Шупашкар сывахенчи ялсенче сер туянас текен семьесене сурт-йер лартма сер уйарса памалла. Сересем пуш-пуш, маян кашласа ларать, сере синче сурт лартма ирек сук, пахча-симес лартса илме кана юрать.
Программăн ячĕ пачах та тивĕçтермест! Камăн этникăлла хăйевĕрлехне сыхламалла? 15 çыннăнне-и е 2 (икĕ) миллион çыннăнне? 15 çын валли резерваци е гетто туса хурасси пачах та йывăр мар! Кунашкал "сыхлав" пире кирлĕ мар! Халăхăн пĕр пайне мар, пурне те сыхласа хăвармалла! Тавтапуç.
Петер С. сĕнĕвĕ пирки. Халь çакна тепĕр енчен çаврăнса пăхар. Юрĕ, çурт лартма ирĕк парĕç тейĕпĕр. Вара çав çĕрсене таçтан ютран килнисем (нумай укçаллисем) туянса пĕтерĕç. Калăпăр, çурт-йĕр çавăрма. Вара чăваш халăхне мĕн усă пулать?Чăваш сăмахĕ татах та сайрарах илтĕнĕ. Усă мар ку, сиен...
Кунта эп резервацисемпе гетто таврашне асăнтăм-ха та, халь вара урăхла метафорăпа усă курасшăн. Потёмкин ялĕсем. Пĕр-ик-виç-тват-пилĕк-улт ялта чăвашлăх çăтмахĕ туса хума пулать пуль. Çынсене лăплантарам пекки тума. Анчах унашкал мелпе чăваш халахне малалла яраймастăн.