Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юрату ҫӑлкуҫӗКайăк тусĕПирвайхи юратуЛаохТăм ӳкнĕ ирХĕçпе çурлаИрĕк çил

Арăма


Пит çинчи пĕрремĕш пĕркеленчĕк

Сан сăнна кăшт ватăлăх кӳрсен,

Куçусем татах та илемленчĕç —

Хитререх чи капăр куçсенчен.

 

Заводран каç кӳлĕм таврăнсассăн,

Эс килте те лартăн ĕç тытса.

Туйăнмасть пĕрре те ывăнассăн,

Сан аллу пырать ăсталанса.

 

Хĕрпе каччă чухнехи айванлăх

Халь йăлтах тасалчĕ пирĕнтен.

Çĕр çинче эпир те ăс пухмалăх

Пурăннă, юлман пуль çынсенчен?

 

Хуть мĕнле пулсан та, халĕ маншăн

Пурнăç темшĕн тин çеç пуçланать.

Кулянмастăп çирĕмре пулманшăн,

Вăтăрта та вăй çунат хушать.

Мăшăрăма


Ирсерен эс мана ăсататăн

Ăш самах каласа, ыр сунса.

Чӳрече умĕнчех-çке тăратăн

Эп куçран кайиччен ал сулса.

 

Кунĕпех ман çинчен шухăшлатăн

Чиперех килессе ĕненсе.

Шăнкăрав ямасан — кулянатăн

Чунупа-чĕрӳпе тем сиссе...

 

Каçсерен урама эс тухатăн

Эп ĕçрен килнĕ чух тĕл пулма.

Йăл купса аллăмран-çке тытатăн

Юнашар кил енне çул тытма.

 

Пирĕшти пек мана эс упратăн

Çăмăл мар кăмăла ăнланса.

Йăнăшсем тăвасран та сыхлатăн

Тĕрĕс çул кăтартса, юратса!

 

Чунтанах эп сана юрататăп.

Саншăнах тав тăвап Туррине!

Саншăнах çĕр çинче пурăнатăп

Упраса чун-чĕре ăшшине!

Курас терĕм акăш ишнине


Юри антăм кӳлĕ хĕррине:

Курас терĕм хум вылянине,

Сăнас терĕм акăш ишнине,

Чарас терĕм чун ыратнине!

 

Куртăм мăшăр акăш ишнине,

Çунатпа пĕр-пĕрне витнине.

Аса илтĕм чунăм савнине,

Хурланса унпа уйрăлнине!

 

Чĕркуçлентĕм сивĕ çĕр çине,

Чараймарăм вĕри куççульне...

Юраймарăм тусăм чĕрине.

Вăл савать паян урăххине!

 

Юри антăм кӳлĕ хĕррине:

Курас терĕм акăш ишнине...

Куртăм мăшăр акăш ишнине,

Чараймарăм чун ыратнине!

Кичем-çке сансăр


Кичем-çке сансăр, савнă тусăм!

Çулăмсăрах чĕрем çунать.

Куççульпеле тулать-çке куçам...

Хăçан-ши тĕлпулу пулать?

 

Ирпе тăрсан та, каç выртсан та

Сăну сан ман умрах тăрать.

Кирек ăçта, кампа пулсан та

Ман чунăм саншăн тунсăхлать.

 

Хĕвел шевли пите лексен те

Сан çепĕç аллуна туяп.

Сар кайăк юррине илтсен те

Сăпайлă куллуна курап!

 

Кичем-çке сансăр, савнă тусăм...

Чĕреçĕм пĕр санах шырать!

Куççулĕнчен типет-ха куçăм...

Шанатăп, тĕл пулу — пулать!

Чугун çулăн икĕ енĕпе


Ĕçчен халăх алли тем тума та пултарать. Ахальтен каламан ваттисем: «Пĕччен сурать — типсе пырать, халăх сурать — кулĕ тăвать».

Акă илер-ха чугун çул хĕррипе татти-сыпписĕр тăсăлса пыракан илемлĕ вăрмана. Унти кашни йывăçа çын алли лартнă. Халĕ ăна кам тиркеме пултарĕ? Вăл хăйĕн илемĕпе пĕтĕм çынна илĕртет.

Пурте асăрханă ĕнтĕ, çынсем вакуна кĕрсенех, чӳрече умне вырнаçма тăрăшаççĕ. Пуйăс тапрансан вара кантăкран пăхса пыраççĕ. Унти вăрманта миçе тĕрлĕ илемлĕ йывăç! Хăшĕсем çулçипе, теприсем чечекĕпе, çырлипе çын чунне канлĕх пăраççĕ.

Çуркунне çĕмĕртсемпе вăрман улмуççийĕсем чечеке ларнă вăхăтра вара… Эй, мĕн каласси! Вĕсем, шăп та лăп туй хĕрĕ пек, шап-шурă тумпа пĕтĕм халăха савăнтараççĕ, пурăнас кăмăлне çĕклентереççĕ, пуçĕсене тая-таях иксĕлми телей суннăн ирте-ирте юрлаççĕ.

Çав йывăçсем чечекĕсене тăка пуçласанах çăка, пилеш, палан, акаци, шăлан йывăççисем хăйсен илемлĕ те тутлă шăршăллă чечекĕсене сапаççĕ, спирей тĕмисем, çĕклейми йышлă чечекĕсене çĕре çитиех усса, пуç тайсах саламлаççĕ.

Çав ансăр тăрăха йывăç лартиччен нумай асапланнă машинистсем вăрманçăсене яланах сигналпа тав туса хăвараççĕ. Вĕсем ăна чăннипех хаклама пĕлеççĕ.

Малалла

Хĕллехи илем


Аттепе пĕрле çӳретпĕр

Эпир вăрманта,

Пĕчĕк чăрăш касас тетпĕр

Ёлкăлăх кунта.

Садикра пире кĕтеççĕ

Çамрăк тусăмсем.

«Капăр ёлка кирлĕ», — теççĕ

Тахçанах вĕсем.

Хĕллехи вăрман илемĕ

Чун ытарайми.

Шурă тĕсĕ ун виçевлĕ,

Куç ытарайми.

Шурă кĕрĕкпе чупаççĕ

Куй-куй куянсем.

Хура тум уртса лараççĕ

Ватă юмансем.

Çыхса янă шурă тутăр

Ватă тунката.

Çамрăкланнă пек туять-тĕр

Халь вăл, тупата.

Шурă шупăрне юсать ав хурăн,

Манăн аппа пек.

Çакăн евĕр илем урăх

Çук пуль, çук пуль тек.

Мучи тав тăвать


 

Ват мучи утать аран

Туйипе таклаттарса.

Сетки йывăр пулнăран

Тăчĕ сывлăш çавăрса.

Таврăнать вăл лавккаран

Тĕрлĕ çимĕç туянса.

— Çула май йăтса парам! —

Тет Ванюк тăп чарăнса.

Ватă çыннăн куçĕсем

Кайрĕç ăшшăн çуталса:

— Пирĕн кӳршĕ ачисем

Вашават-çке чăнласах.

Çăрттан мыскари

Тытрĕç ик ача Сăртан

Темĕн пысăкăш çăрттан.

Касрĕç хырăмне... Мĕн мур?!

Унта тепĕр пулă пур:

Самăркка хитре партас.

«Ха, ăна ма пăрахас?

Лекнĕ-тĕр вăл тин кăна

Сĕмсĕр, çăткăн çăрттана.

 

Ку пулла та тăварлар,

Ăш-чикне йăлт тасатар», —

Шухăшларĕç ачасем —

Çамрăк, йăрă пулăçсем.

Йăл çиçет туссен кулли:

Тĕлĕнтермĕш куç тулли!

Çав партас-мĕн тетĕр-и?

Çăтнă-мĕн ыраш пăтри.

Пулса тăчĕ çăрттанран

Виçĕ пулă ... ăнсăртран.

«Эс мана чечек çыххи паратăн…»


Эс мана чечек çыххи паратăн

Савăнса çу кунĕ çитнипе.

Чĕрĕлет ман пӳлĕм те хавассăн

Вăрманти фиалка шăршипе.

 

Чечексем нихçан та йăлăхтармĕç,

Йăпатаççĕ ывăннă чуна,—

Ĕмĕр ырлăх-сывлăх туйтарма çеç

Тĕнче тĕсĕ вĕсенче çунать.

 

Витĕр тăрă, кăн-кăвак çеçкеллĕ!..

Çĕнетет фиалка сывлăша.

Çутçанталăк çакăн пек илемлĕ,

Тӳрĕ чунлă пурăнма хушать.

Левен


Пĕчĕк кăткă хăйĕнчен

Пысăкрах япалана

Сĕтĕрнĕ пекех, Левен

Çӳлелле тапаçланать.

Эхлетсе, мекеçленсе

Вăл хăпарчĕ ту çине.

— Эх, вĕçеп ĕнтĕ, — тесе

Çавăрчĕ çунашкине.

Вăл ларма ĕлкĕриччен

Çунашки ун пĕр-пĕччен

Анчĕ кайрĕ ярăнса,

Левен юлчĕ шăхăрса.

Мăшкăл пулчĕ çав тери!

Хыттăн тапрĕ ун чĕри.

Макăрмарĕ пурпĕрех,

Вăл ямарĕ хăй ятне.

Çирĕп пул эс ĕмĕрех —

Çитĕн ĕмĕтӳ патне.

Xăнара


Пӳрт айккинчи çĕмĕрт çеçкере… Таврана ытармалла мар ырă шăршă сарăлнă. Çилсĕр ир йывăç айĕнче çак шăршă пушшех лайăх сисĕнет, çĕр çинчи пĕтĕм сывлăш унпа тулса ларнăн туйăнать.

Анчах Тимофей Ивановичăн çурхи илемпе киленме вăхăт çук.

— Пукансем илсе тух, — васкатать вăл хулăнлана пуçланă арăмне. — Хăна кĕçех вăранать…

Тимофей Иванович сĕтел çивиттине тӳрлетсе сарать, унăн кĕскерех ури айне хĕстерме йывăç татăкĕ шырать. Унтан хăна килес умĕн пахчине хăйех шăлса тасатнине аса илет те, килхушшине кĕрсе, виçĕ-тăватă турпас ывăçласа тухать, вĕсене сĕтел ури айне чикет. Унтан сĕтеле лăкаса пăхать. Тайкаланмасть. Çирĕп.

Тимофей Иванович хăй тăрăх пăхса илет. Паян вăл çар тумĕпе. Арăмĕн арчинче çирĕм çул хушши выртнă салтак гимнастеркине, галифепе хром аттине тăхăннă. Кăкăрăн сылтăм енче гварди значокĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, сулахай енче икĕ Мухтав орденĕпе виçĕ медаль. Медалĕсене шăл порошокĕпе тап-таса çутатнă.

Арăмĕ тирĕксемпе кăлпасси, тĕтĕмленĕ селедка пырса лартать.

— Çăмарта ăшаларăм, чăкăтне те ăшалас-и? — ыйтать вăл упăшкинчен.

Тимофей Иванович салтакăн сарлака пиçиххине туртса çыхать, гимнастерка пĕрĕмĕсене пиçиххи тăрăх çурăмĕ хыçнелле хăвалать.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 30 31 32 33 34 35 36 37 38 ... 796