Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +15.3 °C
Не бойтесь совершенства. Вам его не достичь.(C. Дали)
 

Ad

Blog Updates

"Эпир - Улӑп йӑхӗнчен!" вӑйӑ конкурсӑн оргкомитечӗ ӑна тепӗр икӗ куна тӑсма шутларӗ.

  14.04.2012 15:42 | 11096 views
"Улӑп-2012: Эпир Улӑп йӑхӗнчен" вӑйӑ конкурса хутшӑнма заявка ярса памалли кунсен шучӗ сахаллансах пырать. Тепӗр 4 кун ҫеҫ юлчӗ. Аса илтеретпӗр: Вӑйӑ конкурс ака уйӑхӗн 17-25-мӗшӗсенче иртет. Унта 5-7, 8-9, 10-11 класра вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫҫӗ. Унччен малтан учитель пуҫарнипе Microsoft Exsel формӑпа шкултан mixaj_58@mail.ru электрон почти ҫине заявка ярса памалла. Унта ҫак реквизитсене кӑтартмалла:
1. Хушамат, ят, ашшӗ ячӗ
2. Шкул
3. Класс
4. Телефон
5. E-mail
6. Вӗрентекен
Конкурса пуҫлама вӑхӑт ҫитсен вӑйӑ ертӳҫи ачан е учителӗн электрон почти ҫине йыхрав ярать.

More...

 
[Comments (13)]

Патша, хун тата элтапӑр (Юхма Мишши)

  27.03.2012 08:23 | 5308 views
«Элтепӗр/элтепер» сӑмах пирки калаҫӑва малалла тӑснӑ май куҫ умне Юхма Мишши 1993 ҫулта кӑларнӑ статья тӗл пулчӗ:
----------------------
Ҫак виҫӗ сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ пӗрех, вӗсем ҫӗршыва, патшалӑха е эле тытса тӑракан ҫын тенине пӗлтереҫҫӗ. Анчах та вӗсенчен хӑш сӑмахӗ чӑвашсене уйрӑмах ҫывӑх пулнӑ-ши? Пирӗн шутпа, саманана кура, виҫӗ сӑмахӗ те пулнӑ пек туйӑнать. Анчах та «патша» сӑмах пуринчен те аслӑ пуль, Мӗншен тесен, хӗвелтухӑҫӗнче пурӑнакан тӳрк йӑхӗсен пирӗн эрӑчченех ҫак сӑмах пурри паллӑ. Акӑ, Г.П. Снесарев тӗпчевҫӗ хӑйӗн «Реликты домусульманских верований.

More...

 
[Comments (4)]

Изучение чувашского языка

  23.03.2012 21:51 | 5361 views
Всех, кого интересует изучение чувашского языка, приглашаем посмотреть это видео:
http://youtu.be/inGef83RKRY
 
[Comments (1)]

Чӑваш чӗлхине хӳтӗлекен юлташлӑх (пӗрлӗх)

  13.03.2012 18:33 | 10363 views
Ман шутпа пирӗн, чӑвашлӑхшӑн ҫунакан ҫынсен Чӑваш чӗлхине хӳтӗлекен организаци (чӑвашла ӑна е «пӗрлӗх» е «юлташлӑх» темелле ӗнтӗ) тумалла (НКО шайӗнче). Чӑн та, шутласа пӑхсан, мӗнле кӑна пӗрлӗх ҫук пулӗ — «Чӗрчунсен прависене хӳтӗлекенсем» те, «Потребительсен союзӗ» те, тата ытти те. Теҫетки-теҫеткипе вӗсем Раҫҫейре. Чӑваш чӗлхишӗн ӗҫлекенни вара ҫук.
Мӗн тума кирлӗ?
1) чӑваш чӗлхи прависене кашни утӑмра пӑснине пурте куратпӑр. Чылайӑшӗ курмӑш пулса иртсе каять, теприсен чунне ыраттарать пулин те хӑй ӑшӗнче вӑрҫа илет те лӑпланать. Ара кашнин хӑйӗн ӗҫӗ — влаҫрисем патне кайма вӑхӑт та ҫук.

More...

 
[Comments (15)]

Чӗлхе

  31.01.2012 01:25 | 8960 views
Ырӑ вӑхӑт пурне те канашлӑва хутшӑнма. Ҫуралнӑранпа чӑвашла калаҫатӑп, вырӑсла та аванах пӗлетӗп.Чӑвашсемпе чӑвашла, ытты халӑхсемпе вырӑсла калаҫатӑп.Анчах тӑван чӗлхепе пурнӑҫри пӗтӗм сӑлтава, пулӑма ӑнлантарса пама манӑн пӗлӳ ҫитместь,уйрӑмах ӗҫре...Е чӗлхене малалла аталантармалла, ҫӗнӗ сӑмахсем кӗртмелле кун-ҫула?
 
[Comments (13)]

"Хыпар" сайчӗ

  27.12.2011 09:27 | 5076 views
Йӑхташӑмӑрсем! Пирӗн, чӑвашсен, тӗп хаҫат - "Хыпар". Анчах мана унӑн сайчӗ питӗ кӑмӑла пымасть: меллӗ мар, грамматика пирки те асӑрхаттарусем сахал мар тума пулать (мӗн тени пулать вӑл "чӑваш радиови"?). Сайтне ҫырса яма хӑтланса пӑхрӑм - вӑтам ӑслисем валли мар иккен, пӗр енлӗн кӑна ӗҫлеҫҫӗ. Нивушлӗ "Хыпарта" компьютера кӑшт лайӑхрах пӗлекен ҫын ҫук-ши? Хӑвӑрӑн шухӑшӑрсене пӗлтерӗр, тархасшӑн.
 
[Comments (7)]

Вырӑсла юрӑсем

  04.11.2011 22:20 | 5475 views
Эпир, чӑвашсем, питӗ толерантлӑ халӑх. Ку пирӗнре ытлашшипех те. Сӑмахран, хӑна килсен чӑваш ун валли тем тума та хатӗр. Хӑй ҫимесен те хӑнине тӑрантарса ятарех.
«Аксар» дискӗсенче тӗл пулакан пӗр япала* мана ытла та кӑмӑла хуҫать. Юлашки вӑхӑтра тухакан mp3 пуххисенче шельмӑсем яланхи пекех вырӑсла юрӑсем кӗртме пуҫларӗҫ. Диска итленӗ чухне (уйрӑмах юрӑсен йӗркине ӑнсӑртран илмелле лартсан) ҫав вырӑсла юрӑсем тухсан мана, сӑмахран, питӗ тарӑхтараҫҫӗ.
Вырӑсла юрӑсене, тен, толерантлӑха кӑтартма лартаҫҫӗ? Тем тесен те вырӑслисене итлеме юратакансем тӑватӑ юрӑшӑн чӑвашла диск туянмаҫҫех ӗнтӗ.

More...

 

Наци политики кирлӗ

  21.10.2011 12:03 | 20680 views
Ак, каллех, пирӗн Элтепер халӑх патне Ҫырупа тухасшӑн. Официаллӑ сайтра та унта мӗн кӗртмелли пирки халӑхран сӗнӳсем пуҫтарма пуҫланӑ. Тӗп ыйту — ҫынсен пурнӑҫ шайне ӳстересси, пурнӑҫа лайӑхлатасси, хӑтлӑлатасси, меллӗрех тӑвасси. Тепӗр майлӑ каласан — вӗт-шакӑр ыйтусем. Пысӑк шайри ыйтусене ҫӗклемӗ ӗнтӗ. Мӗн тӑвӑн — суйлав-ҫке ҫывхарать. Ҫавах та ҫакна сиссе те пулин алӑ усса ларас мар, кӑшт кирлӗ ыйтусене те ҫӗклеме пулӑшас :)
Наци политики кирлӗ — чӑвашшӑн ман шутпа ҫак чи пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ыйту! Мӗн вӑл наци политики? Вӑл чӑваш чӗлхи, вӑл пирӗн Чӑваш ҫӗрӗ, халӑх интересӗсем.

More...

 
[Comments (43)]

Ҫӑмӑл ӑслӑ

  01.10.2011 18:34 | 5251 views
Мӗнле кӑна сӑмахҫаврӑнӑшӗ шутласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ. Ак халӗ «Юрату.ру» хӑйӗн «Манаймастӑп» юррине шӑрантарать.

Каҫармастӑп, йӑлӑнсан та каҫармастӑп,
Каҫармастӑп, мана улталанине.
Каҫармастӑп, йӑлӑнсан та каҫармастӑп,
Каҫармастӑп, ҫӑмӑл ӑслӑ пулнине.

Сӑвӑ авторӗшӗн темшӗн «ҫӑмӑлттай» сӑмах тивӗҫтермен вара — ҫӗн сӑмахҫаврӑнӑш ӑсталанӑ.
 
[Comments (5)]

ЧӐВАШ КОМПЬЮТЕР ТЕРМИНОЛОГИЙӖ (Mozilla Firefox программа куҫарӑвӗн тӗслӗхӗпе)

  25.08.2011 15:45 | 6020 views
http://docme.ru/dz8 — кунта хамӑн диплома вырнаҫтартӑм. Тен, хӑшне-пӗрне вӑл кӑсӑклӑ та пулӗ.

//асӑрханӑр, тен ку хатӗрлесе ҫитернӗ верси мар — лайӑх пӑхса тухма вӑхӑт ҫук...
//ку диплома эп кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче хӳтӗлесе :)
 
Pages: 1, ... 37, 38, 39, 40, 41, [42]
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat