Ҫапларах хак пама пулать паян пулса иртекен шкулсенчи пулӑма. Ҫӳлтен ярса панӑ хушупа физкультура урокӗсен йышне ӳстерме хушнӑ. Шкулсен директорӗсем вара (е кам унта уншӑн яваплӑ?) ҫак хушӑва плана кӗртес тесе чӑваш чӗлхин сехечӗсене илнӗ тет. Мӑнтарӑн чӑваш чӗлхи учителӗсене сехечӗсем ҫитменрен вӗсене вара истори урокӗсене ертсе пыма панӑ.
Чӑннипе те кӑшкӑрас килет: пирӗн тӳре-шарасем мӗн хӑтланаҫҫӗ? Сывӑ халӑх, паллах кирлӗ. Анчах ҫав халӑха тӑван чӗлхи кирлӗ мар-ши? Ют чӗлхепе пурӑнсан та каять тесе шухӑшлаҫҫӗ-ши? Хайхи кӗнекесем кӑларса чӑваш чӗлхине «музейласа» (тепӗр май каласан, архивласа) хӑварасшӑн-ши? Чӗрӗ чӗлхе кирлӗ мар-ши?
Пире вырӑслантарсан эпир тата та йӑвашрах пулӑпӑр тесе шухӑшлаҫҫӗ пулас. Чӑваш чӗлхине пӗлни тӳре-шарашӑн темшӗн Раҫҫей патшалӑхшӑн питӗ пысӑк инкек кӑларса тӑратать. Пирӗннисем чӑваш чӗлхи пирки кӑшкӑрашма пуҫласанах рейтинг тӑвакан вырӑссем тӳрех пирӗн регионӑн рейтингне чакараҫҫӗ. Те эпир вӗсем патне Питӗре ҫитсе чӑваш регионне туса хурасран шикленеҫҫӗ, те хӑйсен юнра ларакан «империлӗхе» ҫиеле кӑлараҫҫӗ. Ӑнланма йывӑр.
Хисеплӗ вырӑссем, эсир чӑвашла ӑнланмастӑр пулин те сире чӗнсе калас килет: ҫитӗ пире вырӑслантарса! Эпир сире хирӗҫ нихҫан та тухман, сире хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнместпӗр. Парӑр пире йӗркеллӗ чӑвашла аталанма!
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Вăй-хал культурине тӳре-шара мĕн-ма кĕртет? «Сывă» халăх кирлĕрен. Аттук чирлеççĕ, салтака кайма юрăхлисем сахалланаççĕ... Ятне çавăнпа та апла патăм та.
Чĕлхе пĕтсен профессиллĕ культура пĕтет, вăл пĕтсен вара халăх та пĕтет. Тăван ен историйĕпе культурине кăçал шкул программинчен кăларса печĕç. Паллах. ун хыççăн чăваш чĕлхине пĕтерме черет çитрĕ... Кунта пăхăр: http://chuvsite.ucoz.ru/uch.pdf
Migulaj // 1088.71.3534
2014.09.27 18:44
Вара Чăваш республикин "Çут-ĕç" министерстви хăйĕн киревсĕр ĕçĕсене ют чĕлхепе туса пырать иккен.
Ачасене тăван чĕлхесĕр хăварни хăçантанпа "сывлăх" ятлă?
Тăван чĕлхесĕр хăварнă ача "сывă" пулаять-и?