Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Я знаю только то, что ничего не знаю.(Сократ)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чӑваш наци конгресӗ «ТМЯП» шайӗнчен тухасшӑн мар?

Аçтахар Плотников05.03.2014 14:1420159 views

ТМЯП тени ӗнтӗ кунта — тулли мар яваплӑ пӗрлӗх тенине пӗлтерет, хайхи вырӑсла ООО тенине. Ку эп шухӑшласа кӑларнӑ япала мар, хайхи Тимӗр Тяпкин ушкӑнӗ каланӑ сӑмах. Ҫавна тӗпе хутӑм ӗнтӗ.

Мӗншӗн ку сӑмаха пуҫларӑм-ха. Ӗнер Митта Ваҫлейӗн преми лауриачӗсене чысланӑ мероприятире пултӑм. Хисеплӗ преми темелле ӗнтӗ, анчах та ЧНК ҫыннисем унта темшӗн курӑнмарӗҫ. Те чӗнмен ӗнтӗ вӗсене, те пӗлмен, те Илле Иванов ӑна ертсе пынипе унта хутшӑнасшӑн пулман.

Чӑваш наци конгресне хӑй вӑхӑтӗнче чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан тӗрлӗ организацисене пӗрлештерекен япала пек тума ӗмӗтленнӗ-ҫке. Апла-тӑк наци конгресӗн ҫавӑнашкал пысӑк уявсене, пӗлтерӗшлӗ мероприятисене хутшӑнмаллах ӗнтӗ. «Ку — ют юшкӑн, ак ку — пирӗн ушкӑн» тесе уйӑрса тӑмалла мар.

Ҫавах ман шанас килет — Купрат патша каланӑ сӑмахсене ӑша хывса эпир чӑвашсем хӑҫан та пулсан пӗрлешетпӗрех, пайланса пӗтнӗскерсене пире пӗрлештерекен орган ҫуралатех. Чӑваш наци конгресӗ ҫӑк ӗҫе хӑйӗн ҫине илнӗ пулсан питӗ аван пулӗччӗ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (62)]

Comments:

2014.03.07 20:07
Аçтахар Плотников
Пĕрлештерме йывăр пулĕ-ха та, анчах кашнипе пĕрле ĕçлеме пулатех. Эп, сăмахран, чăвашлăхшăн ĕçлет пулсан, ырă ĕç тăвать пулсан — пуринпе те çыхăну тытатăп. Анчах эп ни Юхма патĕнче мар, ни Илле патĕнче мар, ни ЧНК çумĕнче мар.
Agabazar // 3006.60.8047
2014.03.07 20:48
Agabazar
Мĕн "пĕрлешесси" пирки пустуй сÿпĕлтетмелле!
Ырă ĕç тăвакана ан чăрмантар, май килсен пулăш.
Усал ĕç тăвакана чăрмантар, ан пулăш.
Çавă çеç. Тата мĕн кирлĕ?
Якур // 2106.16.8321
2014.03.07 21:56
Ара Акапасарпа кам пĕрлешме килĕштĕр? Пĕрмаях суя сăмах кăларать, реальнăй пулăмсем тăвакана тиркеть. Кам вăл, Акапасар?
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.08 10:19
Аксар Чунтупай хăтана эпĕ пĕрре янăччĕ Акасапарпа дискуссийĕн пуçламăшне. Тепре кĕрсе вуласа пăх, тархасшăн! Е Иллепе мĕнле килĕштерсе утма пулать? <<Вĕсем пуринчен те тăнлă, никама та итлемеç вĕт>>.Вăн Акасапар çырать уш:"Мĕн "пĕрлешесси" пирки пустуй сÿпĕлтетмелле!".Вĕсем комсомолсем хăйсем манса каяç ăçта суйма пуçланине,вĕсене уççăн каламалла вĕсем кам иккенне.
Тимӗр // 4916-2612
2014.03.08 10:33
Ĕç тăваканне тенĕрен Акапасара темле те ыйтса пăхрĕ халăх хăйн ĕçĕ пирки кăштах та пулин вăрттăнлăха уçса пама.Ну питĕ пĕлес килет.Тен чăннипех мĕн те пулин тунă?.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.03.08 10:41
Тĕрĕс Тимĕр хăта! Кунта çыркаласа ларасси питĕ ансат та йÿнĕ япала. Эпĕ пĕлетĕп форумра вырăнĕ сахал, вăхăчĕ хаклă. Çавăнпа та хăйĕн "ĕçĕсен" 10 %-не те пулин Акасапар çырса паринччĕ. Çук вĕт, йĕркелесе кăтартма мар-çырса кăтартма Çулталăк ытла ыйтатпăр. Çырмасть-кăтартмасть Акасапаркка, те вăтанать, те экстремистсем хăйне "хура списока" кĕртесрен шикленеть. Ним те ăнланма çук!
Agabazar // 5563.8.5545
2014.03.08 18:40
Agabazar
Тимĕр татах мĕнпур чăваша ТĂПСАКАЙНЕ хăвалать.
Якур // 4159.04.2800
2014.03.08 18:46
Мĕнле тĕпсакайпа хăратать Акапасар, ăнланма çук. Bor калашле Акапасар хăйне "хура списока" кĕртсе хурасранах шикленет пек туйăнать. Кунта "çырса ларни" тата "саккун тăрăх пуçлăхсенчен çирĕп ыйтасси" - как говорятъ в Одессе две большие разницы.
Якур // 4159.04.2800
2014.03.08 18:46
The comment was deleted.: дубль
Саня матки Валерикки // 1403.52.8098
2014.03.09 00:40
Интереслĕ эсир,ачасем!Мĕнле пĕрлештерме пулать вара сапçем урăхла шутлакан тата тăвакан çынсене? Эсир,паллах, Майдан мар... Анчах та, сирĕн шутра та пĕри Майданшăн,тепри хвашистсемшĕн мар.Ик патак вĕçне мĕнле пĕрлештереĕн? Хуçса,татса çеç!Диктатура пролетариата!Или Майдана!

Pages: 1, 2, 3, [4], 5, 6

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters