Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Перестав быть палачом, вы превратитесь в жертву.(Оноре де'Бальзак)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем. Проект

Аçтахар Плотников03.09.2013 21:0538480 views

«Самант» журналпа «Сувар» чӑваш наципе культурин аталану фончӗ пулӑшу ыйтаҫҫӗ:

«Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем» проекта пурнӑҫа кӗртме чӑваш яш-кӗрӗмне хутшӑнма чӗнет. Ӑс-хакӑл улӑпӗсен ятсарне сирӗн шухӑшӑрсене, сӗнӗвӗрсене шута илсе тытса пырасшӑн эпир. Ҫавӑнпа список пуҫласа паратпӑр та - ӑна малалла эсир тӑсасса кӗтетпӗр.

Ҫапла вара:

Николай Иванович Егоров,

Виталий Петрович Иванов,

Федор Иванович Мадуров...

Хастаррӑн хутшӑнасса шанатпӑр, ятсар тӑсӑмне кӗтетпӗр!

 

 

 

Ӑнлантарни: «Самант» журналта ҫӗнӗ проект кун ҫути курать — «Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем». Унта эпир те хутшӑнатпӑр. Пирӗн пай — ҫак проект валли ҫынсене сӗнесси: кама ҫутатмалла унта, кам вӑл хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗ (ҫак ята тивӗҫли). Пӗрремӗш кӑларӑмра Виталий Петрович Станьяла вырнаҫтарнӑ пулас (журналӑн страницисене аяларах курма пултаратӑр). Ыйтӑм пек ку ӗҫе тума май ҫук — сӑвӑнпа та сирӗнтен ятсем кӗтетпӗр. Комментарисенче ҫырса парасса шанатпӑр! /кайран вӑл сӑнсене, сӑмахран, касса кӑларса ҫыпӑҫтарса хума та пулать/.

 

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (102)]

Comments:

Agabazar // 2018.39.7087
2013.10.14 19:57
Agabazar
Атнер:"Улăп тенĕ.Журналта тухнă.Пурне те килĕшет.Акапасар канса илме пултарать." "Улăп" тенĕ пуль-ха та, анчах та эп çапах та Станьялтан хăйĕнчен ыйтса пăхма сĕннĕччĕ.
Тимӗр // 2851.19.0896
2013.10.14 21:29
Акапасар ансат япалана ăнланаймасть ĕнтĕ.Улăп ятне халăх парать хиспленипе.Çав çыннăн авторитечĕ питĕ пысăккине пĕлтерет халăх хушшинче.Вăл ыйтса çÿремелли мар.Паллах Станьял килĕшмĕччĕ хăйне Улăп тетерме.Мĕншĕн тесен вăл чăн-чăн Улăп.
Agabazar // 2018.39.7087
2013.10.14 22:07
Agabazar
Мансăр пуçне "халăх" тулли мар.
Agabazar // 1169.85.7550
2013.10.15 08:17
Agabazar
Сталин юлташ питĕ сăпайлă пулнă теççĕ. Хăйне мухтанине, виçесĕр çĕклесе янине пи-и-итĕ юратман тет. Апла хăтланакансене пÿрнипе те юнакаласа илнĕ тет хушăран. Ячĕшĕн. Чăн пурнăçра вара çак япала мĕне çаврăннине шутсăр аван пĕлетпĕр. Паллă ĕнтĕ, "чăн-чăн улăп".
Атнер // 3913.58.4645
2013.10.15 09:32
Акапасар. По себе не суди.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.15 10:15
Айтăр Акасапара 01-мĕш номерлĕ Улăп ячĕ парăпăр. Тата лайăхрах №00. Вара лăплпнпть пуль. Унăн комплекс пулмалла: комплекс не признания народом, национальным сообществом его заслуг и уровня мудрости.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.15 10:23
Хотя сăмахсене каялла илеп: малтан çÿлте ыйтнă пек пĕрре, иккĕ, виççĕ ... е çичĕ полемикăлла статья çыртăр( халăх кăранташпа вулатăр,халăх Акасапарăн сăмахçаврăнăшсене кăшлатăр, ĕмсе çăтса ятăр). Вара Акасапар пирĕн Улăпсенчен пĕри. Тавай, çавăрттар, Акасапар.
Agabazar // 3053.79.2904
2013.10.15 12:19
Agabazar
"Улăп" сăмаха йÿнетсе ямалла мар. Çине-çинех "улăп" тесен чăн-чăн улăпсем пире илтми пулаççĕ. "Чемен" халлапа вуласа пăхăр. http://chuvash.org/lib/tag/Чемен
Agabazar // 3053.79.2904
2013.10.15 12:27
Agabazar
Тĕрĕссипе каласан Николай Карлин сăвăлавĕ мана килĕшсех пĕтмерĕ. Чăн-чăн халлапĕ вирлĕрех. Уйрăмах вĕçĕ.
Якур // 2513.26.4533
2013.10.15 12:29
The comment was deleted.: тепĕр канашлуçăна кӳрентерни

Pages: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 11

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters