Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Cмех - сущность человека.(Ф. Рабле)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Итоги круглого стола о роли родного языка в сохранении самобытности народов России

Аçтахар Плотников15.06.2018 14:4716843 views

В пятницу 15 июня в Национальной библиотеке Чувашской Республики прошел круглый стол «Роль родного языка в сохранении самобытности народов России и в развитии межнациональных отношений».

На круглом столе приняли участие: депутат Госдумы Николаев Олег Алексеевич, ректор Чувашского республиканского института образования Исаев Юрий Николаевич, депутат Госсовета Чувашской Республики Данилов Григорий Владиславович, доцент кафедры педагогики и практической психологии Чувашского республиканского института образования Андреева Надежда Николаевна, заслуженный учитель Чувашской Республики, преподаватель иностранных языков Юдина Татьяна Дмитриевна, вице-президент Чувашского национального конгреса Тяпкин Владимир Геннадьевич и другие. В качестве модератора круглого стола выступила член Общественной палаты Российской Федерации Кузнецова Светлана Анатольевна.

Вашему вниманию предлагаем послушать мнения всех выступивших на круглом столе.

 

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (34)]

Comments:

Микула // 9259.3.8429
2018.06.15 18:14
Кĕвви тухмаç вĕсен çавах. Сĕтелĕ çавра-и,тăваткал-и, пĕрех. Мĕншĕн тесен чи кирлине тăна кĕрекен çук. Пĕтĕмпех çавăрса ильме çук пулсан МАЛТАН пуçлаççĕ . Малтан тени ача пахчисенчен пуçламалли тени пулать,тăван чĕльхепе ÿстермелли ача пахчисенчен. Ку вăл азбука. Никĕс. Никĕс хывмасăр çурт çĕклеме тукаланçи туса ларас пур пухăнас та мар. Шупашкарта тăван чĕльхепе ÿстермелли ача пахчисем çук пулсан ытти пĕтĕмпех СУЯ.
Agabazar // 2428.67.7101
2018.06.15 18:23
Agabazar
Ма пырса калаçмарăн çавăнта, Микула? Ма ху çакнашкал пухусем ирттерместĕн? Ма ху çавнашкал пухусем ирттерсе, унтан ÿкерсе илсе Интернета кăларса çапмастăн?
Микула çеç ача счĕсем пирки калаçать тени — нĕрсĕр ултав. 100% суя Микула унашкал каппайланни. Ача сачĕсем, шкулсем пекех, Вĕрентÿ министăрлахĕн ĕç пайĕ. Ача сачĕсене те çав ведомствăсемех пăхса-сăнаса тăраççĕ. Ача сачĕсене пăхса-сăнаса тăракансем Китайра е Бразилире мар.
Agabazar // 2428.67.7101
2018.06.15 18:34
Agabazar
Маяковский евĕрлĕ калас пулсан, Микулай йышши каппайчăксене кашкăр пек кăшласа тăкас килет.

Андреева Надежда Николаевна халь те пулин "Мĕн тума кирлĕ чăваш чĕлхи?" тенĕ пек илтĕнкен ыйтусем тавра çăрăлать. Епле мен тума? Ыйту пулать-и çакă? Чĕлхе калаçма кирлĕ! Чĕлхе пур-тăк — калаçан, чĕлхе çук-тăк — калаçаймастăн!
Микула // 9259.3.8429
2018.06.15 18:42
Тĕрĕс калан "пахса-сăнаса" кăна тăраççĕ. Ĕçлемеççĕ. Пуху тен. Кĕреке тăрăх йăваланса çÿреме, пуш сăмах ваклама хăнăхман. Шкулта чухнех пуху мĕнне ăнланнă. "Çăлкуçра" та, Конгресра та пулкаланă.КПД тени пухусенчен 0. Аслă чиновник "уйрăм мĕнле вĕрентес" ,"ку ыйтупа эсир пĕрремĕш " тет пулсан,ĕçĕ чăннипех çук. Вĕрентÿ институтĕнче те кирлĕ пек хурав параймарĕç "тăван чĕлхепе ÿстермелли программăсем" пирки . Акапасар ,сăмах май виç сăмах "ача пахчи" тесе калани ,калани мар. Çанă тавăрса ĕçлени кирлĕ.
Agabazar // 2428.67.7101
2018.06.15 18:49
Agabazar
Микула, ан капайлан.

Картара пăх хырнипе ан мухтан. Сансăрах пур картара пăх хырма пултаракансем. Эс вара хайхи ху асанакан ача сачĕсене никĕслесе вĕсене пăхса-сăнаса-тĕрĕслесе тăма пултар.
Ача сачĕ хăйне-хăй ĕçлеймест, ăна пăхса-сăнаса-тĕрĕслесе тăмалла куллен тата финанссемпе тивĕçтермелле. Ту çакна пит пултаруллă тата пит хастар пулсан!

Каппайчăксене кашкăр пек кăшласа тăкмалла!
Микула // 9259.3.8429
2018.06.15 18:52
Районти вĕрентÿ отделăн пуçлăхĕпе те кун пирки калăçнă .Виç сăмахпа мар.Тĕплĕн. Çавна курах пулĕ ,çиенчĕх, пĕр ача пахчине чавашла ят пачĕç... Интернетра та "на связи" форумра пулсан та , килĕшекеннисене çирĕм процент ытла кĕске вăхăтрах сасăларĕç. Вăтăр процент ытла "хирĕç мар " терĕç. Татах та малалла кайасран "темине-сасăлăва" часрах хупрĕç, темиçе çуллăхах авторне "банить" турĕç. Паллах,паллах ,чăвашсене чăвашла калаçтарас мар текеннисем пурах,анчах та уншăн хăраса лармалла мар. Çирĕпрех пулмалла кăна.
Микула // 9259.3.8429
2018.06.15 19:04
Акапасар эс тем те калама пултаратăн,анчах та сан пеккисене яланах витĕр курнă. Эп ого го ,эс вара кам тесшĕн. Сан "звани" мана кирлĕ мар, ĕçлеме пултарни кирлĕ. Ача пахчисем пирки пĕтĕмпех паллă. Ашшĕ-амăшĕсем ,пĕтĕмĕшле ильсен, хирĕç мар. Яваплă чиновниксем ĕçлеме пĕльменни,проффесионализм çукки кăна чармантарать. Ĕненместĕр пулсан Хусана кайса курăр. Унта проффесионалсем. Пирĕн "простые испольнители"? Мускав хушмасăр хускалмаççĕ? Шупашкарта çавна пуллах "тăван чĕльхепе ÿстермелли" ача пахчисем çук. Манăн аргументсем яланах çирĕп . Акапасар пустуй ан тавлаш.
Agabazar // 2428.67.7101
2018.06.15 19:49
Agabazar
Микула, сăнарлăн каласан, эс баррикадăн хăш енче иккенĕ витĕр курăнать. Кунта та пулин "ашшĕ-амăшĕсем" çинелле тĕллесе кăтартма ÿркенместĕн. Намăс!
Микула // 9259.3.8429
2018.06.15 20:15
Сан пуçунта кăна баррикада. Ман ун пекки çук. Сăмахсемпе шутламасăр ан перкелеш. Тупăшни санăн малта ,шухăшу вара кайра. Эп акапасарсемпе тата чиновниксемпе кĕрешмес. Тăван чĕльхепе ÿстермелли ача пахчисем пулмалла тесе ăнлантаратăп кăна. Çапла пулмалла,мĕншĕн тесен ку тĕрĕс çул. Хама пиарит туса лармастăп. Паян та такам Шупашкарти номерпа шăнкăравланăччĕ вунпĕр çитессипе .Тен эс пултăн? Тытаймарăм, тÿрех пăрахрĕç. Кирлех пулсан тепре шăнкăравлĕç терĕм . Ма пырса калаçмастăн тесе сăмах тĕкнĕшĕн калатăп. Малтанрах систернĕ пулсан тен виç сăмах "не верю-ĕненместĕп" тесе калатăм. Вĕрентÿ институтне тахçан, паянхи пекех "вăрттăн",мероприятине пырсан ,унталла кунталла "камран эсир пĕльнĕ" тесе чупкаларĕç. Эй самани? Чĕльхе пирки калаçма та вăрттăн,халăха систермесĕр пухăнма пуçларĕç. "Пин çул каялла пăлхарччĕ эп теме" те Тамань çурутрав çине каяççĕ вĕть.
Микула // 9259.3.8429
2018.06.15 20:34

/Эрбина Никитина
около недели назад
В школе заставляют меня и моего сына написать заявление, что наш родной язык русский и сын хочет изучать его, а не чувашский. Мы сопротивляемся... / Хăш шкулта ун пек "пусмăрлаççĕ"? Фейсбукрисем ыйтса пĕлĕр.

Pages: 1, 2, [3], 4

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters