Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Прелесть роз дает им право на шипы.(Шекспир)
 

Ad

Виталий Станьял: Хаяр Йӑван палӑкне лартас пирки (Уҫӑ ҫыру)

Виталий Станьял11.01.2019 12:5610882 views

Уҫӑ ҫыру – Открытое письмо

 

Чӑваш аксакалӗсен тӗп канашӗ

Центральный Совет чувашских старейшин,

428000, пр. Ленина, 15, каб. 208, ЦСЧС

 

Шупашкар хулин ертӳлӗхне

Администрации

города Чебоксары

 

Хаяр Йӑван палӑкне лартас пирки

По поводу открытия памятника Ивану Грозному

 

Чӑваш аксакалӗсен тӗп канашӗ хӑйӗн 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчи анлӑ ларӑвӗнче Хаяр Йӑван палӑкне Шупашкарта лартасси ҫинчен хускатнӑ ыйтӑва тӗплӗн сӳтсе яврӗ.

Лару пӗр саслӑн ҫапла йышӑнчӗ:

1. Вак халӑхсен пусмӑрҫи Йӑван патша палӑкне Шупашкарта лартни чӑваш халӑхӗнчен тӳррӗн мӑшкӑллани пулать. Аксакалсен канашӗ Чӑваш тӗпчев институчӗ Шупашкарта ӑна лартмалла мар тенипе пӗтӗмпех килӗшет. Халӑх пусмӑрҫисен палӑкӗсене наци республикисенче уҫнине Раҫҫей халӑхӗсен хальхи пӗрлӗхне аркатас тӗллевпе тунӑ ӗҫ тесе шутлатпӑр.

2. Шупашкарта кама хӑҫан мӗнле палӑк лартмалли программмӑна халӑха пӗлтерме ыйтатпӑр. Чӑваш историйӗпе ҫыхӑннӑ Атилла, Кубрат хан, вак халӑхсене ыр суннӑ Пушкин, Бичурин, Лев Гумилев, халӑх ирӗкӗшӗн кӗрешнӗ Пайтул Искеев, Охадер Томеев, тӗнчипе паллӑ тӗпчевҫӗ Николай Ашмарин палӑкӗсем халех хатӗрлеме тытӑнмалла.

 

Лару ертӳҫи В. П. Станьял.

 

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (13)]

Comments:

2019.01.11 13:18
KIREMET SIGCHI YUR TURINGE
...ЦСЧСпе килĕшетпĕр.., ĕçпе те пулăшма хатĕр... ..."Уçă хула" Шупашкарăн официаллă сайчĕ çинче.., çемьепе çав палăка хирĕç 3 сас патăмăр... Анчах сасне шутлакансем камсем - палăкне лартас текенсем.., УЛТАВ кăна пулчĕ...
Базиль Кириллов // 2515.38.6473
2019.01.11 14:19
Данное голосование никакой юридической силы не имеет.
Agabazar // 1501.08.5357
2019.01.11 14:41
Agabazar
Киремет Сыхчи // 2291.81.1801 2019-01-11 13:18 Киремет Сыхчи ...ЦСЧСпе килĕшетпĕр.., ĕçпе те пулăшма хатĕр... ..."Уçă хула" Шупашкарăн официаллă сайчĕ çинче.., çемьепе çав палăка хирĕç 3 сас патăмăр... Анчах сасне шутлакансем камсем - палăкне лартас текенсем.., УЛТАВ кăна пулчĕ...
Унашкал "сасăлавсем" çинчен калаçса çăвар тутине те сая ямалла мар. Асăннă "ыйтупа" нимле сасăлав та пулма пултараймасть. Ирĕк парсан, хăшпĕри "Гитлер палăкĕ" тĕлĕшпе те "сасăлав" ирттерме пултарĕ! (((

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters