Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Тем, кто не оглядывается назад, не заглянуть вперед.(Бальмонд)
 

Ad

Аçтахар Плотников: «Ҫапла пултӑр!» иккӗмӗш кӑларӑмӗ

Аçтахар Плотников25.12.2012 21:1941993 views

Пирӗн сайта та асӑнни тӗлӗнтерчӗ, уйрӑмах передача пуҫламӑшӗнче :)

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (109)]

Comments:

Пурнăç Пурисĕ // 1039.8.4424
2012.12.29 16:48
Малалла: Пĕр тĕслĕх: Мускав кăна аталанать Раççейре( пĕтĕм Раççей укçине çавăрттарать тесен вырăнлăрах пулĕ), нивушлĕ çавна ăнланма йывăр. Пирĕн республикăри тата ытти регионри пĕчĕк хуласемпе ялсем "влачат жалкое существование". Намăс, калама çук намăс влаç тытăмĕнчи çынсене.
Владимир // 2268.81.6599
2012.12.29 17:49
Каларăм вĕт ха. Чăвашăн килĕ чăваш ялĕнчех. Арçын укçа тăвать, арăм ачасене çитĕнтерет, ваттисем киле тытаççĕ.
Agabazar // 2731.84.1854
2012.12.29 18:10
Agabazar
Мĕншĕн "Ялĕнче" çеç? Чăвашлăха упрас тĕлĕшпе килйыша мĕнле витĕм кÿме пулать? Пур-и санпа манăн çавнашкал ричак? Тулта урăхла çанталăк пулсан, шалта(пÿртре) чăвашлăха упрама тăрăшĕ-и килйыш? Çын вăл ăçта меллĕрех, çав еннелле тайăлать. Урăхла пулма эпир хистейместпĕр.
Владимир // 2268.81.6599
2012.12.29 19:05
Эпир чăвашлăха сыхласа упрас пирки калаçатпăр. Çапла вĕт? Чăвашлăхĕ çемьере тенипе килĕшетпĕр ĕнтĕ. Çĕпĕрте те чăвашлăх упранать, тутарта та пĕтмен ха. Икĕ чăвашăн виçĕ чăваш ачи (ку халăхлăх пирки) çуралса çитĕнсессĕн халăхăмăр пуласлăхĕшĕн куллянма кирлех мар пулĕ.
Владимир // 2268.81.6599
2012.12.29 19:06
Хамăр чăваш пулнишĕн вăтанма кирлĕ мар çеç. Шкулта та, урамра та, килте те!
ТИМЕР // 3726.75.7634
2012.12.29 22:38
ПРАХĂР ТАРХАСШĂН АЧУСЕМ ЧĂВАШЛА ПĕЛМЕННИШĔН СИСТЕМĂНА АЙĂПЛАМА.ÇЕМЬЕРЕ КĂНА ШАНЧĂК.ЫТТИ ВАРА ПĔТĔМПЕХ ХАМĂРĂН МĔСКĔНЛĔХЕ ТŸРРЕ КĂЛАРМА ТĂРĂШНИ.ХĂТЬ АМЕРИКĂРА ПУРĂН- АННЕ ЧĔЛХИНЕ УПРА.
2012.12.30 00:03
Аксар Чунтупай
=Çемьере ваттисен хуçа пулмалла, арăмăн упăшкана пăхăнмалла. Чăваш çемьинче виçĕ ачаран кая пулма кирлĕ мар. Ачасен чăваш чĕлхипе вырăс чĕлхине çине тăрса вĕренмелле=, - тет Володя, вара хăйне хăй хирĕçлет: капла калани ĕлĕкхи йăла-йĕрке мар-им?.Хальхи çемьере арăм упăшкана пăхăнни ăçта пур, пур пулсан тухса тарать вăл упăшкинчен...
2012.12.30 09:55
Аксар Чунтупай
=ПРАХĂР ТАРХАСШĂН АЧУСЕМ ЧĂВАШЛА ПĕЛМЕННИШĔН СИСТЕМĂНА АЙĂПЛАМА.=
Çемье вăл - тĕнче системин тата этемлĕхĕн пĕр пайĕ. Ăна уйрăм тинкерсе пăхма та, уйрăм аталантарма та çук!Пурте пĕр çыхăнура.
Апла пурăнмаллаччĕ чăваш çемйин халĕ те çăпата тăхăнса...
2012.12.30 09:59
Аксар Чунтупай
Ак тепĕр тĕслĕх, практикăран (кулленхи ĕç-хĕлтен). Урокра ачасене калатăп: "Халь чăвашла юрă итлес тесен машинăри приемнике хускат та итле". Ачасем мана хирĕç: "Халь кам чăвашла юрă итлет...". Аçу-аннÿ руль умĕнче ларнă чухне хускатсан та итлеместĕр-и?". Çук теççĕ.
2012.12.30 10:04
Аксар Чунтупай
Ялти шкула (райцентртан 15 çухрăмри чи инçетри яла) урок итлеме кайрăм. Коридорта итлетăп те - пурте вырăсла калаçаççĕ. Тата мода пулса кайрĕ: ашшĕ-амăшĕ ачисене райцентрти шкулсене куçарма пуçларĕç (хăйсем начар вĕренеççĕ пулсан та). Унта вара чăвашла калаçакана сайра-хутра çеç тупатăн. Вăт çапла. Эсир глобализаци нимле витĕм те кÿмест тетĕр...

Pages: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters