Ned чӗннӗ тӑрӑх эпӗ шӑматкун Патӑръел ентешлӗхне лекрӗм. Тӗрӗсипе каласан, унта Эдуардпа тӗл пулмаллаччӗ. Вӑл ку кун Патӑрьел ентешлӗхне кайса куратӑп терӗ, ун хыҫҫӑн тӗл пулма килӗшрӗ. Эпӗ вара ун пек мероприятисене лексе курманскер, вӑл мӗнле мероприяти пулни ҫинчен ыйтма пуҫларӑм. Эдуард вара мана хӑйпе пӗрле чӗнчӗ.
11 сехетре пуҫланмалла пулин те мероприяти 12 сехет иртсен ҫӗҫ пуҫланчӗ. Пуҫланичен эпӗ Петӗр Ялгиртан* тата Альбина Юратуран қӗнекесем туянтӑм, вӗсенчен хӑйсен произведениӗсене Интернетра вырнаҫтарма правасем илтӗм. Тепре каласан эпӗ "Литературный мир Чувашии" кӗнекинчен чӑвашла куҫаратӑп.
Добрый день,Земляки!!!
Молодежное движение МОСКОВСКОЙ ЧУВАШСКОЙ НАЦИОНАЛЬНО-КУЛЬТУРНОЙ АВТОНОМИ,приветствует всю молодежь ЧУВАШИИ. И Мы, Приглашаем Вас на еженедельную ЧУВАШСКУЮ ДИСКОТЕКУ.
А теперь ОБЪЯВЛЕНИЕ!!!
18 февраля 2006 года Молодежное движение МЧНКА ждет Всех ЗЕМЛЯКОВ в ДК"КОММУНА" по адресу г. Москва, Бол. Тульская ул.,д.44 (метро "Тульская". Начала дискотеки в 18.00ч.(суббота).
Эх. Урӑх кун пек сивӗ ҫанталӑкра Шупашкара каймӑп. Пӗтӗмпех шӑнса кайрӑм! Тата чирлесе те каймалла пулчӗ.
Юрӗ-ха библиотекӑна кӗрсе тупас тенӗ матералсене тупрӑм. Халӗ манӑн фотоаппарат ӑшӗнче Муркаш, Патӑръел, Елчӗк районӗсен энциклопедиӗ выртать. Шель пулин те пур кӗнеки те вырӑсла тухнӑ. Эпӗ ҫапла пулассине шансаччӗ ҫав... Мӗншӗн чӑвашла кӑлармаҫҫӗ-ха? Мӗн, чӑвашлине сахал илеҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ-шим?