Хисеплӗ Леонид Емельянович!
Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Сирӗн 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫырнӑ ҫырӑвӑра илнине, унти информаципе паллашнине пӗлтерет. Эсир чӑваш ялӗн ача сачӗсенче чӑвашла калаҫма вӗрентес тата чӑваш орфографийӗ пирки ҫырнӑ ҫырӑва тимлӗн вуласа тухрӑмӑр. Сире ҫакна пӗлтеретпӗр.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви ача сачӗсенче чӑвашла калаҫма вӗрентме, тӑван ен культурипе паллаштарма нумай ӗҫ тӑвать, программӑсем, меслет сӗнӗвӗсем, хрестоматисем пичетлесе кӑларать, ача сачӗн ертӳҫисем, воспитателӗсем валли ятарласа курссем, семинарсем, консультацисем ирттерет.
Шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче ӑс пухакансем кашни ҫулхи «Хунав» фестивале хутшӑнаҫҫӗ. Воспитательсем заняти конспекчӗсен, уяв сценарисен конкурсне хутшӑнма хастар. Чи лайӑх ӗҫсем журналсенче, статья пуххисенче пичетленсе тухаҫҫӗ.
Эсир чӑваш орфографийӗшӗн пӑшӑрханнине те ӑнланатпӑр.
Сӑмах майлашӑвӗсене ҫырас пирки ӑслӑлӑхра икӗ шухӑш пур. Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, ҫырура чӑвашсем епле калаҫнине шута илмелле. Пирӗн калаҫура вырӑссеннипе танлаштарсан, чӑнах та, сӑмах майлашӑвӗн пайӗсене пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнтарас туртӑм пур, анчах ку туртӑма ҫырура ҫирӗп тытса пыма май ҫук. Тӗслӗхрен, кивӗлле хӗрача (пӗрле), анчах ывӑл ача, хӗр пултӑр, ывӑл пултӑр (уйрӑм) ҫырмалла.
Кун пек ҫырнин хирӗҫӳлӗхӗнчен Ф.Т. Тимофеев, А.И. Иванов, И.А. Андреев, И.П. Павлов, Ю.М. Виноградов, Н.И. Егоров тата ыттисен шухӑшӗпе чӗлхен грамматика тытӑмне шута илсен кӑна тухма пулать. Чӗлхе тытӑмне тӗпе хуракансем хирӗҫӳсӗр орфографи уйрӑмах шкул вӗренӗвне кирлӗ тесе ӗнентереҫҫӗ, ҫыру ансатти ачасен пуплевне аталантарас енӗпе тӗллевлӗн ӗҫлеме май парать теҫҫӗ. Уйрӑм ҫырнине хӳтӗлекенсен ӗненӗвӗпе, хальхи правило шкул вӗренӗвӗнче ӑслӑлӑх принципне ФГОС ыйтнӑ пек туллин пӑхӑнма май парать.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви наука ҫыннисем хатӗрленӗ пысӑк орфографи словарьне пичетлесе кӑларас енӗпе ӗҫлет.
Ҫырӑвӑршӑн тав.
Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ А.Н. Федорова