Чăвашла тата вырăсла калаçасси тĕлĕшпе ăçта уяма кирлĕ-ха кунта?
"Хурал кĕтесĕнче" тата "Флудильня" текеннинче.
"Хурал кĕтесне" кĕтĕн пулсан — чăвашла калаç. Мĕншĕн тесен вырăсла калаçас текенсем валли "Флудильня" пур.
"Флудильня" текеннине кĕрсен чăвашла калаçмасан та юрать. Мĕншĕн тесен чăвашла калаçма "Хурал кĕтесĕ" пур.
Çавă çеç. Ытти тĕлсенче вара ним хăрамасăр чăвашла яра пар! Ан хăра!
Тĕрĕссипе "Флудильня" текеннинче питех хăрамалла мар. Ма тесен кунта пур тĕлте те "Чăваш халăх канашлавĕ". Чăваш чĕлхи вара чăвашшăн наци чĕлхи пулать.
Тимӗр Акташ // 9078.5.3420
2020.01.06 01:26
Вырӑк Суварина. Эсир тӗрӗс ҫырнӑ. Паян Шупашкар хулин пуҫлӑха Е.Н.Кадышева пирӗн Заявленине ятӑм. Сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн
хурав пама ыйтрӑм.
Интернетра (Тетелте) ним те <<хай тĕллĕн>> пулса пымасть.
Ним те ăнсăртран мар. Станьял хăта та çакăн пирки яланах калать. Эп те çавнах калатăп.
Интернет вăл — Интернет. Унăн вăйне пурте пĕлеççĕ. Ыттисене хăвăнтан ухмахрах тесе шутламалла мар. Тÿре-шара та ухмах мар. Хуть те мĕнле пулсан та, вăл супăнь çимест.
вырак суварин // 1437.1.9259
2020.01.06 19:45
Тимĕр Акташ, прогород сайтĕнче комментарисем çыракансем шовинистсем мар унта, унта БОТ-ПРОВОКАТОРСЕМ ытларах, ахаль йĕркеллĕ çынсем нимте хирĕçлемĕççĕ. Эпĕ вĕсемпе кăштах пÿплеме хăнăхмашкăн кăна çыртăм, тата ахаль çынсем вĕсен çыруне вуласа чăнах та вĕсемпек шутлама пуçлĕç. Интернет тăрăхĕнче халĕ çырас умĕн пин хут шутласа çырмалла, мĕнле çырмаллине те хăнахмалла. Куртăр пуль, тÿрех "силовиксем ăçта пăхаç" тесе хăратасшăн, вĕсем паллах мĕн çырмаллине пĕлекен çынсем. хăнахнă çынсем. Интерент вăйĕ паллах витĕмлĕ.