
Чӑваш ваттисен тӗп канашӗ черетлӗ суйлавпа шайлав ларӑвӗ ирттерме йышӑнчӗ. Хамӑр йышра тӑракансене (вӑл шутра — вырӑнти пӗрлӗхсен ертӳҫисене те) ятран чӗнессе кӗтмесӗрех ларӑва хутшӑнма, хӑйсен шухӑшӗсене калама ыйтатпӑр.
Килессе-килмессе пӗлтерсе, хӑвӑрӑн шухӑшсене маларах Чӑваш халӑх сайтӗнче каласан тата вырӑнлӑрах пулать тесе шутлатпӑр.
Йыхрав
2025 ҫулхи мартӑн 6-мӗшӗнче 15 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗенче Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн (ЧВТК) отчетпа суйлав ларӑвӗ уҫӑлать.
Кун йӗркинче:
- Ваттисен канашӗн юлашки ҫулсенчи ӗҫӗ-хӗлӗ тата чӑваш чӗлхипе малашлӑх ыйтӑвӗ — ЧВТК Председателӗ Н.М. Адерӑн шайлав сӑмахӗ. (Калаҫӑва хутшӑнма сӗннисем — О.М. Цыпленков, А.О. Бойков, П.С. Пупин, Н.Г. Иванова, Ф.А. Карягин, А.И. Мефодьев, Н.Г. Кондрашкин, К.А. Малышев, Р.Н. Чентаева тата ыттисем).
- Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявне хатӗрленесси тата СВО лару-тӑрӑвӗ (калакансем Н.Н. Максимов, В.В. Мартынов, В.Д. Эльмен, А.А.Тарасов, Х.М. Макаров т. ыт.)
- Канаша ҫӗнӗ ҫынсене кӗртесси тата тата Кӗреке йышне ҫӗнӗрен суйлани (умсӑмах калаканӗ В.П. Станьял).
ЧВТК Кӗреки,
ҫыруҫи Тимӗр Акташ
24.02.2025.
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.