Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Одна мысль зажигает тысячу свечей.(Ральф Эмерсон)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Патриотлӑха мӗншӗн хӗсӗк ӑнланатпӑр?

Аçтахар Плотников15.04.2015 11:5322855 views

Юлашки вӑхӑтра патриотлӑх пирки чылай калаҫа пуҫларӗҫ. Те чӑн та эпир хамӑр ҫӗршыва юратма пӑрахнӑ, те патриотлӑх туйӑмӗ пирӗн хавшанӑ — хаҫат-журналсем те телекӑларӑмсем те сахал мар ку темӑна хускатаҫҫӗ.

Шел те, илтетӗн-вулатӑн та патриотизм пирӗн ҫӗршывра пурӗ те пӗтӗмпе ҫарпа-хӗсметпе кӑна ҫыхӑннӑн туйӑнать. Ҫӗршыва хӳтӗлеме хатӗр пулсан — эсӗ патриот. Ытти енпе ҫӗршыва ҫӗклес тесе ӗҫлен пулсан — хастар ҫын кӑна, патриот шайне ҫитеймен-ха мӗн.

Анчах капла пӑхсан патшалӑх экономикине ҫӗклекен хастар усламҫӑсем (вӗсем — хӑйсен кӗсьисемшӗн кӑна мар ҫунакансем — ҫук мар, пурах!), тӑван тӑрӑхне пулӑшас тесе ырми-канми ӗҫлекенсем, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшакансем патриотсене айӑккинчен кӑна сӑнаса тӑрайраҫҫӗ пулать. Тем чухлӗ тӑрӑшсан та хӗҫ-пӑшаллисем вӗсем ҫине ҫӳлтен пӑхса тӑрӗҫ.

Паллах, ҫӗршыва хӳтӗлени кирлӗ. Анчах та патриотизм туйӑмне вӑратас тесе тем тесен те ятарласа «тӑшман» тупасси, ӑна хирӗҫ кӗрешӗве хатӗрленесси вырӑнлӑ япала мар пуль. Те лӑпкӑ пурнӑҫ сисчевлӗхе хавшатать тесе шутланӑран паянхи влаҫри ҫынсем кампа та пулин «кӗрешмесӗр» пултараймаҫҫӗ. Те лӑпкӑ пурнӑҫра хӑйсем кирлӗ мар пулса тарасран хӑраҫҫӗ… Пӗлсе пӗтерме ҫук.

Патриотизм определяется, как нравственный и политический принцип, социальное чувство, содержанием которого является любовь к Отечеству и готовность подчинить его интересам свои частные интересы. Патриотизм предполагает гордость достижениями и культурой своей Родины, желание сохранять её характер и культурные особенности и идентификация себя (особое эмоциональное переживание своей принадлежности к стране и своему гражданству, языку, традициям) с другими членами народа, стремление защищать интересы Родины и своего народа.

Википединчи ҫак ӑнлантару патриотлӑха лайӑх уҫса парать теме пулать. Кунта чӑн та культури те пур, хӑвӑн ҫӗршывупа мӑнлаҫланасси те пур. Анчах влаҫрисем пӗр «стремление защищать интересы Родины и своего народа» сӑмахсене кӑна вулаҫҫӗ пулас, вӑл кӑна вӗсен пуҫне кӗрсе вырнаҫайрать пуль.

Тата тепӗр япала пирки каласа хӑварас килет. Ак, ҫӗршыв ялавне, гербне илес. Раҫҫей ялавне уявсенче сахал мар салатса ҫӳреҫҫӗ — утса ҫӳренсене параҫҫӗ. Укҫине те сахал мар уйӑраҫҫӗ ӗнтӗ ҫак ӗҫ валли. Анчах та мӗншӗн-ха чӑн-чӑн патриот пулса уявсенче Чӑваш Енӗн хитре ялавӗсене те валеҫес мар? Ку ӗҫе пирӗн Правительство та, влаҫри ытти ҫынсем те — хӑйсене чӑн-чӑн патриот тесе шутлаҫҫӗ пулсан — йӗркелесе ямаллах. Георги хӑйӑвӗ вӑл кирлӗ япала — иртнине мантарса ямасть, анчах пирӗн малашлӑх пирки те шухӑшламалла-ҫке. Ачасемпе ҫамрӑксене чӑн-чӑн патриот пулса ӳстерсен вӗсем тӑван чӗлхене те хӳтӗлӗҫ, ӗҫлеме те таҫти шӑтӑксене тухса каймӗҫ, Чӑвашра юлӗҫ, тӑван кӗтесӗн экономикине ҫӗклесе пурнӑҫе лайӑхлатӗҫ, аталану ҫулне уҫӗҫ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (62)]

Comments:

Тимӗр // 4916-2612
2015.04.16 22:11
Тӗрӗссире каласан, Адер пек тата кам тӑван ялне ҫавӑн чухлӗ укҫа хывнине тӑруках калама та йывӑр.Колхоз та туса хучӗ ял ҫынни валли.Чӑн патриот.
Псаки // 3199.70.7123
2015.04.16 23:14
Уважаемый Админ,вот кто патриот:"«На самом деле Олесь Бузина был одним из немногих людей,которые внятно пытались воплотить в жизнь альтернативную концепцию украинства—без Бандеры и Мазепыбез антироссийской паранойи и трыпольских черепков.Не отрицая своей принадлежности к украинской нации,он в то же время не противопоставлял украинскую и русскую части своей идентичности и,более того,на фактах показывал,как они могут сосуществовать не просто без конфликтов,а в гармонии.Можно спорить о методах,которыми действовал Бузина.Но это не отменяет того колоссального значения, которое могла бы иметь его работа в историческом смысле.И за это его убили».

bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.17 09:06
Пасар:"Чăвашсен "лери" çĕр-шывне яланлăхах кайнисене аса илĕр,..."-леш тӳпене кайнисенчен пӗрне Г.Н.Архипова "патриот" тесе каласшӑн-им ку Пасар? Эсӗ,Пасар,малтан Адер ялне кайса кур-Ҫӗмӗрле районӗ,Кумашкӑ ялӗ.Ҫынсемпе калаҫ,10 ҫул каялла мӗнле лару-тӑру пулнине пӑх видео ҫинче,паян мӗнле улшӑну пур. Хӑв енчен татах кам ҫинчен каласа кӑтартма пултаран,тархасшӑн,савӑнса вулӑпӑр.Шотсӑр кӗтеппӗр. Мӗн чухлӗ нумайрах патриотсем ялта,ҫавӑн чухлӗ ял сыхланса юлӗ.
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.17 11:00
Адер маттур, шутсăр маттур. Манăн шухăша ан татăр: урăх çук-им патриотсем?
Ют Ҫын // 1973.32.4748
2015.04.17 13:21
Раҫҫейӗн тепӗр патриочӗ Ходор Ют Ҫӗршывра чупса ҫӳрет вӗт, ун ҫинчен манса ан кайӑр.
Agabazar // 2644.60.5723
2015.04.17 17:25
Agabazar
"Вы невольно говорите:
«Тише, тише, господа!
Господин Искариотов,
Патриот из патриотов,
Приближается сюда».
©Беранже http://www.world-art.ru/lyric/lyric.php?id=17142
Французларан вырăсла В.Курочкин куçарнă. Чăвашла куçарăва тупса пулмарĕ.
Agabazar // 2038.93.6134
2015.04.17 22:38
Agabazar
Ют Ҫын:<<Раҫҫейӗн тепӗр патриочӗ Ходор Ют Ҫӗршывра чупса ҫӳрет вӗт, ун ҫинчен манса ан кайӑр.>>

Çамки çине çырса хунă-им "патриот" тесе?

Agabazar // 2038.93.6134
2015.04.17 22:38
Agabazar
кунта дубль пулнă
2015.04.18 00:11
Аçтахар Плотников
Псаки, эс хӑвӑн тавра патриот тупайманран пуль телевизор витӗмӗпе Украинӑна вӗсене шырама кайнӑ.
Ют Ҫын // 1574.17.1212
2015.04.18 15:25
ПАСАР КАПЛА -"Адер маттур, шутсăр маттур. Манăн шухăша ан татăр: урăх çук-им патриотсем?"-ҫырнипе мӗн каласшӑн эсӗ? Сана для примера Адер Н.М. текен патриота илсе кӑтартнӑ. Заметь,ним мухтамасӑр,ун умне чӗркуҫленмесӗр. Списока малалла тӑс та ӗҫӗ те пӗтнӗ!

Pages: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters