Кам-тăр сайт çинче ларакангсенчен хăть мĕнле-тăр илемлĕ литературарăра палăрни пур-и? Критиксем пирки çырнăччĕ ĕнте, тек-текех асăнтарас килмест. Историлле реализм вăл пĕр юхăм литературăра, мифологилле реализм тепĕр юхăм. Хăть хăш вăхăтра та влаç çывăхĕнчи çынсем пĕр тĕрлĕ кураççĕ пурнăçа, аяккинчисем пачах урăхла, Петĕр патшана илер, Николай Александрович Романова. Нивушлĕ çав тер-и те йывăр ăнкартма? Тепĕр тесен кутăн енне çаптарма аванрах, явапĕ çук
Упасси, тата çакна та каласа хăварассăм пур, Нарспи сăнарĕн пĕлтерĕшлĕрех сăнарĕ пур, кунта вара темĕнле ăнланма çук сăнара тăратнă, чăваш халăхĕнче çакăн йышшт нтхăçан та туатăра çыхман, эсир кăштах та йыьнăшнă. Историе эпир тоже чĕптетпĕр, çапатапа шÿрпе çини çук
"Мифологический реализм" пирки: Станислав Александров "Поэтика Константина Иванова. Вопросы метода, жанра" (1990 ҫул). Ку вӑл ман наука монографийӗ пулнӑччӗ.
Мифологилле реализм пирки сиртен те маларах Г.Я.Хлебников каланă. Кун пирки ман хуратнă комментарире те эп систернĕччĕ. Анчах та çапла систерсе каланинче мĕн кÿренмелли пур?
Мĕншĕн кунта Чили, Уругвай, Аргентина, Папуа — Çĕнĕ Гвинея çине куçса каймалла? А пушкăртсен хăçан хăйсен патшалăхĕ пулнă?
Тен, кунта "чăваш патшалăхĕ" текеннине кĕтмеллеччĕ? Ĕмпÿ, ахвитсерсем, канашçăсем, тÿресем, тÿре-шара, .... Анчах та "Нарспи"ре вăл та çук! Анархистсен ĕмĕтленĕвĕ çитнĕ тейĕн! Тахçан И.Максимов-Кошкинский çырнă "Тамаша" комедие вуланăччĕ — ĕçпуç унта чăваш патшалăхĕнче пулса иртетчĕ пек аставатăп.
Станислав Убасси // 1940.38.5810
2019.02.04 16:30
Agabazar:
"Мифологилле реализм пирки сиртен те маларах Г.Я.Хлебников каланă".
Цитатине тупса пар-ха, статья ятне, тата ӑҫта тухнине Ссылкине кӗнекере те патӑм, те паман - астумастӑп. Халӗ паратӑп.
Тен маларах хам каланӑ - кӗнеке кӑларас умӗн нумай статья ҫырнӑчче -"Ялавра", Тӗпчев институт кӑларӑмсенче, "СЧ" тата "Чӑваш ен" хаҫатсенче... (пурне те астумас) - калавҫӑ, автор сӑнарӗ пирки, тӗрлӗ меслетсемпе усӑ курни пирки, историзм пирки те пулнӑччӗ пек, класс кӗрешӗвӗ ҫуки пирки (вульгарӑллӑ социологипе кӗрешнӗччӗ)... Хамӑн япаласене пуҫтарман ҫав.
Станислав Убасси // 1940.38.5810
2019.02.04 16:53
"Мифологиллӗ реализм" пирки ҫырнӑ хыҫҫӑн мана самаях вӑрҫрӗҫ кузнецовсем (вульгарлӑ социолгсем). Вӑл 83-85 ҫҫ. пулнӑ пек.
Анчах та тÿрех илсе кăтартаймастăп. Куç тĕлне пулсанах кăтартатăп.
Çакăн историйĕ çакăн пек. Анне ялти лавккара ĕçлетчĕ те, унта сутма кĕнекесем те килсе паратчĕç райпоран. Пĕррехинче çавнашкал кĕнекесен йышĕнче Г.Я.Хлебников кĕнеки те пурччĕ. Вуласа тухрăм. Анчах киле валли сутăн илмен. Кĕнеки лавккарах юлчĕ. Кайран ăна сутса янă пуль ĕнтĕ. Мĕнле кĕнеке пулнă-ши вăл? Астумастăп.
Максимов-Кошкинскийĕн "Тамаша" комедийĕпе те çавнашкалах паллашнă пек астăватăп. Урăх ăна ниçта та курман.
Аха.
Г.Хлебников. Меслетпе ăсталăх. Шупашкар, 1984. // ку кĕнекере "Ытарйми "Нарспи" поэма" статья пур. Шăпах асăннă ыйтусем пирки. Чăн та, "мифологилле реализм" тени курăнмарĕ. Анчах та ыттине пĕтĕмпех каланă.
Ман алла унччен лекни — ку кĕнеке мар. Лешĕ — вырăслаччĕ.
Ак çакă пулма пултарать — Г.Хлебников. Художественное мастерство к.в. Иванова в поэме "Нарспи". // Сб. Классик чув. поэзии" Чебоксары, 1966.
Ялти Лавккана çавнашкал "ватă" кĕнеке килсе панă пулнă-ши? Тен вăл "Чувашский роман" монографи пулнă?
"Ытарайми "Нарспи" поэма" статья хайхи кĕнекере 31-70-мĕш страницăсенче вырнаçнă. Вăл кĕнеке ман алăра халь чăнахах та пур. Такамран илтсе мар, хам куçпа хам вулама пултарап.
Станислав Убасси // 1940.38.5810
2019.02.04 22:39
Анонс вырӑнне.
Ҫитес кӑларӑмра (сайт хуҫи ирӗк парсан) тавлашмашкӑн, тата "кӑвайт ӑшне" пӗр йкӗ пуленке-сыпӑ хурса паратӑп.
Пӗр 3-4 каялла такӑш конференцинче Нарспипе Сетнер - тӑвансем (айӑкри пулсан та) тесе каланӑччӗ, ҫавӑнтах Нарспи - ҫулталӑк пуҫламӗшӗнче ҫурални пирки...
Таҫта ҫырнисем те пурчӗ. Тупсан цитата парӑр. Халӗ ҫӗнетеп, хӑш пӗр кӑлтӑксене юсатӑп.
Ку япаласем пирки тимлӗрех - кайран. Вӗсем патне сайт хуҫи ирӗк парсан тен ҫитӗпӗр...
Сӑмах май, Dfcbkbq калавӗсене сетьре тупрӑм. Вулакаларӑм.