Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +9.3 °C
Статистика знает все.(И. Ильф, Е. Петров)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Альберт Разинӑн хӑйне ҫунтарса яма сӑлтав пулманах-ши?

Аçтахар Плотников10.09.2019 20:0315039 views

Удмурти Республикинче паян инкек сиксе тухнӑ: 79 ватӑ ӑсчах, тӑван чӗлхине хӳтӗлесе хӑйне ҫунтарса янӑ. Вӑйлӑ пиҫсе кайнӑ хыҫҫӑн ӑна пульницӑна леҫнӗ пулин те вӑл сывалайман — вилсе кайнӑ.

Чӑн та хӑрушла пулӑм пулин те тӳре-шарасем хӑйсене ӑнланман пек тытаҫҫӗ — «мӗншӗн-ха хӑйне ҫунтарса янӑ?» тесе тӗлӗнеҫҫӗ. Чӗлхе таврашӗнчи лару-тӑру имӗш, республикӑра чиперех пулнӑ. Шкулсенче удмурт чӗлхине вӗрентнӗ, удмуртла теле- тата радиокӑларӑмсем тухнӑ… Вӗсене итлетӗн те Альберт Алексеевич Разин тӗрӗс мар тунӑ пек пулса тухать.

Анчах та тӗрӗссипе чӑн та йӗркеллех-ши чӗлхе лару-тӑрӑвӗ? Йӗркеллӗ тесе калас тесен вара пин-пин ыйту ҫуралать. Удмуртипе Чӑваш Ен хушшинче ку енӗпе лару-тӑру ытлашши раснах мар ӗнтӗ. Хамӑр республикӑрине пӑхсан вара — ку ыйтӑва ҫӑмӑл теейместӗн. Паллах, тӳре-шарасем чӗлхене сыхласа хӑварас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хӑйсен шучӗпе сахал та мар тӑваҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ пулас. Ав, шкулсенче, калӑпӑр, чӑваш чӗлхи урокӗсем пур. Ҫук мар вӗт, пур! Ҫакна палӑртса яланах тӳрре тухма тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем. Анчах та тӑван чӗлхепе туллин усӑ курас тесен эрнере 2–3 урок пулсан та ача ӑҫтан ӑна туллин ӑша хывайӗ? Чӑваш чӗлхи урокӗсен шучӗ те, сӑмах май, ҫулсем иртнӗ май чакса та чакса пыраҫҫӗ ҫеҫ, ӳснине фантастикӑллӑ япала тесе ҫеҫ шутлама тивет. Е, калӑпӑр, пуҫламӑш классенчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ачан тытмалли экзамена илер. Темшӗн вӑл, наци шкулӗсенче те вырӑсла пулмалла (ку япала паянхи кун тӗлне те улшӑнман ӗнтӗ). Ача 3–4 ҫул чӑвашла вӗренет те унӑн вара хӑйӗн пӗлӗвне вырӑсла каласа памалла.

Юрать-ха, тав турра, вӗренӳ процесӗнче пирӗн тӑван чӗлхе пур, ҫук мар. Унӑн вырӑнӗ тырӑ пӗрчи пысӑкӑш пулин те — пур. Анчах та чылай сферӑра пач та ҫук вӗт! Спорт, финанс системисенче — пушшех те ҫук. Транспорт, техника, ӑслӑлӑх системисенче — пур пулсан та куҫпа ӑна асӑрхама питӗ йывӑр. Ӑслӑлӑх системинче, калӑпӑр, ытларах енӗпе чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ тӗпчевсене кӑна асӑнма пулать. Унта та пулин чӑваш чӗлхине тӗпчесе ҫырнӑ ӗҫсене вырӑсла хатӗрлени пӗрре те йӗркесӗр япала шутланмасть... Хӑш-пӗр сферӑра чӑваш чӗлхи саккунпа килӗшӳллӗн пулмалла пек те — факт енӗпе пӑхсан вара вӑл унта ҫук. Ак, халь ман тӗлӗшпе административлӑ суд ӗҫӗ пырать. Хайхи шалӑпа тӑван чӗлхепе кайса парас терӗм те — ку ӗҫ маншӑн Бастили крепӑҫне илнипе танах пулса тухрӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн, чӑвашла эп шалӑп ҫырма пултаратӑп, анчах та суда ҫитсен нихӑшӗ те йышӑнасшӑн мар (хутсем йышӑнакан майраран пуҫласа район сучӗн председателӗ таранах!). Пирӗн суд системи вырӑс чӗлхипе усӑ курать теҫҫӗ те чӑваш чӗлхине хӑвалаҫҫӗ кӑна. Аран-аран чӑвашла шалӑп парса хӑвартӑм... Судрисемшӗн (сӑмах Шупашкар район сучӗ пирки пырать) чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи шутланни хут ҫинче кӑна, фактически вара усӑ куртарасшӑн мар. «Эс вырӑсла пӗлетӗн-ҫке» теҫҫӗ та ман хута йышӑнассинчен сӑмсисене пӑраҫҫӗ.

Акӑ тата... Нумай пулмасть, хальтерех, Шупашкар хӑйӗн юбилейне ирттерчӗ. Те Шупашкар уявларӗ ӗнтӗ, те Чебоксары текен хула. Чебоксарыех уявларӗ пулас: пӗтӗм хула, пӗчӗк тӗслӗхсемсӗр пуҫне, йӑлт вырӑсла капӑрланнӑччӗ; Пичет ҫурчӗ патӗнчи ункӑра чӑвашла та вырӑсла та «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» ҫырнипе илемлетнӗччӗ те хулан юбилейӗ тӗлне ӑна вара йӑлт вырӑсла йӗркелерӗҫ; хулан юбилейӗ тӗлне гимн ҫырма та вырӑсла кӑна юратчӗ... Ҫаксене шута илсен ман шутпа Шупашкар мар, Чебоксары ӗнтӗ хӑйӗн 550 ҫулне уявларӗ.

Паянхи кунхи чӑваш чӗлхин вырӑнӗ — йӑлт 25–30 ҫул каяллах ун валли ҫӗнсе илнӗ лаптӑксем кӑна. 1990-мӗш ҫулсем енне ҫаврӑнса пӑхсан ҫулран ҫул пирӗн тӑван чӗлхе хӑйӗн позицине чакарса та чакарса пырать. «Чӗлхесем ҫинчен» саккун тӑрӑх чӑваш чӗлхине аталантарасси — патшалӑх тивӗҫӗ. Анчах та паянхи кун ку ӗҫе ытларах енӗпе ахаль халӑх кӑна туса пырать. Патшалӑх вара ӗҫленӗ шутне кӑна тӑвать. Кунашкалли вӗсене йӑлт тивӗҫтерет пулас — чӗлхери йывӑр лару-тӑру пирки тӳре-шара мар, ахаль халӑх ҫеҫ чан ҫапать...

Удмуртири пулӑмсем те пирӗннисем пекех ӗнтӗ — вӗсене пулах ӗнтӗ ватӑ ӑсчах чунӗ чӑтса тӑрайман... Республика парламенчӗ умӗнче хӑйне ҫунтарса янӑ.

Тӳре-шара вара чӗлхе тӗлӗшпе лару-тӑру йӗркеллӗ тенӗ чухне е вӗсем проблемӑн ҫивӗчлӗхне ӑнланса ҫитереймеҫҫӗ, е пӗле тӑркачах, пичӗсене хӗретмесӗрех, суяҫҫӗ ҫеҫ.

Хисеплӗ Альберт Алексеевич! Йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, чуну тасалса кайтӑр. Эпир, чӑвашсем, сирӗн пысӑк ӗҫӗре хамӑр асра тытса пурӑнӑпӑр!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (37)]

Comments:

Атнер // 1726.84.3785
2019.09.19 09:29
Ҫук ӗнтӗ Акапасар тете. Ну калаҫасшӑн мар тепӗр ӑс-чах е чӑваш ҫыравҫи мӑнукӗпе чӑвашла .Вара мӗн?.Айван мар пуль вӑл ЧАП пуҫлӑхӗ ЛУКИЯНОВ пек ҫине тӑрса чӗлхене упраса хӑварма.Мӗн тума кирлӗ пӗтекен япала.Вӗрент лучшӗ акӑлчанла е хранцузла.
Agabazar // 6177.5.2514
2019.09.19 16:11
Agabazar
Атнер хăйĕн мăнукĕсемпе тата мăнукĕсен юлташĕсемпе шарлантарса чăвашла калаçать тит. Кам курнă çакна? Кам çирĕплетме пултарать?
Атнер // 1726.84.3785
2019.09.20 10:42
Каҫару ыйтатӑп.Акапасар тете.Эпӗ те ҫав шурсухалсене итлесе тӑван чӗлхемӗре вӗрентесси манӑн мар,садик-шкулӑн тивӗҫӗ тесе шутласа пурӑннӑ.Ҫапах та айӑп ан ту.Путинпа чубайс пӗтерсе хучӗҫ чӗлхемӗре тесе хама хам тӳрре кӑларас тетӗп ӗнтӗ.Пурте тенӗ пекех манпа килӗшесси пирки иккӗленместӗп. Лукиянов,Балтай,Марина Карягина,Илле Иванов мӗнле майпа ачисемпе тап-таса чӑвашла калаҫаҫҫӗ вара?.Чубайс та чӑрманатарма пултарайман?.
2019.09.23 22:31
Атнер, вĕсем тен, нÿхрепне пытанса калаçаççĕ. Ыттисем вара пуçлăхсенчен ирĕк кĕтеççĕ ачисемпе чăвашла калаçма, чăвашла вĕрентме. Ара, хăйсен пуçĕсем çук-çке.
Agabazar // 2766.46.6102
2019.09.24 04:39
Agabazar
Манран "каçару" ыйтмалăхах нимĕн те каламан-ха. А тăван чĕлхене килелле тата нÿхрепелле хăваланине ăславра маригинализаци теççĕ.
2019.09.24 10:45
Акапасар, чăваш ашшĕ чăваш ывăлĕпе вырăсла калаçнине мĕнле теççĕ ăславра? Эй, айван та эсир, сайтра ларакансем. Хăвăр тăван чĕлхерен писнине хăвăр та те асăрхамастăр те ятарласа курмиш пулаттăр. Никама та шкулта вĕрентмеççĕ тăван чĕлхене, эсĕ ăна кăкăр сĕчĕпе çăтатăн, каярахпа ăс-тăнпа. Ăс-тăн катăкрах пулсан - кунта ĕнтĕ нимĕн те тума çук. Тата тепĕр пулăм: арçури пирки ăнлантарса пани. Вулатăн та асра шурале сăнĕ çуралать. Ăрçури вара Леший... Нивушлĕ çавна та ăнкартма ăс-тăн çитмест? Вуламалла ытларах, сайт çинче çырса ларнипе кăна мар. Вара, тен, кăшт ăс-тăнпа анлăрах усă курма май пулĕ. Атту паян кашни виçĕ йĕрке çырнисем хăйсене çыравçă теççĕ, çавă çеç-и, ыттисене пурăнма вĕрентеççĕ.
Agabazar // 1162.9.9000
2019.09.24 16:32
Agabazar
Капайланам пекки туса ан тăр кунта.
2019.09.25 06:37
Акапасар, тĕрĕсне калани килĕшмест апла? Мĕншĕн вара çав териех хăвăр кунта чăваш чĕлхишĕн пăшăрханатпăр тесе лараттăр? Пуш параппаншăн-ши? Енчен те сире хистесе тăван чĕлхене шкулта вĕрентмелле пулсан, чăваш чĕлхи тăван чĕлхе мар, ют чĕлхе пулса тухать. Тăван чĕлхене килтен вĕренсе тухаççĕ. Ку каппайланса ларни мар, тĕрĕсне, сирĕн хупă куçăрсене уçни пулать.
Микула // 9259.3.8429
2019.10.05 09:55
Аскольд кунта ыйтуна урӑхларах пӑхмалла,патшалӑх чиновникӗ енчен мар,халӑх енчен тишкермелле. Патшалӑхӑн паянхи чиновникне сан тӑван чӗлхе кирлӗ мар пулсан мӗн тума кирлӗ халӑха ун пек чиновник. Мӗншӗн ӑна халӑхӑн тӑрантармалла?
Микула // 9259.3.8429
2019.10.05 09:57
16 января 1969 года пражский студент философского факультета Карлова университета Ян Палах в районе четырех часов дня вышел на Вацлавскую площадь в самом центре Праги, возле Национального музея. Юноша снял пальто, достал пластиковую бутылку, облил себя бензином и поджег.

Огонь вспыхнул сразу. Палах, объятый пламенем, пробежал несколько шагов, упал и покатился по асфальту. Прохожие бросились к нему и потушили огонь своими пальто, после чего юношу отправили в больницу. У него было обожжено 85% процентов тела, но он был в сознании. Палах прожил еще три дня и умер 19 января.

Мотивы своего поступка Палах объяснил в письмах, которые оставил на месте самоподжога. В них он прямо говорил, что его поступок – протест против вторжения советских танков в Чехословакию в августе 1968 года.

Pages: 1, [2], 3, 4

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters