Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Отсутствие опровержения, не является доказательством.(С. Прокопенко)
 

Ad

Аçтахар Плотников: «Телейлӗ ҫул» тенине курмарӑмӑр

Аçтахар Плотников05.12.2014 12:147545 views

е Тулай чӑвашӗсем уҫнӑ «тӗлӗнтермӗшсем» ҫинчен

Эпир — тулай чӑвашӗсем — Чӑваш Республикине хамӑрӑн иккӗмӗш тӑван ҫӗршыв вырӑнне хуратпӑр. Ҫакна пула унта сайра хутра пулсан та ҫитсе курма тӑрӑшатпӑр, тӑван халӑхӑн культурипе таччӑн паллашма ӗмӗтленетпӗр. Чӑваш Енри сывлӑш та, ҫутҫанталӑк та чӑвашла пек туйӑнать. Вырӑнта пурӑнакан чӑвашсенчен чылайӑшӗ хӑйсен шӗкӗр хулине «Чябаксар» теҫҫӗ, эпир ӑна хисеплесе «Шупашкар» тетпӗр. «Чябаксар» тени тӑрӑхланӑ пек е чӑваш хӑйне хисеплемесӗр калаҫнӑ пек илтӗнет пирӗншӗн. Мӗншӗн тесен кунта чӑн Чӑвашлах пурӑнмалла пек. Ҫӗр планета ҫинчи пӗртен-пӗр ҫӗр-ҫке вӑл тӗнчери чӑвашсемшӗн! Кунта чӑваш чӗлхи янӑравлӑн янӑрамалла, ҫак ҫӗр ҫинче чӑваш культурин, сӑмахлӑхӗн ҫӑлкуҫӗсем иксӗлми тапса тӑмалла. Ҫавна пула Чӑваш тӑрӑхне ҫитсе курма ӗмӗтленмен чӑваш тӗнчере ҫук та пуль.

Эпир те икӗ юлташ кӑҫалхи октябрьте ирпе Пушкӑрт Республикинчен тухса каҫпа Чӑваш Республикине ҫитсе ӳкрӗмӗр. Тӗттӗмленчӗ. Кӗрхи вӗтӗ ҫумӑр ҫунине пула тавралӑха курса пулмасть. Ҫакӑн пек ҫанталӑкра ху ӑҫта пынине ҫул хӗрринчи ҫул паллисенчен ҫеҫ тавҫӑрса илеетӗн. Пушкӑрт тата Тутар республикисем витӗр пынӑ чухне ҫул хӗрринчи ял-хула, ҫырмасен ячӗсене пушкӑртла-тутарла тата вырӑсла ҫырса пӗлтеретчӗҫ пулсан, Чӑваш Енре вырӑсла ҫеҫ ҫырни курӑна пуҫларӗ. Чӑваш сӑмахӗсем ҫул хӗрринчи банерсем ҫинче те, ҫул паллисем ҫинче те курӑнмарӗҫ. Ҫакӑ питӗ тӗлӗнтерчӗ. Эпир, тулай чӑвашӗсем, Чӑваш Енре тухса тӑракан чӑвашла хаҫат-журнал тӑрӑх кунти ял-хула ячӗсене чӑвашла ҫеҫ пӗлетпӗр, вырӑсла ячӗсене пӗлместпӗр. Ҫакна пула вырӑсла ҫеҫ палӑртнӑ ятсене вуланипе хамӑр ӑҫта пынине турех тавҫӑрса та илеймерӗмӗр...

«Козловка», «Красноармейское» тенине куртӑмӑр. Козловкӑсем, Красноармейскисем ытти регионсенче те нумай ӗнтӗ. Ҫавна пула пире Чӑваш Ене ҫитсе кӗнине тавҫӑрса илме питӗ йывӑр пулчӗ. Чӑваш ҫӗрӗпе пынине тӑруках сисмерӗмӗр. Ҫул хӗрринчи пӗчӗкҫӗ ялсен ячӗсене те вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ: «Ишаки», «Цивильск» тени хыҫра юлчӗ. Кӗҫ «Кугеси» тени курӑнса кайрӗ. «Кукаҫи» пек илтӗнет. Чӑвашла ятне курмарӑмӑр, анчах хамӑр Кӳкеҫе ҫитнине ӑнланма пултартӑмӑр. «Ырӑ сунса кететпӗр!», «Телейлӗ ҫул!» — тени те куҫ тӗлне ниҫта та лекмерӗ. Эпир, Пушкӑртстанра пурӑнакан чӑвашсем, пирӗн республикӑра пушкӑртла: «Хаерле юл!», «Рэхим итегез!» — тесе ҫулсем хӗрринче те тӗрлӗ учрежденисен алакӗсен умӗнче те, ҫав шутра вырӑспа чӑваш ялӗсенче те, тӑтӑшах ҫырнине курма хӑнӑхнӑран кунта та ҫапла чӗвашла — республикӑри патшалӑх чӗлхипе — ҫыраҫҫӗ пуль тенӗччӗ. Ҫырмаҫҫӗ иккен! Мӗншӗнни пирӗншӗн паллӑ мар.

— Чӑваш республикинче Чӗлхе саккунӗ ҫук-шим? Пур тӑк ӗҫлемест-шим? — текелетпӗр тӗлӗннипе.

Кӳкеҫре чарӑнтӑмӑр та апат-ҫимӗҫ лавкки патне пытӑмӑр. Алӑкӗ ҫинче каллех «Апат-ҫимӗҫ» тесе чӑвашла ҫырни ҫук. Пушкӑрт Республикинчи магазинсем ҫинче таҫтанах курӑнмалла «Азык-тулек» тесе ҫырнине курма хӑнӑхнӑран пире каллех чӑвашла ҫырманни тӗлӗнтерчӗ. Тата кулянтарчӗ. Лавккари сутуҫсем пирӗнпе чӑвашла калаҫманни е пӗлмене пени тӗлӗнтерчӗ те, тарӑхтарчӗ те. Тавар туянмасӑрах алӑ сулса тухса кайрӑмӑр. Юрӗ-ха, урамри ҫынсем пирӗнпе чиперех чӑвашла калаҫрӗҫ. Ҫакӑ ҫеҫ чуна кӑшт лӑплантарчӗ.

Пушкӑртстанри лавккасем ҫине те, учрежденисен алӑкӗсем ҫине те ӗҫ режимне вырӑсла та, пушкӑртла та ҫыраҫҫӗ. Ун пек пулмасан учрежденисен ертӳҫисене явап тыттараҫҫӗ, хаҫат-журналта критиклеҫҫӗ, штрафлаҫҫӗ. Ҫавна пула пурте Чӑлхе саккунне пӑсма хӑраҫҫӗ, магазин алӑкӗсем ҫине пушкӑртла та ҫыраҫҫӗ. Пушкӑрт республикинчи вулавӑшсен алӑкӗсем ҫине «Китапхана», аптекӑсен алӑкӗсем ҫине «Дарыухана», столовойӗнче «Ашхана» тесе ҫырнине ҫеҫ куратӑн. «Вход», «Выход» сӑмахсене тата ыттисене пушкӑртла куҫарса ҫырнине те. Ку сӑмахсем чӑвашла та куҫарӑнаҫҫӗ-ҫке!

Эпир тепӗр кун Шупашкарта пултӑмӑр. Каллех чӑвашла ҫырни пирӗн куҫ умне лекмерӗ. Транспорт чарӑнӑвӗсен ячӗсене чӑвашла та ҫырни савӑнтарчӗ-ха.

Пушкӑртстанра урам ячӗсене пур ҫӗрте те вырӑсла тата пушкӑртла ҫыраҫҫӗ. «Улица Мира» кунта «Тыныслык урамы», «Улица Школьная» — «Мектеб урамы» тата ытти те. Пӗр сӑмахпа, Пушкӑртстанра ху пушкӑрт ҫӗрӗ ҫинче пурӑннине, утса е машинӑпа пынине пур ҫӗрте те куратӑн, туятӑн. Ҫул хӗрринчи банерсем ҫине те кунта нумай чухне пушкӑртла ҫыраҫҫӗ. Ҫакна эпир тахҫанах хӑнӑхнӑ. Куншӑн никам та вӗчӗхмест, никам та никама ҫиленмест. Чӗлхе саккунне пӑхӑнмаллине пурте ӑнланатпӑр. Чӑваш Енре те ҫапла пуль тенӗччӗ. Кунта та чӑваш чӗлхи хӑйне, Пушкӑртри пушкӑрт чӗлхи пек, ирӗклӗн туять тенӗччӗ. Анчах республикӑн Чӗлхе сакунне кунта питех пӑханмаҫҫӗ иккен! Ҫакӑ республикӑна пырса кӗнӗ-кӗменех палӑрать, тӗлӗнтерет.

Сӑмах май каласан, Раҫҫейре кӑна мар, ытти нумай ҫӗршывра та ҫул паллисене тата ытти атрибутикӑна патшалӑх чӗлхипе тата вырӑнти халӑх чӗлхипе палӑртасси тахҫанах йӑлана кӗнӗ. Сӑмахран, Аслӑ Британире. Унта вунӑ ҫул каярах пулнӑччӗ те Лондонран тепӗр Кардифф ятлӑ хулана — Уельс автономийӗн тӗп хулине — автобуспа кайрӑмӑр. Уельсра акӑлчан чӗлхипе пӑрле вырӑнти халӑх чӗлхипе те усӑ кураҫҫӗ. Ҫавна пула ҫул паллисем ҫине тата тӗрлӗ ытти пӗлтерӗве акӑлчанла тата вырӑнти халӑх чӗлхипе ҫырнӑччӗ.

Икӗ кунтан эпир Шупашкартан килелле тухрӑмӑр.

Хальхинче кун уярччӗ, тавралӑха сӑнаса пыма лайӑхчӗ. Чӑваш ҫӗршывӗн шӗкӗр хули те, ытти ялӗ-хули те, уйӗ-хирӗ те питӗ тирпейлӗ, таса пулни куҫа илӗртет, чӑвашсем ҫапла илемлӗ пурӑнма юратни савӑнтарать. Анчах каллех трассӑпа ху чӑваш ҫерӗпе пынине сисместӗн, курмастӑн. Юханшыв, ял-хула ячӗсене чӑвашла ҫырманни, районсен чиккисенче чӑвашла «Телейпӗ ҫул!», «Ырӑ сунса кӗтетпӗр!» тесе сунманни кӑмӑла пӑсрӗ. Пире — инҫетрен хӑнана килнӗ чӑвашсене — тӑван халӑхӑн республикин чиккинче тӑван чӗлхепе телейлӗ ҫул сунни пулмарӗ.

Ҫырӑва вӗҫленӗ май сакна калас килет. Чӑваш Енре пурӑнакансем республикӑри учрежденисемпе урамсенчи, ҫулсем ҫинчи тӗрлӗ атрибутикӑна чӑвашла ҫырманнине хӑнӑхнӑ пулас. Ҫакӑн пирки ик-виҫ ҫынпа сӑмах тапратсан вӗсем пире: «Ҫапла ӗнтӗ, ҫапла, анчах мӗн тӑвайан-ха», — тесе калаҫрӗҫ. Анчах республика хӑнисене ҫакӑ тӗлӗнтерет, Чӑваш Республикинче чӑваш чӗлхипе кирлӗ пек усӑ курманни кулянтарать.

«Капкӑн» — чӑваш халӑхӗн юратнӑ журналӗ, пурнӑҫри ҫитменлӗхсене пӗтерес тесе ӗҫлекен хисеплӗ те авторитетлӑ журнал. Пирӗн тӑрӑхра ӑна пурте юратса вулаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫак ҫырӑва пичетлессе, вулакан патне ҫитерессе, ҫырура кӑтартнӑ ҫитменлӗхсене пӗтерессе шанатпӑр. Халӗ ҫырса кӑтартнӑ «тӗлӗнтермӗшсене» Чаваш ҫӗрӗнче малашне курас марччӗ. Ҫапла пултӑр! Чӗлхе саккунӗ малашне Чӑваш Респубпикинче те Тутарстанпа Пушкӑртстанри пек, инҫетри Уэльсри (Великобритани) пек тухӑҫлӑ ӗҫлетӗр!

 

Сире шанса: А. Русаков, В. Ерохин

«Капкӑн», 2014, 21№

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (11)]

Comments:

Agabazar // 2341.58.8614
2014.12.05 13:07
Agabazar
Шулай шул инде... :-(

Çиччас тимерсем чупса çитеççĕ ак, килĕнте "телейлĕ çул" çырса хурăр , хăвăрăн нушникĕрте чăвашла çырса хурăр тесе йĕкĕлтеме, виртлеме, мăшкăллама пуçлĕç....

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters