Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Фактов всегда достаточно - не хватает фантазии.(Д.Блохинцев)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Тафаев республикӑсене кӗпернелесшӗн?

Аçтахар Плотников20.11.2014 15:3717728 views

Ҫак кунсенче нумай пулмасть «АиФ. Чувашия» хаҫатра Геннадий Тафаевпа калаҫнӑ интервью пичетленсе тухнӑ. Китай пирки ыйтсан ҫак «ӑсчах», хӑйне историк тата политолог текенскер, республикӑсене кӗпернелесси пирки те сӑмах хушнӑ. Ун шучӗпе республикӑсенче ним ытти те ҫук имӗш, кӗпернесем патне таврӑнсан ҫеҫ Чӑвашра лӑпкӑлӑх пулать:

— В последнее время вся республика следит за тем как развиваются отношения Чувашии и Китая. Как вы считаете у этого сотрудничества есть будущее?

— Думаю, нам не стоит идти на этот заигрыш с китайцами. Вспомним историю. Фактически западных хунну (предков чуваш) разгромили китайцы, это было в 71 гг до Н.Э. и мы были вынуждены уйти из империи хунну. Древнее китайское наследие дошло и до нас. В чувашском языке есть более 100 слов из китайского языка. Сохранились традиции в танце, в музыке… И мы, и китайцы это знаем. Почему они сюда идут? Потому что китайцы, как не странно звучит, исторически более-менее знают только чувашский народ. А Чувашия в сегодняшнем положении сотрудничает с Китаем вероятнее всего из-за отсутствия альтернативы. Мы ищем защиты, и Китай - это наша подстраховка.

Вообще, как историк и политолог, я вижу два пути развития Чувашии. Или проведение губернизации, т.е. ликвидации национально территориальных субъектов в Российской Федерации, потому что украинская ситуация показала, что рано или поздно придется проводить административную реформу, и мы не можем существовать с той административной структурой, которая была создана ещё при Сталине. Или второй вариант, когда крупные этносы постараются включить в свою территорию малочисленные этносы. Так что на вопрос, что будет с чувашами, я однозначно ответить затрудняюсь. Вижу два пути. Верный, я как историк это понимаю, — это ликвидация национальных территориальных субъектов, чтобы не повторилась такая же ситуация как в Украине.

Ку ыйту тавра тепӗр ҫын шухӑшӗ те нумай пулмасть пичетленсе тухрӗ. Тафаева хурав панӑ евӗр Юрий Исаев «Хыпар» хаҫата панӑ интервьюра хускатнӑ:

— Статистика шелсӗр, юлашки ҫулсенче чӑваш халӑхӗн йышӗ палӑрмаллах чакнине кӑтартать вӑл. Вӑхӑт иртнӗ май Ҫӗр пичӗ ҫинчен тӗппипех ҫухалмӑпӑр-и?

— Паллах, ҫӑмӑл вӑхӑтра пурӑнмастпӑр. Культура талккӑшӗ пӗрӗнсе, чӗлхе функцийӗсем сахалланса пыраҫҫӗ. Чи позитивлӑ вӑхӑт вӑл — 1989 ҫул. Ун чухне халӑх шучӗ 1 млн 900 пине яхӑн пулнӑ. Халӗ чакса пыратпӑр. Ку юхӑм чӑваш халӑхне ҫеҫ пырса тивмест. Сӑмахран, тутарсем вунӑ ҫул хушшинче 200 пине яхӑн чакрӗҫ. Нумай-нумай чӗлхе ҫухалчӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ иккӗ, урӑх халӑх шутне куҫни тата сахал ача ҫуратма пуҫлани.

Ытти ҫӗршывра наци тата чӗлхе политики питӗ ҫирӗп. Унта пӗтӗмӗшле тӗп чӗлхе пур. Ыттисем валли пулӑшмалли нормӑсем кӑна. Вак чӗлхесене йывӑртарах. Пирӗн патра условисем лайӑхрах. Конституци Чӑваш Республикине "патшалӑх” тесе ят пама чармасть. Анчах пирӗн депутатсем виҫ-тӑватӑ ҫул каялла Чӑваш патшалӑхӗ тесе калама пӑрахрӗҫ. Ҫакӑншӑн патшалӑха мар, хамӑра айӑпламалла. Халӑх интересӗсене хӳтӗлеме пултаракан депутатсене суйлама пӗлместпӗр.

Тата тепӗр пурне те самай шухӑшлаттарма тивӗҫ факт, Г.Тафаев историк чӑваш пуласлӑхне тата халӑх аталанӑвне Чӑваш Республикине пӗтернинче курать. Унӑн шухӑшӗпе — Раҫҫей Федерацийӗнчи наци республикисем Украинӑри хӑйне манерлӗ «вӑрттӑн» вӑрҫӑ вучахӗсем пек. Ҫавӑнпа та вӑл наци республикисене пӗтерсе, вӗсене ытти субӗектпа пӗрлештерсе кӗпӗрнесем туса хума сӗнет. Ҫапла тусан Раҫҫейре наци ыйтӑвӗсем те тухса тӑмаҫҫӗ.

Пирӗн институт ирттернӗ социологи ӗҫӗсенче чӑвашлӑха тытса пыракан икӗ пӗлтерӗшлӗ сӑлтав куҫ умне тухать, 1. Тӑван чӗлхе пиҫӗлӗхӗ. 2. Чӑвашсем пурӑнакан талккӑш. Ҫапла вара эпӗ унӑн шухӑшӗсемпе пӗртте килӗшместӗп, ҫине тӑрсах сивлетӗп.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (54)]

Comments:

Agabazar // 3761.0.2761
2014.11.25 00:43
Agabazar
Кÿрентерет пулсан, милицие чĕнсе илĕр те тыттарса ярăр! :-)
bor1959 // 1039.8.4424
2014.11.25 08:59
Акасапар хăта! Полици-милици ухмах мар, вĕсем кÿрентерекене тÿрех тытса каймаççĕ. Вĕсене свитетлĕсем кирлĕ.Эсĕ свитетлĕ пулма килĕшместĕн вĕт7
Атила // 3913.58.4645
2014.11.25 08:59
Мĕнле хăрушăскер:унччен пăшалпа перессипе хăратрĕ,халĕ- милиципе.Кашни ухмахпа çыхлансан...
Agabazar // 3552.78.8188
2014.11.25 14:40
Agabazar
Атила, каçарăр та, Эсир хăвăр ухмах.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.11.25 15:56
Акасапар миçе çула вăл? Çамрăк-и е ватă? Ача сачĕнчи Пĕчĕк ача пек кашни çыру хыççăн: Ухмах .., хăв ухмах -тет. Тĕлĕнмелле!
Agabazar // 3552.78.8188
2014.11.25 16:08
Agabazar
Эсир, пор, хăвăр Пĕчĕк Ача пек.
Анчах та эп тĕленместĕп.
Мĕншĕн тесен ку сирĕн çăкăр çитерекен ĕç.
bor1959 // 1039.8.4424
2014.11.25 17:06
Акапасара пĕлсе тăма:"Эпĕ,в отличие от тебя,кунта çырнишĕн те,митинга çÿренĕшĕн те,тата сан пек кантурта ларнишĕн те укçа илсе курман".Более того,мне в самых отчаянных снах такое не могло присниться.Это удел "иуды"(иудеев)современного мира.
Agabazar // 3728.31.1867
2014.11.25 17:44
Agabazar
"Иудей" сăмах мĕне пĕлтернине эп ятарласа илсе кăтартрăм кăшт маларах.
Халĕ тата тепре илсе кăтартатăп. http://dic.academic.ru/dic.nsf/ushakov/828566

Çакна шута илсе лешхайхине

шăнкăрт! çеç

кутускăна тытса кайма май пур.
Agabazar // 3728.31.1867
2014.11.25 17:45
Agabazar
Кĕскен калас-тăк,

сĕмсĕр провокаци ку.

Agabazar // 3728.31.1867
2014.11.25 17:47
Agabazar
Шел пулин те , кунашкал провокаторсем Мускавра та пур. http://www.echo.msk.ru/blog/day_photo/1443642-echo/

Pages: 1, 2, [3], 4, 5, 6

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters