Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -1.7 °C
Молчание - верный друг, который никогда не изменит.(Конфуций)
 

Ad

Олег Кульев: Шупашкарӑн пӗр урамне М. И. Скворцов профессор ятне памалла!

Олег Кульев05.12.2021 14:058081 viewsEdit Delete

Назовем одну из улиц Чебоксар в честь профессора М.И. Скворцова!

Вот уже пять лет, как с нами нет нашего коллеги – ученого и педагога доктора филологических наук, профессора Михаила Ивановича Скворцова. Его не стало 1 декабря 2016 года.

М.И. Скворцов свою трудовую деятельность начал как журналист: после окончания Казанского государственного университета трудился в республиканских газетах «Хӗрлӗ ялав» (Казань), «Коммунизм ялавӗ», Чувашском радиокомитете. Но вскоре понял, что ему предназначено связать судьбой свою жизнь с наукой, и всерьез занялся изучением родного чувашского языка. Систематизация его лексики, составление и редактирование двуязычных словарей, разработка теории русско-чувашского и чувашско-русского перевода стали основой его научной деятельности на долгие годы. М.И. Скворцов – автор свыше 200 публикаций, в т.ч. 4 монографий, боле 30 словарей.

Михаил Иванович проявил себя и как замечательный педагог: преподавал студентам Чувашского госуниверситета, читал лекции учителям на курсах повышения квалификации в Чувашском республиканском институте образования. Здесь же много лет возглавлял кафедру методики преподавания чувашского языка и литературы, написал два десятка учебных пособий, программ, школьных словарей.

В этом году трудовой коллектив института образования высказал пожелание одну из улиц столицы Чувашии назвать именем М.И. Скворцова. Надеемся, в администрации города Чебоксары нас услышат. И, конечно же, надо установить мемориальную доску на доме но улице Гагарина, где много лет жил великий ученый. Это наш долг – его, учеников, коллег и земляков.

По улице профессора Скворцова –

Там, где дома, как словарей тома,

Где окон ряд, как будто слово к слову, –

Мне хочется пройтись… Но где она?

 

Есть улицы в честь крупных и не очень,

Политиков, ученых, в честь купцов,

Спортсменов, литераторов и прочих –

Ну чем их хуже Михаил Скворцов?

 

До дней последних предан был науке,

Работал от зари и до зари.

Лишь сам он знал, в каких тяжелых муках

Подчас его рождались словари.

 

Да словари какие! Просто чудо!

В них ум веков, богатство языка.

Народ чувашский, верю, не забудет

Скворцова имя, будет жив пока.

 

И не забыть: настольной книгой стали

Его труды для каждого из нас.

За них наград ученому не дали –

Так, может быть, настал уже тот час?

 

А потому в мечтах иду я снова

(Надеясь, что когда-то назовут!)

По улице профессора Скворцова.

Дай Бог, чтоб это было наяву!

* * *

Раштавӑн 1-мӗшӗнче паллӑ чӗлхе тӗпчевҫи, нумай словарь авторӗ, филологи наукисен докторӗ М.И. Скворцов профессор пирӗнтен уйрӑлса канӑранпа пилӗк ҫул ҫитрӗ. Унӑн ятне пулас ӑрусемшӗн упраса хӑварасчӗ!

Скворцов урамӗпе утасчӗ,

Словарь ӑстин урамӗпе!

Капмар ҫурчӗсене сӑнасчӗ,

Вӑл хӑй пекех ҫӳллисене.

 

Урамсенчен пуян хуламӑр,

Такам ятне те панӑ ав.

Ҫуртсем кӗтессине пӑхсамӑр:

Ҫыравҫӑ, паттӑр, космонавт…

 

Скворцов ҫав ҫынсенчен кая-им,

Профессор ячӗ – ӗмӗрне!

Мӗнпе виҫсе мӗнле хаклайӑн

Вӑл тунӑ сумлӑ ӗҫсене?!

 

Вун-вун словарь – Скворцов эткерӗ,

Пур шкул валли те ҫырнисем.

Чӑваш ӑсне ҫӳле ҫӗклерӗ –

Ятне упрасчӗ, тӑвансем.

 

Словарьсем пек хитрен лараҫҫӗ

Скворцов урамӗнчи ҫуртсем.

Шел, ман ӗмӗтсенче кӑна-ҫке…

Тен, кӗрӗҫ пурнӑҫа вӗсем?

 

Олег Кульев, журналист, ҫыравҫӑ

 

Р.S. Ҫак сӑвӑсене Шупашкарӑн пӗр урамне М.И. Скворцов профессор ятне пама ыйтса хула администрацине янӑ ҫыру вырӑнне йышӑнма ыйтатӑп. (Ҫавӑнпа ятарласа икӗ чӗлхепе ҫыртӑм). Ман шухӑша ырлакансене ҫырса пӗлтерме ыйтатӑп.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (22)]

Comments:

Agabazar // 1907.15.3465
2021.12.28 12:13
Agabazar
Анатолий, «ода» сăмах чăвашла та «ода» пулать. Нивушлĕ вара эс, хăвăн акăш-макăш хăватлă ăстăнупа та, çавна тавçăрса илеймерĕн?
Анатолий // 1232.15.8614
2021.12.28 21:49
Agabazar, ухмаха персе ан лар-ха эс. Пирӗн маттурккасем пайланман сӑмахсене пайлаççӗ, куçарма май çук сӑмахсене куçараççӗ. Тӗслӗх шырама аякка кайма кирлӗ мар: чӑтма çук ӑслӑ Юрий Исаев шӑналӑкӗ айӗнче Блинов хушаматлӑ кӗнекеçӗ тӗк шӑтарса çунатне сарчӗ. Чӑвашла пӗлмен (Станъял, паллах, Икерчи тесе куçараччӗ-ха ӑна) çав çын халӗ вырӑс шкулӗсем валли кӗнекесем хатӗрлет. Эсӗ одӑна ода тесех каласшӑн, маттур. Вӑт, Блинов хула ачисене класс доскине "хӑма", холодильника "сивӗтмӗш" тата темтепӗр вӗрентесшӗн. Халӗ-ыйту: Блиновӑн "кӗпешки" çын чӗлхине куçарсан мӗн пулать?
Agabazar // 3620.10.2717
2021.12.28 23:03
Agabazar
Ачи,

чăваш сăмахсарĕсене пăх-ха.

http://ru.samah.chv.su/s/ода

Сăмахсарта пур пулсан — чĕлхере те пур.

Чĕлхере çук сăмаха сăмахсара кĕртмеççĕ.

Сăмахран, чăваш чĕлхинче тэйбл сăмах çук та, ăна никăш чăваш сăмахсарĕнче те тупаймастăн.

Анчах та ода чăваш самахсарĕсенче пур.
Анатолий // 1232.15.8614
2021.12.29 14:04
Аптриш сирӗнпе, чӑнах та "Ачисем" эс, Agabazar. Ларатӑн çӱплесе Микулай Аçтахар йӗркелесе, тирпейлесе тӑракан пӗртен пӗр путлӗ чӑваш сайтне. Логика - сӑмах тӗшши - çук санӑн постусенче. Олег Кульев журналист Шупашкарти пӗр урама Михаил Иванович Скворцов профессор ятне парассишӗн ӑшталанать, эс усал йытӑ пек "ода", "ода" тесе йӗкӗлтешсе вӗретӗн, словарь-сӑмахсарсемпе витӗнетӗн. Вӗсем çине пӑхса ларма вӑхӑту пулсан Скворцов М.И. эткерлӗхӗ çинчен çыр-ха пӗр виç сӑмах. Усӑллӑ ӗç пулӗччӗ. Тен эсӗ ЧХСӗн штатри пӑтрашуçи?! Паянхи пурнӑçа ӑнланма йывӑр.
Юрӗ, паян эсӗ чунтан хисеплекен Юрий Михайлович Виноградовӑн - Михаил Иванович ӗçтешӗн - çуралнӑ кунӗ. Тӗнче тӗрлӗ çынпа пуян. УЯВПА , Юрий Михайлович!!!
Agabazar // 3620.10.2717
2021.12.29 21:59
Agabazar
Акапасар Михаил Скворцов урамне хирĕç пырать тени — нĕрсĕр элек.
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.19 21:59
Чӑваш чӗлхине, литературине тӗпчекенсем, ахӑртнех, Чӑваш халӑх сайтне вуламаççӗ пулмалла. Михаил Иванович Скворцов пулӑшнипе, тӗрек панипе ӑслӑлӑх анинче "кандидат", "тухтӑр" пулса тӑнисем, "доцент", "профессор" званисене илнисем шыв сыпнӑ пекех. Юрать çак анана икӗ шурсухал - икӗ Виталий - патвар утсем пекех сухалаççӗ. Тав Виталий Петрович Никитин-Станъялпа Виталий Григорьевич Эртиван-Родионова. Чӑваш филологийӗн специалисчӗсем тӗпрен илсен 5 учрежденире "тарлаççӗ": ЧПУра, ЧППУра, гуманитари, учительсен пӗлӗвне ӱстерекен тата культура институчӗсенче. Сассисене ытлаши илтменрен тем каламалла: те тарлаççӗ, те вуçех шӑнса ларнӑ, те пурнӑç вӑрманӗнче çухалса кайнӑ. А-ууууу!!! Наука сотрудникӗсем, доценсемпе профессорсем, Михаил Скворцов ячӗпе сассӑрсене парсамӑр. Олег Кульев патриот-журналист ӗçне малалла шутарма тӑрӑшсамӑр.
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.19 22:27
Чӑваш чӗлхин специалисчӗсем, чӑваш çыравçисемпе сӑвӑçисем, драматургӗсем, журналисчӗсем, артисчӗсем, юрӑçисем цифра технологийӗн çак лапамне такӑрлатманни тӗлӗнтерет. Маттурӗсем пур, анчах пӗр алӑри пӱрнесем те вӗсене каласа тухма çитет: Николай Сидоров драматург, Надежда Кириллова артистка, Валерий Тургай сӑвӑç, Илья Иванов, Владимир Долгов-Акташ публицистсем. Ку ретре, хӑвӑрах куратӑр, пӗр ӑслӑлӑх çынни те çук. Фейсбукра хӑшпӗр журналистсемпе юрӑçсене, ЧПУ преподавателӗсене куркалатӑп-ха, унта та пӑч-пач кӑна. ЧХС - пӗр-пӗрне пулӑшмалли лайӑх платформа-çке. Мӗншӗн информаци сармалли-илмелли çак мелпе усӑ курасшӑн мар чӑваш - калама хӗн.
Agabazar // 2873.63.9902
2022.01.19 23:33
Agabazar
«Цифра технологийĕн лапамĕ» тесе мекĕçленме кирлех-ши?

Кама тĕлĕнтересшĕн апла каласа? Тата тĕрĕсех-ши апла калани?
Анатолий // 1232.15.8614
2022.01.20 09:30
Agabazar Эпир иксӗмр те нумай тӗрӗс мар сӑмах калатпӑр пуль. Ҫӗнӗ сӑмах калӑплассипе, сӑмахран, Станъял Гиннесс кӗнекине те кӗме пултарать.
Тӗлӗнтерес шут ҫук, пулман та. Мекӗҫленсе текст ҫырнине илтмен, мекӗҫленсе йывӑр ӗҫе пурнӑҫланӑ пек астӑватӑп.
Сӑмахӑм чӑваш интеллигенцийӗн вырӑнӗпе паянхи пӗлтерӗшӗ ҫинчен...
Agabazar // 2615.59.5216
2022.01.20 10:27
Agabazar
Ĕç сăмах калăплассинче мар. Цифра технологине те, çавăнпа çыхăннă сăмахĕсене те эс мар шутласа тупнă.

Пур япалапа тĕрĕс усă курмалла. Йăмлăха пĕлмелле. «Матчасть» теççĕ Интернет уçлăхĕнче.

Pages: [1], 2, 3

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters