Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -0.7 °C
Что бы жить нужно побеждать.(В.Гюго)
 

Ad

Виталий Станьял: Тӑвансене аса илсе...

Виталий Станьял01.12.2023 13:584932 views

(хӳхлев)

Ҫаврӑнса пӑхсан кашни ҫыннӑн савӑнмалли те, хурланмалли те курӑнать. Сӑнӳкерчӗксене сӑнаса шутлатӑп.

 

... Студент ҫулӗсенчи йывӑр вӑхӑтра, иртнӗ ӗмӗрӗн аллӑмӗш ҫулӗсенче, пиччесемпе аппана чӑрмантарма тивнӗччӗ манӑн. Аппапа йысна Шупашкарта хӑйсен йӑвине ҫавӑрчӗҫ те, вӗсем патне кайса нушана ирттереттӗм вара.

Аппан хӗрачи пӗчӗккӗччӗ. Ӑна чӑвашла «хӗрчче» теттӗм те, йышӑнмастчӗ: «Мӗнле хӗрчче? Эпӗ Лена ятлӑ» тетчӗ. Ялтан килнӗ чӑвашсен Шупашкарта вырӑсланма тивнӗ вӑхӑтчӗ. Ӗҫре вырӑсла, ача пахчинче, шкулта, урамра - вырӑсла. Хӗрпултӑр, улпултӑр, ывӑлсем (шӑллӑм ывӑлӗ), хӗрсем (арӑмӑн йӑмӑкӗ), ӗмпиччепе ӗмпике, мучейпе мӑнаки йышши тӑвансен чӗнӗмӗсене хулара маннӑччӗ ӗнтӗ. Лена, чӑваш хӗрачи, чӑвашла чӗвӗлтетекенскер, хутла вырӑсла вӗренсе пычӗ.

Атӑлӑн чӑнкӑ ҫыранӗнче, Пулӑҫсен Виҫҫӗмӗш (Третья Рыбацкая) урамӗнче, ашшӗпе юташӗсем хӑма татӑкӗсенчен ҫапса тунӑ хуралтӑра (засыпушкӑра) пурӑнатчӗҫ. Пир-авӑр комбиначӗ ӗҫлекен ыйтать. ялтан тапса килнисен хваттер ҫук. Аптраман чӑваш вӗршӗн чӗкеҫ пекех пулнӑ: чӗкле ҫыранрах йӑва ҫавӑрма вырӑн тупнӑ вӑл. Тӑм тӑвайккире, нуша ҫамкинче, каскӑн тӑман айӗнче ачалӑхӗ иртрӗ Ленӑн. Эпӗ те, общежитире вырӑн паман студент, сивӗ чухне вӗсем патне ҫитетттӗм ҫав. Ҫав йывӑр вӑхӑтри нушана чӑтса ирттерме аппа ӑшши пайтах пулӑшрӗ. Ҫакна нихҫан та манмарӑм. Пин-пин ҫын манман пулӗ Атӑл ҫыранӗнчи шӑкӑрттин «шӑнкӑрч вӗллисене»!

Лена лайӑх вӗренсе пычӗ. Тӑрӑшуллӑ ӳсрӗ. Вӑтам шкулта чухнех ӑна вулавӑшра ӗҫ хушма пуҫларӗҫ. Техникум пӗтерчӗ, унтан Хусанти культура институтӗнчен вӗренсе тухрӗ. Вара ӗмӗрӗпех Кӳкеҫри тӗп вулавӑшра, Шупашкар районӗнчи вулавӑшсен тытӑмне ертсе пычӗ.

Район вулавӑшне таврапӗлӳҫӗсемпе е вулакансемпе тӗл пулма темиҫе те ҫитме тӳр килнӗччӗ. Хутлӑх энциклопедине библиотекӑра калӑпларӗҫ. Ун чухне калаҫмалли нумай тупӑнатчӗ вара.

Килйышлӑ пулчӗ Елена Сергеевна, хӗрӗсемпе, кӗрӳшӗсемпе, мӑнукӗсемпе савӑнса курчӗ. Тавах мӑшӑрне, Юрий Александрович Васильев адвоката. Шанчӑклӑ ҫын пулчӗ вӑл. Килйыш хӑчӗ кил пуҫӗнчен нумай килет ҫав!

Кӑҫал Елена Сергеевна пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайрӗ. Ӑна Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Кӑнар енче, Чӑрӑш Туса (Вторые Тойси) масарӗнче хуньама-пӑянам (свекровь) тата хуньаҫа-пӑятампа (свекорпа) юнашар пытарчӗҫ. Туҫа ҫыннисем Елена Сергеевнӑшӑн ют марччӗ ҫав. Кунтах вӑл лайӑх пӗлнӗ учительница, фольклорҫӑ, юрӑҫ Ираида Вдовина выртать. Патшалӑх ӗҫтешӗсен Ефимпа Прокопий Семенов фронтовиксен, Григорий Савгай писатель кенотафийӗ пур. Яштак хырсемпе ешӗл чӑрӑшсем масар канӑҫне хурал тӑраҫҫӗ.

Этем пурнӑҫӗ кӗске, хакӗ виҫеллӗ. Чуна хурса, пурнӑҫа йӗркелес, ҫынсене ырӑ тӑвас тесе ирттерчӗ Елена Сергеевна хӑй ӗмӗрне. Пурӑннӑ чухне ҫавна курма пӗлместпӗр пулинех эпир. Халӗ вара нумай пулӑм аса килсе тӑрать.

... Аппапа хӗрчче сӑнӳкерчӗксене пӑхса ларатӑп. Пӗччен калаҫатӑп иртнӗ вӑхӑтпа. Пӗрле пекех туйӑнать. Ман тӑвансен кӑна-и ҫакнашкал пурнӑҫ? Пирӗн ӑру шӑпи ҫӑмӑл пулмарӗ. Чӑтма пултарнӑ, кӗрешсе ҫӗнтерме вӑй ҫитернӗ ҫынсене мухтатӑп.

«Вӗҫсе кил вӗршӗн кайӑк пулса, Аслӑ Атӑл ҫыранӗ ҫине. Кунта ирӗк, тӗнчемӗр таса, Итлесемӗр кунҫул сассине...».

Антив, ҫӗнӗ ӑру тулӑх телейпе сапӑрлантӑр. Манминччӗ ҫеҫ кайнӑ тӑвансен паттӑрлӑхне, вӗсен чӑтӑмлӑхне, пархатарлӑ ӗҫне, ҫутӑ ӗмӗтне. Ахаллӗн мӗн усси эпир ҫӗр ҫинче пурӑнни?

 

Ӳкерчӗксенче: Елена хӗрччепе иксӗмӗр вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнине паллӑ тунӑ самант (1972). Тепринче - аппа, Лена амӑшӗ Фаина Петровна Мясникова пенсионерка, пир-авӑр комбиначӗн ҫип арлакан ударници, чечексен ытамӗнче (2006).

 

Виталий Станьял, таврапӗлӳҫӗ

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (14)]

Comments:

Мĕтри Ванччă // 2324.77.9936
2023.12.02 13:35
Станьяла вулама яланах кăмăллă вара, чăвашла çырнисене пушшех те, чĕлхи мĕне тăрать
Agabazar // 1597.54.1482
2023.12.02 16:02
Agabazar
Вулавăш — читальный зал
Кĕнекесар — библиотека
А. Тарасов // 1112.76.3286
2023.12.02 22:35
Ав ӑҫтан иккен Юрий Александрович сӑвӑсем ҫырни. Питӗ шел мӑшӑрӗ ҫӗре кӗнӗшӗн.
Agabazar // 1775.82.7709
2023.12.03 20:07
Agabazar
Хĕркке тата Чиперкке тенисем пур, тейĕпĕр.

Анчах та Хĕрчче е Чиперчче тенисене курман. Ахăртнех, юри шутласа кăларнăскерсем. Вăл шутра — шкул ачисем валли кăларнă вĕренткĕчри те.

Хуть те мĕнле япалана та хăçан та пулсан чăн малтан шутласа тупаççĕ темелле.

Калас пулать, авалхи çăлкуçри Керка — гуннсене р-чĕлхеллĕ тĕрĕксем пек курма хистекен сăлтавсенчен пĕри темелле (чăн та, чи малта тăраканни мар).
Станьял // 1421.15.8124
2023.12.06 13:28
Уважаемый незнакомец Евроазийцев!
В обрядовом причитании (плаче, хÿхлев) по покойнику чуваши не видят никакого выпендрежа. Жаль, что у вас понятия другие и внять тонкостей чувашского языка не удается. Придется заглянуть уж в китайскую родословную - оттуда система чувашских родовых званий.

Агабазар! Ты мастак в чувашском мире. Но зря тут копья ломаешь...
"Чиперчче",, "хёрчче" встречается даже у Сеспеля.

Арсену. Ты знаешь Ю.А.Васильева? Он фольклорист-стихотворец, по-моему. ИМ тоже место уделить в журнале не будет грешню, если имеются достоинства...
Agabazar // 3974.22.5990
2023.12.06 22:57
Agabazar
А-а-а!
Чăн та, Çеçпĕл Мишшин «Упик» драминче Чиперчче персонаж пур.

Чиперчче пулсан, хĕрчче те пулма тивĕçлĕ ĕнтĕ. Тимĕр логика.

Анчах та, информацие иличчен, манăн те иккĕленме тивĕç-ирĕк пур.
Лешкукша // 4112.46.5113
2023.12.07 10:15
! Ҫапла пулмлла та!
Евразиец // 3447.04.5759
2023.12.07 10:37
Дорогой и уважаемый Станьял, простите, если я вас обидел. Однако, хочется сказать, что уже поздно навязывать людям, особенно молодым, тонкости чувашского языка, когда численность населения катастрофически сокращается. Нужно было "воевать" в 70 - 80 годах прошлого столетия. Молодое поколение в своей будущей жизни уже не будет жить по прошлым обрядовым закономерностям чувашского народа. Время еще более оживленнее "течет" и всё и вся быстро изменяется. Что тут сказать, если еще во времена Гераклита тёмного, его ученик заметил, что в одну и ту же воду не только два раза не войти, но и единожды этого делать невозможно. В своё время нужно было не "советского человека" "воспитывать", а россиянина, было бы уже совсем другое дело. А приставки "этно" к гуманитарным наукам ничего не дадут, только подальше от истины уведут.
Agabazar // 7418.6.1180
2023.12.07 23:21
Agabazar
Станьялпа пуплесшĕн хĕрĕнсе çÿрет.
Евразиец // 3447.04.5759
2023.12.08 08:24
Нет, Agabazar, нет. Это ты всё время пуплесшĕн. До сих пор без вас обходился и обойдусь в будущем.

Pages: [1], 2

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters