Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Коммерция - дитя фортуны, непостоянное и обманчивое,как мать.(С. Джонсон)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Чӗлхе каяш мар, вӑл пуянлӑх

Аçтахар Плотников24.07.2018 12:1519717 views

Чӑваш чӗлхи мӗн тума кирлӗ? Ҫакнашкал ыйту хӑш-пӗр ҫынсенчен час-часах илтме пулать. Чӑваш чӗлхин кирлӗлӗхне туйманнипех ӗнтӗ хальхи вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ, хӑйсем те сисмен хушӑра, ачисене вырӑсла ҫитӗнтереҫҫӗ. Мӗн пӗчӗкрен пуҫласа ҫак ыйту сиксе тухать. Ача пахчине каймалла ачан? Каймалла. Унта вара пурте вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Апла-тӑк, мантарӑн ачи ыттисемпе хутшӑнма пултартӑр тесе ӑна мӗн пӗчӗкрен садике хатӗрлесе вырӑсла калаҫса ӳстермелле.

Шкул ҫулне ҫитсен вара чӑваш чӗлхине пӳлекен тепӗр чикӗ сиксе тухать. 1–4 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн ачан экзамен тытмалла, тӑватӑ ҫул хушшинчи пӗлӳ пухнине ҫирӗплетсе кӑтартмалла. Вӑл вара — вырӑсла. Ача тӑватӑ ҫул чӑвашла вӗреннине хальхи вӗренӳ системи пӑхса та тӑмасть, ним шутне та тӑратмасть — ачан хуть те мӗнле экзамена вырӑсла тытмалла. Кайран тепӗр чӑрмав — вӗренӳ процессӗ вырӑс чӗлхи ҫине куҫать. Чӑрмав тесе эп ӗнтӗ чӑваш чӗлхин кирлӗлӗхне ҫул паман пулӑма калатӑп. Ҫитӗннӗҫемӗн вӗсен йышӗ нумайланса та нумайланса пырать — ОГЭ, ЕГЭ, аслӑ шкула вӗренме кӗрес тесен экзамен йӑлт вырӑсла. Паянхи пурнӑҫра кашни ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн ачине тракторист профессийӗнче мар, аслӑ пӗлӳллӗ курасшӑн. Ҫакна пурнӑҫа кӗртес тесе вара хӑйсен вӑхӑтне те пурнӑҫне те шеллемесӗр тӑрӑшаҫҫӗ. Тӗллевӗ аслӑ пӗлӳ пулсан, ачана тӳрех вырӑсла ӳстерсен ӑна пурнӑҫлама ҫӑмӑлрах пек туйӑнать вӗсемшӗн. Шел те, 1970-90-мӗш ҫулсемччен чӑвашла вӗреннӗскерсемех ним йывӑрлӑхсӑр пысӑк вырӑна, чапа тухма пултарни «лайӑх пурнӑҫалла тӗмсӗлекен чӑвашшӑн» хӑйсен тӑван чӗлхине сыхласа хӑварса аталантарма сӑлтавламасть ҫав...

Вӗренсе тухса ҫын пулнӑ хыҫҫӑн та чӑваш чӗлхи кирлӗлӗхӗ вӗсене ытлах курӑнмасть. Мӗн теҫҫӗ-ха вӗсем? Чӑваш чӗлхи имӗш Канаша ҫитиччен кӑна кирлӗ. Инҫе каяс пулсан вара унта йӑлт вырӑс чӗлхи хуҫаланать. Питӗ инҫе каяс шухӑшлисем валли — акӑлчан чӗлхи. Канаш тетпӗр-ха та, анчах Канаша ҫитиччен те вӗт-ха паян чӑваш чӗлхи валли вырӑн юлмарӗ. Саккун тӑрӑх хутсене республикӑра чӑвашла ҫырма май пур пулин те кун пирки сайра хутра ҫеҫ аса илеҫҫӗ. Документацие чӑвашла тытса пыракан Чӑвашра пур-ши, ҫук-ши? Кӑтартмӑшсене те пулин чӑвашла ҫыртарас тесе халтан каятӑн та, ӑҫта унта хутсене чӑвашла хатӗрлесе пыртарасси?

Компьютерӗ, смартфонӗ, телевизорӗ — нихӑш ҫак япала та паянхи кун чӑвашла пӗлмест. Ҫук, чӑваш чӗлхине вӗрентме пулать-ха, анчах ятарласа тунипе кӑна. Лаввкаран илсе килнинче чӑваш чӗлхи ҫук. Чӑваш чӗлхи сарӑмне хӑвӑн лартмалла. Ҫӑмӑл пурнӑҫпа пурӑнма хӑнӑхнисене вара кунашкал хушма ӗҫ ним тума та кирлӗ мар — вырӑсли пуртан вӗсем вӑл чӗлхепе усӑ кураҫҫӗ. Шел те, пирӗн республика влаҫӗ ҫак ыйту ҫине пач та пӑхмасть, асӑрхамасть те ӑна.

Пӗтӗмлетсе каласан чӑваш чӗлхипе практикӑллӑ усӑ курма паянхи пурнӑҫра питӗ хӗн. Ку енӗпе нимӗнле йывӑрлӑх та пулман пулсанах чӑваш чӗлхин хӑрушлӑхӗ ҫав териех ҫивӗч тӑмӗччӗ ӗнтӗ. Кирлине туйса халӑх хӑйех хӑйӗн ачине вӗрентӗччӗ, ыттисем те пӗлме тӑрӑшӗччӗҫ. Тӗслӗх пек инҫе кайма та кирлӗ мар. Хуралта ӗҫлекен Юра Яковлев шухӑшлавҫӑ мана нумай пулмасть пӗр тӗслӗх илсе кӑтартрӗ. Иккен ҫурт хӑпартнӑ вырӑнта ӗҫлекен пӗр вырӑс прорабӗ чӑвашла вӗреннӗ. Икӗ уйӑх хушшинчех вӗрентӗм тесе калать тет. Чӑваш чӗлхи ӑна мӗн тума кирлӗ пулнӑ тетӗр-и? Кут хыҫӗнче чӑвашсем мӗн калаҫнине пӗлес килнипе вӗреннӗ вӑл.

Чӑваш чӗлхин кирлӗлӗхӗ пирки калаҫнӑ май бизнеса та айккинче хӑвармалла мар. Унта вара ҫӑмӑллӑхсем ялан шыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пӗр чӗлхе пулсан бизнесшӑн самай ҫӑмӑлрах текен шухӑш унта анлӑ сарӑлнӑ. Калӑпӑр, енчен те тӗрлӗ хута икӗ чӗлхепе е пӗр чӗлхепе ҫырмалла пулсан, паллах, бизнес иккӗмӗшне суйласа илет. Анчах бизнес хӑй те саккунсене пӑхӑнса тӑрать. Ак, «Акконд», канихвет хучӗсем ҫине ним йывӑрлӑхсӑр (ҫӑмӑлах мар пулӗ-ха та, анчах эпир, ахаль ҫынсем вӗсене курмастпӑр) казахла ҫырма май тупать. Чӑвашра кӑларать пулин те, чӑваш чӗлхипе ҫырса хума нимӗнле те май ҫитереймест. Мӗншӗн? Казахла ҫырмасӑр вӑл хӑйӗн таварне инҫетри Казахстанра сутаймасть. Саккунӗ унашкалли пур. Чӑвашла ҫырма вара нимӗнле саккун та хистемест…

Кирлӗ мар та кирлӗ мар теҫҫӗ-ха та, анчах ҫав таранах пирӗн чӗлхе каяш вырӑнӗнче-ши? Ман шутпа ҫук. Йӗркеллӗ ҫын (ӑсӗ пур пулсан) нимӗнле япалана та кирлӗ мар тесе кӑларса ывӑтмасть. Чӑваш калать — пурӑна пурнӑҫра катӑк пуртӑ та кирлӗ пулӗ тет. Ӑслӑ каланӑ. Шел те паянхи чӑвашсем аслӑ пӗлӳ илеҫҫӗ пулин те ӑсӗ ӗлӗкхи чӑвашсен таран ҫитмест. Хӑйсен тӑван чӗлхине кирлӗ мар тесе пӗр шелсӗр кӑларса ывӑтаҫҫӗ. Ку енчен эпир, хальхи чӑвашсем, малтанхиллех «тӗттӗм», «ҫутлӑха тухман».

Паллах, пирӗн тӑван чӗлхе — чӑваш чӗлхи — нимӗнле те каяш мар. Каяш мар вӑл, пуянлӑх. Каяш тенӗрен... Ӑслӑ ҫын каяшран та усӑ курма пултарать. Ак пирӗн ял ҫумӗнче «Юрма» агрохолдинг пур (маларах «Лапсарская» тата «Дружба» чӑх-чӗп хапрӑкӗсемччӗ). Вӗсен каяшӗ юнашар ялсене пи-и-итӗ йӑлӑхтарса ҫитернӗ. Кӑнтӑртан ҫил вӗрнӗ чухне унти шӑршӑ Шупашкара та ҫитет, ҫынсен кӑмӑлне пӑсать. Анчах ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем ҫав каяшран тахҫанах укҫа тума вӗренсе ҫитнӗ. Паха удобрени тӑваҫҫӗ, ӑна сутса укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ. «Юрмӑн» ҫав каяша бетонланӑ лаптӑка пухас вырӑнне тахҫанах савут туса лартмалла ӗнтӗ. Вара шӑрши те пӗтӗччӗ, укҫи-тенки те пулӗччӗ (ку статьяна маларах ҫырма пуҫласаччӗ — паянхи куна илес пулсан «Юрма» ку тӗлӗшпе ӗҫлет теҫҫӗ, каяшран удобрени кӑларма хатӗрленеҫҫӗ имӗш).

Чӑваш чӗлхи пирки калас пулсан, ӑна пӗтерес вырӑнне пирӗн унпа укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме вӗренмелле. Чӗлхене каяш пек мар, пуянлӑх пек курма пӗлсе ҫитес пулать. Ахаль ҫынсен те, бизнесрисен те, патшалӑх тытӑмӗнче вӑй хуракансен те. Укҫа туса илмелли майсем вара туллиех. Пуҫпа шутлама кӑна пӗлмелле. Калӑпӑр, чӑвашла илемлӗ хайлавсем ҫырса кӗнекесем кӑларма пулать. Кӗнеке сутсан вара укҫа тухать. Мӗн? Тӳрех хирӗҫ каламалли пур-им? Вырӑсла, акӑлчанла, китайла та корейла та кӗнекесем сутӑнаҫҫӗ пулсан пирӗн чӗлхеллӗ кӗнекесем сутӑнмӗҫ тени пуш сӑмах кӑна. Шел те, паянхи пирӗн ҫыравҫӑсем интереслӗ кӗнеке ҫырма вӗренсе ҫитереймерӗҫ. Ӗлӗкхилле ҫырнисене вара, чӑн та, кам вулатӑр? Паянхи пурнӑҫа тивӗҫтерекен хайлавсем кирлӗ. Тӗпчес пулать, сӑнас пулать. Тишкернӗ хыҫҫӑн семинар пухса калаҫса илес пулать. Тепӗр май каласан, чӑвашла кӗнеке вуламаҫҫӗ тенӗ чухне чӗлхи мар айӑплӑ — тивӗҫлӗ ҫыракансем ҫукки. Вӗсене ӳстерес пулать. Сӑмах май, чӗлхепе усӑ курса укҫа тумалли — ак сире тепӗр вырӑн. Кунта ӗнтӗ, шкул та, ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗсем те (ытти халӑхсем тӳлевлӗ курс йӗркелесе ҫырма вӗрентеҫҫӗ пулсан пирӗн ма вӑл ӗҫлемелле мар?) ӗҫ вырӑнӗсем тума пултараҫҫӗ. Анчах пирӗн патшалӑх, Мускава куҫран пӑхма хӑнӑхнӑскер, шкулти ӗҫ вырӑнӗсене те ним шелсӗр пӗтерме ҫеҫ хастар.

Маларах бизнес пирки сӑмах хускатрӑмӑр, унта пирӗн тӑван чӗлхе тӗрлӗ сӑлтавсене пула хӑйӗн вырӑнне тупаймасть терӗмӗр. Анчах кунта та хирӗҫлеме сӑмах пур. Тӗрӗссипе бизнесра чӑваш чӗлхи валли вырӑн купипех. Никам йышӑнман ниша темелле ӑна. Пуҫа хыҫкаласа илме кӑна пӗлмелле. Чӑвашла укҫа конверчӗсем, открыткӑсем, пурнӑҫра кирлӗ ытти таварсем — кӑлар та кӑлар. Калӑпӑр, брусчатка кӑларса пӑх-ха — конкурентсем сан мӑй таран пулӗҫ. Чӑвашла япала кӑларнӑ чухне вара — никам та ҫуккипе пӗрех. Туянмаҫҫӗ тетӗр-и? Тӗпчес-сӑнас пулать те — халӑха кирлине тупма пулатех. Малтанлӑха, паллах, укҫи-тенкине ывҫи-ывҫипех пуҫтараймӑн, анчах чӑн-чан бизнес ҫыннишӗн темӗнле тупӑш та (пӗчӗк пулин те!) тупӑшах вӑл.

Майӗсене малалла темӗн чухлӗ тӑсса кайма пулать. Пӗтӗмлетсе каласан, хамӑрӑн та, патшалӑхӑн та чӗлхе ҫине «каяш» пек пӑхма пӑрахас пулать. Чӗлхепе ӗҫлеме хӑнӑхмалла, унпа усӑ курма.

 

2018,07,24–08,03.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (35)]

Comments:

2018.08.05 10:17
Ужасно, сирĕн паспорт çинче те çаплах палăртнă-и, ятăра? Эпĕ ăнланатăп, в контактере е одноклассникра тĕрлĕ никсемпе палăртаççĕ хăйсене, пĕлĕшсем ан пĕлчĕр камне тесе, кунта вара мĕскертен шикленетĕр? Хăвăра чăваш иккенне пĕлтересрен-и? Апла кĕмессе те пултаратăр, хăвăр чăваш пулнинчен вăтанатăр-тăк. Хсмăн пирки калас-тăк, манăн хăть статьясем, хăть калавсем пĕр ятпа тухаççĕ, пур "Угрюм-река" текен кино, унта тĕп сăнар хăйне пур çĕрте :эпĕ Громов тенсе пĕлтерет. Çавăн пек пулмалла çын, лармалла мар эпĕ ужасно е кунтата е тата мĕнле тĕр сăмах тупса папуассем евĕр
Agabazar // 3018.91.4109
2018.08.05 14:49
Agabazar
Ма хăран акăлчан чĕлхинчен? Акăлчан чĕлхи — чăваш чĕлхин конкуренчĕ мар. Мĕн "çĕнĕллетсе" тăран тата? Акăлчан чĕлхи паян е ĕнер пуçланман, вăл тахçанах пур. Чăннипе вара акăлчанла пĕлекен чăвашсем, шел пулин те, питĕ сахал-ха. Çавна пула, авă, кирлĕ куçаруçăсене те варяг шучĕпе таçтан çичĕ ютран илсе килеççĕ.
2018.08.05 14:56
Акапасар, эпĕ темĕн тавçăрса çитерейместĕп. Чăваш чĕлхине çĕклемелле тенĕ çĕртех çав йышши ыйтăва тепĕр тĕрлĕ лартсан пачах урăхла хуравлатăн. Е кирлĕ сана чăваш чĕлхи е çук, пустуя çаптарса ларатăн. Акăлчанла пĕлекен чăваш сахал çеç мар, ют патшалăхра та пирĕн таврашсем тăрăшаççĕ. Ку улталани пулать.
Agabazar // 3018.91.4109
2018.08.05 15:01
Agabazar
Ачам, чăваш чĕлхине акăлчан чĕлхи мар, вырăс чĕлхи пурнăçран хĕссе-хăваласа пырать.
2018.08.05 20:25
Кашни путене хăйĕн шурлăхне мухтать темеççĕ-и? Вырăсĕсем хăйсем кăшкăраççĕ чĕлхене хĕстереççĕ тесе. Кай та ăнлан. Эпĕ хам çинче пĕртте туймастăп нихăш енчен те хĕстернине, çав-çавах çыратăп чăвашла та, вырăсла та. Вулакансем те пур. Тепĕр хут та калатăп: Павлăра иртекен "Гений чувашской поэзии" конкурса çу вĕçне хăварчĕç, хутшăнакансем çук тесе. Ман шутпа çакă пĕртте тĕрĕс мар. Енчен те конкурс çав кун вĕçленет тесен, çапла пулмалла та, чĕннисем килмесен, мĕншĕн тилмĕрсе çÿремелле? Тата çитменне: çакăн пек шухăш та çуралчĕ - конкурс вĕçленмесĕрех çĕтет, хутшăнакансем çук тесе. Пуррисене асăнмаççĕ те, Павлă район хаçачĕ маншăн хупă, эпĕ вĕсен шучĕпе неформат çыратăп. Анчах та эпĕ çырнă йышши статьясем пурте иртеççĕ ыттисен, мĕншĕн тесен вĕсем хурламаççĕ, çука та пур туса çыраççĕ. Ак çапла вăл тĕрĕслĕх
Agabazar // 1176.43.2928
2018.08.05 23:29
Agabazar
Аскольд, эс хăвăр йăхăртан пĕр-пĕччен тăрса юлнă "тунката-и" е, çапах та, тăвансем пур? Аппу, пиччÿ, шăллу, йăмăку? Кукка тавраш пур-и? Йăхсем текеннисем тата?
Çавсенчен чăвашла калаçма пултараканнмисем — миçен? Чăвашла вулама-çырма пĕлекеннисем миçен? Кам валли çыран? Павлă районĕнчи Усăллăра, Тăмпарлăра, Туйраллăра сан "шедеврусене" вулама пултаракансем миçен юлнă?
2018.08.05 23:46
Усăллă, Туйраллă ялĕнче халлĕхе аванах пур, Путапра вара чăннипе те сахал. Акапасар, ăçтан çав тери лайăх пĕлетĕр пирĕн района?
2018.08.05 23:51
Эпĕ, тен, тунката пуль, çавах та сирĕн йышши пуш сăмах хыçĕнче пытанса лармастăп. Аскольд Де Герсо районĕпе çеç мар, Тутарстанĕпе паллă!!! Чăваш Енре те пĕлекенсем пур.
Если есть желание переходить на личности. вначале представляться надо, как того и требует этикет, а не вести себя подобно ночному злодею, скрываясь под пустой, ничего не значащей маской!!! Аскольд Де Герсо
Честь имею
2018.08.06 06:53
Тата хăçан пирĕн пултаруллă çынсене асăрхани пур? Малтан таçта айккинче паллă пулаççĕ, унтан тăван тăрăхра та хыпăнса: ара, ку вĕт пирĕн ялсем, имĕш.
Тата та асăрхаттаратăп: енчен те эсир хăвăра ăсчах тесе палăртатăр, мĕншĕн-ха вăтанатăр чăн ятăрсене çырма? Е хăвăра Ленин йышши шутлатăр? Тĕрĕсне, чăнлăха калакан çыннăн питлĕх хыçĕнче пытанмалли çук.
Кун пирки манăн "МАСКА,Я ТЕБЯ ЗНАЮ?" СТАТЬЯ ПУР КУНТИ ДНЕВНИКРЕ.
Agabazar // 1753.69.7589
2018.08.06 19:24
Agabazar
Санăн Ванюк куккун ачисем хăш чĕлхепе калаçаççĕ? Наçтук йăмăкун ачисем — хăш чĕлхепе?

Pages: 1, 2, [3], 4

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters