Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Смерть в одном столетии дарует вечную жизнь в грядущих веках. (Д. Бруно)
 

Ad

Аçтахар Плотников: Горбатый кӗпер ҫинче каскӑсемпе шакканин усси ҫуках-и?

Аçтахар Плотников06.07.2022 11:495435 views

Раҫҫей Ӑслӑлӑх Академийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сергеев нумай пулмасть ҫапларах шухӑш каланӑ:

— Эпӗ чылай ҫынпа тавлашнӑ чухне ҫапла калатӑп: сирӗн шухӑшпа, мӗн, Горбатый кӗпер ҫине каскӑсемпе шаккама кайсан, е Ленин проспектне хупласа хурсан эпир хамӑр шухӑшсене влаҫрисем патне витӗмлӗрех ҫитерӗпӗр-и?

Александр Сергеев ӑсчахсене хӑйӗн шухӑшӗсене активлӑ пӗлтерме сӗннӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах влаҫа критиклеме, ун тӗлӗшпе усал сӑмахсемпе калама юрамасть тесе каланӑ.

Академире, паллах, ухмах ҫынсем лармаҫҫӗ. Унта лекес тесен ӑслӑлӑх гранитне самай кӑтӑртаттармалла, кӑшламалла. Ҫавах те пур ӑсчах та пурнӑҫ масине пӗлсе ҫитнӗ теме май ҫук. Унсӑр пуҫне кашни ҫын — уйрӑм тӗнче. Кашнин хӑйӗн характерӗ. Вӗсен хушшинче ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем сахал мар пулсан та кут ҫулама юратакансем те сахал мар. Карьера пусмипе хӑпарма хапӑллакансем те пур, ҫук мар. Ҫавна май вӗсен ӑсӗ пирки пирӗн иккӗленӳ ҫук.

Ҫапах та, кӗпер ҫинче каскӑсемпе шаккинин чӑн та усси ҫук-ши? Митинг таврашне ирттерме, тен, пачах та чармалла? Сумлӑ ӑсчах вӗсен усси ҫук тет-ҫке.

Митинг таврашӗ чӑн та ӑслӑлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшмаҫҫӗ, ҫӗннине уҫма, тӗпчесе пӗлме май памаҫҫӗ. Вӑл ӗҫре, чӑн та, тар тӑкса ӗҫлеме тивет: кунӗн-ҫӗрӗн пуҫ ватма, опытсем ирттерме тата ытти те. Анчах митингсем, проспектсене хуплани, каскӑсемпе шаккани (кунта эп, паллах, халех пурте митинга тухӑр, проспектсене хуплӑр тесе чӗнместӗп!) — ҫаксем пурте ҫын ирӗклӗхне тивӗҫтерекен япаласем, ҫав правӑна хӗсӗрлеме чаракан меслет. Паллах, пур кӗтесре те хӑвӑн шухӑшна пӗлтерсе ҫӳреме пулать. Тӗслӗхрен, эп хутшӑнакан чылай мероприятире Анатолий Кипеч хӑйӗн вирлӗ сӑмахне тухса калать. Анчах, енчен те сан шухӑшна итлемеҫҫӗ пулсан, ӑна илтмӗш пулаҫҫӗ пулсан — мӗн тумалла? Каллех активлӑ позици йышӑнса пур кӗтесре те хӑвӑн шухӑшна, ку ӗҫӗн усси ҫуккине курса тӑрсах, пӗлтермелле-и? Чӑн-чӑн демократиллӗ ҫӗршывра ун пек чухне митингсем йӗркелени пулӑшмалла та...

Ак, тепӗр тӗслӗх: Саха Конгресӗн Председателӗ И.И. Шамаев Раҫҫей Федерацийӗн ҫутӗҫ министрӗ С.С. Кравцов патне уҫа ҫыру янӑ. Хӑйӗн ҫырӑвӗнче вӑл шкулсенче тӑван чӗлхепе литературӑн сехечӗсене ан чакарӑр тесе ыйтать. Имӗш вӗренӳ планне ҫӗнӗ предметсене кӗртнӗ май сехетсене шӑп та лӑп тӑван чӗлхе урокӗсенче илесшӗн... Тӑван чӗлхесене хӳтӗлесе Мускава мӗн чухлӗ ҫыру ҫырмаҫҫӗ пуль, анчах пысӑк ҫӗршывӑн шӗкӗр хулинче йышӑнусене хӑйсене пӗлнӗ пек тӑваҫҫӗ, регионсен шухӑшӗсене хӑлхана чикесшӗн мар.

Юрӗ-ха, якутсем хӑйсен позицине активлӑ хӳтӗлеме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫырусем ҫыраҫҫӗ, шухӑшӗсене пӗлтереҫҫӗ. Пирӗннисем вара унашкал ҫыру ҫырма та «хӑраҫҫӗ» вӗт. Чӑваш наци конгресӗ, калӑпӑр, чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе юлашки хут хӑҫан ҫавнашкал ҫыру ҫырнӑ? Ма ҫырмаҫҫӗ? Ӗҫӗ кунта, тен, влаҫрисене хирӗҫ кайма ҫирӗп кӑмӑл ҫуккинче те мар? Тен, унашкал ӗҫӗн уссине курмаҫҫӗ те ҫавна май ҫырмаҫҫӗ…

Вӑт ҫакӑнта эпир ҫаврӑнса тухрӑмӑр та ӗнтӗ сан шухӑша итлеменни мӗн патне илсе ҫитернине: усси ҫук тесе вӑхӑт иртнӗҫем шухӑша пӗлтерме те пӑрахаҫҫӗ (ҫакӑ митингсене ирттерме чарусем тунӑ чухне пулать). Унашкал ҫын вара вӑхӑт иртнӗҫем тарҫӑ вырӑнӗнче кӑна тӑрса юлать. Ҫакӑ ун «хуҫисемшӗн» кӑна аван: вӑл мӗн тӑвас тет — ҫавна тӑвать. Ун ӗҫӗсен йышӗнче усӑллисем те пур ӗнтӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах — сиенлисем те (вӗсем Турӑ мар-ҫке!). Хирӗҫ калакан ҫукран, вӑхӑтра асӑрхаттаракан ҫукран (мӗншӗнне маларах пӗлтертӗмӗр: итлеменнине кура ҫын хӑйӗн шухӑшне пӗлтерме пӑрахать) вӑл ҫав сиенлӗ ӗҫсене тӑвать те тӑвать...

Каскӑсемпе шакканин, проспектсене хупланин усси пур. Вӑл меслетсем влаҫрисене сиенлӗ ӗҫсенчен, йӑнӑшсенче хӑтараҫҫӗ. Митингсемпе пухусене те лавккасене ҫӗмӗрме мар, влаҫрисене йӑнӑш ҫулпа каяссинчен пулӑшма йӗркелемелле. Паллах, енчен те влаҫрисем халӑха итлеме пултараҫҫӗ пулсан, вӗсен кӑмӑлӗсене тивӗҫтереҫҫӗ пулсан, хӑйсене кирлӗ пек кӑна хӑтланмаҫҫӗ пулсан — нимӗнле митинг та кирлӗ мар.

Хам шухӑша нумай пулмасть Каракалпакстанра пулса иртнӗ халӑх пухӑвӗпе вӗҫлес тетӗп. Ҫынсем вилни, паллах, япӑх. Анчах та… Енчен те халӑх шухӑшне малтанах тӗпе хунӑ пулсан, автономие пӗтерме шутламан пулсан халӑх урама тухӗччӗ-и? Мускаврисем, ҫак ӗҫ-пуҫра Анӑҫ аллине кураҫҫӗ пулсан, ман шухӑшпа вара кунта вырӑнти влаҫсен йӑнӑшӗ — вӗсем халӑх шухӑшне шута илмен. Юрать-ха, хальхи вӑхӑтра унта халӑх лӑпланнӑ. Татах: мӗншӗн? Ара, Узбекистан влаҫӗсем кӗртме планланӑ халӑха килӗшмен улшӑнусене пӑрахӑҫлама шантарнӑ. Апла-тӑк, каракалпак халӑхӗшӗн, ҫак ӗҫ-пуҫра ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ пулсан та, ҫак халӑх пухӑвӗ усӑсӑр иртмен.

Ирӗклӗ пурӑнма хӑйӗн ирӗклӗхӗшӗн кӗрешме пултараканни ҫеҫ пултарать.

 

Сӑн ҫинче: Мускаври Горбатый кӗпер. Галина Лескова тунӑ сӑнпа усӑ курса хатӗрленӗ.

ХК: Астӑватӑр пулӗ, 2010 ҫулта Елена Белова пирӗн сайтра статья вырнаҫтарчӗ. Ух! Мӗнлерех шавларӗҫ ун чухне, «Хыпар» хаҫат та ӑна валли хӑйӗн пӗр номерӗнче вырӑн тупса пачӗ... Унтанпа 12 ҫул ытла иртрӗ. Мӗн улшӑнчӗ? Ҫав текста хӑть паян вырнаҫтар — паян та актуаллӑ (лару-тӑру аванланас вырӑнне япӑхланнӑ та пуль).

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (26)]

Comments:

Вулакан // 1988.38.6935
2022.08.02 10:02
Агабазар,Евразиец,эсир хăвăр пурри çинчен пĕлтерме кăна çыркалатăр курăнать.Хальхи лару-тăру пирки хăвăр шухăша мĕншĕн пĕлтерместĕр?
Agabazar // 1811.90.5201
2022.08.03 21:03
Agabazar
Ку, Вулакан текенни, мĕнле пит паттăр çын-ши?

Чăннипе каласан, эпĕ хам шухăша кунта вырнаçтартма питĕ хытă шиклентĕм, анчах та пурпĕрех вырнаçтартăм. Апла пулин те, паттăрлăх кăтартрăм тесе шутламастăп хама.

Темле «Вулакан» ПАТТĂР тесе асăнни мана ним тума та кирлĕ мар.
Вулакан // 1988.38.6935
2022.08.04 11:47
Агабазар,кĕпер ячĕсĕр пуçне мĕнле шухăш пур вара Эсир каланинче?Эпĕ, Эсир ăслă çын пулнине шута илсе,Сиртен халăх прависем пирки мĕн шутланине ыйтса пĕлесшĕн.Маншăн кĕпер ячĕ мар,шухăш çĕр хут пахарах.Сиртен çавна кĕтетпĕр.Ыйтнишĕн ан вăрçăр.
Agabazar // 1811.90.5201
2022.08.04 19:35
Agabazar
Ыйтнишĕн çав тери хытă вăрçатăп.

Сире чăваш чĕлхи кирлĕ е кирлĕ мар?
Евразиец // 1855.68.3619
2022.08.07 12:22
Ухсай тĕрĕс каланă чăвашăн йăли пирки: "Кирлине курма пĕлменни, кирлĕ марринче чакаланни" тесе. Поэтому, очевидно, что "Горбатый кĕпер", лучше интересует, чем "горбатый мост" или "курпунлă кĕпер". Мускавра "горбатый мост", а Чăвашра "горбатый кĕпер".
Agabazar // 2843.40.5089
2022.08.07 15:51
Agabazar
Юрĕ, эпир те, сан çине пăхса, сан тĕслĕхÿпе, çапларах çăрса калаçăпăр. Мĕн тăвас тен, наччальниксене итлесех пулать. Унсăр май çук.
Вулакан // 1988.38.6935
2022.08.09 17:07
Халăх хăй шухăшне влаçа мĕнле майпа пĕлтерме пултарĕ-ши?Калаçу çак тĕп ыйту пирки пулмаллаччĕ.Çук,ăнмарĕ.Евразиецпа Агабазарăн шухăшлав шайĕ кĕпер ячĕ таран кăна иккен.Кĕперĕ кĕмĕл е ылтăн пултăр,вăл ниме те пĕлтермест.Енчен те халăх прави пирки каламалли çук пулсан,мĕншĕн калаçăва пуш сăмахпа кĕрсе каяççĕ-ши?Хăйсем пурри çинчен аса илтерме-ши?Плотников юлташ хальхи тапхăрти чи çивĕч ыйтăва хускатнă мари-ха?
Евразиец // 1855.68.3619
2022.08.10 09:58
Читатель, вы только читаете, но не думаете??? Чукча вот не читателем, а писателем хочет быть... Слышали наверное. А вы не мыслитель и мыслить-думать не хотите, но читатель... Лучше меня и любого другого древние греки говорили, как довести свои требования до власти, о чем в начале я уже писал: "За свои права нужно бороться как за стены города".
Agabazar // 2247.5.0030
2022.08.10 17:36
Agabazar
Вырăсла калаçса ыттисене çĕнтересшĕн.
Вулакан // 1988.38.6935
2022.08.10 21:21
Хисеплĕ Евразиец,Эсир юратакан "бороться"сăмаха мĕнлерех ăнланмалла-ха?Мĕнле майпа бороться тумалла?Сирĕн ăслă шухăшăра пĕлес килет.Грек сăмахă пĕтĕмлетсе калани кăна.Паянхи халăхăн мĕн тумалла?Эсир çавна калăр.Такам шухăшĕпе витĕнсе ан çÿрĕр.Енчен те хăвăр шухăшăр çук пулсан,мĕнле бороться тумаллне пĕлместĕп тейĕр.Çынна хăй айванлăхне йышăнма пĕлни те чыс кÿрет теççĕ.

Pages: 1, [2], 3

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters