăнаççĕ. Унта та, кунта та бастовкăсемпе стачкăсем çĕкленеççĕ. Хăраса ӳкнĕ кĕпĕрнатăр Анука ӳкĕте кĕртме тĕрме больницине хăй пырать.
Çав самантра яла йышлăн пырса тулнă казаксем, тупăсемпе хĕç-пăшалланнă карательсем, çĕнĕрен вăй пухса, пăлханса кайнă ялсенче «йĕрке» кӳме хатĕрленеççĕ. Вĕсем ирĕкшĕн тапранса çапăçура вилнĕ çынсене пытарма пухăннă Микулапа унăн тусĕсене, халăха хупăрласа пыраççĕ. Халăха çăлăнма май парас тесе, Микула Саначин дружинине тата Ваçлее карательсене тытса чарма хушать. Ваçли ут утланса çар çыннисене хирĕç каять. Вăхăтлăха вĕсене чарать. Ултава сиссе, лешсем пеме тытăнаççĕ. Вилесле суранланнă Ваçлей тăшмансен ункинчен вĕçерĕнет. Çакăнпа виççĕмĕш кĕнеке пĕтет.
Эпир виçĕ хулăн кĕнекен фабулине чылаях тĕплĕн каласа тухрăмăр, мĕншĕн тесен унсăрăн нумай эпизодсемпе тата персонажсемпе тулнă романăн пĕтĕмĕшле тытăмне те, автор шухăш çулĕ-йĕрĕн юхăмне те ăнкарса илме йывăртарах.
Ĕлĕкхи ял пурнăçне, унăн сăн-сăпатне, тĕксĕм енĕсемпе çутă енĕсене, ял çыннисен ĕçне-хĕлне, хуйхи-суйхине, шухăшĕ-ĕмĕчĕсене, йăли-йĕркисене, тĕрлĕ сийсем хушшинчи лару-тăрăва писатель аван пĕлет. Сăнласа пама тĕл тунă саманан хăйне евĕрлĕхĕпе тĕп паллисене те вăл çителĕклех уйăрса илме пултарнă. Ĕçсемпе событисем Атăл тăрăхĕнчи ялсемпе хуласенче, пуринчен ытларах Энĕш шывĕ тăрăхĕнчи вырăнта, иртнĕ ĕмĕр вĕçĕпе çак ĕмĕр пуçламăшĕнче пулса иртнине эпир романра кăтартса панă ял-хула, хир-вăрман, шыв-шур ячĕсенчен те сăнласа панă, пĕтĕм çĕршыв пурнăçĕпе çыхăнса тăнă событисемпе пулăмсенчен те куратпăр: Варасăр, Вăлпуç, Минкĕш, Шĕмшер, Аманик, Пакăш, Кармăш, Шупашкар, Хусан, 1904 çулхи Российăпа Япони хушшинчи вăрçăпа çыхăннă эпизодсем, 1905 çулхи Питĕр хулинчи юнлă вырсарникун, 1905–1906 çулсенчи чăваш çĕршывĕнче пулса иртнĕ пăлханусем т. ыт. те.
Паллах, илемлĕ литературă произведенийĕнче кăтартса панă саманан хăйне евĕрлĕхне, унăн сăн-сăпатне (вăл ятарласа çырнă историлле повеç е роман мар пулсан) чи малтан ятсемпе датăсенче мар, произведенире ӳкерсе панă çынсен сăнарĕсенче — вĕсен тавра курăмĕн, кăмăл туртăмĕн, шухăш-ĕмĕчĕн, йăли-сăлайĕн хăйне евĕрлĕхĕпе саманана кĕвĕллĕ типлăхĕнче — шырамалла. «Ĕмĕр сакки сарлака» — унта чăн-чăн пурнăçра пулса иртнĕ событисене, чăннипех пулнă, пурăннă çынсен ячĕсене асăннă пулин те — историлле роман мар. Ăна çав жанр виçипе виçме те кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен историлле персонажсем роман кумминчи тĕп вырăнта тăракан çынсем мар, ытти геройсен шăпине татса парас ĕçре те вĕсем пысăк вырăн йышăнса тăмаççĕ. Тĕп вырăна кунта писатель хăй хайласа, хăех чун кĕртнĕ сăнарсем йышăнаççĕ. Çавсен урлă самана конфликчĕсене уçса панă. Вĕсен прототипĕсем чăннипех пурăннă çынсем пулса тăни-тăманни пирки сăмах вакламăпăр, вăл — писателĕн ĕçĕ, вулакансем тивме юраман вăрттăнлăхĕ. Çак сăлтавсене пула, писатель романра каласа панисем историри фактсемпе пур чухне те пĕр карта тĕрĕс-тĕкел лармаççĕ тесе, ытлашши тиркешмех те кирлĕ мар.
«Ĕмĕр сакки сарлака» хăйĕн тĕп жанр уйрăмлăхĕсемпе — социалла роман. Икĕ социалла вăй хирĕçĕвĕн-кĕрешĕвĕн хăвачĕ романри пĕтĕм çынсен пурнăçне, ĕçне-хĕлне витерсе тăрать, шăпине татса парать. Пĕр енче, самани улшăннă май, шăмă шăл вырăнне тимĕр шăлсем лартнă миххасем. Вĕсем ĕлĕкхи пусмăрçăсен, çĕрме пуянсен е куштансен йăхĕнченех. Турри те вĕсен пĕрех — мул, чунĕ-чĕри те çавах — е эс кăшлатăн, е сана кăшлаççĕ; хама кăшлаттариччен çынна кăшлас, хамăн хуçа пулас. Анчах кусем аслашшĕ-ашшĕсенчен çăткăнтарах, чăрсăртарах, чеерех, вăр-вартарах. Лешсем ял-йышне пусмăрланипе çырлахнă пулсан, кусем танатине ялĕ-ялĕнчи мужиксем çеç мар, çулсерен пурлăх хевтине çухатсах пыракан улпучĕ-дворенĕсем те, тӳре-шарапа кантур таврашĕ те лекеççĕ. Тепĕр енче — кивĕ, патриархалла йăла-йĕркесен, ĕненӳсен, тĕшмĕшлĕхсен тыткăнĕнчен, хăйсен юмартлăхĕнчен, тавра курăм нишлĕхĕнчен — самани улшăннине пулах, асаплăн-хĕнлĕн пулин те, — хăпсах, хăтăлсах, тасалсах, хăват ӳстерсех пыракан вăй: çтаппансем, микуласем, ваçлейсем, кĕтеруксем.
Хресчен йывăр ĕçĕнче Çтаппанпа Татьянан ыррине те, усаллине те курма тивнĕ. Ырлăхĕнчен ытларах хурлăхĕ пулнă пулин те, пĕр хăнăхнă йĕрке улшăнма пултарассине вĕсем ăса та илмен. Анчах вăхăчĕ шунă май çав улшăнусем сисмеллех пулса иртнĕ. Çапла Энĕшкасси çур ялĕ ытла Михха парăмне кĕрсе ӳкет. Çтаппан халлĕхе хăйне хăй хуçа-ха. Малалла та çапла пуласса ĕмĕтленет. Инкеке, çак ĕмет часах татăлать. Халлĕхе пурнăçĕ йĕркеллех пынăн туйăнать. Уй-хирте, кил-терĕшĕнче тĕрмешсе, кунсем иртни сисĕнмест. Ял-йышĕпе пĕрле вĕсем аки-сухине тăваççĕ, утине çулаççĕ, тыррине выраççĕ. Йăли-йĕрки хушнă пек, хутран-ситрен, хурăнташ-тăванĕсемпе, кӳрши-аршисемпе пĕрле пухăнса, ĕçки-çикине ирттереççĕ. Çапла, мĕн пуррипе сапăр вĕсем.
Хресчен ĕçне мĕн ачаран хăнăхнă, юратма вĕреннĕ Çтаппаншăн çĕр çинчи ĕç нимĕнрен паха, таса ĕç. Çĕре вăл тăван амăшне хисепленĕ пек хисеплет. Унăн ырлăхĕ-пурлăхĕ Çтаппан пек ĕçченсемшĕн пĕтĕм пурнăç çăл куçĕ-çке-ха! Ак мĕншĕн вăл ăна хисеплесе тĕрлĕ ăрăмлă йăласем туса ирттерни те вырăнлă туйăнать. Çĕр ывăлĕ Çтаппан хăй çуралса ӳснĕ çĕрне-шывне, çутçанталăкне ытарайми юратать. Ăна уйĕ-хире, шывĕ-шурĕ, улăхĕ-вăрманĕ — пурте çывăх та тăван. Романри çутçанталăк пулăмĕсем, çулталăк çаврăнăшĕн тĕрлĕ вăхăтри ӳкерчĕкĕсем Çтаппан шухăш-туйăмĕпе пĕр кĕвĕллĕ пулса тухаççĕ. Автор хăй те вĕсене пĕтĕм кăмăлтан савса сăнласа пани сисĕнет.
Тӳрĕ ĕçпе пурăнакан çыннăн кăмăлĕ те тӳрĕ, уçă. Кӳршĕ-аршăпа-и, ял-йышĕпе-и вăл яланах хайне сăпайлă тытать. Ял-йышĕ те çак ĕçчен йĕркеллĕ, ăслă-тăнлă, вăйлă çынна хисеплет. Анчах арăслан пек вăйлă, хăй хăнăхнă ĕçĕнче пултаруллă çын Михха евĕрлĕ чее ултавçăсемпе тӳре-шара умĕнче халсăр. Вĕсен кукри-макрисем юмарт Çтаппана часах ураран ӳкереççĕ. Çтаппан — тӳрĕ çын, анчах унăн тӳрĕлĕхĕ хăйне хирĕçле пулса тухать. Вăл этем чысне, тивĕçне хисеплеме вĕреннĕ, анчах укçа чул касма тапратнă саманара этем чысĕпе тивĕçĕн пĕлтерĕшĕ те улшăнать иккен. Укçа чыс та кӳрет, хисеп те парать, вăй та хушать, пурнăçра хуçа пулма та пулăшать. Çтаппан тем пек вăйлă, анчах укçаллă Михха унран тем чухлĕ вăйлăрах, Çтаппан ял-йыш умĕнче хисеплĕ, анчах унăн хисепĕ муллă Миххан «хисепĕ» умĕнче ниме те тăмасть, асап кăна пулса тăрать.
Тӳрех калăпăр, ĕлĕкхи хресченĕн драматизмне, мĕскĕнлĕхне, юмартлăхне Мранька Çтаппан сăнарĕпе пултаруллăн пĕтĕмлетсе панă. Çтаппан хăйĕн юмартлăхĕнчен вăраххăн та асаплăн хăтăлса пырать. Хăй пек çынсен вăйĕ уйрăм çыннăн хул-çурăм вăйĕнче маррине — пĕрлешӳллĕ, пĕр ĕмĕтлĕ кĕрешӳре пулнине вăл пит ерипен ăнланса çитет. Çапах ăнланса çитет-çитетех. Миххасем, тӳре-шарапа пĕр каварлă пулса, халăха кашкăрла пăваççĕ пулсан, вĕсене хирĕç халăхăн та, хăйĕн вăйне пухса, хирĕç тăмалла, кĕрешӳ пуçласа ямалла иккен. Анчих çав кĕрешĕве пуçараканни Çтаппан мар, унăн ывăлĕпе ывăлин юлташĕсем пулса тăраççĕ. Вĕсем ытларах вĕреннĕ, тĕнчепе ытларах паллашнă, унăн хури шуррин сăлтавĕсемпе тупсăмне те Çтаппан ӳсĕмĕнчи çынсенчен лайăхрах пĕлеççĕ. Хастарлăхĕпе хăюлăхĕ те вĕсен пысăкрах. Кĕрешӳре вĕсене çул кăтартакан, ертсе пыракан, пулăшу парса тăракан вăй та пур ĕнтĕ — революцилле рабочи класпа унăн партийĕ.
Çтаппан сăнарĕн типлăхĕ пирки иккĕленсе тăмастпăр. Тăнăç пурнăçра Çтаппан хăйне хăй лăпка, сăпайлă тытни, çилĕ-тарăху килсен кăмăлĕ вут пек хыпса илни, инкек-синкекре, асап-хурлăхра чăтăмлă пулни, пĕр панă сăмаха çирĕп тытса пыни — пурте çаксем ӳт-пӳ, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен вăйлă та сывă çынна кĕвĕллĕ паллăсем. Пурнăçри йывăрлăхсенчен, тăшмансенчен унăн хăрасси-тăвасси çук. Çавна писатель асăрхаттарать çеç мар, роман тăршшĕнче çине-çинех сăнлăхлăн кăтартса парать.
Кивĕ йĕркепе ӳснĕ çыннăн кăмăлĕнче ыррипе усалли те пĕр çĕрлĕ. Лаша çухалсан, аптранипе, Татьяна Ваççуха юмăç патне каять — Çтаппан хирĕç мар. Пулăшĕ-и, пулăшмĕ-и, — вăл ун пирки иккĕленерех парать пулин те, ан тив, кайтăр. Йăли çапла. Пакăш вăрманĕнче вĕсем Макçăм кумăшĕпе вăрă-хураха тытса «тирпейлеççĕ». Çтаппан уншăн пĕртте ӳкĕнмест. Йăли çавнашкал — вăрă-хураха халăх шеллеме хушман, Михха ăна чăтайми хур кăтартнă. Мĕн тумалла? Виçесĕр тарăхнă Çтаппан, пĕр шухăшласа тăмасăр, кайнă та Миххан хапхипе чӳречисене аркатнă. Хур кăтартнă тăшмана урăхла май тавăрма пурри-çуккине пĕлмест вăл. Ĕлĕк те çапла тунă. Йăлана кĕнĕ вăл.
Çтаппан кăмăлĕнче халăх тĕшмĕшĕсемпе йăла тӳнтерлĕшĕсен хуйăрĕ хулăн пулин те, унăн ырă енĕсене, çынлăхне вĕсем хупласа хураймаççĕ. Пирĕн кăмăл çав-çавах Çтаппан енчех. Пĕри кăна пире шухăша ярать. Çтаппан юмарт çын, анчах вăл пĕртте айван мар. Мĕншĕн-ха роман авторĕ ăна иккĕмĕш кĕнекере айванла, унăн кăмăлĕн уйрăмлăхĕсене хирĕçле ĕçсем тутарать? Ялтан Хусана тухса кайнă-кайманах, Çтаппан, пĕр талăк хушшинче тенĕ пек, хăйĕн сăпайлăхĕпе йĕркелĕхне ансатах çухатать, çăмăлттая тухса каять: вăл циркри паттăрпа та, ним именсе-тытăнса тăмасăрах, кĕрешме хăюлăх çитерет, намăс çуртне лексе çылăха кĕрет, хула урамĕсем тăрăх яш ачалла чупса çӳрет, унччен нихăçан ун йăлинче пулманнине кура мар, эрехе шыв пек ĕçет. Çтаппан кăмăлĕ çав териех сасартăк улшăнасса никам та кĕтмен. Хула пурнăçĕ, сăмах та çук, ун кăмăлне улăштарнă, анчах пырса кĕнĕ кунах мар пулĕ? Çак эпизода писатель кăсăкшăн кăна кĕртсе лартни уççăнах курăнать, Çтаппан сăнарне вăл йӳнетсе, шĕветсе çеç ярать. Ун пек «йӳнĕ» вырăнсем романра (уйрăмах виççĕмĕш кĕнекере) тăтăшах тĕл пулаççĕ. Вĕсем сăнарсемпе событисен аталанăвĕн логикине те, реализмла роман жанрне те пăсаççĕ.
Жанр тенин хăйĕн çирĕп йĕркисем пур. Мранька романĕнче вара куç кĕретех социалла романпа приключенилле романăн жанрĕсем хутăшса, арпашăнса кайнă. Романа пĕтĕмĕшле эпир реализмла роман вырăнне хакласа йышăнатпăр пулсан, унти событисем те, персонажсем те реализмла пулма кирлĕн туйăнать пире. Çав май, пурте пĕлеççĕ пулин те, Ф. Энгельс реализм çинчен мĕн каланине тепĕр хут аса илтерес килет: «На мой взгляд, — тенĕ вăл М. Гаркнес патне янă çырура, — реализм подразумевает, кроме правдивости деталей, верность передачи типичных характеров в типичных обстоятельствах».
Çтаппан ĕç халăхĕн ирĕке тухассишĕн тапраннă кĕрешӳ сĕмне кĕнĕ çеç пулсан, вăл çав кĕрешӳре ыттисене май килнĕ таран пулăшса кăна пырать пулсан, унăн ывăлĕ Микула вара кĕрешĕве ертсе пыракан çын пулмалла.
Микулай хăй яшлăхĕнче ялти ытти çамрăксенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть-ха. Хăйĕн тантăшĕсем пекех, вĕсемпе пĕрлех, пушă вăхăтра улахсене çӳрет, ташлать, юрлать, савăнать. Алхасасси-куласси те, çамрăксен ăрăмлă йăлисене туса ирттересси те ăна ют мар. Çапах та ыттисенчен вăл хут пĕлнипе, хăйĕн тавра курăмĕпе, пултарулăхĕпе яш чухнех палăрса тăрать. Хут пĕлекен Микулана ял-йышĕ ултавçă, куштан та чее Платтун вырăнне çĕр уполномоченнăйне суйлать, тавлашуллă çĕр пирки хăйне хӳтĕлеме Хусана суда шанса ярать. Кунтах Микула вырăс рабочипе — Кузнецов революционерпа — ăнсăртран паллашать, каярах туслă та пулса каять.
Кузнецовпа тĕл пулни Микулан ăсне-тăнне уçăлтарса ярать. Ку таранччен вăл, ашшĕ пекех, пуян Миххана ытларах хăйсен кил-йышне сăтăр тунăшăн, хур кӳнĕшĕн тарăхнă, курайман пулсан, халĕ ĕнтĕ, ултавпа пусмăр тĕнчин тупсăмĕпе сăлтавĕсем çинчен Кузнецов тĕплĕн ăнлантарса панă хыççăн, вăл Михха пĕччен маррине аванах ăнланса илет.
Пĕр Миххана çеç мар, пур ытти миххасене амаланма-аталанма май паракан пĕтĕм пусмăр йĕркине хирĕç тăма, ăна тĕп тума кирлĕ иккен. Кĕрешӳре çиеле тухас, çĕнтерес тесен, меслечĕсемпе ăслайсене пĕлмелле. Çав меслетсемпе ăслайсене революци кĕнекисенче, Маркспа Энгельс, Ленин вĕрентнинче шырамалла, революцилле рабочисен партинчен вĕренсе пымалла. Çапла Микула революционер-профессионал пулса тăрать.
1900 çул. Кĕркунне. Хусанта чылай хушă пытанса, вăрттăн ĕçлесе, вĕренсе пурăннă хыççăн Микула тăван яла, Энĕшкассине, таврăнать. Кузнецов ăна çак сăмахсемпе ăсатса ярать:
— Ну, Николай Степанович, пире уйрăлма вăхăт. Парти сана чи пархатарлă ĕçе, хăвăн тăван халăх хушшинче ĕçлеме ярать. Парти шанăçне тӳрре кăларма тăрăш!
— Ан пăшăрхан, Леонид Сергеевич. Парти хушнине пурнăçлассишĕн вăй-халăма, кирлĕ пулсан, пурнăçăма та шеллемĕп, — тет Микула (II кĕн., 289 стр.).
Романăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш кĕнекисенче сăнласа панă Микулан кăмăлĕ, шухăш-туйăмĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, тыткаларăшĕ çинчен нимĕн хурласа каламалли те çук. Вĕсем реализмла повествовани виçинчен тухмаççĕ. Микула пек революци ĕçне чун-чĕререн парăнса ĕçленĕ çынсем пулнине вулакансем ĕненеççĕ. Вĕсем чăн пурнăçра та пулнă. Ун çинчен истори кĕнекисем те, ватă çынсен аса илĕвĕсем те калаççĕ. Ан тив, хăшĕ-пĕри Микулапа Лукарье хушшинче пулса иртнĕ савăш мыскари пирки тиркешсе те илĕç. Пĕтĕмĕшпе илсен, çав натуралистла эпизод Микула сăнарĕн реализмне пăсаймасть-ха. Виççĕмĕш кĕнекере вара ăнланма йывăр ĕçсем пулса иртме тытăнаççĕ.
Микула, хăй революци ĕçĕн вăрттăнлăхне вăхăтсăр уçас мар тата ĕç ăнăçлăхĕшĕн тесе, сутăçă пулса тăрать. Хăйĕн ама çурийĕнчен, Матренă Игнатьевнăран, кивçен илнĕ 10 пин тенкĕ укçапа вăл ялĕ-ялĕнче лапкасем уçать. Унăн Атăлкассинчи «тимĕр-тăмăр, пир-авăр, галантерейă тата бакалейа таварĕсемпе суту-илӳ тăвакан пысăк магазин» пур. «Микула курттăм та суту-илӳ тăвать. Вăл таврари вак-тĕвек сутăçсем валли фабрик-заводсем туса кăларакан тавар тата тăварланă пулă кӳре-кӳре килнĕ. Вĕсем валлиех йӳнĕ йышши хăпарту, шушкă, клентĕр пĕçерттернĕ. Кашни тунтикунах вĕсене вуншар сутăç лавпах тиесе чăвашсен хушшинчи пасарсене çеç мар, марисен еннелле те салатнă» (III кĕн. 194 стр.). Микула сутти Кармăшра та, Симелте те пур. Çак ĕçсене туса тăма хăй те, учитель пулма вĕреннĕ Муравьев аслă приказчик те, вакăраххисем те пур. Çĕнĕ хуçан тавар çаврăнăшĕ пăчĕк маррине çак диалогран та курма пулать:
— Суту-илӳ тăвас енĕпе ĕнер фабрикран — счет, управляющинчен çыру килчĕ, — Муравьев сĕтел сунтăхĕнчен икĕ хут кăларса пачĕ.
— Çирĕм пин тенкĕ-и? — ыйтрĕ Анук, пĕрне пăхса тухсан.
— Çирĕм пин, Анна Александровна.
— Мĕнех вара, куçарса парăр! — хушрĕ те Анук çырăвне вулама тытăнчĕ…» (III кĕн., 195 стр.).
Ама çуринчен кивçен илнĕ укçашăн «Микула тахçанах вунă пин çумне пиллĕк пин хушса тавăрса панă» (III кĕн., 214 стр.). Çапла «Микула, суту-илӳ тума пуçăнса, пиллĕк çул хушшинчех ялти пуянсенчен иртсе кайрĕ» (III кĕн., 90 стр.). Революци ĕçĕн вăрттăнлăхĕшĕнех вăл «хăйне хăй яланах турăпа патшана пăхăннăн тыткалать. Патшапа чиркӳ ыйтсан, пуринчен малтан вăл пулăшма тăрăшать. Пĕлтĕр çеç-ха, чăвашсен хушшинче чиркӳсем чечеклентĕр тесе, пин тенкĕ парнелерĕ, уншăн ăна Шупашкарти архиерей тав туса пил пачĕ. Кашни праçникрех чиркĕве çӳрет. Унпала земски начальник те туслă. Пĕчĕкрех тӳре-шарасем çинчен калаçмалли те çук. Михха тесен — Михха, ĕлĕк ăна тăшман вырăнне шутланăскер, халь унпала ытти пуянсенчен те тус-йышлăрах пурăнать» (III кĕн., 90 стр.). Çапла «аттестаци» парать Микулана унăн та, халăхăн та тăшманĕсенчен пĕри — Огуречников стăнавай. Конспираци шучĕпех пулмалла, Микула хăйĕн вăрттăн ушкăнĕнче тăракан хăш-пĕр çынсене те, сăмахран Макçăм кума, пуяна тухма пулăшать. Макçăм çунса кайнă Ваçухха юмăç карчăкăн пир-авăрне илсе сутнă хыççăн «пĕр-икĕ çул хушши выльăх пусса аш-какайпа суту-илӳ тукаларĕ те Микула пулăшнипе Энĕш юхан шывĕ çинче тăватă чуллă тата кĕрпе тăвакан чуллă арман лартрĕ. Çăм тапакан машинă туянчĕ. Халь вăл Касмуххаран та пуян» (III кĕн., 147–148 стр.). Кăна автор хăй калать.
Микулан ĕнтĕ кермен пек çурчĕ те, пĕтĕм кĕпĕрнене тĕлĕнтерекен чаплă урхамахĕсĕр пуçне ытти лашасем те, вĕсене пăхса тăма тата кил-терĕшĕнче ĕçлеме Наум, Марье, Уçка та пур. Анчах кусем тарçăсем мар-мĕн — Микулапа Анука революци ĕçĕнче пулăшакансем. Çын хушшине тухса çӳреме Микулан та, арăмĕн те çийĕ-пуçĕ пур.
Анук «арки вĕçне ылтăн укапа чĕнтĕрленĕ, шăтăкла тытса илемлетнĕ çутă кăвак пурçăн кĕпе тăхăнчĕ. Умне шурă пурçăн саппун çакрĕ. Ун аркине те ылтăн укапа чĕнтĕрленĕ, шăтăкла тытса илемлетнĕ. Пуçне сурпан сырчĕ. Çăлтăр пек пит-куçĕ татах çуталтăр тесшĕн-и тен, чи хаклă хушпуне тăхăнчĕ. Хушпу çинчен симĕс тĕрĕпе илемлетнĕ çӳçеллĕ кăвак пурçăн тутăр çыхрĕ. Таллер тенкисенчен турă мăй çыххи, ахахпа илемлетнĕ ылтăн хăлха унки çакнă. Уринче хулара илнĕ тĕттĕм симĕс буркипе çут калуш.
Микула çухавине тĕрленĕ кĕрен пурçăн кĕпе çинчен ярапаллă пурçăн пиçиххи çыхрĕ. Тройкă костюм кĕсйине ылтăн сехет чиксе, унăн ылтăн вăчăрине кăкăр сарлакăшĕпех тăсса çакрĕ. Икĕ шĕвĕр пӳрчинче икĕ хулăн ылтăн çĕрĕ. Уринче лакланă сăран атăпа калуш. Пуçĕнче каракуль çĕлĕк. Çийĕнче драп сăртарса çĕлетнĕ каракуль çухаллă пальто» (III кĕн., 144 стр.).
Хăй ушкăнĕнче тăракан çынсене хавхалантарма-ши, Микулапа Анук çине-çинех парнесем пама юратаççĕ.
— Хĕрĕм... Хаклă йăмăкăм, — тет Анук Прахăр хĕрне Натюша. — Микулапа хам ятран тата хамăрпа пĕрле кĕрешекен пур юлташсен ячĕпе те тав тăватăп!.. — Анук, галантерейă тавар сутакан пӳлĕме кĕрсе, икĕ пурçăн, икĕ кĕшемĕр тата батист тутăр илчĕ. Пир-авăр сутакан пӳлĕмре икшер кĕпелĕх пурçăнпа кĕшемĕр, хыс çĕлетме тата кĕрĕк сăрма чи чаплă пустав касса кантура таврăнчĕ…
— Натюш, савнă йăмăкăм… — хавхаланса чĕнчĕ вăл, — ку сана валли, мухтавлă ĕç тунăшăн парне пултăр, тыт!..
— Тавтапуç…
— Мĕн те пулин кирлĕ пулсан, вăтанса ан тăр. Кунта мĕн пуррине арчунти пекех шутла…» (III кĕн., 196–197 стр.).
Е ак тепĕр тĕслĕх. Микула хăйпе пĕр шухăшлă çынна, хăйĕн аслă приказчикне Муравьева, укçа тыттарать:
— Хаклă тус-йышсем… Сирĕн пурнăçри хаваслă та пархатарлă самантра эпир, арăмпа иксĕмĕр, сире кăштах парне пама тĕвтурăмăр… Акă тыт… Кунта пин тенкĕ...» (III кĕн., 330 стр.).
Микулана хăйĕн ултă çулхи ывăлне Ванюка йăпанма пианинă илсе пама та йывăрах мар. Ан тив, Миххан хăйĕн пĕчĕк хĕрĕ Клавье валли пур пулсан, мĕншĕн Микулан та илсе парас мар? Укçа çук мар. Çапах Микулана тем çитмест-ха. Михха патне хăнана пырса «юмахри майлах пуянлăхпа тĕл пулсан, Микула хăйĕннипе танлаштарчĕ те ирĕксĕрех кичемленчĕ» (III кĕн., 147 стр.).
Çĕр ĕçне тума вăл пăрахнă пулас. Ун çинчен асăнни виççĕмĕш кĕнекере тĕл пулмасть. Чăн та, Анук пир тĕртни çинчен пĕр-ик çĕрте асăнни пур. Суту-илӳ ĕçĕпе революци ĕçне хутăш туса пыни хресчен ĕçĕ валли вăхăт хăвармасть пулмалла. Ахаль те Микула эрнере пĕрре çеç киле таврăнать.
Çак пуян та рехетлĕ пурнăçпа пурăнса революци ĕçне çине тăрсах туса пыма — Михха каларĕш — «ельпох та» сайра пĕрин кăмăлĕ туртĕ, чăтăмĕ çитĕ. Макçăм кум пек, кавар тумалла вылянипе çитĕ ĕнтĕ, тейĕ те алне сулĕ. Тĕлĕнмелле пулин те, Микула çапах туса пырать. Вăл ялта революцилле организаци тунă, ун ĕретне чылай çынна хутшăнтарнă: Ваçли, Макçăм, Прахăр, Кĕтерук, Натюш, Муравьев, Микула ашшĕ Çтаппан, çамрăк Уçкапа Марье, Саначин, Наум т. ыт. те.
«Микула эрнере пĕр кун, вырсарникун, киле таврăнсан, Раççейри лару-тăру, рабочи класăн революцилле юхăмĕ çинчен» вĕрентет. «Вăрттăн саланнă революцилле листовкăсем, литературă вула-вула» парать. «Ленин вĕрентнисемпе паллаштарать». Муравьев хут пĕлменнисене хут вĕрентет. Революцилле листовкăсене чăвашла пичетлесе кăларма Микула Услон ялĕнче, ашшĕ киле кĕнĕ çуртра, вăрттăн ĕçлекен типографи уçнă. Унта акă чылай хушă ĕнтĕ икĕ çамрăк, Ильин наборщикпе юлташĕ, ĕçлеççĕ. «Вĕсем çĕрне-кунне пĕлмесĕр чăвашла та вырăсла листовкăсем пичетлеççĕ» (III кĕн., 214 стр.). Вăрманта, Кĕчеерте, вăрман хуралçи Ганният патĕнче, тӳре-шарапа патша влаçĕн сыхлавçисене — полиципе казаксене — хирĕç çапăçма хĕç-пăшал склачĕ хатĕрленĕ Микулан вăрттăн ĕçне çывăх юлташĕсем çеç пĕлеççĕ. Ыттисемшĕн вăл темĕнле куçа курăнман юмахла Кăйкăр ятлă çын пулса тăрать. «Кăйкăр хушнă! Кăйкăр сапла тума каланă!» — теççĕ вĕсем хăйсем хушшинче, пăшăлтатса. Анчах çав Кăйкăр пуян усламçă Микула пулнине сахал кам пĕлет. Микула çывăхĕнчи çынсем те пурте вăрттăн ятлă: Чĕкеç, Ăсан, Уйăп, Путене т. ыт те. Микула вăрттăнлăхĕ питĕ вăраха каять — пилĕк çула яхăн пырать. Çак пилĕк çул хушшинче вăл хăйĕн ĕçне çав тери сыхланса, шикленсе, тăшмансенчен хăраса тăвать. Тăшмансем ан пĕлччĕр тесе, вăл вĕсемпе пĕрле урăм-сурăм ĕçкĕсенче, чиркӳри чаплă молебенсенче пулать, туслă-тăванлă пулса каять. Революци валли кирлĕ тесе, вăл Михха хăти пулса тăрать. Михха сĕннипе хăйĕн ултă çулхи ывăлне Ванюка Миххан ултă çулхи хĕрĕ Клавьепе çураçма килĕшет.
«Микула çакна та манмарĕ: Михха сĕннине йышăнмасан, ăна пӳрт тулли хăнисем умĕнче хур кӳрĕн. Вăл куна нимпе те каçармĕ. Хальхи тус-йышлăха сӳнтерсе, каллех вилĕмле тăшмана тухĕ. Михха сĕнĕвĕпе килĕшсен, вăл тата çывăхрах тус-йышланĕ. Ку вара Микулан тӳре-шарасен умĕнчи чапне, шанăçлăхне тата çӳлĕрех хăпартĕ. Михха урлах пысăкрах вырăнти тӳре-шарасемпе, тен, кĕпĕрнатăрпа паллашма, вĕсен ĕçĕсене, кăмăл-шухăшĕсене пĕлме те май килĕ»… (III кĕн., 168 стр.).
Миххапа хăталлă пулма Анук (Чĕкеç революционеркă) та хирĕç мар иккен.
«Пытарма çук, Михха ачасене çураçма сĕнни Анук мăн кăмăллăхне питех килентерчĕ. Ун пек пуян çынпа хурăнташланнинчен пысăк хисеп мĕн пултăр? Ку вара Ануксен чапне татах çĕклĕччĕ, ывăлĕн ăраскалĕшĕн пысăк телейччĕ» (III кăн., 167 стр.).
— Енчен, — тет Михха Микулана, — иксĕмĕр ачасене çураçсан, çирĕм пин мар, çĕр пин паратăп! Аллă пинне ыранах килсе ил. Атя, пуянлăхна ӳстер те мана хуса çит!
— Хаваспах килĕшетĕп! — юлашкинчен татса хучĕ Микула.
Миххапа Микула тăванла ыталанса чуп турĕç» (III кĕн., 169 стр.).
Вырăс çыннисем ун пек ирсĕр ĕç çинчен пĕр сăмахпа, пат татса, — пресмыкательство теççĕ. Çапла пите кĕççе çĕленинчен, революцин таса тĕллевĕсемпе витĕнсе, пĕчĕк ачасен пуласлăхĕпе сутă тунинчен ирсĕрри мĕн пулма пултартăр? Çавна Ленин вĕрентни хыççăн каякан революционер тăвать иккен! Микула чăннипех, пĕр именсе тăмасăрах, çав 50 пине Михха аллинчен илет. Революци çĕнтерĕвĕшĕн пур мелсем те (çав шутра тăван ывăлне укçалла саклата хывни те) юрăхлă иккен. Ку ĕнтĕ большевиксен мар, иезуитсен «цель оправдывает средства» тенине пĕлтермест-и? Унтан та ытларах, Микулан ирсĕр ĕçне Кузнецов большевик та хурлани-туни курăнмасть. Кузнецов умĕнче хăйне чăна кăларса, Микула çапла калать:
— Сехметпе хурăнташланасси çинчен шухăшласан, хамăн та кăмăл пăтранать. Ирĕксĕртен килĕшме тиврĕ. Хирĕçсе ăна вилĕмле тăшман тăвас килмерĕ. Çураçнине революцин хумĕ хуратса тăкĕ. Тата аллă пин тенкĕ, чăн та, тĕккелемĕ. Эпир унпа усă курма пĕлĕпĕр» (III кĕн., 211 стр.), — тет. Кузнецов ыррине те, усаллине те каламасть. Килĕшет пулмалла.
Ытла кукăр-макăр çулпа, ăманла, тӳре-шарапа мул хуçисем умĕнче тăват уран тăрса, пымасть-ши Микула революци тĕллевĕсем патне? Ятарласа пуяна тухни, вăйлисем умĕнче ятарласа йăпăлтатни, ятарласа хăйĕн вăрттăнлăхне тăшмансенчен те, халăхран та пытарса усрани — темĕн, рабочи класăн революцилле парти çыннисене мар, народниксен каяшĕсене аса илтермест-ши? Тем пулсан та, романăн виççĕмĕш кĕнекинче кăтартса панă Микула сăнарĕ пролетари революционерĕн сăнарĕ мар. Ун сăнарĕпе Мранькка революционер-ленинец сăнарĕн тĕп паллисене пĕтĕмлетсе пама уйлани — йăнăш, историлле чăнлăха куç кĕретех хирĕçле пыракан япала, пролетарилле революционерсен ĕмĕр-ĕмĕр хисепе тивĕçлĕ ĕçĕ-хĕлĕпе сăнарĕсене профанацилени пулса тăрать.
Микулапа унăн юлташĕсен ĕçĕсем, тем пек апла шутлас килмесен те, чăн-чăн революцилле кĕрешĕве мар, ача вăййине аса илтереççĕ. Çитĕннĕ çынсем революци вăййине выляççĕ. Вуласа пынă чух çакнашкал шухăшран ниепле те хăтăлма çук.
Мĕншĕн романăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш кĕнекисенчи вулакансем хапăлласа йышăннă Микулан сăнарĕ виççĕмĕш кĕнекере вĕсем мĕн кĕтнине, вĕсен ĕмĕтне тултараймарĕ? Эпир пурте Микулан ăс-тăнпа кăмăл пуянлăхĕн малаллахи ӳсĕмне, унăн революцилле ĕçĕ-хĕлĕн чăн-чăн илемне курасшăнччĕ. Писатель çавна реализмла йăмăх сăрсемпе сăнласа парасса кетнĕччĕ. Мранькка хăй те çав ырă ĕмĕте хирĕç пулман пулĕ. Анчах кĕнекери Микула сăнарĕ пĕтĕмпех урăхла пулса тухнă. Унăн тата ун ушкăнĕнчи çынсен ĕçĕсем пире тĕлĕнтереççĕ. тăтăшах сехĕрлентерсе чĕрене сӳ те яраççĕ, анчах чуна хумхантармаççĕ. Ăçтан килет-ши вăл? Чăнах та кĕнекере гериокăлла эпизодсемпе картинăсем сахал мар: Микула тăшмансен аллинчен чеен вĕçерĕннисем, Анук хăйĕн ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе сăн-сăпат илемне пула тăшмансене ухмахла тăратса хăварнисем, Ваçли полиципе казаксене хирĕç харсăррăн та паттăррăн çапăçнисем, Кĕтерукăн хурлăхлă пурнăçĕпе кĕрешӳри хастарлăхĕ, трагедилле вилĕмĕ, Натюшăн хăюлăхĕ т. ыт. те. Героикă?! Тĕрĕс! Çапах та ăшăх героикă. Пурнăç чăнлăхĕпе, истори чăнлăхĕпе çителĕклĕ çыхăнтарман, персонажсен ăс-тăнĕпе чăн-чăн кăмăлĕнчен тухса тăман, автор вĕсене хăй хушса тутарнă героикă.
Герой халăх ĕçĕшĕн чун-чĕререн хумханни, ĕç çыннисен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртессишĕн ăшне çунтарни — ăçта-ши вĕсем? Чăн та, çĕр çывăрмасăр унта-кунта — Атăлкассинчен Хусана, Хусантан Услона, Энĕшкассинчен Кăчеере — çӳренисем, çынсемпе тĕл пулнисем пур. Анчах çавсене герой чĕри витĕр сăрхăнтарса кăларни, ун кăмăлĕн хумханăвĕсемпе çыхăнтарни — çук. Çавăнпа унăн сăнарĕ ăшăхланса каять.
Микула çывăх юлташĕсемпе чунне уçса калаçнине те, халăхпа кăмăллăн халапланине те эпир курсах каймастпăр. Вăл хушать çеç. Вăл, пророк пек, вĕрентет çеç. Халăхпа тĕл пулнă чухне ораторла кăна калаçать. Микулан ытти юлташĕсем те халăх çинче çавăн евĕрлех калаçаççĕ. Ку вара, пĕр енчен, хурланмалла, тепĕр енчен кулăшларах та пулса тухать. Кĕтерук тырă выракан хут пĕлмен хĕрарăмсем умĕнче вĕсемшĕн ăнланма йывăр сăмахсемпе хăпартланса, хăлаçланса калаçни; Ваçли, унччен ниçтах та халăх çинче сăмах тухса каламанскер, судра хăйне хăй пит хăюллă тыткалани, ваккатсенчен кая мар ăста сăмах калама пултарни вулакансене ирĕксĕрех иккĕлентерет. Хăйсене хăйсем аплах тытма пултарнă-ши вĕсем? Чăваш хĕрарăмĕн сăпайлăхĕ камшăн паллă мар. Шухăшĕ Кĕтерукăн, тен, çавах пулнă. Каласса вăл вара ансатрах каланă ĕнтĕ. Ваçли те çавнашкалах пулĕ. Кĕтерукшăн та, Ваçлишĕн те кунта вĕсем хăйсем мар, автор хăй сăмах тытни уççăнах курăнать. Апла тунин-туманнин вырăнлăхĕ çинчен Ф. Энгельс çапла каланă пулнă: «Чем больше скрыты взгляды автора, тем это лучше для произведения искусства».
Микулан чунĕ уçăлмасть мар. Хăçан? Миххапа Лукарьен хĕрачи Клавье унăн тăван хĕрĕ пулнине Анукпа ял-йышĕ пĕлессинчен сехĕрленнĕ чухне, Михха пуянлăхне ăмсаннă чухне, хăйĕн арăмĕн илемĕпе тата ывăлĕн пултарулăхĕпе, кӳршĕ-аршăна пĕчĕк ырлăхсем кӳнипе киленнĕ чухне.
Арăмĕнчен хăй çылăхне пытарса хăварни вара, хăй савăшĕн вăрттăнлăхне пĕлекен Маврана Лукарье хушнипе Хĕлип вĕлерсе шыва путарни çинчен хыпар илтни вара унăн чĕрине нимĕн чухлĕ те хумхатмасть. Юрать, тейĕпĕр, халăх кĕрешĕвĕн интересĕсемшĕн вĕлерме те, тăшмана улталама та тивнĕ, тепĕр чухне кирлĕ те пулнă. Анчах çывăхран та çывăх çынна улталани, хăйĕн вăрттăн пурнăçĕн тӳнтерлĕшĕсемпе айăпĕсене унтан пытарса хăварни, вĕсемшĕн нимĕн чухлĕ те ӳкĕнменни революционер моралĕпе ниепле те çыхăнса тăмаççĕ. Вăл — хăйĕн «ырă», тутă, канăçлă пурнăçĕ пăсăласран ялан хăраса пурăнакан мещенĕн моралĕ. Мещенле «телейпе» киленме пăхни Çтаппанпа Матĕрнен ырă-тату пурнăçне савса кăтартнинче те, Микулапа Анука пуян ĕçкĕсем тăрăх çӳретнинче те сисĕнет.
Çапла вара, автор Микулана пуян усламçă туса лартни ирĕксĕрех ăна, чăн-чăн революционер пулма палăртнă çынна, пуян çын рольнех выляттарма хистет. Революци ĕçĕнчен вара, революционер ятне ярас мар тенĕрен, ĕçкĕ-çикĕсенчен, чиркӳ уявĕсемпе суту-илӳ ĕçĕсенчен пушă вăхăтра сăмах çӳретни кăна тăрса юлать. Ахаль мар ĕнтĕ ăна ĕç çыннисем ютшăнса йышăнаççĕ. «Çынсем тĕлĕнчĕç çеç мар, сехĕрленчĕç те. Ан тив. Микула кăмăллă, чухăнсене тавар та кĕтмелле паркалать те, кунта мĕн ĕç унăн? Тата вăл, эрнипех пасарсене суту-илӳ тума тухаканскер, паян мĕн шыраса çӳрет? Полицейскисемпе кавар туса тыттарма мар-и?» (III кĕн., 230 стр.).
Халăхран çулĕ-çулĕпе татăлса пурăннă, хăй усламçине кура, ытларах тӳре-шарасемпе те мул хуçисемпе хутшăнса пурăнма тивнĕ çынна урăхла мĕнле кĕтсе илĕн тата? Вулакансем иккĕмĕш кĕнекере Микулара калчалана пуçланă кĕрешӳçĕ-этемĕн сăнарне кура хавасланса кайнăччĕ. Акă эпир малалла унăн ĕçĕ ешерсе пынине, кĕрешӳре Микула хай ӳссе кайнине курăпăр тесе ĕмĕтленнĕччĕ. Ĕмĕтленни харама кайнăн туйăнать. Шавĕ нумай, ӳсĕмĕ çук…
Микулана ятарласах пуян усламçă туса хуни, автор шухăшĕпе, сюжет аталанăвĕшĕн, тен, юрăхлă пулнă пулĕ те, пурнăç чăнлăхĕпе пĕр ларман япала-çке-ха вăл. Истори те чăваш çĕршывĕнче унашкал метаморфозăсем пулни çинчен асăнсах каймасть. Ĕçливанпа Ехрем хуçа ывăлĕсем либерал вăййине выляман мар, анчах вĕсенчен нихăшех те революционер пулса тăман. Пĕр Микула евĕрлĕ çын пуçарнипех пĕтĕм кĕпĕрне хусканса кайнине те историре пулнă тесе çирĕплетсе калама пултараймастпăр.
Михха тата ун «тус-йышĕн» сăнарĕсенче пĕтĕм пусмăр тĕнчин ирсĕрлĕхĕпе тискерлĕхĕ пĕтĕçсе тăраççĕ. Михха ӳсĕмĕн çулĕ — халăх юнĕпе те тарĕпе пĕвеннĕ çул. Ним намăс-симĕсне пĕлмесĕр улталани, вăрттăн та, кĕретлетсе те çынсене çаратни, хурах пусни, вĕлерни, алхасса-иртĕхсе пурăнни Миххана чăннипех те пĕтĕм ял-йыш, пĕтĕм ĕç халăхĕ чун-чĕререн курайман тăшман туса хурать. Энĕшкасси пуянĕнчен пуçласа Атăл тăрăхĕнчи чаплă хуçана çитиччен Михха темĕн тĕрлĕ, çĕр чăтайми ирсĕрлĕхпе тискерлĕх те тума ĕлкĕрет. Çтаппанăнне икĕ хутчен лашине вăрлаттарать, ĕнесĕр, хуралтăсăр, çĕрсĕр тăратса хăварать, ывăлне ялтан тухса кайма ирĕксĕрлет, кинне пусмăрлама, халăх умĕнче намăс кăтартма хура шухăш тытать. Ял-йышĕн çĕрĕсене парăм-сарăмшăн тытса илет, çĕрсĕр тăрса юлнă çынсене хăйĕн тарçисем туса хурать, ялпа яла хирĕçтерсе халăх çĕрне çавăрса илет, бурлаксене кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлеттерсе кӳпĕнсе пырать, улпута вĕлерсе унăн именийĕн хуçийĕ пулса тăрать. Сĕмсĕр сыснана тухнă пуяншăн çын чысĕ, хисепĕ, сăпайлăхĕ ниме те тăмасть. Вăл пурне те укçапа виçет.
Ял пуçĕсенчен, старăстăсемпе старшинасенчен, стражниксемпе уретниксенчен пуçласа, стăнавая, земски начальнике, исправнике çитиччен — пурте Михха тарçисем пулса тăраççĕ. Кĕпĕрнатăрĕ те пулин унпа туслă. Кĕскен каласан, пурте унăн тавра кускаласа çӳреççĕ, ăна юрасшăн тăрăшаççĕ, унăн ӳпкевĕнчен хăраса тăраççĕ. Вăрă-хурахсем уншăн ĕçлеççĕ, Лаврский йышши ваккатсем унăн пуянлăхне ӳстерме тăрăшаççĕ, полиципе казаксем унăн ĕçне ĕçлеме халăха хĕçпе те пăшалпа юнаса, ирĕксĕрлесе хăвалаççĕ. Михха тавра пĕтĕм тĕнче çавăрăнса тăрать. Вăл патшапа турă хăраххиех пулса тухать.
Миххана çапла сăнласа панин реализмла тĕшши пур ĕнтĕ. Анчах кунта та авторăн виçе туйăмĕ çитсех каймасть. Михха ирĕкне стăнавайĕпе исправникĕ Марлин, кĕпĕрнатăрĕ те пăхăнса тăни — кама ĕнентерме пултарĕ?
«Пĕтĕм инкек Михха пирки иккен. Пĕтĕм Раççейшĕн хăрушă самантра пĕр хуçана хӳтĕлесе çакнашкал пăлхав кăларма кирлĕччĕ-и? Çук. Куншăн аслă патша каçармĕ. Йăнăша юсама васкамалла»… — тет, айванла, кĕпĕрнатăр (III кĕн., 564 стр).
Михха евĕр хуçасен-капиталистсен вăйне темĕн тĕрлĕ пысăклатса кăтартсан та, çакна манма юрамасть: патша Российĕнче мĕн Февральти революцичченех çĕршыв тытăмĕ буржуази аллинче мар, дворян-çĕр улпучĕсен класĕн, вĕсен хушшинчен тухнă çар чинĕсемпе бюрократи аллинче пулнă. Миххана патша сучĕ те, саккунĕ те, çав судпа саккунăн хуçисем те пăхăнса тăнăн сăнласа пани, паллах, чăнлăх картне каллех ларасшăн мар.
Михха арăмĕн Лукарьен, пупăн, пуп арăмĕн сăнарĕсенче писатель ытларах харам пырсен тĕнчин йăла тӳнтерлĕшĕсене, выльăхла пурнăçне кăтартса панă. Тутă пурнăç вĕсене иртĕхме хистет. Лукарье çамрăк Микулана сăхланса арлă арăмăн чысĕпе намăсне çухатать. Йытă кĕртĕнчи пек пурăнаççĕ: пуп Лукарьепе, Михха пуп арăмĕпе савăшаççĕ. Çав эпизодсене писатель натуралистла сăнласа пама пикеннине те пирĕн прозăн çитĕнĕвĕ вырăнне хума çук. Унашкал кăтăклă картинăсене ӳкерсе пама манман пулсан, темĕнле вара çакнашкал детальсем манăçа тухнă.
«Икĕ çул каярах Лукарье ывăл ача çуратса парсан та Михха кăмăлĕ улшăнмарĕ. Ывăлĕн пит-куçĕ чипер марри ăна килĕшмерĕ. Такамран пулнă пек шутласа, арăмне кĕвĕçме те хăтланчĕ. Никам çумне хушма çуккипе кăна çиллине ăша ярса пурăнать». (III кĕн., 199 стр.).
Çав ывăл пурăнни-пурăнманни мĕн кĕнеке вĕçне çитиччен те паллă мар.
Миххапа Лукарье хăйсен хĕрне Клавьене юратаççĕ, саваççĕ. Хусана тухса тарнă чухне Клавье ăçта çухални каллех паллă мар. Ылтăнĕсене-мĕнсене чăматана чикме манман, хĕрĕ çинчен маннă. Çав сехрене хăпăтакан самантра Лукарье тăван хĕрĕ çинчен мар, Микула çинчен шухăшласа пырать.
Миххан шанчăклă тарçийĕ Хĕлип пусмăрçăсен тĕнчин тепĕр енне — кашкăрлăхне кăтартакан сăнар пулса тăрать. Хуçи хушнипе вăл Жомини барона çаратать, унтан вĕлерет, хуçа арăмĕ хушнипе Маврана пăвса пăрахса шыва путарать. Çынна вĕлересси уншăн эрех ĕçесси пекех ансат. Çак тискер кайăк хăйĕн çынлăхне пуçпех çухатни кĕретех курăнать. Вăл Миххан хăрушă мĕлкийĕ пулса тăрать. Укçа çак вăраха туртмасть иккен. Мĕнле вăй вара ăна Миххапа çыхăнтарса тăнин уçăмĕ çук.
Çавнашкал, калассине каласа çитереймен, шухăш тĕлĕшĕнчен тĕвĕленсе çитмен вырăнсем, роман аталанăвĕн калăпне шăнăçтарса çитереймен сăнарсем, пулăмсем, чăнлăха хирĕçле пыракан ситуацисем чылай тĕлте тĕл пулаççĕ. Пĕр тĕслĕхне çеç илĕпĕр. Тĕрмери Анук алă шăнăрне çыртса татать. Ăна пусмăрлама ятарласа пынă Хĕлип еверлĕ пуç касакансем-уголовниксем Анук сирпĕтекен юнран хăраса тухса тараççĕ.
Чăнлăх çинчен татах каласан, çакна та, сăмах май, каласа хăварма юрать. Произведенири персонажсен ĕçне-хĕлне писатель чăн-чăн пурнăçра пулнă событисемпе, çынсен сăнарĕсемпе çыхăнтарать пулсассăн, çав событисемпе сăнарсен чăнлăхне куç кĕретех аркатма кирлĕ мар пулĕ. Романра Жомини баронăн çĕрĕпе именине Михха сутăн илни, унăн хуçийĕ пулса тăни çинчен сăмах пырать. Аплах тăвас тенĕ пулсан, писателĕн урăх хушаматпа та пулин усă курмалла пулнă. Ватă вулакансен асăмĕнче ку хушамат романри ĕçсем пулса иртнĕ вăхăтра Куславккара Жомини баронессă чип-чиперех пурăннипе те, вăлах имени хуçи те пулса тăнипе çыхăнса тăрать. 1906 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче кĕпĕрне пуçлăхĕ Шупашкар исправникĕ патне янă телеграммăра çапла калани пур: «Баронесса Жомини телеграммой заявляет о расхищении крестьянами леса, сена в ее имении Козловке. Предлагаю немедленно прекратить самоуправство крестьян…»
Эпир «Ĕмĕр сакки сарлака» романăн хăш-пĕр, унăн тĕп геройĕсемпе çыхăнса тăракан енĕсем çинчен çеç каларăмăр. Роман чĕлхипе стилĕ çинчен калаçасси вăл хăйне уйрăм пысăк ыйту. Пĕтĕмĕшпе çапла калама пулать: романăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш кĕнекисене Н. Мранька васкамасăр, шухăшласа çырнă пулсан, виççĕмĕш кĕнекен тирпейĕ çук. Ăна писатель ăсталăхĕн ӳсĕмĕнчи çĕнĕ çитĕнӳ тесе хаклама та çук.