Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Физкультура и пьянство несовместимы.(Н. Семашко)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чӑваш чӗлхине хӳтӗлекен юлташлӑх (пӗрлӗх)

Аçтахар Плотников13.03.2012 18:339723 views
Ман шутпа пирӗн, чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ҫынсен Чӑваш чӗлхине хӳтӗлекен организаци (чӑвашла ӑна е «пӗрлӗх» е «юлташлӑх» темелле ӗнтӗ) тумалла (НКО шайӗнче). Чӑн та, шутласа пӑхсан, мӗнле кӑна пӗрлӗх ҫук пулӗ — «Чӗрчунсен прависене хӳтӗлекенсем» те, «Потребительсен союзӗ» те, тата ытти те. Теҫетки-теҫеткипе вӗсем Раҫҫейре. Чӑваш чӗлхишӗн ӗҫлекенни вара ҫук.
Мӗн тума кирлӗ?
1) чӑваш чӗлхи прависене кашни утӑмра пӑснине пурте куратпӑр. Чылайӑшӗ курмӑш пулса иртсе каять, теприсен чунне ыраттарать пулин те хӑй ӑшӗнче вӑрҫа илет те лӑпланать. Ара кашнин хӑйӗн ӗҫӗ — влаҫрисем патне кайма вӑхӑт та ҫук. Унашкал шалӑпсене влаҫрисене пӗлтерекенни организаци пулсан — ӗҫ самай хӑвӑртрах хускалӗччӗ пуль.
2) уйрӑм ҫын вӑл уйрӑм ҫынах. Юридици тӗлӗшӗнчен те ун пӗлӗвӗ япӑхрах пулма пултарать. Организацире вара юрист ларсан — хута тӗрӗс йӗркелесе влаҫрисене ярса пама пултарӗ.
3) унашкал организаци пулсан ҫынсем саккуна пӑсни пирки ӑҫта тата мӗнле майпа пӗлтермелли пирки пеле пуҫлӗҫ.
Кирли паллӑ-ха, анчах чи йывӑрри — кам йӗркелӗ? укҫа тенкӗпе кам тивӗҫтерӗ? кам ӗҫлӗ?
Сирӗн шутпа кирлӗ-и? Тен, кам та пулин ҫавнашкал япала йӗркелӗ? //ман хамӑн, шел те, ун валли вӑхӑт ҫук.
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (15)]

Comments:

Тимер // 5574.4.5423
2012.03.13 21:52
Конгресс çулталăкне çуршар миллион укçа илсе тÿлевсĕр офисра штатсемпе ларсата пĕр курăмлă ĕç тăваймарĕ чĕлхене хÿтĕлес ĕçре.
2012.03.13 22:32
Аçтахар Плотников
Сăмах ЧНК пирки пымасть — вăл хăй ĕçне тутăр. Ку организаци вара ман шутпа «Общество по защите прав потребителей» евĕрлĕ пулмалла. Анчах тавар туянакансене мар, чăваш чĕлхине хӳтĕлемелле ун.
Владимир // 9524-0699
2012.03.14 13:04
Чăваш чĕлхипе пурте ĔРЕТЛĔ калаçма ача -пăча садикĕнчен пуçламалла. Ку вара ПОЛИТИКА. Ку ĕçе ГОСУДАРСТВО е НАЦИ политики теççĕ. Çавăнпа та паян ирĕк параççĕ пулсассăн ПАРТИ туса ГОССОВЕТ тата Президент шайĕпе ĕçлемелле.
АТНЕР ЮМАНСЕМ // 3697.14.7649
2012.03.14 15:00
Йĕркелекен вăй çук.Чăваш чĕлхине петерсе хунă тĕрĕссипе.Хулара патшалăх ĕçĕнче усă курмасан,никама та кирлĕ мар вăл чĕлхе.Шкулсенче петем претмета чăвашла вĕрентмелле.Халĕ ялсенче вырăсла калаçаççĕ çамрăксем.Историе пытарса пурăнаççĕ халăхран.Мана намăс чăвашсем çакăн пек мĕскĕн те ухмах пулнăшăн.
2012.03.14 18:04
Аксар Чунтупай
Пит кирлĕ япала ку. Хуларан тытăнмалла ку ĕçе. Эпир ялта ячейка уçăпăр вара...

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters