Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
+0.3 °C
Тот кто имеет ЗАЧЕМ жить, вынесет любое КАК.(Ницше)

Ad

Аçтахар Плотников: Ҫинҫе е Иван Купала?

Аçтахар Плотников07.07.2015 22:3816636 views

Хайхи Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ачасем Иван-Капала каҫне уявланӑ пулать. Ку вара чӑваш культури пӗтсе пынине кӑтартакан паллӑ пулни пӗрре те иккӗленӳллӗ мар. Мӗншӗн-ха ҫав ачасенех Ҫинҫе уявне уявлас мар? Мӗншӗн Иван-купала? Ҫатракасси ялӗнче вырӑс ачисем пурӑнмаҫҫӗ вӗт, чӑваш ачисемех. Иван Купала уявӗ чӑвашсемпе мӗнпе ҫыхӑннӑ? Ма чан ҫапмасть ЧНК? Ӑҫта «Хыпар»? (Шупашкар кӳлмекӗ хӗрринче ларакан тӳре-шарана асӑнас та килмест...) Чӑн та ҫапларах ыйту ҫине ыйту ҫуралать.

Тӗрӗссипе кунти ыйтусем вулавӑш ӗҫченӗсене пырса тивӗҫҫӗ — уявне вӗсем йӗркеленӗ-ҫке. Мӗншӗн вӗсен пуҫне «Иван Купала каҫӗ» пырса кӗни те вӑрттӑнлӑх мар пуль. Сӑлтавӗ — вӑл уяв пирки халӑх ытларах пӗлет. Пирӗн пурнӑҫа телекурав ярса илнӗ пирки вырӑс культури ҫинчен эпир пурте тенӗ пекех сахал мар пӗлетпӗр. Чӑвашӑн йӑли-йӗрки пирки вара сахалтарах ҫыраҫҫӗ. Ак, пӗр пӗлӗш хӗре тӗслӗх пек илсе кӑтартма пулать (йӑмӑк упӑшкин йӑмӑкӗ). Вӑл хӑйӗн ушкӑнне, ҫулӑмпа тӗрлӗ номерсем хатӗрлесе кӑтартаканне, вырӑс туррин ятне панӑ. Ашшӗ-амӑшӗ чӑваш. Хӑй те чӑваш. Анчах чӑваш йӑли-йӗрки пирки пач илтменрен уншӑн вырӑс вут-ҫулӑм турри ҫывӑхрах пулса тӑнӑ...

Юрать, Акатуйӗ хӑлхаран тухмасть, анчах «Ҫинҫе» текен уявсем пирки пи-и-итӗ сахал чӑваш пӗлет. Вулавӑшри кӗнекесене илес пулсан та, пӗлсех тӑратӑп, Иван-Купала пирки ҫырнисем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫатракассинче ытларах. Тен, Ҫинҫе пирки каласа паракансем те пур пуль те, анчах вулавӑш ӗҫченӗ вӗсене шаларах пытарса хунӑ пулинех…

«Хыпар»-тан тата ЧНК-ран ыйтиччен ҫак уяв пирки малтан хамӑртан пуҫлас терӗм. Ҫапла вара ятарласа Ҫинҫе уявӑн страницине ҫырса тултартӑм — вулаччӑр, пӗлччӗр. Кунта ман Владислав Николаевӑн «Асамат & Шевле» журналне ырӑпа асӑнас килет. Пӗлтӗрхи 7-мӗш номерне вӑл шӑп та лӑп ҫак уяв статьипе пуҫланӑ иккен. Кӗскен пулин те уяв пирки туллин ҫырса кӑтартнӑ. Шел, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫак журнала сахал ҫырӑнса илеҫҫӗ пулас...

Ҫинҫе уявӗ вара чӑваш йӑли-йӗркинче уйрӑм вырӑн йышӑнать тесен те йӑнӑш мар. Вӑл — канмалли уяв. Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна йраш шӑркана ларсан уявлама пуҫланӑ. 12 кун тӑршшӗ тӑсӑлнӑ вӑл. Уяв вӑхӑтӗнче ҫӗр чавма, ҫум ҫумлама, шӑтӑк алтма юраман. Кану вӑхӑчӗ пулнӑ вӑл — малалла утӑҫи тата вырма пуҫланмалла-ҫке. Шурӑ тум тӑхӑнмалла пулнӑ. Улине тӑхӑнсан ятланӑ, хывтарнӑ та.

Ҫинҫе уявне халӑх пачах та манса кайман. Статья валли информаци шыранӑ май Шупашкарта вӑл уява пӗрре (пӗлтӗр) ирттерни пирки те тупрӑм. Тата 2011 ҫулта Ҫӗмӗрле ачисем ӑна уявлани пирки хыпар пур. Кусем вара ятарласа шурӑ кӗпесемпех тухнӑ.

Тӗрӗссипе, Ҫинҫе йӑли-йеркине хальхи саманара та тытса пыма май пур ӗнтӗ. Ара, икӗ эрне хушши «отпуск» тума кам чарать? Хулара пурӑнакансем унсӑр та ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлемеҫҫӗ, 12 кун ним мар «дачӑна» каймасӑр ирттерме пултараҫҫӗ. Шурӑ тум та тӑхӑнса ҫӳреме йывӑр мар.

Ҫинҫе уявне манар мар! Ӑна паянхи саманара ҫӗнӗрен чӗртме вӑхӑт ҫитнӗ!

Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (42)]

Comments:

Agabazar // 6227.8.6430
2015.07.10 09:10
Agabazar
"Тӗрӗссипе кунти ыйтусем вулавӑш ӗҫченӗсене пырса тивӗҫҫӗ — уявне вӗсем йӗркеленӗ-ҫке. Мӗншӗн вӗсен пуҫне «Иван Купала каҫӗ» пырса кӗни те вӑрттӑнлӑх мар пуль. "

Вăрттăнлăх мар. Вулавăш патшалăх структури пулнине çеç аса илмелле. Патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем хăйсен еккипе тăваççĕ тенине ÇАПСА ПĂРАХСАН ТА ĔНЕНМЕСТĔП! Мĕншĕн тесен ун пек пулма пултараймасть! Нихçан та!

Кунта тата ак çак япала кăсăклă: "Хӗрсем сараппан тӑхӑннӑ,"http://chuvash.org/news/9523.html

Çинçе пирки— http://enc.cap.ru/?t=publ&lnk=970

Çинçене халь те уявлаççĕ. Сăмахран çав кун ĕçлеме юрамасть тенине темиçе хутчен те илтнĕ. http://enc.cap.ru/?t=publ&lnk=970

Çинçене халь те уявлаççĕ. Сăмахран çав кун ĕçлеме юрамасть тенине темиçе хутчен те илтнĕ.http://enc.cap.ru/?t=publ&lnk=970
Agabazar // 6227.8.6430
2015.07.10 10:24
Agabazar
Объединение библиотек города Чебоксары
20 Июнь 2014 г. ·

Çинçе- именины земли, летний фольклерный праздник
20 июня на площадке перед Центральной городской библиотекой им.Маяковского состоялся летний фольклерный чувашский праздник Çинçе- именины земли.

Край чувашский издавна славится богатством национальных традиций. Одна из интересных традиций- праздник Çинçе. У древних чувашей это было время отдыха после посева и перед сбором урожая. Сотрудники библиотеки напомнили читателям традиции старинного праздника, дети и взрослые водили хороводы, танцевали, вспоминали погодные приметы, играли. Весь праздник звучали песни на чувашском и русском языках в исполнении артистов народного ансамбля «Нарспи».
Зам.директора ЦБС им.Маяковского О.Ю.Гольман

Фейсбукран. http://www.facebook.com/biblmayak.ru/posts/674107425996570
2015.07.10 11:54
Аçтахар Плотников
Акапасар, ку каҫӑсемпе статьяна хатӗрленӗ чухне усӑ курса :)
Agabazar // 2922.87.7913
2015.07.10 13:52
Agabazar
Усă курнă пуль, анчах илсе кăтартман.

Ак нумаях пулмасть пулни.

Улма (çĕрулми) йăрань çырмаллла. Карчăксем вара васкатаççĕ: "Хăвăртрах майлаштарăр! Кăшт вăхăт иртсен çĕр патне пырса перĕнме юрамасть!"

Тен, "синçе" тени пирки аса та илмеççĕ пуль, йăли-йĕркине вара манман.
Agabazar // 2922.87.7913
2015.07.10 13:52
Agabazar
Паллă ĕнтĕ, кунашкал лару-тăрура "Иван Купала" текенни ятарласа хистесен çеç сиксе тухма пултарать.

Вăт сире çавнашкал "сараппан"!

Сараппанĕ те паллах ахальтен сиксе тухман! Сараппансем урамра выртса çÿремеççĕ! Вĕсене малтан тата ятарласа хатĕрлесе хумалла пулнă вĕт!
Тимӗр // 4916-2612
2015.07.10 23:05
Вырсарни шкулӗ пирки мар хӑйӗн ачисене атте-анне теме вӗрентейменскертен мӗн ыйтмалли.Кабинетра ларсах ӗмӗр ирттерсе ятӑн.Тен ӗмӗрте пӗрре Ҫинҫе е Сурхури уявне ирттерессине хӑв ҫине илен?.Патшалӑхран чӑваш чӗлхине аталантарам пек туса укҫа илсе ларса ывӑнмарӑн-и?
Agabazar // 7503.2.7951
2015.07.11 04:48
Agabazar
Тимĕр хоспочын,
Енчен те те эсĕр çынна пĕр-пĕр ĕç тутарасшăн пулсан, çав çынна тархасшăн ан мăшкăллăр. Калăпăр, çав çын "эсир" теме ыйтать пулсан, ним шутласа тамасăрах унăн çавнашкал пĕчĕк ыйтăвне шута илĕр. Сирĕншĕн ку ыйтăва пурнăçласси чăрт! сурассине те тамасть вĕт! Унашкалах кутăн пулмаççĕ ăна. Вăт сире çавнашкал пĕчĕк сĕнÿ пекки. Ăнăçу сунатăп. Таса пулăр. Сывă пулăр, тепре куриччен.
Тимӗр // 4916-2612
2015.07.12 22:33
АКАПАСАР ХӐТА ТАВТАПУҪ.ЭПӖ ӐНЛАНАЙМАРӐМ МӖНШӖН МАНӐН САНА ЭСИР ТЕМЕЛЛЕ.МАНА УН ПЕК ВӖРЕНТМЕН АТТЕ-АННЕ.КАҪАР.ВӐТ ЭСӖ ХӐВӐН ПӖР УЙӐХ ӖҪ УКҪИНЕ ҪИНҪЕ УЙӐХНЕ УЯВЛАМА УЙӐРСА ПАРСАН САНА ТАВ ТУМА ПУЛАТЬ.ТУМАЛЛА ВӖТ-ХА ХАЛӐХШӐН ӖМӖРТЕ ПӖРРЕ КОНКРЕТЛӐ УСӐЛЛӐ ӖҪ.ҪАПАХ ТА ЧӐВАШЛӐХПА ҪЫХӐННӐ ӖҪРЕ ШТАТРА ТӐРАТӐН.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.13 09:28
Акасапар хӑта! Кӑшкӑрашса ларан, хӑв ӗмӗрӳнте пӗр уяв та йӗркелемен. Пӗрре те пулин йӗркелесе пар, тархасшӑн. Пуҫласа пӑх та, тен килӗшсе кайӗ, вара кашни пӗрре кӑна мар йӗркелеме пуҫлӑн ҫулталӑкра?. Ку фантастика ,паллах. Кулленхи пурнӑҫа таврӑнас пулсан, Эсӗ,Акасапар хӑта, Тимӗр йӗркелекен уявсене тиркесе шӑл йӗрсе ларатӑн, хӑв хотя бы ШӲРПЕ пӗҫерсе пӑх( чи ансат япала уявра). Хуть Ҫинҫе,хуть Ҫӑварни, хуть Сурхури,хуть Кӗрсӑри-никам та чаракан ҫук паян-вӑт ӗлӗкрех чарнине пӑхмасӑрах йӗркеленӗ хастарсем. А эсӗ кашни кун Пуш параппан ҫапатӑн!
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.13 09:32
Авӑ, Зам.директора ЦБС им.Маяковского О.Ю.Гольман текенни йӗркеленӗ вӗт. А-а-а,тоттӑ, укҫи-тенки пулсан та вӑй хумалла иккен, а укҫине Тимӗр пек хӑйӗн кӗсьинчен кӑларас пулсан( вӑл 5 ача ашшӗ вӗт)? Акасапар пилӗкне хуҫма вӗренмен. Вӑл айккинче йӗкӗлтесе тӑраканни. Мӗн тӑвас, ӑна ҫавӑн пек ҫуратса янӑ пулсан?

Pages: 1, 2, 3, [4], 5

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.

Supported HTML Tags:

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters