Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -1.7 °C
Дурак льстит самому себе, умный льстит дураку.(Э. Бульвер)
 

Ad

Тимӗр Акташ: Эпĕ В. Туркай статьипе килĕшместĕп!

Тимӗр Акташ07.03.2015 20:5819999 views

1. Атнер Хусанкая хирĕç ĕçне В.Туркай 1995-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче, Шупашкарта, Чăваш наци конгресĕн 2-мĕш Аслă Пуху вĕçленнĕ чух тума хăтланнă. (Аса илтеретĕп: 1993-мĕш çулхи раштав уйахĕнче ЧР Президент пулса Н.В.Фёдорова суйланă.) 1995-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче, Чăваш филармонийĕнче, ЧНК Президентне суйланă чух ăнсăртран В. Туркай, ЧНК вице-президент пулнă май (çак должностьне пурнăçланса 1995-мĕш çулхи çуркунне пуçласа), «ЧНК Президенчĕ эпĕ пулмалла!» тесе евитленĕ. Аслă Пухăвĕн делегатсем аптраса ӳкнĕ: мĕншĕн А.Хусанкай мар? Мĕншен В. Туркай? А. Хусанкай — 1992 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче, ЧР Аслă Канашĕн Президиумĕн членĕ пулнă чух, ЧНК еркелекенĕ, ăна ЧНК Президент должноçне лартма суйланă. Вăл ЧНКна пĕтĕм тĕнче шайне хăпартрĕ, сумлă ертӳçĕ. 1991-мĕш çулхи раштав уйăхĕнче А.Хусанкай Чăваш Республикин Президент суйлавĕнче чи нумай сасă — 46,4 процент пуçтарнă.

В. Туркай тата хастар чăваш, поэт та маттур. Анчах, вĕсем шайĕсем расна. В. Туркай А. Хусанкай çумĕнче ĕçле-ха, ертӳçине пулăш. Анчах В. Туркайăн амбицийĕ темшĕн ытла пысăк... ЧНК 2-мĕш Аслă Пухăвĕ ăна ЧНК Президент пулса суйламан. Çакăн хыççăн В. Туркай ЧНК Аслă пухăвĕнчен демонстративла, юри палăртса тухса кайнă.

2. 1997-мĕш çулхи юпа уйăхĕнче ЧНК 3-мĕш Аслă Пухăвĕ уҫнӑ кунӗнче, «Советская Чувашия» хаҫатра А.Хусанкая хирӗҫ В. Туркайӑн статья пичетленсе тухрӗ. Ҫакна чатмасӑрах, эпӗ ЧНК Аслӑ Пухӑвӗн трибунӗнче каларӑм: «Валерий Владимирович, эпӗ санпа килӗшместӗп! Мӗншӗн эс сумлӑ ҫынна тапӑнатӑн? Вӑл чӑваш халӑхӗн паллӑ ҫын, вӑл историре юлать. Ку событи — ЧР Президент тепӗр суйлавӗ умӗн. Эп шутлатӑп: Ку статья суйлавпа ҫыхӑннӑ». Кайран В. Туркай Н.В. Фёдоровшӑн Чӑваш телевиденийӗнче пӗрре мар агитациленӗ. Н. Фёдоров Чӑваш радиопа каланӑ: «Я буду выжигать национализм калёным железом!»

3. Нумаях пулмасть ЧР Мининформполитики В. Туркая «Хыпар» хаҫата ертсе пыма лартнӑ. Ҫак должноҫе усӑ курса, халӗ вӑл каллех А. Хусанкая тапӑнать, хайӗн хаҫатра тустарать. Каллех политика пирки. Каллех кӑҫал ЧР Пуҫлӑхне суйламалла. Каллех «крамолӑна», пӑлхава хӗртнӗ тимӗрпе ҫунтараҫҫӗ...

4. В. Туркайӑн памфлет пичетленнӗ кун, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче В. Путин сӗннӗ праҫник палӑртнӑ — День подразделений специальных операций. Шӑпах ҫулталӑк каялла Украинӑри Крым Автономи Республикине «неизвестные вооружённые вежливые люди» ярса илчӗҫ. Кайран ҫак «ҫынсем» ҫакӑн пек Донецк, Луганск, Славянск хулисене те хӗҫпӑшалсемпе ярса илчӗҫ. Пуҫларӗ вара Украинӑра юнлӑ вӑрҫӑ...

Кӑҫал ҫак кун, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫӗрле, паллӑ Раҫҫейри оппозицийӗ политикне, киревсӗр вӑрҫӑпа кӗрешекен Борис Немцова та сӗмсӗррӗн, Кремль умӗнче, «неизвестный вооруженный» персе пӑрахрӗ. Пӗтӗм Раҫҫей интеллигенцийӗ, Европа политиксем хурланаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Б. Немцова асӑнса, Мускавра 50–70 пин ҫын хурлӑхлӑ марш иртерет. Тӗрлӗ Раҫҫейри хулисенче, Шупашкарта та, Европӑра асану хурлӑхлӑ акцийӗсен иртереҫҫӗ. Кайран темиҫе пин Б.Немцова юлашки ҫулпа ӑсатаҫҫӗ. Каллех Раҫҫей, Европа паллӑ политиксемпе пӗрле. Анчах, «Хыпар» хаҫатра ҫак ҫинчен пӗр сӑмах та ҫук!... Ӑҫта гласность? Ӑҫта чӑнлӑх? Намӑс мар-и, Валерий В.Т., тӗп редактор?!

Тимер АКТАШ, журналистикӑпа ӗҫ ветеранӗ.

Шупашкар хули

2015-мӗш ҫулхи Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗ

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (64)]

Comments:

Agabazar // 4008.42.5474
2015.03.11 17:54
Agabazar
Кунта кайран çырса хурăп.
Чăваш ашакĕ // 2637.94.8479
2015.03.11 18:40
Пӗтӗмпех вуласа тухрӑм,тӗлӗнтӗм:мӗн тӳнкетӗр Туркая?Сире хӳтӗлесе ҫырать-иҫ.Хусанкай сирӗн ҫинчен ҫырать вӗт "интеллектуальное развитие народа происходит слабо","Сидим в чувашском углу,лапти худые починяем..." тесе.Сирӗн шухӑшлав,тавлашу шайӗ - ҫаплах ҫӗтӗк ҫӑпата сапласа ларатӑр.Тутар форумӗсене кӗркелесе курӑр-ха-вӗренӗр,интеллектуальнӑйӑра ӳстерӗр.
Agabazar // 4008.42.5474
2015.03.11 19:19
Agabazar
Чăваш ашакĕ:" Сирӗн шухӑшлав,тавлашу шайӗ - ҫаплах ҫӗтӗк ҫӑпата сапласа ларатӑр.Тутар форумӗсене кӗркелесе курӑр-ха-вӗренӗр,интеллектуальнӑйӑра ӳстерӗр."

Вĕрентĕр-ха пире, айвансене. Кăтартăр хăвăрăн акăш-макăш та асар-писер хăватлă инччеллектăна!

Атту хăвăр кунта çур комментарий хăварнă та тÿрех мăнаçланма тапратнă.

Хусанкай пирĕн пекккисем çинчен мар, сирĕн пек ашаксем çинчен çырнă пулмалла. Анчах та ăна ав Туркай туласа тăкма хăтланнă...
Тачка пускил // 2304.05.4652
2015.03.11 21:48
Туркая хӳтӗлекенсем те ашаксем кӑна юлнӑ)))
Эксперт // 4117.51.7078
2015.03.12 12:56
Влаçа интеллектуалсем кирлĕ мар чухне вĕсенчен пĕрисем ашака тухаççĕ, теприсем ашаксемпе "çапăçаççĕ". Çакă кирлĕ те влаçа. Атнер Петровичпа Туркай шайĕнче "тавлашни" - кутăн-чурăс ашаксем хăйсене урхамах вырăнне хунин тĕслĕхĕ.Урхамах ватăлсан та урхамахах, ашака ăйăр ç......не касса-сыпса лартсан та вăл ашаках пулса юлать. Ашак кĕтĕвĕ хушăнсах пыни кулянтарать те Атнер Хусанкая. Ашаксен юратнă "сăмахĕ": и-а, и-а! Ку ИЯ, ИЯ! тениех мар-и? Пирĕн тĕслĕхре - влаçа юрас тени. Туркай кам? Тĕрĕс, шăпах çавă.
Ют Ҫын // 2368.75.2953
2015.03.12 13:29
Акташ ҫырни- "Кӑҫал ҫак кун,нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче,ҫӗрле, паллӑ Раҫҫейри оппозицийӗ политикне,киревсӗр вӑрҫӑпа кӗрешекен Борис Немцова та сӗмсӗррӗн,Кремль умӗнче,«неизвестный вооруженный» персе пӑрахрӗ.". Немцов-Эйдман,кам пулнине пӗлсех ҫыратьши ку автӑр.
Agabazar // 3843.70.6163
2015.03.12 18:12
Agabazar

Ку "Ют Çын" текенскер Немцова темшĕн "Немцов-Эйдман" теет тата? Хăйне вара ăна "Ют-Çын—Бронштейн" темелле-ши çавна кура?

Agabazar // 3843.70.6163
2015.03.12 18:12
Agabazar
Немцов кам пулни пирки мар, ăна вĕлерекенсем кам пулни пирки ытларах шутлас пулать.
Эксперт // 4117.51.7078
2015.03.12 20:58
Ашаксем пирки дискусси пуçамаллах
Ют Ҫын // 1362.93.5374
2015.03.12 22:34
Agabazarпа Акташ!Вы собираетесь на митинги организуемые Немцовыми(по фамилии матери-Эйдман)и такими же Навальными. Послушайте что о вас думают,те кто вас собирают:"Хомячки и безмозглые пингвины,офисный планктон Москвы".
Как получают "Бабло от США" и тд.Кунта Акташ пеккисем тӑрӑшса ҫырса лараҫҫӗ пӗлни пӗлменни ҫинсен.

Pages: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters