Кӑҫал Раҫҫей шайӗпе иртекен Литература ҫулталӑкӗнче, чӑвашсем вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ К. Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ тапхӑрта Т. Кириллова аса илни вырӑнлӑ.
Тарас Кириллов 1880 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, кивӗ стильпе, Етӗрне уесӗнчи Чӑваш Сурӑм вулӑсӗнчи Ҫеҫмер ялӗнче Кирилл Филиппов вӑтам хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗпе амӑшӗ ҫут тӗнчене килнӗ ачана Тарас ят хунӑ. Ҫулсем иртнӗ май вӑл Трак тӑрӑхӗнчи Мӑн Шетмӗри прихут шкулӗнче, ун хыҫҫӑн Ишекри икӗ класлӑ шкулра ӑс пухнӑ.
Виҫӗмкун эпир Алпарухпа пӗрле хамӑр пӗлекен республикӑри тӗрлӗ кӑсӑклӑ объектсене пӑхса ҫӳреме тухрӑмӑр. Чи малтанах Шупашкар районӗнчи Шоркка ялӗн икӗ арманне кайса пӑхрӑмӑр. Вӗсем пирки эп хам пӗлеттӗм те шыраса тупма йывӑр пулмарӗ.
Армансене илес пулсан вӑхӑт вӗсене самай тустарни сисӗнет. Юрать-ха чи киввине, Ҫатра-Хочахмат енчине, унчченхи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пуҫарӑвӗпе профнастилпа витнӗ, ҫиелтен кӑштах тирпейленӗ, илемлетнӗ.