Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -9.7 °C
Коль ты не чисто стал богат, Ступай поджариваться в ад. (С. Брант)
 

Ad

Тимӗр Акташ: Шупашкарта пӗтӗмпех лӑпкӑ

Тимӗр Акташ13.03.2022 12:553617 views

2022-мӗш ҫулхи пӗчӗк дневник

Шупашкар, 2022-мӗш ҫулхи март уйӑхӗн 11-мӗшӗ, эрнекун. Шупашкарта пӗтӗмпех лӑпкӑ.

Пӑрлакланни. Аптекӑра

Ӗнер аптекӑна эмел илме кайрӑм. Анчах, пирӗн Кӑнтӑр-Хӗвел анӑҫ микрорайонӗнче тротуарсем питӗ шуҫлак. Чӑваш радио пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта нумай ҫын шуҫса ӳксе, ури-аллисене хуҫаҫҫӗ. Ҫуран ҫӳреме питӗ хӑрушӑ. Хӑраса ӳксе, каялла килелле кайрӑм.

Паян аптекӑна кукӑр ҫулпа, машинӑсем ҫӳрекен асфальт сарнӑ ҫулпа кайрӑм. Ҫӳллӗ артериллӗ юн пусӑмӗ ан пултӑр тесе, эмел илтӗм.

— Мӗнле, «ятарлӑ ҫар операции» килӗшет-и? — эмел сутакан сутуҫӑран ыйтрӑм.

— Ытла килӗшмест, — хуравларӗ хӗрӗ.

— Апла украинецсен «националистсене» пӗтерме килӗшмест?

— Ку хӑрушӑ!

— Апла тав. Сывӑ пулӑр. Сирӗн тӑвансем лере ан лекчӗр.

— Тавах!

«Пятёрочкӑра»

Апат-ҫимӗҫ илмеллеччӗ. «Пятёрочка» супермаркета кӗтӗм. Улма-ҫырла пӗтӗмпех — импортлӑ. Хакӗсем ӳснӗ. Ахаль пенсионерӑн, е ӗҫченӗн нимӗн те илме май ҫук. Помидорсене хамӑр Ҫӗнӗ Шупашкар ҫумӗнчи Ольтикасси теплици хуҫалӑхӗнче ӳстереҫҫӗ пулсан та, курӑнмаҫҫӗ. Сарӑ тӗслӗ тӗркемлӗ импортлӑ — хаклӑ.

Пылак слойкӑсем хакланман. Пӗремӗксем, вафлисем кӑштах кӑна хакланнӑ Хура тул кӗрпи 900 грамм пачка 100 тенке яхӑн. Спагетти — малтанхи пекех хаклӑ мар-ха.

— Касса патӗнче:

— Мӗнле — хаксем чакараҫҫӗ-и?

— Хакланаҫҫӗ.

— Шӳт.

Ҫӑкӑр магазинӗнче хаксем малтанхи пекехччӗ.

Телевизорӗнче

Телевизор пӑхма хӑрушӑ: унта «хӑрушӑ «националистсем» «пурӑнакан ҫуртсем ҫине переҫҫӗ, халӑха «мӑшкӑллаҫҫӗ», вӗлереҫҫӗ». Ырӑ «ДНР», «ЛНР», Раҫҫей ҫарӗн салтаксем ҫӑкӑр, апат-ҫимӗҫ халӑха салатса параҫҫӗ. Кремльте икӗ президентсем Путинпа Лукашенко пӗр-пӗрне ыталаҫҫӗ. Раҫҫей ҫарӗн генералсем: «Эпир Украина «националистсене» пур ҫӗрте пӗретпӗр, ҫӗмӗретпӗр».

Март уйӑхӗн 12-мӗшӗнче НТРК «Чӑваш Ен» видеоролик кӑтартрӗ: «Мы за мир» ятлӑ. Унта тӗрлӗ Шупашкарти ҫынсем урамра телекамера умӗнче миршӗн теҫҫӗ.

Интернетра

Икӗ чӑваш салтак Украинӑра вилни ҫинчен официаллӑ пӗлтерни

Март уйӑхӗн 11-мӗшӗнче интернет пӗлтерчӗ: «Чӑваш Ен ҫуралнӑ ҫын Украинӑри «ятарлӑ ҫар операцийӗнче» вилнӗ». .

Март уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Енри Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ 23 ҫулхи контрактлӑ салтак Александр Тимайкин вилнӗ тесе. Фотосенче — чипер чӑваш каччин сӑнарӗ.

Март уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тепӗр хурлӑхлӑ пӗлтерӳ: тепӗр Чӑваш Ен ҫынни Сергей Сидоров, 44 ҫулхи, мотострелковӑй бригадара хӗсметре тӑнӑ контрактлӑ ҫар ҫынни вилнӗ. Тӑпри ҫӑмӑл пултӑр!

Чӑваш Ен официаллӑ интернет-портал хыпарсенче: Чӑваш Ен спортсменӗсем «Zа Победу» флешмоб ирттереҫҫӗ.

Калаҫусем

Европа ҫӗршывсен пуҫлӑхсем Путинпа мир тӑвас пирки калаҫусем ирттереҫҫӗ. Анчах, хӑрушӑ «ятарлӑ ҫар операции» пырать. Пиншер ҫынсем унта вилеҫҫӗ. Вӗсем хушшинче чӑвашсем те пур.

 

Тимӗр Акташ.

Шупашкар, 2022-мӗш ҫулхи март уйӑхӗн 13-мӗшӗ

Редакцирен: автор текстӗнче орфографи йӑнӑшӗсене кӑна юсакаланӑ, ыттине тӗкӗнмен. Ӳкерчӗкре Александр Тимайкин сӑнӗпе (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр!) усӑ курнӑ.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Orphus

In Other Languages

Banners

Counters