Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Нужда - это шестое наше чувство, заглушающее нередковсе остальные.(М. Сафир)
 

Ad

«Хыпар»: Хӑлхана «хӳптӗрлерӗ» Хэллоуин...

«Хыпар»08.11.2013 13:0720626 views

Паян шкул ачисемпе ҫамрӑксем чӑваш уявӗсене, йӑли-йӗркине, культурине мар - анӑҫран килнисене ытларах кӑмӑллаҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн юлашки кунӗсенче, чӑн та, Хэллоуин тени хӑлхана «ҫӗртрӗ». Радиопа та ун пирки калаҫҫӗ. Телеканалсем те /уйрӑмах ҫамрӑксен «Дисней» каналӗпе/ асӑннӑ уява епле палӑртнине кӑтартаҫҫӗ. Шкулсенче те уявлаҫҫӗ ӑна халӗ. Юпан 31-мӗшӗччен ачасем ятарлӑ тум ҫӗлеҫҫӗ, кавӑнран сӗтелҫи ламписем хатӗрлеҫҫӗ. Интернетра кирлӗ материалсем пухаҫҫӗ. Хэллоуина хӑйне евӗр бал-маскарад тейӗн: кам кӑна ҫук-ши унта? Вупӑр, юмӑҫ, усал-тӗсел, ар ҫури, юн ӗҫен, усал кушак, тухатмӑш... Юн ӗҫенсен аллисем «хӗп-хӗрлӗ», вупӑр карчӑксен ҫӑварӗнчен ҫутатакан асав шӑлсем курӑнаҫҫӗ. Сӗтел ҫинче - «ҫутатакан» кавӑнсем...

Хэллоуин Самайн уявпа пӗрешкелтерех. Самайн авалхи ирланд чӗлхинчи Samhain сӑмахран пулнӑ, «ҫу вӗҫленнӗ» тенине пӗлтерет. Каярах вӑл Ирландире чӳк уйӑхӗн ятне ҫаврӑннӑ.

Оксфорд фольклор словарӗпе килӗшӳллӗн Самайн Британи утравӗсем ҫинчи пур халӑхӑн уявӗ те пулнӑ. Вӑл вилӗмпе тата тӗлӗнтермӗшсемпе ҫыхӑннӑ. VIII ӗмӗртен вара Пӗтӗм ҫветтуйсен кунне уявлама тытӑннӑ. Самайна та, Хэллоуина та юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫӗрле уявлаҫҫӗ. Шотландире тата Ирландире паянхи кунчченех вилнисене лӑплантарма ятарлӑ йӑла-йӗрке ирттереҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче мӑн аслашшӗ-мӑн асламӑшӗ, йӑхташӗсем пирки халап каласа параҫҫӗ.

XVI ӗмӗрте юпан 31-мӗшӗнче килӗрен ҫӳресе пылак ҫимӗҫ ыйтасси йӑлана кӗнӗ. Ачасемпе аслисем пусмаран ӑсталанӑ маска тӑхӑннӑ, кӑштах ашкӑннӑ та. Ятарлӑ тумпа ҫӳресси, «Джек лампине» тӑвасси XIX ӗмӗр вӗҫӗнче - XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫеҫ пуҫланнӑ. Каярах Шотланди тата Ирланди ҫыннисем АПШна куҫса кайма тытӑнсан Хэллоуин унта та сарӑлнӑ.

«Ҫутатакан» кавӑна хатӗрлесси кельт йӑли-йӗркинчен куҫнӑ. Вӑл чунсене тасатмӑша ҫул тупма пулӑшать-мӗн. Шотландире ҫарӑк Хэллоуин палли пулнӑ. Анчах Ҫурҫӗр Америкӑра ӑна йӳнӗрех тата меллӗрех ҫимӗҫпе - кавӑнпа - улӑштарнӑ. Америкӑра асӑннӑ ҫимӗҫрен 1837 ҫулта пуҫласа лампа хатӗрлени паллӑ. Сӑмах май, АПШра касса вакланӑ кавӑн Хэллоуин «киличченех» пахча ҫимӗҫ, тыр-пул пухса кӗртнин паллисенчен пӗри шутланнӑ. Хэллоуина уявланӑ чухне чылайӑшӗ Муми тумне тӑхӑнать. Кил-ҫурта катемписемпе праҫник сӗмне кӗртеҫҫӗ. Хэллоуинӑн тӗп паллисем - вилӗм, усал-тӗсел, оккультизм тата монстрсем. Йӑлана кӗнӗ тӗссем - хура тата хӗрлӗрех сарӑ. Кавӑнран хатӗрленӗ лампа усал-тӗселе хӑвалама пулӑшнине халӑх питӗ ӗненнӗ.

Халӗ Америкӑран, Аслӑ Британирен Чӑваш ҫӗрне таврӑнма вӑхӑт. Пӗр вӑхӑт Раҫҫейре Хэллоуин уявне ирттерме чарнӑ. Халӗ ҫак йӑла шкулсене каллех таврӑннӑ. Аваллӑхпа кӑсӑкланакансем пӗлтернӗ тӑрӑх - чӑваш хутлӑхӗнчи хӑш-пӗр ялта та Кавӑн уявне палӑртасси йӑлара пулнӑ. Тепӗр тесен чӑвашсем те юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче - чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вилнисене асӑнаҫҫӗ. Ӗлӗкрех выльӑх пусса юн кӑларса чӳк тунӑ, ҫурта ҫутнӑ. Ҫакӑ, килӗшӗр, Хэллоуина аса илтерет.

Шел те, шкулсенче паян чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗрки, уявӗсем валли вӑхӑт сахал уйӑраҫҫӗ. Чӳк, Уяв Ҫинҫе, Сурхури /Раштав/, Улах, Акатуй, Аслӑ вӑйӑ, Ҫимӗк пирки ҫамрӑк ӑру питех тӗшмӗртмест.

Ҫапах та пӗлӳ ҫурчӗсенче ҫамрӑксем валли мӗнле уяв йӗркелесе ирттерме пулать-ха? Ача сачӗсенче хӗле ӑсатнине - Ҫӑварние - палӑртасси йӑлана кӗнӗ-ха. Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкере вара ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче аслӑ классенче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем чӑваш тумне тӑхӑнса вӑйӑ картине тӑраҫҫӗ. Питӗ аван ку! Аслӑ классенче вӗренекен хӗрсемпе каччӑсем Сурхури /Раштав/ уявлама пултараҫҫӗ. Унта вӗсем юмӑҫ яма /паянхилле/, юрлама, ташлама пултараҫҫӗ. Уява ҫӗнӗлле сӗм кӗртни те пӑсӑк пулмӗ. Пуҫаруллисем, тен, Улах йӗркелеме те мехел ҫитерӗҫ. Унта хӗрсен ал ӗҫӗ тума та, апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме те май килӗ.

Анӑҫран килнӗ уявсене тиркессӗм килмест. Вӗсем тем пек аван пулсан та хамӑр йӑла-йӗрке манӑҫса пынӑшӑн чунӑм ыратать.

Роза ВЛАСОВА

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (60)]

Comments:

Agabazar // 3802.48.6898
2013.11.08 14:27
Agabazar
Роза ВЛАСОВА:"Анăçран килнĕ уявсене тиркессĕм килмест" Чи кирли — чĕлхе. Мĕн усси Çăварнисемпе Сурхурисенчен, енчен те вĕсене вырăсла ирттереççĕ пулсан? Чăвашла ирттерекен Хеллоуинн çавнашкал япаласенчен пин хут усăллăрах!
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.11.08 17:11
Автар пите кирле тема тапратна. Хамаран йала-йеркене манаса хаварсах хале туйра та, ачасене воспитани парас есре те, култура шайенче те ют патшалах йала-йеркисемпе пите уса курма пусларес. Есе-пусе тиркенинче мар. Телевидени, хасат-журнал таташах ют патшалах культурине пурнаса кертнинче.
Якур // 3996.48.8269
2013.11.08 22:54
Ефимпа килĕшмелле. Питĕ в точку çырать по сравнению с Акасапаром. Пусть Акасапар тоже подтянется, устроит нам чувашский праздник на уровне( по масштабу и общественному резонансу) ПФО, мы будем его на руках носить, ато надоели призывы в никуда.
Agabazar // 4930.3.7307
2013.11.08 23:20
Agabazar
Якур:"Питĕ в точку çырать по сравнению с Акасапаром." Вара çăварнисемпе акатуйсене, кăшарнисемпе сурхурисене вырăсла ирттермелле-шим???
Лепешпи // 4186.57.1361
2013.11.11 22:51
"СушиТайм" бара кайса суши кушать таватпар, потом в Макдональдс каять таватпар. Пуремеч мар пицца сиатпар. Тара сал шыв выранне Cola лакать таватпар. Манхеттенра Япунпала Европа апаче кушать таватпар.
Agabazar // 6265.8.4276
2013.11.11 23:58
Agabazar
Вăт-вăт çапла çав, суши кушшăч тăватпăр, Чăннипе вара суши текен япалана çиес пулать. Кунта яппун чĕлхин шăрши те çук, иероглифсем те çук, вырăсла сăмахсем çеç. Макдональда каяххăч тăвас пулмасть, каймалла. Кока-колăна лаккач тумалла мар, ĕçмелле. ВАРА ПУРТЕ ЙĔРКЕЛЛĔ ПУЛАТЬ!!!
Галина // 4080.68.1160
2013.11.12 23:32
Çĕн Атикассисем ку уява ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Мана та вĕренекенсем: "Айтăр эпир те ирттеретпĕр" -теççĕ.- Раççейре ку уява ирттерме чарнă, - тесе ответлетĕп. Манăн ачасем вампирсем, усалсем пулнине темшĕн курасах килмест.Кам пĕлет, тен хăшĕ-те пулин хăрама пуçлĕ ку уяв хыççăн, ĕмĕр тăршшипе хăвна айăплама тивет вара.Эпир вăл кун кĕрхи уяв ирттертĕмĕр, унта та мода парачĕ пулчĕ, вампирсемех мар, çавах та интереслĕ тумсем хатĕрленĕ чылайăшĕ.
Лепешпи // 4186.57.1361
2013.11.13 12:56
Меншен Анăçра "Акатуй" иртермеççĕ? Меншĕн тесен -вĕсен уявĕ мар! ТВ, хаçат-журналсен ятарласах пире Анăç культурипе явăçтарма пăрахмалла. Сайта та чашлатмалла, ытларах чăваш культури курантăр. Эрешĕ, тĕрĕ, кĕпи-тумтирĕ. Илемлĕ юррисене итлеме май пур -и кунта? Сутсе явма?
Agabazar // 1395.66.4544
2013.11.13 15:33
Agabazar
"Чăваш культури" текен япалана вырăс чĕлхи "пулăшнипе" ирттернинче нимĕн усси те çук.

Пирĕн шкулсенче Хеллоуин ирттеркелеме хăтлакалани вăл шкулсенче акăлчан чĕлхине вĕрентнипе çыхăннă. Ачасене акăлчан чĕлхине çав чĕлхепе калаçакан халăхсен пурнăçне шута илмесĕр вĕрентме çук. Методика çавнашкал. Мĕн,эсир пирĕн шкулсенчен акăлчан чĕлхине хăваласа кăларса унта вырăс чĕлхи çеç хăвармалла теесшĕн-им? Апла тума та пулать пуль. Анчах та кама кирлĕ вăл тата камшăн усăллă?
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.11.14 13:23
Акалчан челхине чаваш халахен пурнасне шута илсе верентмелле, танлаштарса (сравнительная характеристика языков, культуры и т.д.). Ачасем акалчанла чаваш уявесем синчен каласа катартма верентчер.

Pages: 1, 2, 3, 4, 5, [6]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters