Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Кто хочет жить для других, не должен пренебрегать собственной жизнью.(Ж. Гюйо)
 

Ad

Надежда Кириллова: Никита Бичурин. Кам вӑл?

Надежда Кириллова17.09.2021 13:358266 views

Ан ман иртнине: вӑл пуласлӑх вӗрентекенӗ.

Чӑвашсен паллӑ ученӑй-востоковед Никита Бичурин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен Чӑваш театрӗн сцени валли чи пирвайхи хут Виктор Павлович Романов вырӑсла пьеса («Вольнодумец в рясе» (Никита Бичурин) 1956-1959-мӗш ҫулсенче ҫырнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ӑна чӑвашла куҫарса 1959-мӗш ҫулта Константин Иванович Иванов режиссер лартнӑ. «Никита Бичурин» пьеси Чӑваш театрӗн сцени ҫинче кун ҫути курнӑ хыҫҫӑн 1961-мӗш ҫулта Виктор Романов «Бичурин» ятлӑ киносценари ҫырса пӗтерет. (Пирӗн «Чӑвашкино» организаци валли ӳкермелли картина, якутсем пулсан тӑрӑшса тахҫанах ӳкерӗччӗҫ!). Чӑваш халӑхӗн Раҫҫей шайӗпе ҫавӑн пек тӗлӗнмелле сумлӑ ученӑй пурри, ун ҫинчен халӑха театр тата кинематографи урлӑ кӑтартса пама май пурри пултаруллӑ вырӑс ҫыннине, Ҫӗпӗр енче ҫуралнӑ ҫынна, художник-профессионала, режиссера, педагога, драматурга, ахӑртнех, питӗ интереслентерсе янӑ. Тюмень облаҫӗнче 1927-мӗш ҫулта ҫуралнӑскер, 1951-мӗш ҫулта Мускаври ГИТИСра режиссер профессине алла илсе вӑл хӑйне Шупашкар хулине режиссер пулса ӗҫлеме яма ыйтать (Каласа хӑвармалла, Виктор Романов — Фаина Романова театровед мӑшӑрӗ). ГИТИСра режиссер профессине алла илнӗ хыҫҫӑн Виктор Романов литература енӗпе те ҫав ҫулсенчех ӗҫлеме пуҫлать. Вӑл — икӗ пьеса авторӗ, иккӗшӗ те чӑваш халӑхӗн паллӑ ывӑлӗсем ҫинчен каласа параҫҫӗ. Пӗри, каларӑмӑр, — «Вольнодумец в рясе» (Никита Бичурин), тепри «Командир летучего отряда» (Мичман Павлов. Вӑл ку пьесӑна вӑл 1966-1976-мӗш ҫулсенче ҫырнӑ). Ҫак икӗ пьеса «Драмы» ятпа Чӑваш кӗнеке издательствинче 1987-мӗш ҫулта тин пичетленсе тухнӑ.

Никита Бичурин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен чи малтанхи хут литературӑра кӑтартса пама тивнӗ Виктор Павлович Романовӑн Ленинград хулине чылай хутласа тӗрлӗ архивсенче ларса ӗҫлеме тивнӗ. Пьеса вӗҫӗнче вӑл хӑй ӗҫне вӗҫлесе ҫапла ҫырса палӑртать: «Чебоксары — Ленинград — Чебоксары. 1956-1959 гг.». Раҫҫейшӗн питӗ паллӑ ҫын пулнӑ Никита Бичурина, истори ҫине таянса хӑй ӗҫӗнче тӗрӗс кӑтартас тӗллев лартни курӑнать Виктор Романов ӗҫӗнче. Пьеса пӗрремӗш ячӗ те «Вольнодумец в рясе» тата пьеса умсӑмахне лартнӑ «Ан ман иртнине: вӑл пуласлӑх вӗрентекенӗ» сӑмахсем те Виктор Романов драматург тӗллевне анлӑн уҫса параҫҫӗ. Пьесӑра Никита Бичурин пурнӑҫӗнче чӑннипех те пулнӑ ҫынсем нумай. Вӗсем: вырӑссен паллӑ поэчӗ Александр Пушкин; Николай Бестужев декабрист; ют ҫӗршыв ӗҫӗсемпе ӗҫлекен министр К.В. Несельроде; Бичурин ҫывӑх тӑванӗ тата юлташӗ Александр Карсунский (каярах вӑл Петербург университечӗн математика вӗрентекенӗ); Бичуринӑн юратӑвӗ Татьяна Саблукова-Карсунская; Дмитрий Харламов прапорщик патӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ Наталья Петрова; Иркутскри тата Нерчинскри епископ Вениамин Багрянский; Корсунский мӑнукӗ Наденька (Н.С. Моллер); унӑн аппӑшӗ Матрена; иеромонах Серафим; Лев Зимайловпа Михаил Сипаков — студентсем, Китайри Пекин хулине 9-мӗш православи духовнӑй миссипе Никита Бичуринпа пӗрле каякансем. Пьесӑри ӗҫсем: Хусанта, Иркутскра, Пекинра, Петербургра, Чӑваш ҫӗршывӗнче (Бичурино ялӗнче), Читара, Петербург хули айккинче, Александро-Невский лавринче пулса иртеҫҫӗ. Пьесӑри кашни картина миҫемӗш ҫулта тата ӑҫта пулса иртнине палӑртнӑ автор. «Вольнодумец в рясе» (Никита Бичурин) драмӑра Пекинри тата Петербургри картинӑсем интереслӗ, унта Никита Бичурин хӑй чиркӳ ӗҫӗсемпе ҫыхӑннине пӑхмасӑр наука енне туртӑнса анлӑн ӗҫленине кӑтартса панӑ. Уйрӑмах 9-мӗш православи духовнӑй мисси Пекинран Раҫҫее кайма пуҫтарӑннӑ картина тӗлӗнтерет. Вунпилӗк тӗве ҫине икшер карҫынкка ҫакса Никита Бичуринӑн Китайра ҫырӑннӑ ӗҫӗсем ҫула тухма хатӗрленеҫҫӗ. Унта — хӑй выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнса 270 томлӑ Китай ҫӗршывӗ ҫинчен ҫырӑннӑ анлӑ ӗҫӗсем. Пьесӑра ҫавӑн пекех ют ҫӗршыв министрӗ Нессельроде кабинетӗнче Никита Бичурин Александр Пушкинпа паллашнӑ сцена мӗне тӑрать! Николай Бестужев декабрист патӗнче ссылкӑра пулни, унта декабрист Никита Бичурин портретне ӳкерни, Никита Бичурин Александр Пушкинпа Чӑваш ҫӗршывӗнче Бичурино ялӗнче пулса курни — ку картинӑсем хӑйсен пулма пултарнӑ историйӗпе илӗртеҫҫӗ, вулаканӑн куҫӗ умне тухса тӑраҫҫӗ. Пьесӑна пӗтӗмпе 21 ҫыннӑн сӑнарне кӗртнӗ.

Хӑйӗн «Бичурин» киносценарийӗн умсӑмахӗнче вара Виктор Романов ҫапла ҫырать: «Аслӑ ученӑй-востоковед Никита Яковлевич Бичурин ҫинчен ҫырнӑ историлле-биографилле киносценари». Вӑл 1959-мӗш ҫулта Никита Бичурин ҫинчен пьеса ҫырса пӗтернӗ хыҫҫӑн ученӑй-востоковедпа ҫыхӑннӑ историлле самантсене тата та малалла интересленсе тӗпчет, кинокартина валли киносценари ҫырать. Киносценаринчи ӗҫсем: Иркутскра, чӑваш ялӗнче, Хусанти духовнӑй семинари картишӗнче тата класӗнче, Атӑл хӗрринче, Амвросий Подобедов архиепископ библиотекинче, кельйӑра, Тобольскра, Иркутскри генерал-губернатор патӗнче, Монголи ҫеҫенхирӗнче, Пекинра, Пекинри тӗп пасарта, Китай ученӑйӗн Лин Вен-баон фанзинче, Китайри Чженчжоу хули ҫывӑхӗнчи пристаньре, Китайри чӗлхе шкулӗнче, 9-мӗш православи духовнӑй мисси ҫыннисем пурӑнакан пӳлӗмре, ҫул ҫинче (караванпа), Кяхта хулинче, мӑнастирте, чиркӳре, Петербургра (департамент вестибюлӗнче), Александро-Невский лаврта, Одоевский князь ҫуртӗнче, театрта, Александр Пушкин килӗнче, Нева шывӗ хӗрринче, ҫул ҫинче, тӗрме хапхи умӗнче, Кронштадтри Николай Бестужев декабрист камеринче, Петербургри Нессельроде графӑн ӗҫ пӳлӗмӗнче, чиркӳре, Раҫҫейри наукӑсен академийӗн канашлусем ирттермелли залӗнче пулса иртеҫҫӗ. Пьесӑпа киносценарине пӗр авторах ҫырнӑ пулин те вӗсем пӗр-пӗринчен чылай уйрӑлса тӑраҫҫӗ, кашни хӑйне майлӑ пуян, хӑйне майлӑ интереслӗ. Автор Никита Бичурин пурнӑҫӗн чи паллӑ ҫулӗсене архивсенче тишкерсе тухса, анлӑн тӗпчесе чӑваш халӑхне пӗр вӑхӑтрах икӗ пысӑк произведени парнелесе хӑварнӑ.

Киносценарире Китая ҫитнӗ 9-мӗш православи духовнӑй мисси ҫыннисемпе пӗрле ҫитнӗ Никита Бичуринӑн пурнӑҫне пысӑк вырӑн уйӑрса кӑтартса парать Виктор Романов. Киносценарире чуна пӑлхатакан вырӑнсем нумай. Ак, пӗр саманта илсе кӑтартар: «1821-мӗш ҫулхи май уйӑхӗн 15-мӗш кунӗ. Кӑнтӑрла иртни икӗ сехет. 9-мӗш православи духовнӑй мисси Раҫҫее каялла таврӑнма ҫула тухать. Пекин енчен вӑтӑр тӗверен тӑракан караван килет. Вунпилӗк тӗви ҫине Бичурин кӗнекисене тиенӗ. Аслӑ ҫултан кӑшт леререх, сулахайра — вырӑс масарӗ. Масар тӗлӗнче пурте чарӑнчӗҫ. Чи хӗрринчи вилтӑпри умӗнче — миссин малтанхи ҫыннисем. Ҫӗлӗкӗсене хывнӑ. Пӗр чӗнмесӗр тӑраҫҫӗ. Шӑплӑха Серафим пӑсрӗ: «Лӑпкӑ ҫывӑрӑр…» Сипаков (кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле): «Шутламан эп… Ӗненмен эп… Эсир ӗмӗрлӗхе ҫакӑнта выртса юласса эп, тантӑшӑмсем, ӑша та илмен…» Зимайлов, пуҫне ик аллипе хӗссе тытса, сассӑр йӗме тытӑнать. Серафим ӑна ыталанӑ, йӑпатать: «Ҫитӗ… Пурте пӗр пӗлӗт айӗнче ҫӳретпӗр…»

Пирӗн вӑхӑтри паллӑ драматург Николай Иванович Сидоров та «Никита Бичурин» (Иакинф атте) ятлӑ пьеса ҫырнӑ. Вӑл кӗнекен 2020-мӗш ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Драматург хӑй пьесинче Никита Бичуринӑн пурнӑҫне ачалӑхӗнченех сӑнласа пама пуҫлать. Николай Сидоров Никита Бичуринӑн Хусанпа Петербург, Китайри Пекин хулинчи пурнӑҫне анлӑрах кӑтартма пама тӑрӑшнӑ. Виктор Романов хӑй пьесинче Никита Бичурин Александр Пушкинпа чи малтанхи хут паллашнӑ тата вӗсем пӗрле чӑваш ялне ҫитсе курнӑ картинӑсене кӗртнӗ пулсан, Николай Сидоров пьесинче Бичурин Пушкинпа ҫывӑх ӗнтӗ, ҫулҫӳреве ют ҫӗршыва хӑйсене Пӗрремӗш Микулай патша яма килӗшмен пирки вӗсем иккӗшӗ Раҫҫей тӑрӑх кайма ӗмӗтленеҫҫӗ. Кунти ӗҫсем: Чӑваш ҫӗршывӗнче (Шӗнерпуҫӗнче), Хусанта, Шупашкарта (Троицки монастырӗнче), Иркутскра, Санкт-Петербургра, Монголире (ҫул ҫинче), Китайра, Пекин хулинче, Санкт-Петербург хулинче, Александро-Невский лаврта пулса иртеҫҫӗ. Николай Сидоров ҫырнӑ пьесӑра ӑнлантарса паракан справкӑсем нумай, вӗсем Раҫҫейпе Китай хушшинчи вӑл вӑхӑтри ҫыхӑнусемпе унӑн паллӑ ҫыннисем ҫинчен каласа параҫҫӗ, автор ҫырса панӑ ӑнлантаруллӑ справкӑсем пьесӑра пулса иртекен ӗҫсене тӗплӗнрех ӑнланса илме пулӑшаҫҫӗ. Драмӑри ҫынсем пурӗ 52 ҫын, чылайӑшӗ вӗсем Никита Бичурин пурнӑҫӗнче чӑн пулнӑ ҫынсен сӑнарӗсем.

2000-мӗш ҫулсенче Никита Бичурин пурнӑҫӗ ҫинчен Михаил Павлович Желтов (Сунтал) ҫыравҫӑ «Хура тум» ятлӑ сӑвӑлла пьеса ҫырнӑ. «Мӑн асаттесем парса хӑварнӑ юн шайӗнчи ӑс-тӑн пире хӑех хӑш чухне чӑвашӑн авалхи ҫулне тепӗр хут утса тухма хистет», — ҫырать автор пьеса пуҫламӑшӗнче. Мӗнлерех утса тухнӑ-ха автор чӑвашӑн авалхи ҫулӗпе тепӗр хут? Кунти ӗҫсем: чӑваш ялӗнче, Иркутск хулинче, Синодра, Пекин хулинче, мӑнастырьте, Петербургра патшалӑх деятелӗ Оленин патӗнче пулса иртеҫҫӗ. Михаил Сунтал Никита Бичурин пурнӑҫне анлӑн пӑхса тухман, пьесӑна ученӑй пурнӑҫӗн чылай паллӑ саманчӗсем кӗреймесӗр юлнӑ. Cӑмахран, Хусан хулинче вӗреннӗ ҫулсем (1790-1799 ҫҫ.) пьесӑра ҫукпа пӗрех. 1800-мӗш ҫулта Никита Бичурин манаха тухса Иакинф ят илсе 1802-мӗш ҫултан Иркутск хулинчи духовнӑй семинари академийӗнче ректор пулса ӗҫлеме тытӑнать. Кунти сценӑсем те истори енчен тӗрӗс мар: ҫамрӑк архимандрит Дмитрий Харламов прапорщик патӗнче ӗҫлесе пурӑнакан Наталья Петрова ятлӑ хӗрпе Никита Бичурин Хусанта паллашса ӑна хӑйпе пӗрле Иркутска илсе килет, пьесӑра вара вӗсем иккӗшӗ Иркутск хулинче паллашнӑ пек пулса тухать. Никита Бичуринӑн Китайри пурнӑҫне (вӑл унта 14 ҫул выҫӑллӑ-тутӑллӑ наука ӗҫӗпе ӗҫленӗ) драматург кӑштах ҫеҫ кӑтартса илнӗ (Пекин хулинчи пасар сцени тата Никита Бичурин Принцессӑпа тӗлпулнӑ сценӑсем), анчах драматург чи кирлине, пулас ученӑй наука ӗҫӗсемпе мӗнле асапланса ӗҫленине кӑтартайман, пьесӑра вӗсем информаци шайӗнче анчах палӑраҫҫӗ: (Бичурин: «Ку вӑхӑт питӗ хӑвӑрт иртрӗ. Вунтӑватӑ ҫул та ним те мар»). Николай Сидоров драматург шухӑшӗпе ман килӗшес килет: «Мӗн тума Бичурин пурнӑҫӗнчи пулӑмсене кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрса, урӑхлатса, кукӑртса, арпаштарса пӗтернӗ-ши? Н.Я Бичурин пурнӑҫӗнчи пӗр пулӑмне асӑнмасан, теприне манса хӑварсан, ыттине пуҫран шутласа кӑларсан — мӗн пулать-ха?» («Намӑс» статья).

Тухӑҫ халӑхӗсен пурнӑҫне тӗпченӗ Н.Я. Бичуринӑн пурнӑҫӗ вӑрӑм, анлӑ та пуян, тӗрлӗ енлӗ, вӑл ҫак ҫӗр ҫинче 76 ҫул пурӑннӑ, ун юратӑвӗн историйӗсем те хӑйне майлӑ. Чиркӳ ӗҫне пӑхмасӑр Бичурин наука ӗҫӗнче ҫанӑ тавӑрса ӗҫленӗ, Раҫҫейри XVIII-мӗш ӗмӗрте палӑрнӑ чылай паллӑ ҫынсемпе ҫыхӑнура пулнӑ. Бичурин ҫинчен Виктор Романов ҫырнӑ пьесӑпа киносценари те, Николай Сидоров ҫырнӑ пьеса та калӑпӑшӗпе пысӑк, мӗншӗн тесен ку драматургсем Никита Бичурин пурнӑҫӗнчи пулса иртнӗ паллӑ пулӑмсене май пур таран тӗрӗсрех те анлӑрах уҫса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Михаил Сунтал вара хӑй «Хура тум» пьесинче истори тӗрӗслӗхӗпе таччӑн ҫыхӑнмасӑр, ӑна ытлашши пӑхӑнмасӑр, Иакинф аттен юрату историйӗсене пурнӑҫ нуши тӑхӑнтартнӑ «хура тум» витӗр пӑхса тухас енне сулӑннӑ. Пӗрремӗш юратӑвӗ — историре пулман, автор хӑй шутласа кӑларнӑ Айпи (Бичурин: «Эс кайсан, телейӗм килес ҫук нихҫан. Ан кай эс уйрӑлса манран»), иккӗмӗшӗ — Наталья Петрова (Бичурин: «Ак халь ун вырӑнне — пӗр хӗрача. Чуна хускатрӗ пулмалла»), виҫҫӗмӗшӗ — Принцесса (Бичурин: «Эс маншӑн ютӑ мар, халь ӗнтӗ пурнӑҫра пӗрле утар»), Волконская (Бичурин: «Епле вӑл астарать арҫын чунне, пӗр вӗҫсӗр чуптӑвасчӗ аллине»). Хӑй хура тум тӑхӑнни кашнинчех Никита Бичурина юратма кансӗрлет, анчах, автор шучӗпе, юратнӑ чух хура тума хывса хума та е урӑх тум улӑштарса тӑхӑнма та пулать иккен.

 

Наталья: «Хывса ҫаксам эс ҫак хура тума, пуҫла мана хӑна тума. Эп сан умра. Эп чаплӑ дама. Турӑ мана ҫапла тума, санпа тӗл пулмалла туса, тен, янӑ?» «…..»

Принцесса: «Апла сана хура тум ҫапла тытать пулсан, эпир ӑна самантлӑха кӑна хыватпӑр та… Бичурин: «Чӑн та, Китай ҫыннин пӗр тумӗ пур кунта, ӑна эп тӑхӑнатӑп та… Вара пӗр тумлӑ та, пӗр чунлӑ та». «…..»

Волконская: «Начар-им юрату тума? Мӗн-ма тет тӗпчевпе ҫеҫ лармалла?» «…..»

 

Пьеса вӗҫӗнче Бичурин манахран тухма ыйтнине те автор ҫакӑн пек ӑнлантарать:

 

Аслӑ манах: «Эс ҫырнӑ манахран тухма ыйтса, хура тум йӑлӑхтарчӗ-ха апла?

Бичурин: «Хура тум тӑхӑнтарчӗҫ ача чух, эп ун чухне пулса, тен, хам та шух, темле пит пысӑккӑн шутлаттӑм, ҫӗршыв телейӗшӗн пурнаттӑм. Ҫапла шутланӑ та тумланнӑ, ҫак хура тум ман пурнӑҫа хупланӑ! Ӑна хывса ҫапас килет ҫак вырӑнтах, хӑтарӑр манахран ҫак самантрах».

Аслӑ манах: «Ак мӗн ҫырать патша: «Манах пулсах, ҫав лавртах пурӑнтарас». Апла пулсассӑн пӗт эс ҫакӑнтах, ҫакӑ хура тумпах.»

Бичурин: «Эй, Турӑҫӑм, хӑтар мана, хӑтар мана хура тумран».

 

Ҫапла утса тухать Михаил Сунтал чӑвашӑн авалхи ҫулне тепӗр хут хӑйӗн «Хура тум» пьесипе.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ нумаях пулмасть сцена ҫине кӑларнӑ «Эп сӳннӗ чух — эс ҫун…» спектакль Михаил Сунтал ҫырнӑ «Хура тум» пьеса тӑрӑх лартнӑскер. Ӑна Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗн гранчӗпе сцена ҫине Наталия Сергеева режиссер кӑларнӑ. Михаил Сунтал пьесине режиссер чылай кӗскетнӗ, вӗсем уйрӑмах Питӗр хулинче кӑтартнӑ сценӑсенче палӑраҫҫӗ, спектакльте ҫавӑн пекех Никита Бичуринӑн Китай Принцессипе тата Волконская княгиняпа ҫыхӑннӑ юратуллӑ сценӑсем ҫук. Ҫавӑн пекех Оленин патӗнче пулса иртнӗ сценӑсене чылай кӗскетнӗ. Пьесӑна чылай кӗскетнӗ пирки хушса кӗртнӗ сценӑсем нумай. Режиссер Никита Бичурин ватӑлса ҫитнӗ вӑхӑта сӑнланӑ сценӑсене кӗртнӗ: вӑл вырӑнсенче Светлана Асамат спектакль валли ятарласа ҫырнӑ сӑввисем янӑраҫҫӗ. Спектакль вӗҫӗнче Геннадий Айхин «Иакинф Бичуринӑн юлашки монологӗ» сӑвӑ ярӑмӗ кӗскелсе кӗнӗ. Спектакль ячӗ те: «Эп сӳннӗ чух — эс ҫун…» ятпа ҫав монологри сӑмахсенчен ҫуралнӑ. Cпектакль ҫавӑн пирки ватӑ Бичуринӑн асаилӗвӗ пек пулса тухнӑ. Ҫапла вара, спектакльте татӑк-кӗсӗк нумай: тӗрӗсси те, тӗрӗс марри те, калама пуҫлани те, каласа пӗтерейменни те, кӗскетни те, хушни те пур.

Ӑнлантӑмӑр, Никита Бичурин ҫинчен пирӗн чӑваш драматургӗсем паянхи куна тӑватӑ произведени ҫырнӑ. Чи пӗрремӗшне, Виктор Романов ҫырнӑ «Никита Бичурин» пьесӑна Чӑваш театрӗ 62 ҫул каялла сцена ҫине кӑларнӑ. Ытти пьесӑсем сцена ҫине тухайман, киносценари те кинора та кун ҫути курайман. Ыйту тухса тӑрать. Мӗншӗн-ха режиссер Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗпе кӑларма Никита Бичурин ҫинчен тӗрӗс мар фактсемпе кӑтартнӑ пьесӑна суйласа илнӗ? Вӑл пӗртен-пӗр произведени мар-ҫке? Виктор Романовпа Николай Сидоров Никита Бичурин ҫинчен ҫырнӑ произведенисем чылай тӗрӗсрех, анлӑрах, кӑткӑсрах. Истори чӑнлӑхӗнче вара «пирӗн урӑхла верси» текен япала (Наталья Сергеева режиссер Чӑваш телевиденинче «Ирхи тӗпел» кӑларӑмра куракансене ҫапла хыпарларӗ) пулма пултараймасть, тӗрӗсрех каласан, пулмалла мар. Кунта каллех ман Николай Сидоров драматург хӑй «Намӑс» ятлӑ статьйинче ҫырнӑ сӑмахсемпе килӗшес килет: «Н.Я. Бичурин тухӑҫри халӑхсен кун-ҫулне, чӗлхине тӗпченӗ чух кашни пулӑмне, сӑмахне икшер-виҫшер хут тӗрӗсленӗ, вулакана йӑнӑш, суя, тӗрӗс мар информаци парасран питӗ пӑшӑрханнӑ. Мӗншӗн-ха пирӗн ун кун-ҫулне кӑтартнӑ чух хамӑрӑн ентеш пек тӗплӗн, сумлӑн, тарӑннӑн ӗҫлемелле пулман?».

Пӗрремӗш пьеса пурри ҫинчен, Виктор Романов ҫырнӑ «Никита Бичурин» ятлӑ пьесӑна Чӑваш театрӗнче пӗлеҫҫӗ. Анчах та, темшӗн вӗсем ӑна сивленӗ, спектакле сцена ҫине кӑларнӑранпа 62 ҫул иртнӗ пулин те. Виктор Романовӑн «Бичурин» киносценарине те ман шутпа, пьеса тума пултарнӑ (ҫавӑнпа эп ӑна та сцена ҫине кӑларма май пур тесе шута кӗртетӗп). Виҫҫӗмӗшӗ, Николай Сидоровӑн «Никита Бичурин» (Иакинф атте) пьесине театр, паллах, пӑхса тухма шутламан та. Хӑйсен пьесисене хӳтӗлесе Чӑваш театрӗнче «айӑпсӑр айӑпланнӑ» драматургсен (Николай Сидоров, Борис Чиндыков) пьесисен кун-ҫулӗ Чӑваш театрӗн илемлӗх ертӳҫи В.Н. Яковлев шухӑшлавӗпе яланлӑхах хупӑннӑ, вӗсем валли ҫул ҫук. Апла пулсан, ҫапла пулса тухать: Николай Сидоров пьеси — шутра мар, Виктор Романов пьеси — кун ҫути курнӑ, киносценари — пьеса мар, ҫӗнӗ пьеса пур — Михаил Сунталӑн «Хура тум» ятлӑ пьеса. Вӑл автора илме юрать. «Вуларӑмӑр та, ҫакӑнтан мӗн те пулин тума пулать пуль тесе шутларӑмӑр», — терӗ пире спектакль режиссерӗ Наталья Сергеева Чӑваш телевидени передачинче.

Никита Бичурин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне тимлесе вуласа тата тӗпчесе тухас пулсан, Чӑваш театрӗнчи хӑй чунӗнче илем тӗнчине ҫухатнӑ илемлӗх ертӳҫин те, Наталья Сергеева режиссерӑн та, театрта В.Н. Яковлев тытса тӑракан «илемлӗх канашӗн» те Михаил Сунтал «Хура тум» пьеси пирки, ахӑртнех, ҫапла каламалла пулнӑ: «Мӗнле-ха, эпир, Чӑвашсен 100 ҫултан иртнӗ тӗп театрӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗ укҫипе хамӑр истори ҫинчен, Никита Бичурин востоковед-ученӑй пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен суйса, туллин мар тата тӗрӗс мар каласа парӑпӑр. Ун пек юрамасть! Пирӗн драматургсем ҫырнӑ материалсенчен чи лайӑххине суйласа илмелле. Раҫҫей шайӗпе палӑрнӑ, хамӑр чӑвашран тухнӑ востоковед-ученӑй Никита Бичурин ҫинчен Чӑваш сцени ҫинче тӗрӗссине кӑна кӑтартмалла». Анчах, ҫапла калама пултаракансем тупӑнман курӑнать. Ҫавӑнпа та, спектакльте Никита Бичурин пурнӑҫӗ тулли мар, тӗрӗс мар, вӑл туса хӑварнӑ ӗҫӗ-хӗлӗ курӑмлӑ мар, ытларах информаци шайӗнче пырать, уйрӑмах спектакль вӗҫӗнче вӑл тата ытларах палӑрать.

Мӗншӗн кашнинчех ҫапла пулса тухать-ха? Чӑваш театрӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн грантне те час-часах ҫӗнсе илет темелле, анчах грантпа лартнӑ спектакльсем чӑваш халӑх чӗрине кӗрсе вырнаҫаймаҫҫӗ? Вӗсем: «Дон Жуан — юрату шанчӑкне ҫухатнӑскер», «Пихампар чунӗ манра» (режиссерӗ В.Н. Яковлев), «Тӑманлӑ каҫ», «Шуйттан чури», «Эп сӳннӗ чух — эс ҫун…» (режиссерӗ — Н.А. Сергеева). Мӗн ҫитеймест-ха? Ахӑртнех, профессионализм. Профессионализмӗ вара режиссерсем енчен ҫитеймест. Тӗрӗсрех, режиссерсем Чӑваш театрӗнче ҫукпа пӗрех. Вӗсене хатӗрлемеҫҫӗ те. 1967-мӗш ҫулта Чӑваш театрӗ валли ГИТИСри режиссер уйрӑмӗнче юлашки хут Валерий Яковлева вӗрентсе кӑларнӑ. Унтанпа кӗҫех 55 ҫул ҫитет. Тӑватӑ ҫул каялла эпир «Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ валли профессионал-режиссерсене вӗрентес ӗҫре епле майпа ҫур ӗмӗр таран пӗлӳ ҫулӗ уҫӑлма пултарайман» ятпа Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн 2-мӗш этажри колоннӑллӑ залӗнче анлӑ конференци те ирттерме пултарнӑ. Интереслӗ пулӗччӗ итлесе ларма. Мӗнле сӑлтавсене пула Чӑвашсен тӗп театрӗ валли Чӑваш республики ҫур ӗмӗр ытла режиссерсем хатӗрлеме пултарайман-ха?

Чӑваш тӗп театрӗн аталанӑвӗн малтанхи ҫур ӗмӗрне илес пулсан вара (1918-1968) унта режиссер искусстви чи малта тӑнӑ. И.С. Максимов-Кошкинский пуҫарнипе Чӑваш театрӗ ҫуралнӑ хыҫҫӑн: 1932-мӗш ҫулта Г.В. Васильев-Парне ВГИКри, 1933-мӗш ҫулта М.Ф. Яковлев-Кокки ГИТИСри (ЦЕТЕТИС) режиссер факультечӗсенчен вӗренсе тухаҫҫӗ. Малалла ГИТИСри режиссер факультетӗнчен 1938-мӗш ҫулта К.И. Иванов, 1940-мӗш ҫулта Л.Н. Родионов, 1959-мӗш ҫулта Б.С. Марков, 1967-мӗш ҫулта В.Н. Яковлев вӗренсе тухаҫҫӗ. Ҫав ҫулсенче Чӑваш театрӗ валли Мускав, Ленинград, Дон ҫинчи Ростов хулисенчи театр институчӗсенчи режиссер курсӗсене вӗренсе пӗтернисем те чылай, вӗсем: У.Т. Тимофеева (1932), К.Е. Егоров (1936), Н.С. Айзман (1937), Г.Ф. Фадеев (1937), Е.Н. Никитин (1940), З.Д. Ярдыкова (1952, 1961).

Халь вара Чӑваш театрӗн иккӗмӗш ҫур ӗмӗрне (1968 - 2021) кӗскен пӑхса тухар. Режиссер пӗлӗвӗ ҫак тарана ҫити (53 ҫул!) Чӑваш театрӗнче ПӖР ҪЫН ТА илмен! ГИТИСри икӗ ҫуллӑх режиссер курсӗсенчен куҫӑмсӑр майпа Н.В. Корчаков (1984), А.Н. Павлов (1985), Мускаври культура, искусство тата туризм академинчи икӗ ҫуллӑх режиссер курсӗнчен каллех куҫӑмсӑр майпа Н.А. Сергеева (2013) вӗренсе тухнӑ. ХХI-мӗш ӗмӗрте Чӑваш театрӗнче режиссер искусстви В.Н. Яковлев тӑрӑшнипе пӗтсе ларчӗ. Вӗренме кайма ирӗк илеймен артистсен ун сӗнӗвӗсене пӑхӑнса спектакльсене хӑйсен сцена ҫине кӑларма тивет (И.И. Иванов, В.В. Карпов, А.Н. Герасимов, В.Е. Иванов,). Анчах вӗсем хӑйсен ӗҫӗсенче палӑраймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен режиссер пӗлӗвӗ ҫитеймест, пьеса суйласа илме те ирӗк ҫук, спектакле кӑларма укҫи-тенки те (Республика Пуҫлӑхӑн грантне шута илмесен) питӗ сахал. Кӑҫал, иккен, режиссер ӑсталӑхне Мускав хулинчи Б. Щукин ячӗллӗ театр институтне куҫӑмсӑр майпа Василий Иванов артиста вӗренме яма укҫи-тенкине тупнӑ. 2011-мӗш ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусство институтӗнчен В.Н. Яковлев курсӗнчен вӗренсе тухнӑ ҫамрӑк артиста режиссер профессине куҫӑмсӑр майпа тӗп хулара алла илме ҫӑмӑлах пулмӗ. Ахӑртнех, куҫӑмсӑр майпа режиссера вӗренме Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр институтӗнчен 2002-мӗш ҫулта вӗренсе тухнӑ Валерий Карповпа Алексей Герасимов артистсене ямалла пулнӑ. Ҫамрӑк ҫынсем Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр институчӗнче вӗренсе пысӑк шайлӑ актер пӗлӗвӗ илнӗ, режиссура ӗҫӗпе те театрта нумай ҫул ӗҫлеҫҫӗ. Ҫур ӗмӗр ытла профессионал-режиссер пӗлӗвӗнчен хӑйне хӑтарнӑ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне, тепӗр пилӗк ҫултан, пӗртен-пӗр Вася Иванов ҫӑлса хӑварма пултараймӗ. Артист ӑсталӑхӗн тарӑнлӑхне лайӑх ӑнкармасӑр чӑн-чӑн режиссер пулма ҫук. Василий Иванов артиста вара куҫӑмлӑ майпа вӗренме янӑ пулсан аванрах пулатчӗ. Ҫамрӑк артиста Шупашкарти культурӑпа искусство институчӗн пӗлӗвӗ хыҫҫӑн, паллах, тӗп хуласенчи театрсен пурнӑҫне пӗлни, вӗсене ытларах курни тата хӑйӗн тавракурӑмне аталантарни кирлӗ.

Профессине хӑй вӑхӑтӗнче нушаланса алла илсе ӗҫлеме пултаракан режиссерсене вара эпир темшӗн юратмастпӑр та, хакламастпӑр та. 1981-мӗш ҫулта ГИТИСри режиссер уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ Иосиф Дмитриева хӑй вӑхӑтӗнче режиссер ӗҫӗпе Республикӑра ӗҫлеме памасӑр Казахстана 14 ҫула кӑларса ятӑмӑр. Халь ҫав нушаллӑ ҫулпа тепӗр режиссер, ГИТИСра пилӗк ҫул вӗренсе режиссер профессине алла илнӗ Станислав Васильев, чӑваш ачи, 8 ҫул хушши утать. Шеллеме чун ҫитмест пулас пирӗн чӑвашсен, хамӑр мӗн тунине вӑхӑтра ӑнланса илсе профессионал-режиссера республикӑна каялла тавӑрма ӑс та ҫитеймест. Маларах тунӑ пӗр киревсӗр тӗслӗх те пире, (ТЕМШӖН?), ҫав ӑнлану патне илсе пыраймасть. Ун пек усал тӗслӗхе эпир, иккен, ним те мар тепре те тума пултаратпӑр. ПИТӖ ШЕЛ! Профессионаллӑ режиссерсем, профессионаллӑ драматургсем ҫитменнин сӑлтавӗ те пысӑк паллах, хамӑр истори ҫинчен ҫакӑн пек суя фактсемпе ҫырнӑ пьесӑна е чипер пьесӑсенех пӑсса лартнӑ спектакльсем пӗрин хыҫҫӑн тепри Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫине тухнинче («Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун», «Инкеклӗ телей», «Эп сӳннӗ чух — эс ҫун…»).

Чӑваш театрӗсене вара профессионал-режиссерсем, профессионал-актерсем, профессионал-сценографсем, профессионал-драматургсем кирлӗ. Ҫавӑнпа вӗсене пурне те аталантарма тӑрӑшмалла. Эпир вара ҫул парас, аталантарас вырӑнне вӗсен ҫулӗсене хупса пыратпӑр. Ӑҫтан аталантӑр театр? «Московские гастроли Чувашского государственного академического драматического театра им. К.В. Иванова произвели на меня тяжелое впечатление. Совершенно очевидно, что давным-давно пришла пора воспитать для театра не только артистов, но режиссеров и сценографов, которые принесли бы дыхание новой эпохи, новую стилистику и дальше развивали бы все лучшее, что накоплено на протяжении всего 90-летнего пути Чувашского государственного академического драматического театра им. К.В. Иванова», — тесе ҫырнӑччӗ 13 ҫул каяллах, 2008-мӗш ҫулта Мускав критикӗ, искусствоведени кандидачӗ А.А. Степанова. 2009-мӗш ҫулта Хусанти тӗрӗк халӑхӗсен «Науруз» ятлӑ фестивалӗнче «Хурлӑхлӑ хурама сасси» спектакль хыҫҫӑн Мускав, Хусан, Ӗпхӳ критикӗсем чӑваш артисчӗсене пухса ҫапла каларӗҫ: «Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ чарӑнса ларнӑ сехете аса илтерет, чарӑнса ларнӑ сехет те талӑкра икӗ хутчен тӗрӗс вӑхӑт кӑтартать. Театр кун пек шая анса ларни паян пулса иртмен, сирӗн театр шӑп та шай иртнӗ ӗмӗрӗн 40-мӗш 50-мӗш ҫулсенчи театра аса илтерет. Ҫавӑнпа та, артистсем, сирӗн хӑвӑр пирки хӑвӑрӑнах шавлама тивет: сирӗн республикӑра культура министерстви пур, Раҫҫей театр деятелӗсен Пӗрлӗхӗн уйрӑмӗ пур, искусствоведени уйрӑмӗ пур, вӗсене ӑнлантарӑр, вӗсемпе ҫыхӑнӑва кӗрӗр», — терӗҫ. Чӗрӗ ҫынсен шӑплӑхӗ вара чуна касать. Нуши — хӑйӗннех тӑвать: Чӑваш патшалӑх академи драма театрне юлашки ҫулсенче тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗсене хутшӑнтарассинчен хӑтарнӑ, фестивале ирттерекенсемшӗн Чӑваш театрӗ лартакан спектакльсем хӑйсен шайӗпе ку фестивальте хутшӑнма пултараймаҫҫӗ.

«Эп сӳннӗ чух — эс ҫун…» спектакль патне таврӑнар. Никита Яковлевич Бичурин чӑваш халӑхӗшӗн мӗнле ҫын пулни ҫинчен шухӑшлар. Програмка ҫумне хушса панӑ информацире театр ҫапла хыпарлать: «Н.Я. Бичурин один из классиков отечественной ориенталистики, заложивший основы научной социологии ХIХ века в России. Русский дипломат, востоковед и путешественник, знаток китайского языка, оставил значительное число сочинений о Китае и сопредельных странах. Член-корреспондент Санкт-Петербургской академии наук (с 1828 г.), член Азиатского общества в Париже (с 1831 г.), трехкратный обладатель полной Демидовской премии (1835, 1839, 1849). В 1807 году определен начальником духовной миссии в Пекине, где и оставался до 1822 года. В Пекине Бичурин в совершенстве овладел китайским языком и составил словарь. Также начал переводить на русский язык китайские источники: «Сышу» (Четверокнижие) — свод учений Конфуция и конфуцианцев, географическое сочинение в трех томах, сводную историю Китая в 17 томах, китайскую хронологию, «Описание Тибета», «Описание Чжунгарии», «Описание Пекина», сочинения по юриспруденции, медицине, религии, философии, экономике, сельскому хозяйству, торговле. Бичурин оставил многотомный китайско-русский словарь, перевел на русский язык маньчжуро-китайский словарь в 4-х томах».

Халь ыйтас килет режиссертан: спектакльте ма пире ҪАКНА кӑтартса памастӑр?

БИЧУРИН.

Тинех ак тупрӑм канлӗх чунӑмра, —

Пит чаплӑ кӗнеке пур ман умра.

Ҫавна халь вуласа пӑхса ларатӑп,

Ҫак тӗнчене йӑлт урӑхла куратӑп.

БИЧУРИН.

Тибет ҫинчен, апла, пур кӗнеке?

Параймӑр-и мана пӗр ҫӗрлӗхе?

БИЧУРИН.

Сире эп халалласшӑн кӗнеке. Ҫырса Тибет ҫинчен.

ПУШКИН.

Мӗскер ҫыратӑр-ха татах?

БИЧУРИН.

Хальхи Тибет ҫинчен. Ку алҫыру пулать пуҫламӑш.

Ҫырасчӗ тетӗп монголсем ҫинчен.

Ҫакӑн пек диалогсемпе Никита Бичуринӑн пурнӑҫӗпе наукӑри ӗҫӗ-хӗлне ниепле те анлӑ кӑтартса пама май ҫук. Синод патӗнчи сценӑсенче Бичурин темиҫе хут мӗскӗнленни те чуна тивӗҫтермест:

АСЛӐ МАНАХ.

Синод умне ҫапла тухса тӑратӑр,

Куҫран пӑхма вӑй-хал тупатӑр…

Ӑҫта-ха сирӗн миссири ҫынсем,

Ӑҫта мӑнастирти кӗлтумалли мулсем?

БИЧУРИН.

Ҫырса пӗлтернӗ эп сире ку пӑтӑрмах ҫинчен.

Укҫа ярса паман пирки эпир аран выҫса вилмен.

Ҫавна пулах япаласем сутсаччӗ,

Хӑшпӗрисем, чӑнах, вилсе юлсаччӗ…

АСЛӐ МАНАХ.

Кунта ҫырса парса ҫӑхав.

Эрех ӗҫме те, ашкӑнма та юратан.

Шав суяпа пӗр намӑссӑр пурнатӑн,

Хӗрарӑмпа пулса…

БИЧУРИН.

Ку пӗтӗмпех ахаль сӑмах кӑна.

Вуншар пӑт кӗнекелӗх алҫыру

Эп илсе тухрӑм Китайран…

Ӑсчахсем вара ку саманта тӗпчесе: «Многие действия и поступки Н.Я. Бичурина выходили за рамки нормативной этики и бытовой психологии общества. Например, не является ли его упрямство НЕ ОТВЕЧАТЬ НА ВОПРОСЫ СВЯТЕЙШЕГО СИНОДА простым детским капризом? И тем самым он добровольно предпочел не свободу, а Валаамскую ссылку?», — тесе ҫыраҫҫӗ.

Никита Бичуринӑн пурнӑҫӗ хӑйне-евӗр, хӑйне-уйрӑм, хӑйне-пуян, хӑйне-май, хӑйне-шай, хӑйне-кӑткӑс. Никита Бичурин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен вуласа пӗлсе спектакле лартакансен ун пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫине ҫав шайпа пӑхмалла пулнӑ, ҫав шайпах драматургине суйласа илмелле пулнӑ. Хамӑр историне суя фактсем витӗр каласа (суйса!) пани ҫылӑх та, илемсӗр те. «Китай чӗлхине тӗпченӗ Н.Я. Бичурин пирки ҫырнӑ икӗ пайлӑ драма», — тет пире Чӑваш театрӗ пичетленӗ програмкинче ученӑй пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне хӑй мӗнле шайпа кӑтартнине палӑртса. Хамӑр ҫинчен, хамӑр истори ҫинчен каласа паракан спектакльсем пирӗн халӑха питӗ кирлӗ: пирӗн истори пуян, хӑйне евӗрлӗ, анчах вӑл историне суя фактсемпе тултарса халӑх пуҫне ҫавӑрмалла мар!

Спектакльте художникӗн (художникӗ — Светлана Зверева) ӗҫӗ питӗ курӑмлӑ, сӑнарлӑ. Спектакль валли ятарласа ҫырнӑ музыка (композиторӗ — Лолита Чекушкина) чуна хӑпартлантарать, мӑнаҫлантарать, ҫӗклентерет. Спектакльте вылякан артистсем хӑйсен илемӗпе куракана тыткӑнлаҫҫӗ. Спектакль режиссерӗ (Наталья Сергеева) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗпе кӑларнӑ спектакльсенче ҫакӑн пек специалистсене пӗрлештерсе ӗҫлеме пултарни савӑнтарать. Спектакле курма килнисем те ытларах ҪАК пархатарлӑ ӗҫсене кура, хальлӗхе тӗрӗс е тӗрӗс мар кӑтартнине ӑнланса ҫитереймесӗр, тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ.

Истори темипе спектакльсем лартнӑ чух питӗ асӑрхануллӑ пулмалла. «Ан ман иртнине: вӑл пуласлӑх вӗрентекенӗ», — тет те хӑйӗн «Вольнодумец в рясе» (Никита Бичурин) пьеси пуҫламӑшӗнче пирӗн паллӑ режиссер, драматург, педагог, профессионал Виктор Романов, хӑй пьесине ҫырма Шупашкартан Ленинградри архивсене виҫӗ ҫул хутлать. Николай Сидоров драматург та Никита Бичурин ӗҫне-хӗлне тӗпчесе «Никита Бичурин» (Иакинф атте) пьеса ҫырнӑскер, ученӑй-ӑсчаха Чӑваш театрӗн сцени ҫинче тӗрӗс мар кӑтартнине чӑтса тӑраймасӑр «Намӑс» статьйинче хӑй сӑмахне ҫирӗппӗн калать: «Никита Яковлевич Бичурин (Иакинф атте) историре пулнӑ ятлӑ, сумлӑ, чаплӑ ҫын (1777-1853). Унӑн пурнӑҫӗ, наукӑри ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен Раҫҫей, Чӑваш Ен, ют ҫӗршыв тӗпчевҫисем сахал мар ҫырнӑ. Апла пулсан, асӑннӑ спектакле истори чӑнлӑхне тӗпе хурса лартмалла пек. Ҫук ҫав». Европа шайӗнчи ӑсчах-ученӑй Никита Бичурин хӑй те пире: «Там, где история говорит положительно и ясно, нет места ни догадкам, ни произвольным толкованиям», — теcе асӑрхаттарнӑ.

Иртнине (историне) тӗпчесе ТӖРӖССИНЕ тупма тӑрӑшмалла, ун ҫинчен ТӖРӖССИНЕ анчах ҫырмалла, иртни ҫинчен пирӗн ТӖРӖССИНЕ анчах кӑтартма тӑрӑшмалла, иртнин ТӖРӖСЛӖХНЕ чуна кӗртмелле, хамӑр чунра ТӖРӖСЛӖХЕ упраса малашлӑхра ӑна хисепе хума вӗренмелле те, вӗрентмелле те. Ҫав ТӖРӖСЛӖХПЕ анчах пирӗн истори вӑйлӑ, ҫавӑнпа кӑна вӑл пирӗншӗн: ПУЛАСЛӐХ ВӖРЕНТЕКЕНӖ!

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (19)]

Comments:

Станьял // 8380.4.4730
2021.09.17 22:20
Пӗлсе, ӑнланса ҫырнӑ тӗпчев Министерствопа Театр умне ҫивӗчӗ ыйту лартнӑ.
Тӗрӗс ҫул шырас вырӑнне каллех тавӑру тапранӗ-и?
Надежда Кирилловёна хӑюллӑ та чӑн сӑмахшӑн пысӑк тав. Ан парӑн.


Agabazar // 1761.56.6862
2021.09.18 07:24
Agabazar
Михаил Желтов — философи докторĕ. Философăн мар пулсан, тата камăн çырмалла кунашкал пьесăна?
Пĕри // 1914.91.8147
2021.09.18 10:39
Agabazar, вĕрентес тесе мар, кăна эс мансăрах аван пĕлетĕн-ха та, çапах та философăн философи кĕнекисем, монографисем çырмалла, пьеса таврашне вара драматургсем çыраççĕ. Вырăсла каласан, способ познания мира философăн - научный, драматургăн - художественный; кусем тĕрлĕ япаласем
Евразиец // 1977.69.9930
2021.09.19 15:08
Да... довольно серьезная статья, убедительно обоснованная и язык приятный. Давно не читал такого чувашского текста. Так же приятно пишет на чувашском экс-президент Чувашии Н.В.Федоров. Надежде Кирилловой дальнейших успехов, удачи и здравия на многая, многая лета.
Евразиец // 1977.69.9930
2021.09.19 17:40
Прошу прощения, но еще хочется отметить статьи Юрия Яковлева. Его статьи тоже серьезные и образовательно-умственно-воспитательного характера. И всё это он излагает в контексте онтологии и теории познания. Что очень важно и полезно для работников образования, чтобы лучше понимать сущность образования, обучения... Ведь образование оно онтологично. Причем всё это он излагает убедительно и на чувашском языке мысли и выводы очень серьезных философов. Последняя его статья " Пысăк вăхăтра ним те пĕр йĕрсĕр çухалмасть, пĕтĕмпех çĕнĕ пурнăç валли чĕрĕлет" - замечательная статья для молодых, думающих людей. Через неё и на статью о Н.Бичурине по-новому смотришь и понимаешь.
Пĕри // 2091.72.8559
2021.09.19 22:47
Евразиец, позвольте не согласиться с вами по поводу чувашского языка Н.В.Федорова -- он не то что писать, даже говорить не может по-чувашски на серьезные темы. А на счет изящности слога Н. Кирилловой мы с вами полностью согласны
Agabazar // 3025.72.9206
2021.09.19 23:11
Agabazar
Йăпăлтатса калаçма тăрăшать пулин те, çав Евраçийццăна пит шанса-ĕненсе пĕтересех килмест.
Agabazar // 3025.72.9206
2021.09.19 23:16
Agabazar
Цитата: <<Пĕри // 1914.91.8147
2021-09-18 10:39
Agabazar, вĕрентес тесе мар, кăна эс мансăрах аван пĕлетĕн-ха та, çапах та философăн философи кĕнекисем, монографисем çырмалла, пьеса таврашне вара драматургсем çыраççĕ. Вырăсла каласан, способ познания мира философăн - научный, драматургăн - художественный; кусем тĕрлĕ япаласем>>

Хурав. Хăвилоссăхсем пирки Карл Марксран лайăхрах никамах та калайман-ха.

Çав Маркс сăмахĕсен вырăсла куçарăвне илсе кăтартатăп: Философы лишь различным образом объясняли мир, но дело заключается в том, чтобы изменить его.

1845-мĕш çулта каланă çакна.

Нимĕçле ак çапла янăрать: Die Philosophen haben die Welt nur vcrschieden interpretiert, es kommt aber darauf an, sie zu verandern
Пĕри // 1376.68.0292
2021.09.20 23:58
Agabazar, вара мĕнле çыхăнса тăрать Карл Маркс калани драматургипе?

Pages: 1, [2]

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters