Кĕнекесар — библиотека
Вулавăш — читальный зал
Тĕрессипе вара епле çырма, усă курма пулни контекстран килет.
Калăпăр, кĕнекесарти кĕнеке темешкĕл мелсĕртерех вĕт-ха? Çăкасарти çăка, Хурăнсарти хурăн, Юмансарти юман....
Эс килĕшни е килĕшменни кунта ниме те пĕлтермест. Эс ăнлантарма хăтланни те ниме те пĕлтермест.
Пур ун пек япаласем. Ун пек топонисем, ун пек формантсем. Ытти сăмахсем те.
Шаблон евĕрлĕ япала.
Валери Туркай // 1761.7.7084
2019.05.24 18:50
Атьӑр-ха кашни ӑпӑр-тапӑра "роман" тесе каламастпӑр!
Сорокинӑн "Минтерӗ" нимле роман та мар, шурӑ хута сая яни кӑна! Камӑн ӑна пит вуласси килет - ман пур ҫав "шедевр", авторӗ парнелениех, килӗр, вулама паратӑп.
Денис Гордеев хӑйӗн ниме тӑман япалисене "романсем" тет, Сергей Павловӗ те "8 роман ҫыртӑм" тесе каппайланать...
Хуть ПӖР ЙӖРКЕЛЛӖ РОМАН парнелӗр-ха эсир чӑваш халӑхне (Куҫма Турханӑн "Сӗве Атӑла юхса кӗрет" йышшине!), вара сире эпир ылтӑн палӑк лартса паратпӑр. Пурӑннӑ чухнех!
Валери Туркай 8-927-855-54-80
Хусантан // 6824.4.4793
2019.05.25 18:10
Хӑв ма пӗр роман та "парнелеместӗн"? Эс ҫырни халӑх поэчӗ илме юрӑхлӑ-и?
Чăваш литературинче романсем çырма пуçланă çыравçăсенчен пĕри — Иван Юркин (1863-1943).
"Мул" (1889), "Этемĕн пырĕ тутă та куçĕ выçă" (1889). Тата ыттисем те.
Паллах, эп Никкиффăр Мраньккан "Ĕмĕр сакки сарлака" роман-сериалне те кирлĕ япала тесе шутлатăп. Шел, унашкал хайлавсене Николай Михайлович Сорокин хăйĕн пурнăсĕнче питех вуласа курман пулмалла.
Алексей Афанасьевăн Путап-Тăмпарлăран тухнă чăваш çыравçин "Юмансем çулçă тăкмарĕç" романĕ вăрçă вăхăтĕнчи ĕç-пуçсене уççăн кăтартса парать. Анчах та ун çинчен никам та аса илекен çук.
Акапасар, çитет сана йĕкĕлтешсе ларма, йăлăхтарса çитертĕн хăвăн варвитÿсемпе.Çынсем кунта паянхи чăваш литературин состоянийĕ пирки пăшăрханса чăнласа калаçасшăн, ăна унчченхи пек шая çитерсе пахалăхлă тăвасшăн, эсĕ ахăрса ларатăн.Чăваш чĕлхин шăпи сана ним чухлĕ те хумхантармасть пулас.