Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗн ҫамки ҫине чӑвашла ҫырманни чылайӑшӗн кӑмӑлне хускатрӗ — статья айӗнче хӑйӗн шухӑшне сахал мар ҫын палӑртрӗ. Ҫавах та театр директорӗ шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн, ыйту хуравне хӑйӗнчен илтес тесе, Елена Васильевна патне ҫитсе килес терӗм.
Чӑн та, тӗрӗссипе, статья ҫырас умӗн Елена Николаевӑпа ҫыхӑнмаллаччӗ. Хӑш-пӗр япала вара уҫӑмланӗччӗ, халӑх ытлашши пӑшӑрханса ӳкмӗччӗ.
Статйи хӑй «Чӑвашла ҫырма вӑхӑт пулман» хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралчӗ-ха ӗнтӗ. Унта тӗп вырӑна учреждени ячӗсене чӑвашла ҫырассине лартнӑччӗ та-ха та. Анчах халӑха ытларах Ҫеҫпӗл Мишши ятне чӑвашла ҫырманни пӑшӑрхантарчӗ пулас та чи нумай «патак ҫиме» Елена Васильевнӑн тиврӗ. Кунта савӑнмалли самант та тупма пулать ӗнтӗ — чӑвашлӑх тӗнчи халӑх чӗрине хумхантарма пӑрахман-ха! Халӑх хӑй чӑваш пулнине манса кайман, ытти халӑх хушшинче ҫухаласшӑн мар!
Ҫамрӑксен театрӗн директорӗ патне ун чухне мӗншӗн шӑнкӑравламарӑм-ха? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл статья ҫӗрле ҫырӑнчӗ (шӑматкун ирхи валли курӑмланма лартнӑччӗ). Иккӗмӗшӗнчен, Фейсбукра ку тӗлӗшпе Елена Васильевнӑн хуравӗ пурччӗ ӗнтӗ — вӑл унта чӑвашла пулатех тесе пӗлтернӗччӗ. Шӑнкӑравласан та урӑх ним ҫӗнни те пӗлеймӗп тесе шутларӑм. Вӑл хурава та хамшӑн «отписка» евӗр ҫеҫ йышӑнтӑм-ха.
Директор патӗнче хӑнара пулнӑ хыҫҫӑн ыйту уҫӑмланчӗ. Чӑвашла ҫырма шутламан тени пӗрре те тӗрӗс мар. Шутланӑ. Чӑвашла текстне те хатӗрленӗ. Эп ҫырнӑ статья пулман пулсан ҫак кунсенчех чӑвашла ҫырни те хӑйӗн вырӑнне тупатчӗ. Паян пулса иртнӗ шӑв-шав хыҫҫӑн театр ятне ҫурт ҫине урӑхларах ҫырма шут тытнӑ, ҫавна май кӗтме тивӗ. Ку ӗҫе 22-мӗшччен йӗркелесе ҫитерес шухӑшлӑ.
Ҫурт ҫамки ҫинче вырӑсла ҫеҫ ҫырса хуни вӑхӑтлӑха ҫеҫ. Пӗрремӗшӗ — ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкар театр форумӗ иртмелле. Вӑл чӳкӗн 11-мӗшӗнче пуҫланмалла. Ҫавна май васканӑ та ӗнтӗ, вырӑслине те пулин ҫурт ҫамки ҫине вырнаҫтарма — хӑнасене ятсӑр театрта йышӑнас мар тесе. Иккӗмӗшӗнчен — театр директорӗ ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ кунӗ тӗлне ҫав-ҫавах чӑвашла та пулӗччӗ. Ку уява вырӑсла ятпа ҫеҫ ҫавах кӗтсе илмӗччӗх.
Унсӑр пуҫне ҫурт ҫамки ҫинче вырӑн хӗсӗк пулни те лару-тӑрӑва самай кӑткӑслатнӑ. Чӑвашлине ӑҫта вырнаҫтарасси ыйту тӑратнӑ: вырӑслипе юнашар? е алӑк ҫийӗнчи полосапа усӑ курмалла? Ҫӗнӗ тум тӑхӑннӑ хыҫҫӑн театрӑн ум енӗ пушанса юлнӑ (асаилтерер, маларах унта театр анонсӗсем вырнаҫнӑччӗ) — унта ҫырасси пирки те шухӑшланӑ: пысӑк та илемлӗ саспаллисемпе вырнаҫтармалӑх вырӑн сахал мар. Ҫаксенчен хӑш варианта суйласа илнине каярах пӗлме пулӗ — вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн. Хальлӗхе сире пӗлтермӗпӗр, варианчӗсемпе ҫеҫ паллаштарӑпӑр.
Елена Васильевна патӗнче хӑнара пулни питӗ кӑмӑла кайрӗ. Чи килӗшнӗ самант — Иосиф Трера театрта манмаҫҫӗ: директор кабинетӗнче ун сӑнӗ тӑрать; Елена Васильевна та калаҫу хушшинче ун ятне вунӑ хут та асӑнчӗ пуль. Хӑшӗ-пӗри Иосифа ахалех вӑранма ыйтать — Ҫеҫпӗл ятӗнчен ҫамрӑксен театрӗнче кулаҫҫӗ тени тӗрӗс мар. Елена Васильевнӑн ятне те ырӑпа кӑна асӑнатчӗҫ эп тӗл пулнӑ ҫынсем. Театр ҫуртне хӑт кӗртес тесе вӑл театртах кунне-ҫӗрне ирттерет тени сахал мар илтрӗм. Чӑн та, калаҫуран та хӑйне шанса панӑ ӗҫе пӗтӗм чуна парса ӗҫлени лайӑх курӑнчӗ.
Ҫамрӑксен театрӗн ҫурчӗ чӑннипе те илемлӗ пулса тухнӑ. Кӑна Валерий Туркай та палӑртрӗ. Елена Васильевнӑна эпир хамӑр енчен пуҫланӑ ӗҫе тивӗҫлӗ шайра вӗҫлеме сунатпӑр, театр форумӗ те, Ҫеҫпӗл Мишшин ҫуралнӑ кунне халалланӑ уяв та аван иртессе шанатпӑр!
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Микула, хуралта ларнă чухне пăшална çухатмарăн-и?...
Упаççи шкул директорĕсене тем ăс парасшăн. Анчах та лешсен хăйсен наччальникĕ пур. Калăпăр, Кудряшов министăр.
А хайхи Кудряшовне Упаççи каланисем, паллах, ним тума та кирлĕ мар. Ăна Кремĕлти Ольга Васильева тÿре хăй хальхи вырăна вырнаçма пулашнă çеç мар, хăйех çак вырана лартнă теес пулать (ятарла вăрăм калаçу хыççăн).
Енчен те Упаççие министăра лартсассăн, вăл хăй те халь мĕн çырнисене пĕр-ик çеккундранах манса кайма пултарать пуль.
Чăвашла пĕлни хĕсметре-мĕнре усă панă пек калаçкалать-ха та, анчах та чăн пурнăç вăл каланисенчен чылай уйрăлса тăрать.
удивляет до глубины души... О чем вы спорите, утверждаете, когда в Чувашии ежедневно умирают 9 человек? Пока до своей предполагаемой "истины" получите, ни одного чуваша не останется...
Agabazar: "Енчен те Упаççие министăра лартсассăн, вăл хăй те халь мĕн çырнисене пĕр-ик çеккундранах манса кайма пултарать пуль".
1. Акапасар/Agabazar, эс ухмах ҫын мар-ҫке! Ма шухӑша айӑкка пӑратӑн? Кунта (вырӑсла ҫырнинче) чӑваш чӗлхи усӑллӑ пулни пирки калаҫу пырать. Усӑллӑ пулсан, кӑна (ҫеҫ!) ҫав еннелле туртӑну пулать.
Усси: ӗҫ тупассипе те, карьера енӗпе пусма картлашкипе хӑпарассипе те, коллективсенче психологи енӗпе хӑвна комфортлӑ туясипе те...
2. Упаççи-чиновник вӑхӑчӗсем иртсе кайнӑ. Юрать, фантазиллӗ шухӑша малалла аталантарар.
"Упаççи пекки" карьерист-чиновник министр пуканне йышӑнче, тейӗпӗр. Анчах та кунта ҫавна кутран тапма, Акапасар е халӑх каланӑ сӑмахне итлеттерме темӗнле офциаллӑ йӗркепе ҫирӗплетнӗ ют вӑй кирлӗ (ОНФ пекки, ХАЛӐХ ХУРАЛӖ, тейӗпӗр).
Апла-тӑк, хӑй айӗнчи министр креслине сыхлакан Упаҫҫи ирӗксӗрех хушу парать: чӑваш чӗлхи пуласрӑхра, шкул пӗтерсен ачасем валли усӑллӑ пулать тесе. Ҫав вӑхӑтрах, кунта чӑн сӑмахӑн суйи ҫук!
Акапасар, тепӗр хут вуласа тух. Шахвӑртса калани те пур унта, ӑнланассине шанатӑп.
Тÿре-шара, тиек-тавраш тенисем, вăл шутра министăр та, ирĕклĕ художник мар. Эппин, малтан мĕн каланисене манса каять тенинче темĕнле усал шухăш çук. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ.
Акапасар .Пирӗн министӑрсен" хуҫисем" камсем ? Вырӑнти "олигархсем" ? Вӗсен малтан мӗн шухӑш ? Укҫа малта ? Убассине ҫавӑнпа та министр пулма шанса паракан пулмаҫ. Укҫа вӑл влаҫ,влаҫ вӑл укҫа ? Убассин пӗр-пӗр "олигархӑн тарҫи" пулас пулать е "олигарх". Олигарх пулас пулсан ӑнланмалла ,наци юхӑмне чӑннипех укҫа парса ҫӗклекенӗн бизнес тенине хӑвӑрт путарса лартӗҫ. Эртсе пынӑ пек туса чарса пырсан ҫеҫ тӗкӗнмӗҫ.Анчах та калпак айӗнче пулма килӗшмелле. Наци юхӑмӗ вӑл укҫасӑр чылай тытӑнса тӑраймаҫ. Халӑха хӳтлӗх тата усӑ пама пултаракан чӑвашсем паян ытларах туллашра ҫемье валли укҫа ҫапаҫҫӗ.Теприсем "комфортлӑ регионтан" куҫса кайма та ӗлкӗрнӗ е хатӗрленеҫҫӗ. Малтан эртсе пулма пултараканнисене сапалаҫҫӗ кайран халӑха.
Унсӑр пуҫне ,шутлатӑп,Шупашкарта тата ытти хуласенче Ҫеҫпӗл ячӗ хисеплӗ чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла
Чӑваш чӗлхе "усӑллӑ пулсан ҫеҫ чӗлхене вӗренӗҫ" тесе калакннисене тепӗр хут каласа асӑрхаттарар. Сирӗн шухӑш ултавлӑ тата тӳнтерле. Сирӗн шухӑш тӗрӗс пулнӑ пулсан мӗншӗн "русский мир тата русский язык" тенине сыхласа аталантарма миллиардшер укҫа тӑкаҫҫӗ,патшалӑхӑн пӗтӗм "рессурсӗпе" усӑ кураҫҫӗ? Чӑваш ачи "русскоязычный " кӑна пултӑр тесе вӗренӳ программи тата стантарче пирӗн ҫавӑн пек хатӗрлеҫҫӗ ? Вӗренӳ , култура,информаци министӑрӗсене те кам ҫирӗплетет ?
... В.Туркайӑн кун кӗнекинчен: 1988 ҫул, октябрь, 28.
15.00. ЧНИИ. "Яковлев Обществин" йӗркелӳ ушкӑнӗн пухӑвӗ. Пухӑннӑ:Станъял,Атнер,Иосиф,ЭллиЮрьев,В.П.Иванов,Кирилл, Юмарт, Желтов, А.Леонтьев, М.И.Скворцов, И.П.Павлов, А.А.Трофимов, П.С.Краснов, Г.Фомиряков, Ст. Александров (Упаҫҫи), Роза Петровна (пединститутран), В.Родионов, эпӗ.
Тӗп шухӑш: ХАЛӐХ ФРОНЧӖ кирлӗ. Унӑн ячӗ: Яковлев я.х. халӑх Х у р а л ӗ. Ку сӗнӗвӗмпе нумайӑшӗ килӗшрӗҫ.
Программа тума ушкӑн турӑмӑр (7 ҫын). Ҫыхӑну ушкӑнӗ. Юрисконсультсен ушкӑнӗ. Пресс-ушкӑн".