Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Без труда не может быть чистой и радостной жизни.(А.П.Чехов)
 

Ad

Аçтахар Плотников: 2014 ҫула пӗтӗмлетсе

Аçтахар Плотников31.12.2014 19:2313874 views

Иртсе каякан ҫула пӗтӗмлетнӗ май ҫакна калама пулать — чӑваш халӑх сайчӗшӗн вӑл япӑхах пулмарӗ. Кӑҫал эпир конкурссем нумаях ирттермерӗмӗр пулин те ҫав-ҫавах пӗрре ҫӗнӗ йышшине йӗркелерӗмӗрех — ку вӑл «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӗ. Чылайӑшне килӗшрӗ, пур енчен те ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать. Шел те ҫитес ҫулта унашкалли ирттерме вӑхӑт тупаймӑпӑр пулӗ — ун вырӑнне эпир «Шан мана, тӗнче!» литература конкурсне тата чӑвашла сайтсен ӑмӑртӑвне йӗркелӗпӗр.

Иртсе каякан ҫулта пирӗн сайт хӑйӗн сӑнне улӑштарчӗ — ҫӗнӗ улшӑнусем чылайӑшне килӗшрӗҫ, вӗсем ӑна ырларӗҫ. Ку хыпарсемпе ҫӑмӑлрах паллашма майсем туса пани пирки каларӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫулталӑк вӗҫнелле эпир майӗпен баннерсен ҫыххине йӗркелеме пуҫларӑмӑр — ӑна асӑрхарӑрах пуль (пуҫелӗкпе текст хушшинче 728х90 виҫеллӗ баннер вырнаҫнӑ). Ҫитес ҫулта ӑна туса ҫитерме тӗллев лартатпӑр — портал кӑшт та пулин укҫа илсе килӗ тесе шутлатпӑр. Хальлӗхе бета-вариантра баннерсен тухӑҫлӑхӗ япӑхах марри курӑнать. Пирӗн шутпа вӑл сахалрах пулмаллаччӗ. Хӑш-пӗр баннерсен CTR-ӗ 0.12 виҫене ҫитет. Унсӑр пуҫне баннерсем ҫине пусакансем те ҫук мар иккен. Ку пире савӑнтарать, ҫавӑнпа та малашне баннер вырӑнӗсене аталантарас шухӑш пур. Баннер вырнаҫтарас хаксем пысӑк пулмӗҫ — 1000 кӑтартма 3 тенкӗ; баннер ҫине пуснишӗн — 50 пус. «Аван-пати» баннер ҫине сӑмахран, чӑвашли ҫине 146 пуснӑ, вырӑсли ҫине — 81. Ку вӑл 2 эрне хушшинче. Кунне пирӗн сайтра 300 ҫын пулнине шута илсен сахал мар пек.

Тепӗр кӑҫалхи ҫӗнӗлӗх — «Мероприятисем» пай. Тӗрӗслев тапхӑрӗ вӗҫленсе пынӑ май ҫакна каласа хӑварас пулать — унта эпир ытларах спектакльсем ҫинчен, районсенче иртекен кӑсӑклӑ мероприятисем ҫинчен, республика тулашӗнчи мероприятисем ҫинчен пӗлтерме тӑрӑшӑпӑр. Ку ӗҫре эсир те пулӑшасса шанатпӑр — пӗр-пӗр интереслӗ мероприяти пирки ытларах ҫынна пӗлтерсен унта хутшӑнакансем та нумайрах пухӑнӗҫ. Чи малтанах эпир кашни мероприяти ҫинчен пӗлтерме шутланӑччӗ — районсенче тӗрлӗ заседанисемпе пухусемсӗр пуҫне кӑсӑкли сахал мар кашни кун иртет, анчах пурин пирки те кӗртсен чи кӑсӑклисем пирки информаци ҫухалать. Пур спектакле те ҫутатасси вара (чӑвашлисене кӑна пуль) — хамӑр сайтри хӑнасем хушшинче культурӑллӑ мероприятисене ҫӳреттерессине сарасси пулӗ.

Электронлӑ вулавӑшра кӑҫал 500 ытларах хайлав кӑна хушӑнчӗ. Анчах чи кирли — эпир Геннадий Айхин пӗр кӗнекине кӗртрӗмӗр. Тем тесен те кӑҫал ун юбилейӗ пулчӗ-ҫке. Ҫитес ҫул унти хайлавсен йышӗ 7000 иртетех пуль тесе шутлатпӑр (нумай юлман, тата 164 хайлав кӑна кирлӗ). Кӗртме планланӑ кӗнекесен йышне «Ӗмӗр сакки сарлака» романӑн 4-мӗш кӗнеки, Степан Асланӑн «Ахрат» романӗ, Марина Карягинӑн сӑвӑ кӗнеки тата ыттисем кӗреҫҫӗ. Унсӑр пуҫне литература ҫулталӑкӗ пулнӑран эпир ҫитес ҫул конкурс та ирттеретпӗр вӗт — ку вара хайлавсен йышӗ ӳсессе шаначӑк паратех. Ҫавӑн пекех асӑнса хӑварас пулать — кӑҫал эпир электронлӑ вулавӑшри хайлавсене epub форматпа уҫласа илме май туса патӑмӑр.

2014 ҫулхи чи пысӑк ҫитӗнӳ вара — Чӑваш Енӗн чӑвашла схемине пичетлесе кӑларнине палӑртмалла пуль. 9 уйӑх хушши тунӑ ӗҫе раштавра вӗҫлерӗмӗр-вӗҫлерӗмӗрех. Куншӑн пур пулӑшакана та тав сӑмахӗ калас килет. Ҫитес ҫулта вара хамӑр енчен Шупашкар районӗн схемине тӗплӗн кӑларма планлатпӑр. Вӑхӑт тупӑнсан ку ӗҫе туса ҫитеретпӗрех тесе шутлатпӑр (ытти районсенне тӑвакансем кирлӗ — сӗнӳпе тата канашпа пулӑшма хатӗр).

Кӑҫал эпир оффлайн мероприятисем те ирттерсе — «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» кӗнеке пичетлесе кӑларса хӑтларӑмӑр, «Чӑваш ачи, сассуна пур» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӑмӑр. Тивӗҫлӗ иртрӗҫ теме пулатех пуль ӗнтӗ.

Чӑваш халӑх сайтне тытса тӑма пирӗн кӑҫал пурӗ 269 пин те 665 тенкӗ тухса кайрӗ. Вӑл шутра чи пысӑк виҫе — 105 800 тенкӗ хыпар ҫыракансене кайрӗ. Хостингшӑн пурӗ 65 пин те 490 тенкӗ тухса кайрӗ. Кӗнеке кӑларас ӗҫре 28 пин те 180 тенкӗ тӑкаклама тиврӗ (пӗр пайне 2013 ҫултах тӳленӗччӗ). Тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем валли 18 пин те 721 тенкӗ пӗтертӗмӗр. Уявсем ирттерме (чыславсем) 14 пин ҫурӑ кайрӗ. Кӗнеке сканерлакансене 12 пин патнелле тӳлерӗмӗр (кӑҫал ку ӗҫ валли тимлӗх ытти ҫулсенчи пек уйӑрман). Доменсемшӗн пурӗ 5 пин патнелле укҫа тӑкакланчӗ (пирӗн вӗсем сахал мар). Кунталӑк кӑларма 4 пин ытларах тухса кайрӗ, анчах ытларах пайне туянса кайнине шута илсен ку пая спонсорсен шутне кӗртме те юрать. Вӗҫӗнчи тӑкак — реклама. 300 тенкӗ эпир «Повествование о чувашах» сайта рекламӑлама ярсаччӗ (тахҫантанпа рекламӑламан хыҫҫӑн тепре ҫутатас терӗмӗр). Спонсорсен пулӑшӑвӗ 65-70 пин патнелле пулчӗ пулсан, Чӑваш халӑх сайтне тытса тӑрас ӗҫ самай тӑкаклине курма пулать. Ҫитес ҫул, май килсен порталӑн вырӑсла пайне аталантарма шухӑшлатпӑр. Ун валли тепӗр спонсор тупӑнсан — тем пекехччӗ.

2015 ҫулта, Турри вӑй-хӑват парсан, эпир тепӗр пысӑк проект пуҫласшӑн — чӑвашла онлайн вӑйӑ. Леш хайхи браузерлӑ MMORPG текеннине. Тӗллевӗ — ҫамрӑксене чӑваш чӗлхи тавра пуҫтарасси пулӗ, тӑван чӗлхе ялти чӗлхе кӑна маррине кӑтартса парасси. Анчах ҫитес ҫул плансем пӗчӗк маррине пула — икӗ конкурс таран ирттермелле, ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине йӗркелемелле — ку вӑййа тӑвасси икӗ ҫула та тӑсӑлса каясси пире хамӑра та лайӑхах курӑнать. Анчах ӑна пуҫласа ямаллине те питӗ лайӑх туятпӑр.

Мӗн планланине пурнӑҫмала Турӑрах вӑй-хӑват ыйтса Аҫтахар Плотников.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (35)]

Comments:

2015.01.01 16:10
Аçтахар Плотников
Эп вара ăнланмастăп — мĕншĕн вĕсен укçа илмелле мар? Мĕншĕн вĕсене тӳлемелле мар? //тепĕр тесен сирĕншĕн ку текстри ытти абзацсенчен чи пахи курăнать. Çулталăк хушшинче мĕн туни сире кăсăклантармасть, укçа ыйтăвĕ пăшăрхантарать.
2015.01.01 16:45
Аксар Чунтупай
Аçтахара Чăваш Республикин чи пысăк наградине пама тăратмалла! Нимпе виçейми капаш ĕç тăвать вăл...
bor1959 // 1039.8.4424
2015.01.02 14:59
Аксар кӑшт тӑхтама лекеть санӑн.Япалан йӗрки пур,патшалӑх наградипе ҫыхӑннӑ пулӑмӑн тем более.Малтан ӑна мӗнле те пулин тава тивӗҫлӗ ят пама тӑратмалла.Кайран тепӗр картлашка, вара-тепӗр картлашки.Микулая халӑх Пысӑк сум тахҫанах панӑ:вӑл тахҫанах шупӑрпа ҫӳреть-ку та пысӑк чыссенчен пӗри.
Якур // 2501.75.3502
2015.01.02 22:53
Админ ҫырать-"Тепĕр тесен,Якур,укçа-тенке ăçта ярассине (эпир миллионерсем мар),проекта мĕнле аталантарассине эпир хамăрах татса паратпăр.".Манран чару ҫук,татса парӑр мӗнле кирлӗ ҫавӑн пек.Хуть миллионшар парӑр ҫыракансене майне тупса.Мана вӗсен пӗр пусӗ те интереслентерместь.Сӑмахран,Акташ кайса килнӗ НКО форумне.Ҫырса кӑларнӑ ҫтатъе-ҫырасси вӑл унӑн тивӗҫӗ, анчах мӗншӗн ҫавӑншӑн укҫа тӳлемелле.Апла пулсан пӗтӗм пулӑмсене хутшӑнаканнисене укҫа пама пуҫламалла пулӗ,леш Мускаври "Другая Россия" текен ушкӑнрисене панӑ пек.
2015.01.02 23:39
Аçтахар Плотников
Якур, Акташа вара эпир пӗрре те тӳлеместпӗр. Пирӗн корреспондентсем Хыпарсем ҫыраҫҫӗ. Вӗсем виҫҫӗн: Таисия Ташней, Софья Савнеш тата Галина Никитина. Ҫавӑн пекех хыпарсем эп хам ҫыратӑп (хама хам тӳлеместӗп ӗнтӗ :)), Галина Зотова ярса тӑрать (тӳлевсӗр), Аксар Чунтапай хӑш-хӑш чух хӑй тӑрӑхӗнчи хыпарсене хыпарлать. Тӑтӑшах хыпарсем ҫыракансем ҫапла май пирӗн улттӑн.
Якур // 1801.76.6372
2015.01.03 22:35
Кунта ӗҫӗ Акташ ҫинче тӑмасть,хисеплӗ Микулай!Ташней,Савнеш е Никитина-пурпӗрех.Мӗншӗн чӑвашлӑх темипе кӑсӑкланса ҫыракансене укҫа тӳлемелле.А мӗншӗн Мадуров,Тимӗр тата ыттисем чӑвашлӑх темипе ҫыхӑннӑ пулӑмсем валли укҫа хӑйсен кӑсьинчен кӑлараҫҫӗ. А вӗсем урӑх юнлисем им?Сӑмах ҫавӑн ҫинчен ҫеҫ пырать.Маншӑн пулсан ташнейсене хуть мильюншар туле, хуть долларпа. Мана пурпӗрех.
Васса // 2928.05.4192
2015.01.04 11:06
Аван отчет туса панă, ку вăл çын ĕçленине пĕлтерет,Ырлах-сывлăх сире çак ĕçре малашне те.
Атнер // 3913.58.4645
2015.01.04 11:06
Якур тӗрӗс калать.Ҫеҫпӗле кам укҫа тӳленӗ унӑн вилӗмсӗр сӑввисемшӗн.Иван Юркин,Мӗтри Юман,Митта Ваҫлей укҫашӑн чӑвашлӑхшӑн "ҫуннӑ"?.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.01.04 11:45
Ку укҫа ҫинчен КАЛАҪУ конгрессри Эрхип калаҫнӑ пек туйӑна пуҫларӗ.Эрхип:"эп чӑвашлӑхшӑн вутта кӗме,шыва сикме тата пуҫа хума хатӗр"-тесе кӑшкӑратчӗ.Ним те тумарӗ, тем более паян, конгрессран пӑрӑннӑ хыҫҫӑн.Тата:"маншӑн районсенчен автобуссемпе килӗҫ"-тетчӗ.Шел,Никам та килмерӗ.Апатне те хӑй вӑхӑтӗнче Эрхип нумай ура хунӑ,Эрхип нумай нушалантарнӑ усламҫӑ ҫитереть.Вӑт ҫапларах вӑл "правда жизни",Акасапар хӑта!
2015.01.04 11:56
Аçтахар Плотников
Атя, Якурпа Атнер, пуплешӗр укҫа пирки. Ытти пирки ҫинчен калаҫма те ӑсусем ҫителӗксӗр. Чи кирли — укҫа. Ҫапла-и? 9 абзацран пӗри кӑна мӗн чухлӗ укҫа тӑкаклани пирки — сире вара вӑл кӑна калаҫтарать. Палкатӑр-палкатӑр... — ЧНК пирки, чӑвашлӑх пирки... — анчах хӑвсӑмӑрӑн ӗҫӗр ӑҫта? Иван Юркин, Мӗтри Юман, Митта Ваҫлейӗ пек илӗр те тӳлевсӗр хыпарсем ҫырма пуҫлӑр. Кунне 10 хыпар. Эп вара перекетленӗ укҫана ытти ҫӗре ярӑп. Сӑмах кӑларма ҫӑмӑл вӑл, ӗҫне туса пӑхӑр чи малтан.

Pages: 1, 2, [3], 4

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters