Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Знание - это препятствие на пути неизвестности.(С. Паронен)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Путин президента таврӑнни лайӑх-и? Лайӑх.

Аçтахар Плотников24.09.2011 20:4522209 views
Паян тинех 2012 ҫулта кам президента ларасси паллӑ пулчӗ. Путин иккен. Ӑнсӑртран кӗмсӗрт пулмарӗ, паллах — политикӑпа интересленекенсем кун пирки тахҫанах чухланӑ. Ара, хӑвӑрах пӑхӑр: Путин вӑхӑтӗнче нимле премьер ӗҫне те президентпа тан ҫутатман. Правительство ҫуртне куҫнӑ самант та питӗ кӑтартуллӑччӗ — вӑл унта патша пек вырнаҫрӗ. Ман шутпа президентлӑх ҫулне ӳстерни те Путиншӑнах, вӑл тепӗр вуникӗ ҫул лармалӑх.
Путин президента таврӑнни лайӑх-и? Лайӑх. Мӗншӗн? Ку пулӑм ман шутпа халӑха вӑратма лайӑхрах пулӑшӗ. Влаҫри ҫынсен юмах-халапне (патшалӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 30 пине ҫитесси пиркиех мӗне тӑрать!) итлесе киленекенсем тинех ман шутпа вӑранӗҫ — оппозици йышӗ пысӑкланӗ. Хальхи пек «ик айкки те тӑвайкки» тесе пурӑнакансем те шухӑшла пуҫлӗҫ — ӑҫталла кайни пирки, пуласлӑх пирки.
Чӑваш халӑхӗшӗн те вӑл лайӑх. Влаҫра пӗр ҫынсем тӑни вӑл аталанӑва самай чакарать — патшалӑх ыттисенчен юлма тытӑнать. Арканас туртӑм та ун пысӑкрах. Уйрӑмах пирӗнешкел «полици тытӑмлӑ патшалӑхра» (мӗн чухлӗ ытларах хӗсеҫҫӗ — ҫавӑн чухлӗ ытларах хирӗҫлес килет). Пирӗн ҫӑвар карса лармалла мар ҫеҫ — тӑван халӑх валли ҫул тупмалла, ӑна вӗҫертмелле мар.
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (44)]

Comments:

2011.10.19 22:17
Аксар Чунтупай
Тен, вырăссем те...
2011.10.19 22:17
Аксар Чунтупай
Тен, Раççей те...
2011.10.20 23:29
Аксар Чунтупай
Кăна пĕр турă çеç пĕлет теççĕ чăвашсем...
Петрович // 2178.89.0953
2011.10.29 20:45
Тăванăмăрсем! Нивушлĕ эсир суккăр? Нивушлĕ паян влаçра тăракансем çĕршыва кунсерен мар, сехетсерен пĕтерсе пынине курмастăр? Ку суйлавра та "Ебиная Россия" партине нумайрах сасă, ахăрасах каяççĕ, еврейсем çĕршыва тĕппитех аркатса, çаратса пĕтереççĕ.
КПРФшăн кăна сасăламалла. Программипе паллашăр. Вăл кăна Раççее çăлма пултарать.
Тимер // 5574.4.5423
2011.10.30 09:18
Коммунистсен идеологийĕ мана килĕшет. Анчах Шурчанов хăйне юхха пек тыткалани тарăхтарать. Малтан Федорова вăрçатчĕ,кайран вара орден пачĕ. Ăçта принцип?
Алексей Солдатенков // 4145.39.4127
2011.10.30 13:25
Çук чвашн еврйсем, всень тньне йышннисем пур!
Çав инкек чвашн!
Еврей, чваш камне плеть-ши?
Тепри плеть..
Будет и их плеть!
4/5 сахал?
Васса // 2369.4.9729
2011.10.30 16:37
Солдатенков юлташ,вăйлă çыратăр эсир,ним те ăнланма çук.
Вол // 1832.80.6673
2011.10.31 14:07
Эпĕ сурăх мар, "козел отпущения" те пулас килместь. Хамăн пуçпа пурăнма кансĕрлемеççĕ пулсассăн пурăнас пулать пулĕ.
Володь // 5043.2.1941
2011.11.01 21:28
Халăх! Кама суйлас? Выбор как никак!!! Что за партине суйлас? Кайма стоит выбора или çук?
Вол // 2175.13.9472
2011.11.02 16:49
Каймалла. Против Всех лартмалла.

Pages: 1, [2], 3, 4, 5

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters