Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Жизнь - не те дни, что прошли, а те, что запомнились.(В.И. Павленко)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Васильевсем хӑйсен хушамачӗсенчен «тараҫҫӗ»

Аçтахар Плотников19.05.2018 13:2310872 views

Пӗрре пӑхсан, Васильев хушамат пӗрре те япӑх мар пек. Вӑл хушаматпа пурӑнакансем чӑвашсем хушшинче сахал мар. Паллах, Ивановсем тата та ытларах. Ак, сӑмахран, нумай пулмасть Иванова министра лартрӗҫ тесе пӗлтерсен ман ыйту ҫуралчӗ: киввине е урӑххине? Чулхулара ӗҫленӗ чухне пӗрре пай ертӳҫи те манран ыйтсаччӗ: «Сирӗн унта пурте Иванов хушаматлӑ-им?» Мӗншӗн? Ара, Шупашкарти пирӗн уйрӑмра ӗҫлекенсен йышне курнӑ та... Унта вара пӗр пилӗк хушамат Иванов пулнӑччӗ пулас.

Ҫакнашкал лару-тӑрӑва пулах ӗнтӗ пирӗн ҫыравҫӑсем чылай чухне псевдоним йышӑнаҫҫӗ. Чылай Яковлев хушаматлӑ ҫынна, сӑмахран, эпир пач урӑх ятсемпе пӗлетпӗр. Тӗслӗхрен, Иван Салампекӑн чӑн хушамачӗ Яковлев пулнине нумай пулмасть ҫеҫ пӗлтӗм.

Малтан хушаматсем мӗнле ҫыртарасси кӑсӑклӑрах пулнӑ пулас. Халь вӑл ашшӗ хушамачӗпе (ытларах чухне) пырать, малтан вара урӑхларах йӗрке пулнӑ. Ман хамӑн хушамат, сӑмахран, Плотников. Аттен хушамачӗпе. Апин — Степанова. Аттен хушамачӗ пирки калас пулсан вӑл ҫаплипех куҫса пынӑ пулас. Ни асатте, ни атте хӑй платник пулман. Апи хушамачӗ вара ашшӗ ятӗнчен. Кукаҫи ман Ҫтаппан пулнӑ та вара хӗрне те Степанова Лидия Степановна тесе ҫыртарнӑ пулас. Кукаҫин хушаматне, шел те, тӳрех калаймастӑп. Ҫапла май ӑру хыҫҫӑн ӑру тӗрлӗрех хушаматпа ҫӳренӗ.

Паянхи саккунсем ҫыннӑн хушаматне ҫеҫ мар, ятне те улӑштарма май параҫҫӗ. Вӑл ҫеҫ мар, ашшӗ ятне те чиперех урӑххине йышӑнма пулать — сӑмахран, Иванович пулас килмесен 2000 тенкӗ тӳле те сана темиҫе кун хушшинче урӑх ашшӗ ятне ҫырса хураҫҫӗ. Паспорт улӑштармалла та — ҫӗнӗ ҫын пулса тӑрӑн.

Ӗнер Никита Васильев та хӑйӗн хушаматне улӑштарни пирки пӗлтерчӗ. Текех пирӗн паллӑ велоҫулҫӳревҫӗ Васильев мар, Тӗнче хушаматлӑ пулӗ. Никита Тӗнче (хут ҫинче, темшӗн Тенче ҫырса хунӑ-ха...).

Чӑвашлӑх тӗнчинчи ҫынсене сӑнанӑ май мана ку питӗ кӑсӑклантарса ячӗ. Хушаматсене улӑштаракансен йышӗнче Васильевсем питӗ нумай. Эпир пурте паллакан ҫынсем хушшинче унччен Владимир Болгарский пурччӗ, кайран чӑвашлӑх анинче Суварин хушамачӗ тухрӗ. Ак халь ӗнтӗ тепӗр хушамат ҫуралчӗ — Тӗнче. Вӗсене пӗрлештерекенни — пурте вӗсем маларах Васильев хушаматпа ҫӳренӗ: Владимир Васильев, Андрей Васильев тата Никита Васильев. Ивановсем те, Николаевсем те, тата ытти анлӑ сарӑлнӑ хушаматлӑ ҫынсем чӑвашлӑх анинче сахал мар, анчах шӑп та лӑп Васильевсем хӑйсен хушамачӗсенчен «тараҫҫӗ», хӑйсене валли индивидуаллӑхне палӑртаканнине суйлаҫҫӗ.

Ятра-хушаматра чӑвашлӑха палӑртни час-часах тӗл пулать. Юлашки вӑхӑтра, сӑмахран, чӑвашла хушма ятсем йышӑнасси йӑлана кӗчӗ. Ачасене чӑвашла ят парасси темшӗн вӑй илеймест (ман шутпа питӗ сахал), хушма чӑваш ят илесси вара ку тӗлӗшрен вӑйлӑрах палӑрчӗ. Мӗншӗннине те палӑртма йывӑр мар пулӗ. Ята тем тесен те ашшӗ-амӑшӗ парать. Ачи ҫитӗнсен кам пулассине ниепле те пӗлме май ҫук. Ӳссе ҫитсен вара чылайӑшӗ тӑна кӗрет, хӑйӗн чӑвашлӑхне палӑртасшӑн пулса тӑрать. Ҫапла Илтимерсемпе Аҫтахарсем, Юмансемпе Алпарухсем йышланаҫҫӗ. Чӑн ята улӑштарма ҫавах та ҫӑмӑл мар: ӑна тем тесен те ют ҫын мар, тӑван атте-анне панӑ-ҫке! Ҫавӑнпа та хушма ятсем вӑйра. Хӑш-пӗр ҫыннисен хушма чӑваш ячӗсене ҫеҫ пӗлетӗн, чӑн ятне хутшӑннӑ чухне аса та илместӗн.

Паллах, хушаматсене улӑштарнине япӑх хак пама май ҫук. Саккун чармасть пулсан — ку кашни ҫыннӑн хӑйӗн ирӗкӗ. Эпир ӑна ҫакӑншӑн хурлама пултараймастпӑр. Хушаматсен расналӑхӗ ӳсни, ҫӗнӗ хушамат чӑвашлӑхпа кӑсӑклантарма май пани — лайӑх енсем тесе шутлатӑп.

 

Ӳкерчӗк ҫинче: Владимир Болгарский, Андрей Суварин, Никита Тӗнче

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (16)]

Comments:

Agabazar // 1075.79.3515
2018.05.20 23:24
Agabazar
Парне кÿрекен Парттассенчен хăрăр ©

Вырăс çырулахĕнче Ĕĕ паллă çук, çавăнпа "Тĕнче" выранне "Тенче" темешкен тивнĕ.
Микула // 9259.3.8429
2018.05.21 04:54
Айдар ,кайран Алмуш чăваш ячĕ мар текеннисенчен асăрханмалла. Мĕншĕн тесен Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ те чăвашăн мар пулса тухĕ ? Унта вĕт Юман ятлă патшасем пулман. Çыруллăхĕ те арапсенчен пулнă. Чăвашсен рунопись кăна пулнă тесе калĕç ?
Микула // 9259.3.8429
2018.05.21 05:09
Пирĕн ятарласа ÿстернĕ "культурный элитăн" тавракурăмĕ хресчен шайĕнчен тухмалла пулман. Çавăнпах ĕнте Юман кăна чăваш ячĕ пулса тухать. Çăпаталлисене пĕрисем пусмăрлана теприсем кильсе çăлнă ? Пĕтĕм романсен сюжечĕ çав шухăш тавра . Ку вăл ятарласа халăх менталитетне чи пĕчĕк шайра тытни пулать. Мĕнле майпа чăвашсене Хусан хули чăвашсенех пулнă тесе калас? Мĕнле майпа чăвашсем çĕрпе кăна ĕçлемен,Атăл çинче те хуçаланнă тесе калас ? Мĕнле майпа чăвашсен çар ĕçĕ те пысăк шайра пулнă тесе калас ? Алран кайми аки сухине тĕп шухăш тумалла ? Унсăрăн чăваш ячĕ ĕлĕкхи пекех хăвăрт çĕкленме пултарать ? Халăх тăван чĕльхине,хăйен ятне хисеплеме тытăнĕ ? Ун пек тума юрамаç ? Çавăнпах чăваш ята та "çăваç"-летовщик тесе куçарса парар ? Ытти чĕльхесенче çăр сословийĕн ячĕ пулсан та пĕльтерĕшне пытарар ?
2018.05.21 07:45
Микула, паянхи кун Пăлхар патшалăхă пĕтĕмпе ислампа çыхăннă тесе çыраççĕ, унта вара пирĕн йышши пуцш енчĕксем мар. Тен, çил арманĕпе Дон Кихот евĕр кĕрешес тетĕр? Усси çук
2018.05.21 07:48
Моя машина устроена просто
Перемелет и выбросит кости.
Дон Кихотов время пройдено
Но они у нас частые гости...
Ку Александр Серов юрăçăн репертуарĕнчен. Анчах та, çил арманĕпе кĕрешме усси çук.Сахал мар, мĕнле пуçлă çынсен те авăртса кăларнă
Agabazar // 3081.12.7690
2018.05.21 17:50
Agabazar
Вуник куккук, пĕр карăш
Авăтаççĕ пĕр харăс! (с)
Микула // 9259.3.8429
2018.05.21 18:32
Пĕтĕмпе ислампа çыхăннă тесе çыраççĕ пулсан- СУЯÇÇĔ. Киевская Русь тенинче христианство йăшăнсан тата тепĕр темиçе çĕр çул кирлĕ пулнă тĕне çирĕпленме . Ăтăлçи Пăлхарта та çавах пулнă. Ислам тĕнĕ çирĕпленсе çитеймен. Çирĕпленме вăхăчĕ пулман.
2018.05.21 20:11
Микула, эсир килсе пăхăр Пăлхара.
Agabazar // 1386.84.7181
2018.05.22 13:19
Agabazar
Халь эпĕр çÿрекен Пăлхар хулине Ылттăн Урта вăхăтĕнче туса лартнă.
Баттый киличчен халь эпĕр паян куракан япасем унта пачах та пулман.
2018.05.26 19:21
Акапасар, пире вара Ылтăн Урта пулман тесе вĕрентме пăхаççĕ. Хăшĕсем регулярный арми пулнă теме те ăс-тăн çитереççĕ, кама кайса шанмалла? Эсир дипломлисем çÿлтен мĕн хушаççĕ, çавна лăркатăр. Енчен те пурнăçра урăх пĕр аслăрах ыйту çук евĕр...

Pages: [1], 2

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters