Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +14.6 °C
Я не против полиции, я просто боюсь ее.(Альфред Хичкок)
 

Ad

Аçтахар Плотников: «Ҫӑлӑнӑҫ — юратура» спектакль хаклавӗ

Аçтахар Плотников11.06.2026 19:29156 views

Ҫӑлкуҫ: culture.cap.ru

Умсӑмах

Тахҫанах нимӗнле статья та ҫукран мӗн те пулин ҫырас тесе пуҫ ватрӑм. Ялан пӗр япала пирки ҫырсан йӑлӑхтарса ҫитерме пулать. Ҫавна май урӑхларах тема суйлас терӗм.

ИИ-семпе юлашки вӑхӑтра нумай ӗҫленӗрен чи малтан вӗсенчен ыйтас терӗм. Пӗрре вӗсемпе усӑ курса самай кӑсӑклӑ хыпар тупма май килнӗччӗ те... ИИ мана ҫапла хуравларӗ: ҫырмалли темӑсем сахал мар терӗ, статья та ҫырса пама пултарӑп терӗ. Вӑл сӗнекен темӑсем ҫаплараххисем пулчӗҫ: Акатуй тата чӑваш тумӗ; Чӑваш чӗлхи цифра саманинче; Чӑваш эстради (паянхи вӑхӑтра хальхи эстрада ҫӑлтӑрӗсен пурнӑҫне тӗрӗс ҫырса хӑварасси пирки); Чӑваш тӗррипе паянхи тумтирте усӑ курни тата ытти те.

Нихӑшӗ те кӑмӑла каймарӗ. «Акатуй тата чӑваш тумӗ» пирки ҫырма пулатчӗ ӗнтӗ, чӑн та пит кӑсӑклӑ тематика. Чӑваш тумӗпе Акатуйсенче епле усӑ курни пирки. Анчах Акатуйӗсем иртмен, пулмалла кӑна... Кирлӗ темӑна тупайманран хам шыраса пӑхас терӗм. Культура пирки ҫырас кӑмӑл пурччӗ те хамӑрӑн сайтри хыпарсене пӑхса тухрӑм. Хайхи, «Культура» пайӗнчисене. Вара «Ҫӑлӑнӑҫ — юратура» спектакль куҫа тӑрӑнчӗ. Вӑт ҫавӑн пирки ҫырса парас кӑмӑл ҫуралчӗ те. Хам кайса курман пулин те. Уйрӑмах, ку спектакле Владислав Николаев пьеси тӑрӑх лартни пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн.

Пьеса пирки

Каларӑм ӗнтӗ, ку пьесӑна Владислав Николаев ҫырнӑ. Вӑл пӗлтӗр, виҫӗ ҫулта пӗрре ирттерекен чӑваш драматурги конкурсӗнче, ҫӗнтернӗ. Ҫавна пула лартнӑ та ӗнтӗ. Владислав драматурги енӗпе самай палӑрнӑ ҫын теме пулать. Чӑваш театрӗсенче лартнӑ спектакльсене илес пулсан — ку унӑн 9-мӗшӗ. Чӑваш драма театрӗнче тӑваттӑмӗш лартнӑ пьеса пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех Ҫамрӑксен театрӗнче виҫҫӗшне лартнӑ, тепӗр иккӗшне — пукане театрӗнче.

Пьесӑн сюжетӗнче икӗ йӗр: пӗри — тӑван атте-аннене пӑрахмалли марри; тепри — шалкӑм ҫапнӑ хӗрарӑм хӑйӗн чирӗпе кӗрешни. Владислав каласа панӑ тӑрӑх, пьесӑра ытларах ҫамрӑк хӗрарӑм шӑпи ҫине пусӑм тунӑ, спектакльте вара тепӗр йӗре анлӑн ҫутатнӑ — тӑван ашшӗ-амӑшне пӑрахмалла маррине. Режиссёр пьеса шухӑшне самай тарӑнлатни пирки пӗлтерчӗ Владислав, ку тӗлӗшпе Наталья Алексеевнӑна мухтаса илчӗ.

Спектакль пирки

Пьеса ячӗ «730 калтапа 730 йӗпвӑрри» ятлӑ пулсан*, спектакль «Ҫӑлӑнӑҫ — юратура» ят илнӗ. Хушма ячӗ — «777 пирӗшти». Спектакле Чӑваш Республикин халӑх артистки Наталья Сергеева лартнӑ. Лолита Чекушкина композитор спектакле кӗвӗпе илемлетнӗ, Светлана Зверева художник вара декорацисемпе артистсен тумтирӗсене хатӗрленӗ.

Сӑнарсене ҫаксем калӑпланӑ:

  • Лана — Эмилия Назарова, Елизавета Хрисанфова;
  • Инесса Владимировна — Марина Яковлева, Анна Цветкова, Наталия Сергеева;
  • Клара Ивановна — Любовь Фёдорова, Галина Кузнецова;
  • Людмила Сергеевна — Валентина Иванова, Надежда Воюцкая;
  • Ваннадий — Григорий Фёдоров, Аркадий Андреев;
  • Лариса — Светлана Лукиянова, Лилия Петрова;
  • Вера Петровна — Нина Яковлева, Валентина Ситова;
  • Павлуш — Александр Яковлев, Николай Котеев;
  • Сергей Васильевич — Арсентий Димитриев, Геннадий Медведев, Вячеслав Александров;
  • Роза — Надежда Кузьмина, Оксана Кашаева;
  • Надежда Ивановна — Василиса Петрова, Александра Зайцева.

Театрӑн сайтӗнче спектакле ҫапла сӑнласа панӑ: Ӗҫ-пуҫ ваттисен  ҫуртӗнче пулса иртет. Хӑйсен вӑхӑт ҫуккине пула ачисем ватӑ ашшӗ-амӑшне кунта килсе янӑ. Тӗп сӑнар — Лана — ҫак ваттисен ҫуртӗнче ӗҫлет. Кӗтмен ҫӗртен шалкӑм ҫапсан хӑй те ваттисен ҫурчӗн пациенчӗ пулса тӑрать.

Спектаклӗн премьери нумай пулмасть, ҫӗртмен 5-мӗшӗпе 6-мӗшӗнче, иртнӗ. Ку шӑпах социаллӑ ӗҫченӗн кунӗ умӗн пулса иртнӗ. Шупашкарти социаллӑ пулӑшу центрӗн пай пуҫлӑхӗ Надежда Анатольевна ҫавна май ҫапла хак панӑ: «Ку постановка — социаллӑ ӗҫченӗн профессине юратнине, ҫак ӗҫе чунтан парӑнине кӑтартса парать. Режиссёрпа актёрсем ҫивӗч ыйтӑва ҫӗклекен историе йӗркелеме пултарнӑ, кашни кун ют ҫын хуйхипе тата хаваслӑхӗпе тӗл пулакансемшӗн ку истори ҫав тери ҫывӑх». Ҫапла май премьера питӗ вӑхӑтлӑ пулнине палӑртма пулать.

Спектакль чаплӑ пулса тухнин сӑлтавӗ, паллах, нумай ҫын тӑрӑшнинче. Владислав чаплӑ пьеса хайланӑ, режиссёр ӑна тӗпе хурса спектакль лартнӑ. Драматургӑн шухӑшне чӑнласа ӑнланса илсен кӑна халӑха кӑмӑла каякан спектакль лартма пулать. Ку тивӗҫе Наталья Сергеева питӗ аван пурнӑҫланӑ. Лолита Чекушкинӑн та тӳпи сахал мар: илемлӗ кӗвӗ ҫырмасан спектакль пахалӑхӗ чакӗччӗ. Светлана Зверева декорацийӗсем спектакле илемлетнӗ, ҫапла май вӑл та пахалӑха ӳстернӗ. Актёрсем хӑйсен сӑнарӗсене тивӗҫлӗн выляман пулсан спектакль шухӑшне тӗплӗн уҫса парайман пулӗччӗҫ. Ушкӑнпа пӗр ӗҫе пурнӑҫланӑ май спектакль паха пулса тухнӑ та.

Куракансем хаклани

Эпӗ хам ку спектакле кайса курман, ҫавна май ҫынсен хаклавне кӑна илсе кӑтартма пултаратӑп. Ҫӳлерех Шупашкарти социаллӑ пулӑшу центрӗнче вӑй хуракансене ку ӗҫ килӗшни пирки палӑртрӑм ӗнтӗ.

Арҫук Тарасов хаклавне те илсе пама пулать (ӑна вырӑсларан чӑвашла куҫарма тивӗ):

— Ку спектакль чӗрене ҫурать, амӑшсен сӑнарне аса илтерет. Ҫитӗнсе ҫитсен эпир пысӑк хуласене ҫӗнӗ пурнӑҫ шыраса тухса каятпӑр, аннесене пӗччен хӑваратпӑр, вӗсем вара пӗччен юлса пирӗнтен ҫӗнӗ хыпар кӗтсе лараҫҫӗ. Ҫак чуна пырса тивекен спектакль пире чи пӗлтерӗшлӗ урока вӗрентет: пире пурнӑҫ парнеленӗ ҫынсене нихӑҫан та манмалла мар; пирӗн аннесене асра тытмалла, упрамалла.

Ытти куракансен шухӑшӗсем:

— Турӑ на хуштӑр унта лекме. Пур артист та лайӑх вылять, тавтапуҫ сире!

— Чуна пырса тивекен темӑпа сӑнарланӑ спектакль. Хӑйсен тӑрӑшса калӑпланӑ сӑнарӗсемпе куҫҫуль тухмаллах ман чуна пырса тивтернӗшӗн тавах артистсене.

Куратпӑр ӗнтӗ, спектакль куракансен кӑмӑлне кайнӑ. Ӑна аван йышӑннӑ.

Утӑ уйӑхӗнче театрӑн 108-мӗш сезонӗ вӗҫленет. Спектакле тепӗр сезонра кӑна курма май пулӗ пулсан та кайса курма сӗнетӗп. Кунашкал статья ҫырнӑ хыҫҫӑн (ара мӗн чухлӗ ҫӑлкуҫ тӗпчерӗм) хамӑн та кайса курма кӑмӑл ҫуралчӗ.

 

* — пьесӑри чирлӗ хӗрарӑма, шалкӑм ҫапнӑ хыҫҫӑн сылтӑм алли ӗҫлеменрен, унӑн пӗчӗк моторикине аталантарма вӗт шӑрҫаран 730 калтапа 730 йӗпвӑрри ӑсталама сӗнеҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн, имӗш, чир иртет.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters