Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Дурак льстит самому себе, умный льстит дураку.(Э. Бульвер)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Тавлашу хирӗҫтерсе ан ятӑр

Аçтахар Плотников10.04.2015 19:5020628 views

Паян эпӗ ҫула май «Хыпар» хаҫат редакцине кӗрсе тухрӑм. Арҫук Тарасов патӗнче пултӑм. Кохвӗпе хӑналаннӑ май редакцири сывлӑшпа кӑшт сывларӑм теме пулать. Ҫавна май ҫак статьяна ҫырас шухӑш ҫуралчӗ те.

Валери Туркай «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторне, тӗп директорне ларнӑранпа Чӑваш халӑх хаҫачӗ (малтан пуҫелӗкӗнче ҫапла палӑртатчӗҫ) хӑйне валли ҫӗнӗ хурмӑ шырать, вулакан патне ҫӗнӗлле сукмак хывать. Улшӑнусем чӑн та пулчӗҫ — хаҫат пуҫелӗкӗ улшӑнчӗ, А2 калӑпӑшпа тухаканскер тытма меллӗрех А3 ҫине куҫрӗ, тавлаштаракан статьясем тухма тытӑнчӗҫ. Шӑп та лӑп юлашки пирки сӑмах хушас килет. Кохвӗ ӗҫнӗ май Арҫук пӳлӗмне Валери пӗрре мар кӗрсе тухрӗ, тавлаштаракан статьясем кирли пирки каларӗ.

Тавлаштаракан, шӑв-шав ҫӗлекен статьясем кирлех те пуль. Унсӑр чӑн та хаҫат темле шурлӑха путнӑн туйӑнӗ. Анчах та тавлашма эпир пӗлетпӗр-и-ха? Тем тесен те ку ансат япала мар-ҫке. Тавлашсан-тавлашсан чӑнлӑх тупма май пурри пирки калаҫҫӗ пулин те кӑларса тӑратакан ыйтусене сӳтсе явма та пӗлмелле-ҫке. Оппонентсен шухӑшне ӑнланма вӗренмелле, хӑвӑн шухӑшу кӑна тӗрӗс пулма пултарасси пирки манмалла. Вара чӑн та тавлашуран усси пулӗ. Шел те, пире, чӑвашсене, сӑнлакан каларӑш — Кашни чӑваш хӑй патша текенни — чылай чухне вӑйлӑрах пулса тухать. Ку пирӗн сайтри тавлашусенче те лайӑх палӑрать. Пӗр-пӗр ыйту тавра страници-страниципе ҫырса тултараҫҫӗ, хӑйсен пӗр шухӑшне пин хут палӑртаҫҫӗ, анчах тавлашӑвӑн вӗҫне ниепле те тухаймаҫҫӗ. Кашни хӑйӗн шухӑшне кӑна тӗрӗс тесе шутлать, ыттисенне сивлет, йышӑнасшӑн мар.

Хӑйсен шухӑшне тӗрӗсе кӑларас тесе вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫырма хатӗр пулни те ытлашшиех сиенлӗ мар теме пулать. Сайт хут татки мар, чӑтать. Анчах та хӑш чухне хӑйсен тӗрӗслӗхне уҫса пама, ҫирӗплетме сӑмахсем пӗтнӗрен пӗр-пӗрне кӳрентерме тытӑнни те сахал мар тӗл пулать. Витлеме пуҫлаҫҫӗ вара. Ку вара хирӗҫтерӳ патне ним мар илсе тухать.

Тавлашу темисене те ман шутпа шухӑшласа суйламалла. Ак нумай пулмасть «Хыпарта» вирьял чӗлхи пирки тапратнӑ темӑнах илер. Калаҫтарма пултаракан тема. Турисемпе анатрисем хушшинчи уйрӑмлӑхсем ҫинчен сахал мар сӳтсе явма пулать, нумай статья шӑрҫалама май пур. Анчах та ку тема чӑн та республикӑн ҫурҫӗрпе кӑнтӑр пайӗсенче пурӑнакан чӑвашсене хирӗҫтерме пултарать, пайласа яма. Сӑлтавне маларах палӑртрӑм ӗнтӗ — эпир пӗр-пӗрне итлеме пӗлтместпӗр-ҫке. Унсӑрӑн вара тавлашу усси ҫук.

Тепӗр самант — «Хыпар» хаҫат темшӗн чӗлхе тавра кӑна тавлаштарасшӑн. Тен апла мар пуль те, анчах ҫапларах пулсан тухать. Калаҫтараканнисене вара ман шутпа урӑх темӑсенче те ним мар тупма пулать — сахал-и пирӗн пурнӑҫра тӗрӗсмарлӑх, е ҫитменлӗхсем пӗтнӗ-и? Чӑваш чӗлхи тавра та урӑх ыйтусем пайтах — тӑван чӗлхене хисеплеменни, ҫамрӑксем унпа сахал усӑ курни, ачасене вырӑсла кӑна ӳстерни тата ытти, тата ытти те. Плюрализм текен япала та Виталий Родионов статьине пичетленинче мар ман шутпа, влаҫӑн тӗрӗс мар утӑмӗсене палӑртма хӑю ҫитернинче.

 

«Хыпар» хаҫат вулакан патне тӗрӗс сукмак хывасса шанса, Николай (Аҫтахар) Плотников.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (67)]

Comments:

Ют Ҫын // 2923.54.7763
2015.04.13 12:51
Agabazar кун пек ҫырни - "Админ пирки калама пултараймастăп, эп хам вара ун пеккине нихçан та курман! Тепĕр майли вара (анатрисем вирьялсемпе... ÿпкелешни) пушшех те пулма пултарайман япала. 100% халлап!"- пурнӑҫа ӑнлансах кайманнине пӗлтереть.
Agabazar // 2270.52.0131
2015.04.13 14:05
Agabazar
Пурнăçа шутсăр чаплă ăнланакан Ют Çына — МУХТАВ!
Татах та лайăхрах ăнланмашкăн ăна ЫРЛĂХ СЫВЛĂХ СУНАТПĂР! тавтапуç!
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.13 17:25
Админ, вăт маттур! Мĕн вăл - вирьял чĕлхи? ПИРН тени-и? Абсурд. АТИ-АПИ-и? Абсурд. Куславккасем АМУ-АÇУ теççĕ. Вирьялсем мар пачах та. Туркай вĕсен чĕлхине ма хÿтĕлемест? Тепĕр абсурд. Атьăр çĕр программа йышăнар çĕр ял чĕлхине сыхласа хăварма. Абсурд.
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.13 17:29
Тимер текенни чĕлхере нимĕн те чухламанни иккĕлентермест. Тарăхасшăн тата. Лукиана вулăр: Юпитер, если ты сердишься, ты не прав. Çырасса çыртăм та, Тимер текенни Н.Е.Лукиянов патне чупса каймĕ-ши? Калам: Лукиан - авалхи грексен çыравçи.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.13 19:25
Каллех пуҫланса кайрӗ пуш параппан.Акасапар куштанланни ҫитмест,тата Пасар текенни Лукианпа Лукианов камне ӑнлантарма тытӑнчӗ.Пӗтрӗмӗр.
Agabazar // 2840.47.1981
2015.04.13 19:27
Agabazar
Пасар: << Куславккасем АМУ-АÇУ теççĕ.>>

Мами-Паппи текенсем те пур! Вара çапла калассине "хÿтĕлес" (?) тĕлĕшпе те статьясем кăлармалла-ши? Таймер текенни ни стандартла чăвашла, ни вирьялла, ни куславккалла, ни анатрилле, ни канашла, ни тăхăрьялла, ни çарамсанла калаçма пĕлмест теме сăлтавсем пур.

Пасар, вирьялсем чылай чухне ПИРН мар, ПЁРН теççĕ пулмалла. Пирн тенинче вара нимĕнле тĕлĕнтермĕш те çук.
Ют Ҫын // 1235.41.6990
2015.04.13 21:29
Маттур тесе кӑшкӑрса ывӑнман им кунта пӗрисем? Аллисене мозоль текенни тухман им?
Конми // 3827.70.4593
2015.04.14 00:32
Маларах çырнине асилтерем: диалектсем стандартлă чĕлхене чĕрĕлĕх сĕткенне парса тăракан пуянлăх. Всемех чĕлхемĕр тата халăхăмăр историне тĕпчеме пулăшакан шанчăклă çăлкуçсем. Вĕсенчен кулма е мăшкăллама хăтланни - пуплев-хутшăну сапăрлăхĕ çавтери катăк пулнине кăтартакан паллă. Нимĕçсен 47 диалект. Вĕсем пĕр-пĕринчен кулмаççĕ диалектпа калаçнăшăн. Бавар театрне куртăм, Шиллерăн "Разбойники" пьесине вылярĕç. Бавар диалекчĕ
Конми // 3827.70.4593
2015.04.14 00:49
Пуплев-хутшăну сапăрлăхне шкулта вĕрентейменрен килчĕ диалектсене хаклама пĕлменни. Диалектсем - тĕрĕс мар чĕлхесем тесе вĕрентрĕмĕр. Астăватăп: юнашар урамри Ванюка "анне Ванькки" тесе ят панине. (Унăн амăшĕ анат енренччĕ.) Ытти ачасем апи тетчĕç амăшĕсене. Институтра вĕренме пуçласан пулас тусăм Карапаш каччи мана "хăнча чăвашĕ" текелетчĕ.
Конми // 3827.70.4593
2015.04.14 01:10
Стандартлă чĕлхен хăйĕн вырăнĕ пур, диалектсен хăйсен. Диалектсене пĕтерни - чĕлхен тымарĕсене типĕтни. Çакна паянхи пурнăç уçăмлăн кăтартса пачĕ. Мама, папа тенисем апи, апай, анне, атти, атте вырăнне кĕрсе пыни шкулăн çак йăнăшăвĕпе те хăвăртланчĕ пулĕ. Пуплев сапăрлăхне (культурине) вĕрентес вырăнне чĕлхен "грамматтиккине" - ăсчахсем типĕтнĕскерне шĕкĕлчеттеретпĕр ачасене.

Pages: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters