В.Станьял А.Кибеч ятне варалас тӗллев лартни паллӑ ӗнтӗ.Уйрӑмах Кибеч мучи йӑхташсене чӗнсе калани тухнӑ хыҫҫӑн.Халӗ те автор 50-мӗш ҫулсем пирки ҫырнине юри вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пек кӑтартса калаҫать.Агабазар калашле,вуламасӑр тавлашнин усси ҫук.Кибеч вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗ пирки мӗнле ҫырнине пӗлес тесен,"Ҫӗр ҫинчи тамӑк" повеҫпе "Сарӑхнӑ хутсем","Юлашки ҫыру"калавсене вуласа пӑхӑр.Никам та ун пек ҫыраяс ҫук.Тӗрӗссипе,ЧРхалӑх писателӗ мӗн пирки е мӗнле ҫырни пирки Станьялӑн мӗн ӗҫ пур вара.
Кип(б)ек мĕн çырнине вуламан, анчах Чăваш АССР халăх поэчĕн Александр Алган «Хĕçпе çурла» романне вуланă. Тахçанах. Анчах та хăшпĕр тылçăсем (пурте мар!) еплерех иртĕхсе пурăннине кăтартса панисене паянччен те манман.
Александр Алга — ахаль-махаль автор мар. Халăх поэчĕ ята тивĕçнине каларăм ĕнтĕ. Чи малтанхи чăваш оперисен либреттисене çырнă.
Аслă Атилĕх вăрçинче Александр Алга рота командирĕ пулнă. Пĕртен пĕр хут çеç йăнăшакан сапёрсене ертсе пынă. Фронтра илнĕ орденсем çеç унăн тăваттă.
Сасартăк тревога янрарĕ ирпе, Сасартăк, пĕр харăс тăрса, Эпир вĕтлĕх витĕр, сăрт урлă, хирпе Васкарăмăр аслă вăрçа.
Ку йĕркесене Александр Алга çырнă.
Çаксем пирки ку тĕлте тахçанах çырасшăнччĕ. Анчах Александр Алгана «хура списсăка» кĕртесрен пит хытă сехĕрленеттĕмччĕ (Пĕр-пĕр шутсăр сыхă çын Акапасар çырнине курĕ те, Алга пирки кирлĕ çĕре евитлĕ...).
Халь шутлатăп та, мĕн сехĕрленмелли? Кĕртсен кĕртчĕр Александр Алгана хура списсăка. Пушали çапла пултăр. Пуçа кассан çĕлĕк пирки пăшăрханмаççĕ.
Лешкукша // 8490.2.4194
2025.02.19 15:01
, Ҫыртӑр КИПЕЧ ответ. станьяла суять тесе суда патӑр.Вӑл ХАЛЁХ ПИСАТЕЛӗ ВӗТ, А СТАНЬЯЛ ВӗЛ влаҫри чиновниксен куҫӗнчи ништяк ҫеҫ. ТӖРӖССИПЕ ҪӖНТЕРТӖР!
Никам та тавлашмасть. Тавлашать пулсан та «çĕнтерес» шутпа мар.
Акапасар Кипечпе Кипеке пăтарштрни пирки калани те 100% суя. Ултав. Вулакана шăвăç чуманпа лартса яни.
Çитменнине тата Акапасарĕ кашнийĕнчех, пĕрремĕш ята ку тĕлте пачах урăхла çырать — Кип(б)еч е Киб(п)еч.
Кипек тенине вара пачах та асăнман.
Вăт çавнашкал мекĕçленкелесе пурнатпăр ĕнтĕ. Мĕн тăвас тен...
Ним тума та çук!
Леонид Кевер // 3852.57.4478
2025.02.28 18:46
Акапасар пӗчӗк ача пекех, тавлашас
тесен ӑна апат та кирлӗ мар! Хӑй
малтан «Кипек» тесе ҫырнине тасатнӑ.
Хӗрсе кайнипе «пӑтраштарни» сӑмаха
та тӗрӗс ҫырайман,«пӑтарштрни» тенӗ.
Хӑвна пуринчен те ӑслӑ тесе шутласан
та, ху ҫырнине тепӗр хут вуласа тухма
ан ӳркен!Вара тем тума та пулать.