Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Горе сердцу не любившему смолоду!(И.Тургенев "Дворянское гнездо")
 

Ad

Аçтахар Плотников: Ҫӑ-, -ҫӗ, -ҫ аффикс хушӑнса пулакан сӑмахсем.

Аçтахар Плотников03.02.2008 14:0812213 views
«Тӑван Атӑлӑн» пӗлтӗрхи юлашки кӑларӑменче, раштавринче ӗнтӗ, «Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» пирки Борис Борлен ҫырнӑ хаклава вулама тӳр килчӗ.
http://chuvash.org/e/c387c495d0bdc4 ... 3180d%3187d%3187c495
Акӑ мӗн вӑл ҫырать:
...Ҫӗнӗ сӑмахсем хушшинче «ҫӑ», «ҫӗ» аффикспа пӗтекен сӑмахсем ытларах. Ҫав сӑмахсен «хуҫисем» те пӗр ҫынсемех. Пурте сӗм авалтан пӗлеҫҫӗ: тимӗрҫӗ тимӗртен мӗн те пулин тӑвать, усламҫӑ услам тӑвать. «Какайҫӑ» мӗн тӑвать тетӗр-и? Выльӑх-чӗрлӗх пусса тирпейлекен е аш-пӑшпа сутӑ тӑвакан ҫын иккен. Вырӑсла-чӑвашла: «Ну-и-ну!» тесе кӑшкӑрса ярас килет...

Мана вӑл асӑннӑ «-ҫӑ(-ҫӗ) аффикспа пулнӑскер мӗн те пулин тӑвакан ҫына пӗлтерет» шухӑша ячӗ. Вӑл чӑнахах-ши ҫапла тесе ятарласа статья шырама пуҫларӑм. Пуҫа малтанах юланутҫӑпа йӗлтӗрҫӗ кӗчӗҫ. Юланутҫи кунта пачах та вырӑнлӑ мар пулӗ (юланутпа юланутҫӑ пӗр пӗлтерӗшлӗ), анчах та вӑл ман пуҫа чи пӗрремӗш кӗчӗ. Борис Борлен йӑнӑшатех пулӗ терӗм. Мана вара Н.П. Петровӑн «Развитие словообразовательных типов с аффиксом -ҫӑ (-ҫӗ, -ҫ) и пополнение лексики чувашского литературного языка в советскии период» статьине пачӗҫ. Статьи вӑрӑм, сӑмахӗсем чӑнах та вӑл аффикссем хушӑнса 8 тӗрлӗ пулаҫҫӗ иккен:
http://ru.chuvash.org/e/d0a0d0b0d0b ... b5d%3180d0b8d0bed0b4
Статьи маншӑн кӑсӑклӑ пулчӗ — унта хӑш-пӗр сӑмах историне те уҫса панӑ. Сӑмахран, ҫыравҫӑ сӑмах аталанӑвӗ пирки...
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (12)]

Comments:

Victor // 2909.68.8036
2008.02.04 21:00
Victor
Ăна Intelligence теççĕ: 1. Пĕлÿлĕх. 2. Разветкă. 1976 çулта чăваш чĕлх ирĕклĕ пулман - ăна çÿлтен пăхсах тăнă. Патшалăх ертнĕ ĕçех ĕнтĕ - асăрханса вуламалла. Эпир чăвашсем хамăра хамăр вăл вăхăтра пур еннелле те сутнă та - чуралăха...
Victor // 2909.68.8036
2008.02.04 21:04
Victor
:D :D :D Vulassa păh-ha vĕsene şüş virile tărat':
"В современном чувашском литературном языке в аффиксальном словообразовании большой продуктивностью отличается аффикс -çă (-çĕ, -ç), который, присоединяясь к именам существительным, образует новые имена существительные со значением действующего лица. Если в русском языке в образовании имен существительных для обозначения действующего лица участвует более 60 суффиксов, то в чувашском языке этим суффиксам противостоит очень незначительная группа аффиксов. среди которых особое место занимает аффикс -çă(-çĕ, -ç). Изучение роли -çă(-çĕ, -ç) в истории чувашского словообразования даёт основание утверждать, что этот аффикс своей продуктивностью стал отличаться лишь в советский период развития языка, хотя по возрасту он является одной из наиболее древних служебных морфем."
Victor // 2909.68.8036
2008.02.04 21:08
Victor
Vyrăs cĕlhince affĭxĕsem purte jut cĕlheren. Văl affĭxsene hal'hi căvaš cĕlhinceh tupma pulat' - pirĕn vyrăsli te, hamărli te pur - ik hut numajrah Mănkămăllisen cĕlhincen:
arttis, velossipetis, pijanis
rešissör, prŏfessăr
menătšăr
inttărprenör
kolhhosnĭzză
kon'ŭh
monttašnĭk... :)
2008.02.04 22:12
Аçтахар Плотников
Изучение роли -çă(-çĕ, -ç) в истории чувашского словообразования даёт основание утверждать, что этот аффикс своей продуктивностью стал отличаться лишь в <b>советский период развития языка, хотя</b> по возрасту он является одной из наиболее древних служебных морфем.

-çă(-çĕ,-ç) аффиксемпе пулнă сăмахсем ман шутпа чăнах та çĕн самана (совет тапхăрĕ) пуçланнă хыççăн. Совет тапхăрĕчченхи вăхăтра ук аффикспа пулнă сăмахсем нумаях мар. Тимĕрçĕ, тата хăш-пĕр сăмахсем. Ытларахăш пайĕ — каярах пулнăскерсем. Ман шутпа ку чĕлхе калаçу формипе кăна аталаннинчен килет. Тата тепĕр сăлтав та пур: чăваш ятсемпе усă курма юратман, ĕлĕк çынсене «вăл», «лешĕ» тесе чĕннĕ. Çыруллăх килсен вара, уйрăмах куçару ĕçне пикенсен, рысăссен пĕр сăмахпа килекен сăмахĕсем валли куçарăвĕсене тупмалла пулнă. Тупмалла пулнă кăна мар ман шутпа, тăлмачсене куçару ĕçĕ шыраттарнă та. Калаçура, сăмахран, «утă сутакан» каласан ат кайнă, куçарнă чухне вара кĕскерех формăсем çав-çавах шырама тивет. Уйрăмах предложенире утă сăмахĕ те утă сутакан та тĕл пулать пулсан.

//Ку ман шухăш кăна. Эп йăнăшатăп та пулĕ.
Victor // 2909.68.8036
2008.02.05 06:45
Victor
««вăл», «лешĕ» тесе чĕннĕ» - унашкалах ан кала ĕнтĕ - ытла кулăшла. Анчах ят сăмахĕсемпе час усă курманни тĕрĕсех - чăваш чĕлхи ĕҫ-тăрăм сăмахĕсемпе нумайрах усă курать - ташлакан, сутакан, вĕренекен, вĕрентекен. Синттăксйс енчен те ку сăмахсем урăх йĕрке ыйтаççĕ - вырăс чĕлхи пăтратать кăна.
ЙĂНĂШ: чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ
ТĔРĔС: чӑваш чĕлхи вĕрентекен
Эпир калаçура хăш чухне ытти чĕлхесенчен вăрăмрах, хăш чухне кĕскерех формăсемпе усă куратпăр.
ÇĂллă сăмахсем сарăлни - чĕлхен тухăҫлă формисем аталанни çинчен калать. Статјара пĕрмай числа (1951, 1922...) парни усăллă инфформаццй пулин те - чăн мар. Унашкал формăсем асран-хутран унччен те тĕл пулканланах. Пуплевшĕн уйрăмах пайталлă формăсем пулнă вĕт-ха: кĕтÿç, пулăç... Çав пайталăха туйнипе аслатса янă кăна атте-асаттемĕрсем чĕлхемĕрĕн юхăмне.
Victor // 2909.68.8036
2008.02.05 07:12
Victor
Тата синттăксйс пирки:
"Чăваш вӗрентекенӗ" сăмах майлашăвĕ те ытла çыпăçăнуллă мар, кунта чăннипех "чăваш вĕрентÿçи" тесен тĕрĕсрех. Эппин, çавна курах асаттемӗрсем калаçура е -акан, е -çă тенĕ.

Тата эп сăнанă тăрӑх ăнман - чĕлхе тытăмне уяман - сăмахсем халӑх асĕнче нумайлăх тытӑнман: çыраканçă, ĕҫлевçĕ, вулавçă, ĕҫлевҫĕ. Пĕр-пĕринпе чăвашла хутшăнакансем ытлашши -çă'сене катнă. Affixĕ хăй те пӗр-пӗр пӗлтерӗшлӗ ăста ĕçе тăвакан çынна пӗлтерет вĕт-ха. Пуласса та ÇĂ - ĔÇ сăмахран пулмалла. Вара ĔÇЛЕВÇĔ < ĔÇ+лев+ĔÇ чăн-чăн тафтолокй...
2008.02.05 10:19
Аçтахар Плотников
Статјара пĕрмай числа (1951, 1922...) парни усăллă инфформаццй пулин те - чăн мар.
Статьяра ытларах енĕпе словарьсем пирки сăмах пырать. Литература чĕлхи пирки. Сăмахран, унта илсе панă "кĕлĕçĕ" сăмахах илер. Самани вăл вăхăтра апла пулнăран ăна словарьсене кĕртмен. Сăмахĕ вара МШ тахçанах кулаçура çӳренĕ...

-ÇĂ аффиксĕ -ЧĔ/-ЧĂ (елчĕ) аффиксран пулса кайнă тесе шантарать автор... Эпĕ малтан ÇЫНран пулман-и тесе шутласаччĕ...
Victor // 2909.68.8036
2008.02.06 09:08
Victor
-ÇĂ аффиксĕ -ЧĔ/-ЧĂ (елчĕ) аффиксран пулса кайнă тесе шантарать автор...
Ара, чăваш чӗлхинче Ç, Ч-па юнашар тăрать те, тем те калама пулать: Т Ч Ç С Ш. А "чĕ"йĕ мӗн пӗлтернӗ-ши? Чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхинчен тухнă тенине мар-ши?
Ăслăрах, чеерех чĕлхеçĕсем Тĕрĕк чĕлхисем чăваш чĕлхинчен тухнă теç.
Эс каланă верссй те инттереслĕ, анчах ытлашши нумай сасă катăлнă пек туйăнмасть-и сана: эл ҫынни (ҫынĕ) >> элчĕ. Тата ҫын сăмахĕ хăй те ют сăмах пулнă теççĕ - Киттай йăлипе кĕнĕскер.
2008.02.06 12:24
Аçтахар Плотников
Çук, «çын» сăмахран пулнă текен шухăша эпĕ пăрахăçларăм ĕнтĕ. :)
Victor // 2909.68.8036
2008.02.06 18:51
Victor
Тӳрех ан прахăçла ĕнтĕ - тен, тĕрĕсех шутлан - кам пĕлмеллипех пĕлет? - никам та. :)

Pages: [1], 2

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters