Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -1.7 °C
Поистине ловок тот, кто умеет скрывать свою ловкость.(Ф. Ларошфуко)
 

Ad

Сӑвар Эртиван: Сӑвар Ыртӑван ҫӗнӗ ҫулта юрланӑ виҫӗ юрӑ

Сӑвар Эртиван07.01.2020 20:448461 viewsEdit Delete

Умсӑмах

Тавтапуҫах хурӑнташа,

Хуран панчи тус-юлташа

Ҫӗн Ҫул саламӗ янӑшӑн,

Ытар сӑмах каланӑшӑн.

 

Ун пек чухне урмасть чӑваш,

Куҫҫульпеле кулать йӑваш.

Кураймансем кулсассӑн та

Чун кӳтнӗрен юрлать чунташ.

 

1. «Уй варринче лаштра юман» кӗввипе

Хуламӑрта хура палӑк.

Атте тесе эп кайрӑм та

Хаяр Йӑван пулчӗ тӑчӗ,

Чун хурланчӗ, макӑртӑм та…

 

Шупашкарта шурӑ палӑк.

Анне тесе эп кайрӑм та

Майра патша пулчӗ тӑчӗ,

Чун хурланчӗ, макӑртӑм та…

 

Тӗп хулара тӗссӗр палӑк.

Тӑван тесе эп кайрӑм та

Ҫич ют ҫынни пулчӗ тӑчӗ,

Чун хурланчӗ, макӑртӑм та…

 

2. «Атте мана шур пӳрт лартса парас тет» кӗввипе

Атте мана тӑван ялта пурӑн тет,

Атте мана тӑван ялта пурӑн тет те

Тӑван ялта пурӑнасси, ай пулмарӗ,

Ирӗксӗрех кайма тивет хулана.

 

Анне мана Шупашкарта пурӑн тет,

Анне мана Шупашкарта пурӑн тет те

Тӗп хулара пурӑнасси, ай, пулмарӗ,

Ирӗксӗрех каяс пулать ҫӗн ҫӗре.

 

Тӑван мана Чӑваш енрех пурӑн тет,

Тӑван мана Чӑваш енрех пурӑн тет те

Чӑваш енрех пурӑнасси ман пулмарӗ,

Ирӗксӗрех каяс пулать ют ҫӗре.

 

Ах, пурнӑҫӑм, чӑваш ҫыннин пурӑнӑҫӗ,

Ах, пурнӑҫӑм, хура халӑх хур пурнӑҫ те

Чӑваш пулса пурӑнасси пулаймарӗ,

Ирӗксӗрех кӑлараҫҫӗ ҫич юта.

 

3. «Мулкач юрри» кӗввипе

Ҫӳл ту ҫинчи мулкачӑн пек,

Ҫӳл ту ҫинчи мулкачӑн пек

Ман асапа камах курать:

Ют хулари кӗрӗш ӗҫпе

Шӑммӑ-шаккӑм ялан сурать…

 

Килте ачам пит йӗрет пуль,

Килте ачам пит йӗрет пуль,

Аттем хӑҫан килет, тет пуль.

Ун амӑшӗ хӑй мӑшӑрне

Ирӗн-каҫӑн шав кӗтет пуль.

 

Эпир ҫапах пурнӑпӑр-ха,

Эпир ҫапах тӳсӗпӗр-ха.

Мулкач епле чӑтайӗ-ши,

Сунарҫӑран сыхлайнӗ-ши?

Ай-яй, пит шел, ытла та шел…

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (13)]

Comments:

Agabazar // 5988.7.3722
2020.01.07 23:34
Agabazar
Виталий Григорьевич Эртиван "Сăвар" тенине паян шутласа тупман. Сахалтан та пĕр 50 çул каялла.
Тимер // 2830.00.2156
2020.01.08 09:48
Петӗ Хусанкай вӑрҫӑра кореспондент пулнӑ чухне Сувар ятпа пичетленнӗ.ахалтан та 77 ҫул каялла.
Agabazar // 2819.65.7740
2020.01.08 15:14
Agabazar
Петĕр Хусанкай Тутарстанти Элкел районĕнчи Сиктĕрмере çуралса ÿснĕ.

Сикттĕрмерен 15-20 çухрăм хĕвеланăçнелле Кузнечиха ятлă вырăс ялĕ вырнаçнă. Çав яла урăхла Сувар теççĕ. Мĕншĕн тесен хайхи авалхи хула юлашкисем — çавăнта.

Вăт çавна асра тытса Петĕр Хусанкай Сувар пĕçемтонимпа усă курнă.
Ялтан // 1603.06.2769
2020.01.08 19:52
Пĕр тапранса кайсан чарма çук çÿлтисене: ик патшан палăкне лартни лăпланĕç-и, ыттисене те лартĕç шарламасан.
Agabazar // 2541.47.9611
2020.01.09 15:19
Agabazar
Еплерех <<лăплантарсшăн>> вара эс?
Ватти // 6334.4.8538
2020.01.14 13:17
Мӗншӗн суя сӑмахсем ҫырса ларатӑр?
Хуларан // 2508.96.7407
2020.01.14 21:26
Agabazar, Кузнечиха ятлă вырăс ялне кам малтан Сувар ят хунă тата хăçан. Хăвăр сăмаха мĕнле истори тата архиологи ĕçĕсемпе çирĕплетсе пама пултаратăр.
Agabazar // 1522.41.5189
2020.01.15 16:41
Agabazar
Эс ухмах-и, аслă-и?

"Малтан" тесе кам каларĕ сана?

Тепĕр хут:
Сикттĕрмерен 15-20 çухрăм хĕвеланăçнелле Кузнечиха ятлă вырăс ялĕ вырнаçнă. Çав яла урăхла Сувар теççĕ. Мĕншĕн тесен хайхи авалхи хула юлашкисем — çавăнта.

Вăт çавна асра тытса Петĕр Хусанкай Сувар пĕçемтонимпа усă курнă.

Цитата: Zhendoso от Октябрь 13, 2019, 16:17
в чувашском языке сохранилось слово сăвар как название одного из разрушенных мифических городов и как название Кузнечихинского городища.
Есть сведения, что и само русское село Кузнечиха (бывший райцентр) частенько называлось просто Сувар (Суар, Сăвар) местными русскими, татарскими, чувашскими людьми.
Цитировать
Г. Н. Ахмеров Экскурсия на место древнего Сувара. Татарско-чувашское название села Кузнечиха Спасского уезда совершен­но созвучно с именем Булгарского города Сувар, упоминаемого у арабских пи­сателей X столетия.Татары называют это село Иске суар, чуваши — Киве свар (старый Свар), в отличие от соседней деревни Новой Кузнечихи (тат. Янга Суар, чув. Чене Свар)
Древний Сувар: археологические исследования и находки / авторы-составители А А . Хайдаров и др.; под ред. А.Г. Мухамадиева. - Казань: КЮИ МВД России, 2009. - 207 с
Agabazar // 1522.41.5189
2020.01.15 16:53
Agabazar
Акапасар нихçан та пустуй халлап çапмасть, çавна манса ан кай.
2020.01.16 13:36
Эсир чăваш чĕлхишĕн вĕтĕленетĕр е сÿннĕ кăварта чакаланас тетĕр? Пĕр енчен тĕрĕс, чавалан та чавалан, пĕр шухăш та çук, малашнехи вара?

Pages: [1], 2

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters