Вы смотрите вверх,ибо хотите подняться.Я смотрю вниз,ибо я поднялся.(Ф. Ницше)
Ad
Николай Малышкин: Район хаҫачӗсене пӗтерме парас марччӗ!
Николай Малышкин19.11.2021 12:2710234 views
Хаҫат — «коллективлӑ пропагандист тата агитатор кӑна мар, коллективлӑ организатор та» тесе ҫырнӑ В.И.Ленин. Асӑннӑ пӗлтерӗш паян та ҫухалман. Хаҫатсем, уйрӑмах районсенче тухса тӑраканнисем, ял халӑхне питӗ ҫывӑх. Вӗсенче ял пурнӑҫӗн шӑпи, кун-ҫулӗ, савӑнӑҫӗ-хуйхи...
Ҫӑмӑл мар тапхӑрта, колхозсем йӗркеленӗ ҫулсенче тухма пуҫланӑ хаҫатсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче те пӗр номер те тухманни пулман. Паян вара район хаҫачӗсем кирлӗ те пулмӗҫ-ши? Вӗсене «Хыпар» хаҫатӑн филиалӗсем тума палӑртнипе ҫапла шутлатӑп. Ҫак утӑм — йӑнӑш, вӑл пысӑк ҫухатупа — райхаҫатсем вуҫех хупӑнассипе вӗҫленме пултарӗ. Нумай редакци ура ҫинче ҫирӗп тӑрать паян, вӗсенче хӑйсен профессине чунтан парӑннисем вуншарӑн тимлеҫҫӗ. «Елчӗк ен» хаҫат редакцийӗнче те ҫаплах. Хальхи вӑхӑтра район хаҫатне кашни 4-мӗш ҫын вулать.
Районсенчи редакцисен статусне пӗтерсе филиал тусан хаҫатсен ҫухату пуххинче мӗн курӑпӑр-ха?
Кӗскетнӗ штат, пӗчӗклетнӗ ӗҫ укҫи. Пӗтӗмпе те 4 ҫынран тӑракан коллектив кашни эрнере тухакан 12 страницӑллӑ издание епле кун ҫути парӗ? Унӑн пахалӑхӗ мӗнле пулӗ?
Хаçат вулакана килĕшет пулсан - лайăх, Кĕçтентин Пети (хăв камне уççăн палăртма та хăратăн, тата критиклеме хăтланасшăн...). Вăрттăн çыртма хăнăхнă ĕнтĕ эсĕ...
Варык // 1144.2.4005
2021.11.23 07:04
Хамăр та атте-аннесемпек мар çав, пачах та хаçатсене çырăнма пăрахрăмăр.Пĕр ик кĕленче наркăмăш валли укçа хĕрхенместпĕр , хаçат валли - çук.
Ялтан // 3887.88.4678
2021.11.25 09:35
Хыпартисем савӑнаççĕ, вӗсен ĕç укçи ним тумасӑрах ÿссе каять те. Акă Вашуркинăнах кашни хаçатшăн 5 пин хушса парсассӑн та... (5000х20=???). Ай тур-тур! Ну, "перекетлеççĕ" те!
Анонимла // 3100.31.7571
2021.11.26 10:16
Калаҫасси калаҫатӑр-ха, анчах та темшӗн никам та чӑваш ачисен "Тантӑш" хаҫачӗ вырӑсланнине курмарӑр. Ячӗшӗн малтипе юлашки страници чӑвашла, ытти веҫех - вырӑсла. Елчӗк ачисем те вырӑслах ҫыраҫҫӗ. Вырӑсланнипе ни тиражӗ ӳсмерӗ. " Самант" журнал ҫамрӑксемпе сывпуллашрӗ, "Капкӑн"пӗтрӗ: "Ялав" хӑйне евӗрлӗ журналччӗ, хупрӗҫ.
«Тантăш» вырăсла пулас-тăк — кирлĕ те мар. Намăс курни кăна.
Каллималлин // 3877.43.4571
2021.11.27 08:07
Ҫапла ҫав, хаҫат-журналсене пӗр купана пуха-пуха пичетлесен вӗсем вырӑсланса каяҫҫӗ: сӑлтавне тупаҫҫӗ: "халӑх ыйтнипе", тиражне ӳстерме тата ытти те.
Варык // 1144.2.4005
2021.11.27 11:19
Ийя çав.Ялав тата Тăван Атăл журналсене вуна çул каяллах Чубайс хупрĕ.Пĕтĕмпех çав эсрелĕ айăплă.
Евразиец // 3753.90.6577
2021.11.29 10:02
The comment was deleted.: саккуна пӑсни
Ялтан // 9692.7.5056
2021.11.29 13:25
Пĕлесчĕ сирĕн, куншăн хыпартисем мĕнле савăнаççĕ, Леонтьев политики хăй çук пулсан та пурнăçа кĕрет теççĕ.
Каллинмаллин // 1540.84.5447
2021.12.03 12:24
Мĕн хăтланать ку сас-хура министерстви? Вĕсен ахаль те ертсе пымалли организаци çукпа пĕрех: "СЧ", "Хыпар", "Грани", Наци телевиденипе радио, халь кăна архив хушса пачĕç. Тен, вĕсене хăйсене хупма хатĕрленеççĕ? Минкульт çумне хушса тата икĕ заместитель туса памалла та, пулать самай сумлă министерство.