Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Ежели бессчастия бояться, то и счастья не будет.(Петр I)
 

Ad

Аçтахар Плотников: «Сӗм-сӗм» вӑрттӑнлӑхӗ

Аçтахар Плотников13.07.2015 18:548959 views

Сӗм-сӗм вӑрман, сӗм вӑрман,

Мӗншӗн хытӑ шавлатӑн?

Мӗншӗн шай-шай шӑхӑрса

Мӗскӗн чуна хӑрататӑн?

 

Ҫак «Нарспи» поэмӑран илнӗ йӗркесене эпир пурте пӗлетпӗр. Сӑмахсем те пирӗншӗн уҫӑм ӑнлануллӑ. Сӗм-сӗм хальхи ӑнланупа — тӗттӗм, вӗҫӗ-хӗррисӗр, аслӑ, никам пырса кӗмен. Сӗм тӗттӗм — питӗ тӗттӗм, йӗп чиксен те курман тӗттӗмлӗх пек хальхи ӑнланупа. Шухӑшласа пӑхар, мӗнле ӑнлануран пулса кайнӑ-ши «сӗм-сӗм»?

Ӗлӗк-авал пирӗн аслаттей-аслаппайсен рунӑллӑ ҫыру пулнӑ. Ун пирки тӗпчевҫӗсем ҫапла ҫыраҫҫӗ: «...остальные рунические письмена, перенесенные из Центральной Азии — видоизмененные, развитые варианты согдийской письменности, которая в свою очередь представляет собой продолжение финикийского согласного письма... Знаки в нем могут означать целые слова, слоги и отдельные звуки — гласные и согласные. Оно носило характер «тайного письма». Ҫав ҫырӑва вулакансене авалхи хунсем те, пӑлхарсем те «колобер» (калӗмпӗр) е «самсис» тенӗ. Пирӗн чӗлхере ку тарана ҫитиччен калӗмпӗр тени упранса юлнӑ, ӑна ҫунтарсан, темӗнле асамлӑ, ҫын пуҫне кӑштах ҫавӑракан шӑрш тухать. Ҫав курӑкпа калӗмпӗр-мӑчаварсем кӗлтунӑ чухне усӑ курма пултарнӑ. Самсис — авалхи вӑрттӑн ҫырӑва упракан ҫын. Хӑшпӗр чӗлхесенче — «сам самь» «сем сем». Эппин, ку — вӑрттӑнлӑх хуҫи. Ак хайхи пирӗн «сӗм-сӗм вӑрман» — вӑрттӑн, ҫын кӗрсе курман, шырасан та никама тупма ҫук вӑрман пулса тӑрать, Астӑвӑр-ха, Нарспипе Сетнер сӗм вӑрмана вӑрттӑн, ҫын ҫӳремен вӑрмана тарса кайнӑ. Сӗм-сӗм (сӗмсӗм) — вӑрттӑнлаха, халӑх вӑрттӑнлӑхне, вӑрттӑн ҫырӑва упракан, Сӗм тӗттӗм — вӑрттӑнлӑхлӑ тӗттӗм. Сӗм каҫ — вӑрттӑнлахлӑ каҫ... Ҫакӑн пек шухӑшсем пуҫа пырса кӗреҫҫӗ пирӗн «сӗм-сӗм» сӑмаха ытти тӳрк чӗлхисемпе, историри пулӑмсемие танлаштарсан...

Ислам тӗнне ӗненекенсен сӑваплӑ хули — Мекка. Унта тата тепӗр пуринчен те сӑваплӑрах вырӑн пур — Кааба. Вӑл — тӑватӑ кӗтеслӗ пысӑк лап, ун йӗри-тавра шурӑ тӗслӗ акшартан тунӑ юпасем лартса тухнӑ. Кааба варринче вара асамлӑ ҫӑлкуҫ тапса тӑрать. Ӑна Сем-Сем (Зем-Зем) ҫӑлкуҫӗ теҫҫӗ. Арабсен чӗлхинче Зӗм-Зӗм тенӗ пекех илтӗнет. Кам та кам ҫак Зем-Зем ҫӑлкуҫӗнчи шыва ӗҫет, ҫавӑ хайӗн мӗнпур ҫылӑхӗсенчен тасалать теҫҫӗ ислам тӗнне ӗненекенсем. Мӗне пӗлтерет-ха ҫак Зем-Зем сӑмах? Таса, никам пырса тӗкӗнмен, сӑваплӑхне ҫухатман ҫӑлкуҫӗ тени пулать. Каабари Зӗм-Зӗм чӑваш чӗлхинчи «Сӗм-Сӗм» пӗлтерӗшӗпех ҫӳрет.

Тӗнчере мӗн чухлӗ тӗлӗнтермӗш! Уйрӑмах, чӗлхере. Кашни сӑмах — ҫӗнӗ тӗнче уҫни, тӑван халӑх историйӗн ҫӗнӗ страницине вулани.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (15)]

Comments:

2015.07.13 18:58
Аçтахар Плотников
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе паллаштарма шут тытрӑмӑр. Кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ».
Кӗнекене 1993 ҫултах кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче), ҫавӑнпа та ӑна тупма халь йывӑртарах пулнӑран сире электронлатса кӑтартас терӗмӗр :).
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.14 14:28
Вара,Аҫтархар, ҫырнипе килӗшӳллӗн:"Кам та кам ҫак Зем-Зем ҫӑлкуҫӗнчи шыва ӗҫет, ҫавӑ хайӗн мӗнпур ҫылӑхӗсенчен тасалать теҫҫӗ ислам тӗнне ӗненекенсем.". -тенине ӗненекенсем тем чухлӗ ҫылӑх та тума пултараҫҫӗ. Ислам теорийӗпе килӗшӳллӗн тем чухлӗ ҫӗклейми Ҫылӑх туса пӗтернӗ мӑсӑльманин кайса шыв ӗҫем пекки тӑвать те ӗҫӗ те пӗтнӗ. Каллех ҫӗнӗ ҫылӑхсем валли хатӗр ку ҫын. Абсурд ку! Пулмалла тӗнчере "неотвратимость" наказания за злодеяния и преступления без срока давности. Только такой подход должен удерживать безбожников от недальновидных шагов.
Agabazar // 3053.79.6904
2015.07.14 15:39
Agabazar

Кунта этимологи сăмахсарĕсене пăхса илни пит аван пулмалла.

2015.07.14 16:39
Аçтахар Плотников
Бор, ара чӑваш тӗнӗнче те унашкалли ҫук мар-и? Вӑкӑр пусса кӗл туни та ҫав ретренех пуль.
Православинче пачӑшкӑна ҫурта валли укҫа парса ҫылӑх каҫартарни пирки аса та илтерместӗп...
Ҫавӑнпа та мӑсӑлмансем ку тӗлӗшпе ҫӗнӗ ҫул уҫман, ҫылӑх каҫарттарасси кашни тӗнрех пур.
2015.07.14 17:09
Аçтахар Плотников
Егоровӑн та, Федотовӑн та СӖМ сӑмахӑн вӑл пӗлтерӗшӗ ҫук. Тепӗр иккӗшӗ пур, «темнота», «тьма», «сумрак», «полный», «совершенно», «тяжкий» пек куҫаканни вара ҫук.

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters