Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +29.3 °C
Мудр не тот, кто знает много, а тот, чьи знания полезны.(Эсхил)
 

Ad

Геннадий Ахмане: Чӑваш грамматикин вӑрттӑнлӑхӗсене уҫакан кӗнеке

Геннадий Ахмане27.04.2026 08:191092 views

Нимӗҫсен XIX ӗмӗрти паллӑ филологӗ, Петербургри ӑслӑлӑх академийӗн хисеплӗ пайташӗ Готфрид Герман профессор ҫапла каланӑ: «Икӗ ӗҫ уйрӑмах йывӑр: словарь тӑвасси тата грамматика ҫырасси». Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи чӗлхеҫӗсем вара шӑпах ҫак кӑткӑс та питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗпе хураҫҫӗ: сӑмах пуххисем ӑсталаҫҫӗ тата чӗлхе тытӑмне тӗрлӗ енчен тишкерсе кӗнекесем хайлаҫҫӗ. Вӗсем тӑрӑшнипе «Строй чувашского языка» («Чӑваш чӗлхи йӗрки») ӑслӑлӑх проекчӗ ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланса пырать. Ҫав ярӑмри тӑватӑ кӗнеке пархатарлӑ вулакансем патне ҫитрӗ ӗнтӗ:

2017 ҫулта Виталий Сергеев профессор сӑмах формисене сӑвӑрса «Морфология чувашского языка» («Чӑваш чӗлхин морфологийӗ») монографи кӑларчӗ;

2020 ҫулта Пётр Яковлевӑн чӑваш чӗлхин фонетикипе фонологине (сасӑсен тытӑмне) уҫса паракан тӗпчевӗ пичетленсе тухрӗ;

2023 ҫулта Эдуард Лебедевӑн сӑмах пулӑвне сӑнлакан кӑларӑмӗ кун ҫути курчӗ;

2024 ҫул вӗҫӗнче вара Алевтина Долгова «Синтаксис чувашского языка: Словосочетание. Простое предложение» («Чӑваш чӗлхин синтаксисӗ: Сӑмах майлашӑвӗ. Хутсӑр предложени») ӗҫӗпе савӑнтарчӗ.

Хальхи вӑхӑтра Алевтина Петровна синтаксисӑн кӑткӑс ыйтӑвӗсене малалла тӗпчет – иккӗмӗш кӗнеке хатӗрлет, унта хутлӑ предложенисен вӑрттӑнлӑхне тишкерет. Икӗ томлӑ кӗнеке пирӗн чӗлхен синтаксис тытӑмне туллин те пур енлӗн кӑтартакан ӑслӑлӑх ӗҫӗ пулӗ. Чӑваш грамматикин синтаксис пайне вырӑсла ҫапла тӗплӗн хаклакан монографи унччен ҫӗр ҫул ытла каялла пичетленсе тухнӑ: ӑна Николай Иванович Ашмарин ҫырса кӑларнӑ, вӑл та икӗ пайран тӑнӑ (Опыт исследования чувашского синтаксиса. Ч. 1, 1903; Ч. 2, 1923).

Чӑваш синтаксисӗн тытӑмне туллин ӑнланас тата тӗплӗн ӑнлантарас тесе кӗнеке авторӗ Алевтина Долгова пирӗн пуплеври предложенисене (пӗрремӗш хут!) тӗрлӗ енчен пӑхса тишкернӗ: грамматика енчен (мӗнле йӗркеленни), семантика енчен (мӗне пӗлтерни), коммуникаци енчен (ҫӗнӗ хыпара мӗнле палӑртни) тата прагматика енчен (калаканӑн тӗллевӗпе туйӑмӗсене мӗнле кӑтартни).

Чӗлхен пӗтӗмӗшле ӑнлавсене палӑртма пултаракан паллӑсем — сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем — пур. Вӗсем пулӑшнипе ҫут тӗнче чӑнлӑхӗ пайӑркаланать те пирӗн ӑс-тӑнра ӳкерӗнсе юлать. Сӑмахсенчен вара (чӗлхен йӗрки-куркине кура) сӑмах майлашӑвӗсемпе предложенисем йӗркеленеҫҫӗ. Ҫавӑнпа эпир пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑнатпӑр, кирек мӗн пирки те килӗшсе татӑлма пултаратпӑр.

Хутшӑну вӑл — куҫа-куҫӑн калаҫни ҫеҫ мар, вулани-ҫырни те, Интернет уҫлӑхӗнче ҫӳрени те. Каланӑ е ҫырнӑ чухне эпир хамӑрӑн шухӑш-кӑмӑла палӑртатпӑр, ыттисене мӗн те пулин хыпарлатпӑр. Итленӗ е вуланӑ чух вара теприсен пуплевне тӑнлатпӑр, урӑх ҫын шухӑш-кӑмӑлне пӗлетпӗр. Предложени — синтаксис хатӗрӗ кӑна та мар, вӑл — пирӗн шухӑшлавӑн, пуплевӗн, хутшӑнӑвӑн никӗсӗ.

Синтаксисӑн, ҫут ҫанталӑкпа ӳнерӗн пекех, ытарайми илемӗ пур: ҫыпӑҫуллӑ пуплевӗн шалашӗпе тулашӗ хӑйӗн килӗшӳлӗхӗпе чуна тыткӑнлама пултарать. Тӑнлатӑн-тӑнлатӑн — итлесе тӑранаймастӑн. Вулатӑн-вулатӑн — хӑпаймастӑн. Предложенисем кӑмӑл-туйӑма сӑмах вӗҫҫӗн палӑртма пулӑшаҫҫӗ, ыррине ырлама, хурине хурлама май параҫҫӗ. Вӗсем ӑша вӑркатма, чӗрене пӑлхатма, чуна уҫӑлтарма, хавхалану кӳме пултараҫҫӗ.

Алевтина Долговӑн «Синтаксис чувашского языка: Словосочетание. Простое предложение» («Чӑваш чӗлхин синтаксисӗ: Сӑмах майлашӑвӗ. Хутсӑр предложени») кӗнеки чӑваш грамматикин вӑрттӑнлӑхӗсене ҫакӑн пек ӑнланмалла уҫса парать. Ку тӗпчев ӗҫӗ камшӑн ҫуралнӑ-ха? Вӑл чӑваш чӗлхипе интересленекен тата ӑна ӑнланас тесе тимлекен кашни ҫыншӑнах интереслӗ пулӗ.

Монографи авторӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Алевтина Петровна Долгова Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпа техника енӗпе паракан патшалӑх премине тивӗҫлӗ тесе шутлатпӑр.

 

Геннадий Ахмане

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (5)]

Comments:

Пăшатан // 1906.08.0884
2026.04.27 08:43
Енчен те Алевтина Петровна синтакиса малалла тишкерсе хутлă пуплерĕшсене шĕкĕлчет пулсан, пунктуацин 50-мĕш параграфне асăрхамалла.

Цитата. 50§. Вӑрӑм предложенин шухӑшне ӑнланма тата ӑна вулама ҫӑмаллатас тӗллевпе предложенин пӗлтерӗшлӗ сыпӑксем (ур. к. пуплев такчӗсем) хушшине запятой лартма юрать, тӗслӗхрен: Пулас заводӑн электростанцине туса пӗтерейменнине, вӑрман варринчи поселокра ҫутӑ та ҫук (А. Талвир).

Асӑрхаттарни. Анчах та ҫак тӗллевпе подлежащипе сказуемӑй ушканӗсене пӗр-пӗринчен запятойпа уйӑрмаҫҫӗ. Цитата вĕçĕ.

Еплерех пек? Генилле çавăрттарпса хунă вĕт!


Орфографин 74-мĕш параграфĕ пекех хăватлă япала ку!

Шĕшлĕ // 1906.08.0884
2026.04.27 08:52
Эпĕ Алевтина Петровна Долгова тĕпчевĕсене хисеплетĕп.

Сăмахран, вăл республика тулашĕнчи чăвашсен калаçу уйрăмлăхĕсене ăнăçлă тишкернĕ (ку тĕлĕшпе çак кĕнекене пăхăр: СИМБИРСКО-САРАТОВСКИЕ ЧУВАШИ 2021 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ. / Монографическое исследование / Под общей редакцией проф. М.Г.Кондратьева. — Чебоксары: Чу­вашский государственный институт гуманитарных наук, 2004. — 274 с., илл. — (Чуваши в современном мире. История и культура).
Алмуш // 1801.71.1348
2026.04.27 14:06
Пархатарлӑ та хисепе тивӗҫлӗ ӗҫ. Маттур Алевтина Петровна
Шĕшлĕ // 2952.24.0048
2026.04.27 23:05
Чăваш чĕлхи çинчен чăвашла çырнă кĕнекесем те кирлĕ.
Пăшатан // 3910.45.6787
2026.05.01 15:10
... Çав вăхăтрах пире Юрий ВИНОГРДОВ чĕлхеçĕ каллех çĕнĕ «мыскарасемпе» тĕлентерет.

Унăн çĕнĕ статйи кун çути курнă (Современная гуманитаристика / Modern humanities / Хальхи гуманитаристика 2026. Т. 2. № 1)

Тĕслĕх илсе кăтартать.

— Вова, эсĕ урокусене хатĕрлетĕн-и?
— Çук.

Мĕнле «йăнăш» курать-ха кунта Юрий ВИНОГРДОВ?

«Çук, хатĕрлеместĕп» тени кирлĕ иккен!!! «Çук» тени çеç çителексĕр имĕш!!!

Вăт пыр та калаç çынпа!!!!

Мĕн — ку? Япала ку!

Лингвистикăра эллипсис текен ăнлав пур. Юрий ВИНОГРДОВ илсе кăтартакан тĕслĕхре те — çавă. Çăлкуçсем: https://ru.wikipedia.org/wiki/Эллипсис (вырăсла Википедире) тата https://cv.wikipedia.org/wiki/Эллипсис (чăвашла Википедире)

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters