Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Чем больше живешь, тем меньше хочется.(Мавпа)
 

Ad

Виталий Станьял: «Авӑрин-ҫавӑрин пирӗн хултӑрчӑ...»

Виталий Станьял30.12.2024 18:22931 views

(Владислав Пастухов-Анаткас сӑввисене вуласан)

Владислав Григорьевич Пастухов-Анаткас (1954 ҫ.ҫ.) — Муркаш тӑрӑхӗн каччи, журналист, адвокат, следователь, педагог, ҫичӗ тачка кӗнеке авторӗ. Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ. Ӑна Чӑваш академийӗн ретне илнӗ. Журналистсен союзӗн пайташӗ. Лара-тӑра пӗлмен ӳрӗк те ӗҫлӗ чӑваш. Умма лартнӑ тӗллевсене пӑрӑнми пурнӑҫлакан ҫын вӑл. Хӑй тӗрӗс текен шухӑшран пӑрӑнма хӑнӑхман. Ку вара пуҫлӑхсене пит тарӑхтарать. Тӳрӗлӗхе пула Владислав Григорьевич ӗҫре пӑшӑхланса курчӗ. Урӑх специальноҫа вӗренме тиврӗ унӑн, ӗҫ вырӑнне улӑштармалла пулса тухрӗ. Парӑнса хуҫӑлмарӗ. Анаткас ачи ягель шыракан пӑлансемпе пӗрле Ҫӗпӗр тайгин юрне ашса курчӗ. Якутра, Магаданра, Колымара ылтӑн приискӗсемпе шахтӑсен тусанне ҫӑтрӗ. Нушара та ырри пур, теҫҫӗ. Ҫав манӑҫми вырӑнсем ӑнӑҫлӑ сӑвӑсен ярӑмӗсене кӗрсе юлчӗҫ.

Сӑвӑҫӑн «Раҫҫей-аннемӗре пуҫ тайса: сӑвӑсемпе поэма» ятлӑ чӑвашла-вырӑсла пысӑк кӗнекене (Ш., «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2024, 564 с.) вуласа тахҫанах хам шухӑша ҫырнӑччӗ. Ҫеҫпӗл Мишшипе Андриян Николаев юбилейӗсене халалланӑ пухчӑна, вӗсен ячӗпе ятарласа пайсем уйӑрнӑ. Вӗсене халалланӑ сӑвӑпах уҫӑлать пухчӑ: «Ҫеҫпӗл паян — ҫӗр ҫинчен курӑнан Ҫӑлтӑрсем хушшинчи ылтӑн сӑвӑҫӑ...Пӑхса халь тӑрап Анаткас ялӗнчен, Ҫӳлте ик чӑваш пуплет ирӗклӗн...». Эппин, ҫавӑрать-ха тӗнче хултӑрчине чӑваш несӗлӗ!

Чӑваш ҫӗршывӗ те, аслӑ Раҫҫей те кӗнекере анлӑ курӑнать. Фотоӳкерчӗксем ҫынсен чысне-хисепне кӗскен пӗлтереҫҫӗ, сӑвӑсем харкам ҫынсене курӑмлӑ уҫса параҫҫӗ.

Малтан вӗҫне ҫитиех умра Чӑваш ҫыннисем, Раҫҫей анлӑшӗ. «Алри ачу пек Сӑпкунта сикетӗп, Сана пиллетӗп вӑйӑм-халӑма!» («Тавах сана, Чӑваш ҫӗршывӗ!»). Иосиф Кобзонпа Евгений Евтушенкона халалланӑ сӑвӑра Муркаш саламне сӑвӑҫ инҫетри Оймякона кӗрсе калать, чукча ҫыравҫине Антонина Кымытвале, эвенксемпе нивхсене пӗлтерет.

Кӗнеке пуян. Ӑна тупмаллире хӗрӗх ытла ушкӑна уйӑрнӑ. Эпӗ вунӑ-вуникӗ пая пайласан вулакана меллӗрехчӗ тесе пӑхрӑм. Пӗрремӗш ушкӑн — «Паллашу кӗвви». Кунта хӑй шӑпине кӑтартакан ҫаврӑмсене, хӑй пирки каланисене, ыттисем ӑна халалланӑ сӑвӑсене, ашшӗ-амӑшӗ ҫинчен ҫырнине пӗрле пухсан вырӑнлӑччӗ. Антив, вулакан тӳрех ӑнлантӑр хӑй кампа тӗл пулнине! Тӑвай райхаҫатӗнче ӗҫлекен Владислав Анаткаса Сӑхӑтпуҫ ывӑлӗ Вениамин Тимаков поэт хавхалантарса хӑварнӑ. «Ҫеҫпӗлсем, Миттасем, Янкассем ытларах та шар курчӗҫ, Шутласан, Анарткас, мӗн вӑл эпӗр тӳсни... Чӑт, тӑванӑм, туптантӑр-и сӑвӑҫ таланчӗ, Эйзинпа Теветкел патне эс те кармаш!» (312 с.). Анаткас ҫине тӑрса тӑрӑшать, кармашмалли пайтах. Поэзи тӳпи ытла та ҫӳлте ҫав. Унта «эпӗ те сӑвӑҫ» тенипех ҫитме ҫук пулӗ. Владислав чарӑнсав ларман. Хӑй сассине-мелне тупнӑ, литература ретне ҫирӗппӗн тӑнӑ.

Иккӗмӗш пая «Анаткас-Турай ҫеммисене» кӗртнӗ пулӑттӑм. Ялӗ, солхозӗ, шкулӗ, тӑвансем, ӗлӗкхи-хальхи ҫыннисем, ӑстасем, паттӑрсем пӗр йышра пек. Ҫыпӑҫуллӑ, вырӑнлӑ, хитре каланӑ сӑвӑсем.

Чӑнласа поэзие сӑвӑ йӗркипе саламланинчен е пӗр-пӗр ӗҫ ҫинчен каласа кайнинчен уйӑрса хаклаҫҫӗ. Ытларахӑшӗ верлибрпа, шурӑ сӑвӑпа, ҫавӑрнӑ прозӑпа ҫырлахать. Поэзи шухӑшӗ, сӑнарӗ, ытарӗ, чӗлхи кашни ҫыннах лекмест ҫав. Каласа пани пур пулсан, вӑл ӑнланма ансат — тата мӗн кирлӗ? теҫҫӗ. Владислав Анаткаса верлибрсемшӗн тиркес ҫук. Паянхи Раҫҫейри лару-тӑрӑва плакатла, пубицистикӑлла, хаҫатла каласа паракан верлибр хӑй пӗлерӗшне ҫухатман-ха (тӗслӗхрен, «Владимир Анаткас монологне» пӑхӑр)..

Ҫӗнӗ кӗнекере Муркаш таври, Чӑваш Республики, Раҫҫей Федерацийӗ пайӑррӑн-пайӑррӑн ӳкерчӗкленеҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле пӑхсан вара пухчӑна тӑван тавралӑхӑн (краеведенин) сӑвӑланӑ альбомӗ тейӗттӗм. Чӑвашра пур ҫавӑн пек сӑмахлӑх тӗсӗ. Вӑл халал тенинчен уйрӑлсарах тӑрать. Ҫӗрпӳ енчи Иван Михайлов таврапӗлӳҫӗ темиҫе кӗнеке сӑвӑласа кӑларчӗ. Вӗсене вӑл «таврапӗлӳ сӑввисем» тесех палӑртатчӗ. Тен, ҫавӑнпах пулӗ, кӗнекисене хапӑлласах йышӑнатчӗҫ. Владислав Анаткас пухчи вара чылай сулӑмлӑрах та сумлӑрах. Вӑл кирек хӑш чӑваша та кӑсӑк пуласса сисетӗп. Унта пурте пӗлекен ҫынсене (республика Эльтерӗсеннчен Николай Федоровран, Михаил Игнатьевран, Олег Николаевран пуҫласа ялти тракторист таранах) ырӑласа хывнӑ йӗркесем, кӗреке саламӗсем янӑраҫҫӗ. Ӗҫлекен ҫынна кирлӗ вӑхӑтра ӑшӑ сӑмахсене калатпӑр-и-ха ? Владислав каланӑ. Тертлӗ пурнӑҫра ҫавра сӑмахпа тӗкӗ паракан ӳынна ырлатӑп эпӗ.

Историри ҫынсене (Бичурина Янтуша, Яковлева, Никольские, Ашмарина, космонавтсене, Королева, Хрущева, Эльмене, Ислюкова, Аксакова), ӗҫре палӑрнисене, вӑрҫӑ паттӑрӗсемпе салтаксене, литература (Иванов, Шелепи, Элкер...), ӳнер (Воробьевсем Васильевсем, Лебедев, Праски Витти, Нагорнов, Корин, Эрьзя....), юрӑ-ташӑ ӑстисене (Уляндина, Османова, Фарида...), тӗпчев, вӗрентӳ ҫынисене, журналистсене, кӗнеке кӑларӑшӗнчи тӗременсене, спортсменсене, пӗрле ӳснӗ тантӑшӗсене, университетри студентсемпе преподавательсене (Сергеев, Федотов, Корнилов... Желтухин, Тарасов, Антонова, Австрийская, Сачкова, Нарпи, Ульха...), тӑван Муркаш тӑрӑхӗнчи ентешӗсене тата ытти нумай сӑнсене сӑвва кӗртнӗ вӑл. Кӗнеке пӗлкӗч (справочник) пекех.

Хӑш-пӗр вырӑнсемпе ятсене пурпӗр палӑртса хӑварам. «Чӑвашсем ҫинчен ҫыраҫҫӗ вырӑссем», «Колыма енче чун-чӗререн ҫырӑннӑ хайлавӑмсем», «Колыма ярӑмӗ» («Магаданӑм, Магадан, Ма хӑраҫҫӗ-ши санран...»; «Михаил Белова, ҫыравҫӑ тусӑма» сӑвӑ; «Гальӑна» сӑвӑран — «Ҫыру вӗҫҫӗн ҫеҫ халь калаҫатӑп. Хыпарна кӗтетӗп ҫав тери. Ӑш сӑмах илтеймесен — ахлатӑп. Чунӗ тухӗ ҫавӑн чух пӗрин...» (1987, Чукотка).

«Анаткас ҫеммисем», «Анаткасӑн паллӑ ял ӗҫченӗсем», «Турай шкулӗ» ярӑмсенче тус-тӑвансене, ӗҫпе вӑрҫӑ ҫыннисене, халӑх хисеплекен председательсене, механизаторсене, вӑхӑтсӑр пуҫ хунӑ тантӑшӗемпе шӑлнӗсене чысланӑ. Пуян ярӑмсем - «Муркашран тухнӑ паллӑ ҫынсем», «Муркашран тухнӑ паллӑ ӑсчахсем» тата ҫухалса каймалла нумай ытти пайсенче СССР Геройӗсем, Социализла Ӗҫ Геройӗсем, Раҫҫей Геройӗсем, генералсемпе командарм, ҫӗршыва халӗ пӑшалпа СВОра хӳтӗлекен салтаксем, ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсем, композиторсем, художниксем, юрӑҫем, артистсем тата ытти «ҫӑлтӑрсем»... Миҫе паллӑ ят пуррине шутласа та пӗтерес ҫук. Кун пек чухне кама сиктерсе хӑварнӑ тесе ыйтмалли ҫеҫ юлать. Никама та сиктермен пулмалла! Пур классиксене, тин сӑмсаланакан ҫамрӑксене шутласа кайсан кунта сӑмах калама вырӑн та юлмасть. Чӑваш халӑх писателӗсене, поэчӗсене, драматургӗсене, тин кӑна сас кӑларнӑ капӑр пикесемпе яшсене кашнине пӗрер салма тыттарнӑ!

Тӗнчипе паллӑ е тӑван тавралӑхра ҫеҫ пӗлекен ҫынсене тав тӑвакан Владислав Анаткас туйри мӑнкӗрӳ майлах туйӑнать. Кирлӗ сӑмахӗсене туххӑм тупать вӑл. «Хурлӑхан» юрра пит юратаҫҫӗ Пирӗн хурлӑханлӑ тӑрӑхра, Каласамччӗ эс мана тӑхлачӑ, Кам-ши ҫырнӑ ҫав паха юрра. — Эй, эс, уҫӑ сасӑллӑ хӑтаҫӑм, Ҫавна та пӗлместӗн-и вара. Кудаков вӑл, Хутарти ӑстаҫӑ, Ҫав шӑратнӑ ытарми юрра!» («Хӑтапа тӑхлачӑ», 415 с.).

Владислав Анаткасӑн «Юрату ярӑмӗ» пиҫӗ йӗркесемпе палӑрать. Кӗнекере поэзи антологине кӗме тивӗҫлӗ лирикӑлла сӑвӑсем пурри савӑнтарать. Алла сӑвӑ кӗнеки лексен «Юрӑран пуҫланчӗ юрату», «Каҫхи шевле», «Юрату сӑмсахӗ», «Ҫил», «Сарӑ лили щӑпи», «Ан хурлан эс, шурӑ хурӑнӑм» сӑвӑсене пӑхса тухма сӗнӗттӗм. Ҫеҫпӗл сӑнарӗпе пуҫласа паллашакансене «Ҫиччӗмӗш тӳпе» поэмӑна тимлесе тухма калӑттӑм. Вӑл яка вуланать, поэт пурнӑҫне ашшӗ, амӑшӗ, шӑлнӗ каланисемпе уҫса парать. Анчах поэма, ман шутпа, поэт сӑнарне, чӗмне-чунне, талпӑнӑвне ытамласа илеймен-ха. Поэма шухӑшӗ, тӗллевӗ, никӗсӗ вырӑнлӑ. Унпа малалла тӑрӑшсан вӗри революционер хӑватне уҫса парӗччӗ! Поэт чарӑнми ӗҫлет. Тата кама сӑвӑ варкӑшӗпе ачашлӗ-ши вӑл?

Кӗнеке вӗҫӗнче сӑвӑҫ хӑй кӑмӑлне каласа хӑварнӑ: «Чӑваш чӗлхи! Мӗнле илемлӗ эсӗ Аннемӗрсен калаҫӑвне илтсен Халӑхӑма ыталаса илессӗм килет ман ҫамрӑк кӑмӑл туличчен» («Манӑн тивӗҫ», 554 с.).

Тӗллевне вӑл пурнӑҫланӑ — паллӑ чӑваш ҫыннисене йӑлт пекех ҫупӑрласа илнӗ.

 

Виталий Станьял

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (2)]

Comments:

Хамарьял // 3568.23.7253
2024.12.31 02:53
Хвль Вл.Анаткас ста порнать?
Agabazar // 4253.9.8606
2024.12.31 08:27
Agabazar
Хамăрьялсене — салам!

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters