Маттур, Виталий Петрович! Питĕ лайăх хаклав!
Муркаш халăхне вара тата тепĕр пысăк çитĕнÿ тунă ятпа саламлатăп!
Пурнатпăр-ха!
Валери Туркай
Анатолий Абансер // 1267.87.3278
2020.04.02 14:08
Чӑннипех те пахалӑхлӑ хаклав. Аксакал коллективӑн Пысӑк ĕçне тĕрлĕ енчен тишкернĕ: лайӑх енĕсене фактсемпе çирĕплетнĕ, япӑх енĕсене ятран каланӑ, республикёри энциклопедистсен пысӑк ĕçне кӑтартма манман, тĕллевсене те кӑтартма манман.
Эй, тĕрлĕ пост çыракансем! Вĕренĕр-ха Виталий Петровичран. Вӑл, ав, 9-мĕш теçеткене пусрĕ пулин те текста чӑвашла хитре, логика тĕлĕшĕнчен хӑватлӑ калӑплать. Сӑмахсене те пулин тĕрĕс çырӑр: чӑвашсене пĕтерес шутли "зраза" тесе çырать (?!), тепри чӑваш лексикологийĕнче çĕнĕ сӑмах шутласа кӑларнӑ – «намăрăн» тет.
ЧПУра пĕрле вĕреннĕ Валери Туркайпа килĕшетĕп.
Тихонов // 5069.1.0039
2020.04.02 15:53
Тутарстанри Сепреленче чавашла Энциклопеди каларна . пите хитре самахсемпе тата сава йеркисене кашни палла ентеше халалласа . Пирен вара шаблонран тата пери тепринчен " чепетессинчен " мала каяймарес. " Халах кенеки " тетпер пулсан ана халах камалне каймалла хатерлесче.
Тихонов // 5069.1.0039
2020-04-02 15:53
Тутарстанри Сепреленче чавашла Энциклопеди каларна . пите хитре самахсемпе тата сава йеркисене кашни палла ентеше халалласа . Пирен вара шаблонран тата пери тепринчен " чепетессинчен " мала каяймарес. " Халах кенеки " тетпер пулсан ана халах камалне каймалла хатерлесче.
Тутарстанра — тутарсем. Вĕсем вара чăвашсене çапла калама пултарнă: «Энциклопеди кăларасшăн-и? Тархасшăн, кăларăр. Анчах та тăван чĕлхепе — чăвашла". Вăт çакншкал тĕрек. Хамăр Чăваш республикинче унашкал тĕрек парас текенсем çукрах çав.
Вăт çакнашкал самантсем те кунта пысăк вырăн йышăнма пултараççĕ. Пирĕн вара вырăсла çеç хыпар-хăнарлăх пекки кăлараççĕ те — чăх пек савăнаççĕ, каçса кайса мухтанаççĕ. Мĕнех, тĕппипех ассимиляциленесси патне тепĕр Улăпла Утăм.
Валери Тургай // 2213.12.2360
2020.04.03 07:57
Намӑс мана саншӑн, гагапассар! Ҫынсем питӗ пысӑк ырӑ ӗ ӗҫ тунӑ! Ҫынсен - савӑнӑҫ! Эс йӗкӗлтешсе ларатӑн. Тупӑннӑ кунта суперпатриот, нацие ҫӑлаканни. Тутарсем питӗ маттур пулсан, пирӗн вӗсем пек пулмалла пулсан, кай та пурӑн Тутарстана, тух тутара!
Станьял ахальтен савӑнмасть, ахальтен мухтамасть вӑл. Вӑл - ПӖЛЕТ! Эс пӗлнӗ пек туса, пурне те ӑс парса ларан.
Ху мӗнле ырӑ ӗҫ тунӑ эс халӑхшӑн?! Атя, каласа пар пире!
Эп, сӑмахран, ку тӗлӗшпе пы-ы-ы-ысӑк отчет туса пама пултаратӑп. Станьял - ҫӗр хут пысӑкраххине.
И вопче, сахалтарах ҫыр-ха эс КУНТА - йӑлӑхтартӑн.
Валери Тукай. 89278555480.
Ҫук кун пек каймаҫ. Шухӑшсен ирӗклӗхӗ пулмаллах , хваламаллӑх ҫыннисем те юлман кунта. Акапасар та тепӗр чух тӗрӗссине калать. Тутарсенчен те тӗслӗхне илмелле ытти халӑх ҫыннисенчен те? Хӑвӑрах куратӑр, ӑҫталла пӑхасан та теприсен шучӗпе пирӗн пӗтӗмпех йӗркеллӗ . Нимӗн те тумалла мар.Триньки-триньки сиккелемелле кӑна. Энциклопеди ят пулсан шайӗ те ҫавнашкалах пулмалла тенӗ кӑна вӗт. Акапасар халӑх академикӗ, интернетра ун пек чылай ҫыракан та сахал тем тесен те хӑйӗн ӗҫӗнче "ӑста" .
Халӑхшӑн ырӑ ӗҫсем тунин "отчетне" паллах пурин те итлес килет . Мӗнле меслетпе ,мӗнле шайпа виҫмелле ӑна? Хисеп хучӗсем , ятсем е ӑсчах пулнине мала хумалла? Тен татах та урӑхларах "критери" пулмалла? Ан шутлӑр ,тиркет тесе. Ӑслӑ та хисеплӗ ҫынсенчен вӗренесшӗн кӑна. Тем тесен шухӑшсем пӗр пӗринпе хирӗҫлерех ҫуралаҫҫӗ. Анлантарса парӑр пире,ырӑ ӗҫсем тӑвакансем пирӗн пурах пулсан , мӗншӗн Республикӑн Тӗп Хулинче- Шупашкарта чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем ҫук ? Заслуженныйсем,ырӑ ӗҫсем чылай-тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем ҫук. Тӗшшисӗр ҫимӗҫ пек пулса тухать сирӗн ырӑ ӗҫсем?
Муркаш халăхне вара тата тепĕр пысăк çитĕнÿ тунă ятпа саламлатăп!
Пурнатпăр-ха!
Валери Туркай