Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +10.3 °C
Если бы мои солдаты начали думать,ни один не остался бы в войске.(Фридрих II)
 

Ad

Леонид Сильвестров: Михаил Игнатьева асӑнса

Леонид Сильвестров21.06.2020 00:578782 viewsEdit Delete

Самант тӗксӗмленчӗ

Мӗн пур Чӑвашра:

Хӗвел саншӑн сӳнчӗ,

Чуну — уҫлӑхра.

Нумай эс хӑвартӑн

Кунти пурнӑҫра.

Хӑв халӑхшӑн ҫунтӑн,

Утса тӑвалла.

Шӳте ӑнланмарӗҫ

Хӑш-пӗр юлташсем,

Пит хыт айӑпларӗҫ —

Ӑҫта чунӗсем?

Тепри, ҫаратсан та,

Лармасть тӗрмере.

Ун пурнӑҫӗ янтӑ —

Пулсан кӗсьере.

Анчах Турӑ куҫлӑ,

Йӑлтах Вӑл курать.

Парсассӑн та пурлӑх

Вӑрра каҫармасть.

Пӗр саншӑн Вӑл уҫӗ

Ҫӑтмах алӑкне,

Сана валли тупӗ

Чи ыр сӑмахне.

Манмасть тӑван халӑх

Ятна нихӑҫан.

Ӗҫӳ — чӗрӗ палӑк.

Апла эс пурнан!

 

Леонид Сильвестров

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (20)]

Comments:

Алексин // 3478.86.0093
2020.06.21 07:31
Лайăх çырнă, Леонид. Чунтан çырнă. Михаил Васильевичăн Чунĕ лайăх вырăна лектĕр!
...Ман пата шăнкăравла-ха.
Agabazar // 2413.35.2991
2020.06.21 12:37
Agabazar
Ленин палăкĕ патне, Шупашкарта, Михаил Васильевич Игнатьева асăнса баннер çĕклесе тухнă çын кам пулчĕ-ши?
Валери Туркай // 2968.77.8681
2020.06.21 12:38
Мӗн тени у "Самант тӗксӗмленчӗ
Мӗнпур Чӑвашра" тени?
Agabazar // 2413.35.2991
2020.06.21 12:45
Agabazar
Пĕри Михаил Васидльевич Игнатьев пирки вырăсла сăвă та çырса пăхрĕ (ПФО Правда сайтра куртăм).

Ян // 2945.39.2900
2020.06.21 13:29
Мне безумно грустно что за люди руководили нами... Вы посмотрите тех же руководителей Яншихово-Норваши. Они и университетами и районами, и министерствами управляют и управляли. Но никто в обход интересам того центра которым руководили ничего не строили в родной деревне. Они всегда старались воспитывать молодежь. Ихняя помощь землякам заключалась в воспитании подрастающего поколения. Прямую помощь они не оказывают. и ничего не строят.
А этот... Просто грусто за респулику когда узнал что за человек
Agabazar // 3627.31.3232
2020.06.21 18:05
Agabazar
Ма чăвашла калаçасшăн мар тата кунта?
Базиль Кириллов // 3478.86.0093
2020.06.21 19:24
Мишша пиччен вилĕмĕ Эльмен пурнăçран епле уйрăлнă евĕрлех. Вуласа пăхăр: "Даниил Эльмень: острые грани судьбы" (М.И. Иванов).
Сармантей // 1231.2.0123
2020.06.22 11:43
The comment was deleted.: комментари ҫырас йӗркене пӑсни
Agabazar // 3117.91.3675
2020.06.22 12:49
Agabazar
Базиль, кам-ха вăл сан «Мишша пиччу»?

Эльмен мар, Элмен.

Элмене никам та Интернетра чÿхемен, Кремльти пуçлăхсем те Элмене хирĕç тăман.

Элмене ĕçрен хăтарни Чаппан вăрçипе çыхăннă. Анчах та ăна Алтайра шăл çемми ĕç тупса панă мускавсем. Тепĕр çултанах каялла Чăваш Ене тавăрнă. Каллех — Чăваш Енри чи аслă пуçлăхĕсенчен пĕри (парти уйрăмĕн ертÿçи).
Agabazar // 3117.91.3675
2020.06.22 12:51
Agabazar
Элмене Чаппан вăрçишĕн ĕçрен пăрни — чылай енчен формаллĕ япала. Мĕншĕн тесен ун тĕлĕшпе айăплав кăларса тăратман.

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters